Шупашкарти В.П. Воробьев ячӗллӗ 2-мӗш ача-пӑча музыка шкулӗнче «Акцент на детство» скрипка фестивалӗ иртнӗ.
Унта Шупашкарти ