Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +16.3 °C
Пӑчӑрӑн пырши тухсан та виҫӗ кун пурнасшӑн.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: шкулсем

Республикӑра
nta-pfo.ru сайтри сӑн
nta-pfo.ru сайтри сӑн

Паян кӑнтӑрла ҫитеспе, 11 сехетсенче, Улатӑрти 7-мӗш шкулта мина хунӑ тесе 112 пӗрлехи службӑна пӗлтернӗ.

Вырӑна оперативлӑ службӑсем, Инкеклӗ лару-тӑру министерствин, вырӑнти администраци ӗҫченӗсем, вӑй структуринчи ҫынсем килнӗ. Вӗренекенсене, вӗрентекенсене, шкулта ӗҫлекенсене эвакуациленӗ. Ун хыҫҫӑн шкула тӗрӗсленӗ. Сирпӗнекен хатӗр тупман.

Хальхи вӑхӑтра шкул яланхи режимпа ӗҫлет. Мина хуни пирки пӗлтернӗ ҫынна вара тупнӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-143818234_466270
 

Персона
Яндекс сӑнӳкерчӗкӗ
Яндекс сӑнӳкерчӗкӗ

Чӑваш Енӗн пӗрлештернӗ командисен спорт енӗпе хатӗрлекен А. Игнатьев ячӗллӗ центр директорӗ пулма Геннадий Егоров шаннӑ.

Геннадий Егоров унччен 11-мӗш спорт шкулӗн директорӗ пулнӑ, чӑваш наци кӗрешӗвӗн федерацийӗн президенчӗ.

Республикӑн Спорт министерствинче шухӑшланӑ тӑрӑх, Геннадий Егоров А. Игнатьев ячӗллӗ центра ертсе пыма чӑннипех те тивӗҫ.

 

Вӗренӳ
www.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
www.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Шупашкарти шкулсенчен пӗринче православи музейӗ уҫнӑ.

Республикӑн Вӗренӳ министерствинче пӗлтернӗ тӑрӑх, хулари вӗренӳ учрежденийӗсем Шупашкарпа Чӑваш Ен епархийӗпе тачӑ ҫыхӑну тытаҫҫӗ. Шкулсенче православи культурине тарӑннӑн вӗренмелли классем те пур.

Шупашкарти 29-мӗш вӑтам шкулта халӗ православи культурин музейне уҫнӑ. Хӗрлӗ хӑйӑва каснӑ ҫӗре республикӑн Патшалӑх Канашӗн депутачӗ Николай Николаев, хула администрацийӗн вӗренӳ управленийӗн пуҫлӑхӗ Алексей Лукшин, Дмитрий Нестеренко протоиерей хутшӑннӑ.

 

Культура
Росреестр сӑнӳкерчӗкӗ
Росреестр сӑнӳкерчӗкӗ

Шупашкарти 12-мӗш вӑтам шкула культура эткерлӗхӗн ҫурчӗ тесе йышӑннӑ. Вӑл вӗренӳ учрежденийӗ хулари Владимир тӑвӗ ҫывӑхӗнче вырнаҫнӑ.

Шкула 1950 ҫулта ҫӗкленӗ. Малтан шкул хальхи 36-мӗш ача пахчи ҫуртӗнче вырнаҫнӑ, 1959 ҫулта кӳршӗллӗ ҫурта куҫнӑ.

Шкула классика зодчествин формиллӗ туса лартнӑ. Тӑватӑ хутла ҫурта П саспалли евӗр купаланӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://t.me/rosreestr21/1796
 

Чӑвашлӑх
«Контактра» халӑх тетелӗнчи сӑн
«Контактра» халӑх тетелӗнчи сӑн

Урал тӑрӑхӗнчи Ҫӳлти Пышма хулинчи 25-мӗш шкулта вӗренекен ачасем шкулта иртнӗ мероприятире чӑваш культурипе паллаштарнӑ.

Мероприятие Уралти халӑхсен культура хӑйнеевӗрлӗхне халалланӑ. Чӑваш культурипе паллаштарма вӗсене Екатеринбурги чӑваш культурин автономийӗ тата автономи хастарӗсем Владимир Ивановпа Светлана Костюкова пулӑшнӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-143818234_461794
 

Вӗренӳ

Юпан 24-мӗшӗнче Шупашкарти «Ҫӗнӗ хула» микрорайонти 65-мӗш шкулта ачасене кӑвакарнӑ ҫӑкӑр ҫитерни пирки тӗнче тетелӗнче хыпар сарӑлнӑ. Сӑнӳкерчӗке пӗр ачан амӑшӗ ӳкерсе уҫлӑха вырнаҫтарнӑ.

