Кӳршӗре
![]() Андрей Яшметов Кӳршӗ республикӑра Йошкар-Ола хулинче пурӑнакан Яшметов Андрей Сергеевич Шупашкар хулине автостоп мелӗпе кайма тухнӑ та ҫухалнӑ. Вӑл ҫӗртмен 28-мӗшӗнченпе телефонне тытмасть. Амӑшӗ пӑшӑрханса ӳкнӗ, полицие кайса заявлени ҫырнӑ. Ҫӗртмен 28-мӗшӗнче Андрей амӑшӗ патне шӑнкӑравланӑ та машина тытса Шупашкар еннелле кайнине пӗлтернӗ. Унтанпа 20 ҫулти каччӑран хыпар ҫук. Вӑл килӗнчен икӗ эрне каялла тухса кайнӑ. Яшметов Андрей 175 сантиметр ҫӳллӗш, хыткан кӗлеткеллӗ. Ҫӳҫӗ тӗттӗм, кӗске. Вӑл куҫлӑх тӑхӑнма пултарнӑ. Килтен кайнӑ чухне джинс шӑлавар, тӗттӗм кофта, хура карттус, ботинка тухӑннӑ пулнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||||||||||
Ҫавӑн пекех пӑхӑр
| ||||||||||
Комментариле |
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org ![]() |