Кун хыҫҫӑн тӗрӗслев ирттернӗ. Шкул администрацийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫав кун шкул апатланмӑшӗнче ҫӑкӑра тӗрӗсленӗ, пурте юпан 23 тата 24-мӗшӗнче пӗҫернӗскерсем пулнӑ. Шкул ертӳлӗхӗ камерӑсене пӑхса тухнӑ та ҫапла пӗтӗмлетӳ тунӑ: кӑвакарнӑ ҫӑкӑра ачан амӑшӗ апатланмӑша хӑйех илсе кӗнӗ. Ҫакна кам тунине хальлӗхе палӑртайман-мӗн.

 

Республикӑра
«Контактра» халӑх тетелӗнчи сӑн
«Контактра» халӑх тетелӗнчи сӑн

Чӑваш Енре тепӗр обьекта регион пӗлтӗрӗшлӗ культура еткерлӗхӗн йышне кӗртнӗ. Сӑмах – Вӑрмар округӗнчи Кавалти прихут училищи пирки.

Хальхи вӑхӑтра унта шкул ӗҫлет. Унӑн проектне 1912 ҫулта хатӗрлесе пӗтернӗ, 1924 ҫулта хӑпартса лартнӑ. Ӑна тунӑ ҫӗрте тыткӑна лекнӗ австриецсем, чехсем, нимӗҫсем ӗҫленӗ. Вӗсен йышӗнче вара архитекторсем те, строительсем те пулнӑ. Унӑн фасадне эклектика стилӗпе тунӑ.

Ҫурта культура еткерлӗхӗн обьекчӗсен шутне кӗртни ӑна ишсе антарасран, ӑна улӑштарасран сыхлӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-194537172_24659
 

Вӗренӳ
«Контактра» халӑх тетелӗнчи сӑн
«Контактра» халӑх тетелӗнчи сӑн

Вӑрнарти 2-мӗш шкулта агрокласс уҫӑлнӑ. Вӑл республикӑра – ҫиччӗмӗш.

Класра ҫӗнӗ йышши оборудовани вырнаҫтарнӑ, ҫавна май ачасем шкултах тӗпчевсем, сӑнавсем тума пултараҫҫӗ. Агрокласа уҫнӑ кун ӑсталӑх класӗ иртнӗ: ачасем юман йӗкелне лартнӑ.

Палӑртмалла: класа уҫма «Август» фирмӑн «Вӑрнарти хутӑш препаратсен савучӗ» спонсор пулӑшӑвӗ панӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-163599942_15950
 

Персона

Иртнӗ эрнере Муркаш районӗнчи Мосакассинчи вӑтам шкулта Андрей Петтокки поэта асра тытса пуҫтарӑннӑ.

Конференцие Андрей Петокки (1905–1942) поэт, тӑлмачӑ тата общество ӗҫченӗ ҫуалнӑранпа 120 ҫул ҫитнине халалланӑ.

Мероприятие поэт палӑкӗ умне чечек хунинчен пуҫланӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall473392833_614
 

Политика
www.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
www.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Чӑваш Енре «Управленческая команда» (чӑв. Ертсе пыракансен команди) конкурса пӗтӗмлетнӗ.

2025 ҫулти ҫӗнтерӳҫӗсен шутӗнче 5 ҫын:

- Ирина Коптева, Шупашкар районӗнчи Толиккассинчи вӑтам шкулӑн директорӗн воспитани енӗпе ӗҫлекен ҫумӗ;

- Александр Иванов, «ИТ-Консалтинг» тулли мар яваплӑ обществӑн администраци директорӗ;

- Александр Смирнов, «Форт Диалог» проектсен ертӳҫи;

- Денис Андреев, «Время СВОих» программӑна хутшӑннӑ ҫын, Ҫӗмӗрле районӗнчи дежурствӑпа диспетчер службин директорӗ ;

- Ренат Чебутаев, Шупашкарти 38-мӗш вӑтам шкул директорӗ.

 

Страницӑсем: 1, 2, 3, 4, [5], 6, 7, 8, 9, 10, 11, 12, 13, 14, 15, ... 180
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Эрне пуҫламӑшӗнче вӑй чакнине туятӑр. Хирӗҫӳсенчен пӑрӑнма тӑрашӑр, мӗншӗн тесен вӗсем ӗҫе тата пултарулӑха япӑх витӗм кӳме пултарӗҫ. Юнкун тата кӗҫнерникун кӗтмен ӗҫлӗ ыйтӑва пурнӑҫалма лайӑх. Еткерлӗхпе ҫыхӑннӑ ыйтусене вара татса памалла мар. Эрне вӗҫнелле налук тата финанс ыйтӑвӗсемпе ӗҫлӗр.

Ҫӗртме, 01

1990
36
Харитонов Владимир Eгорович, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хуҫа арӑмӗ
кил-йышри арҫын
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хуть те кам тухсан та
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хуҫа тарҫи
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хуҫа хӑй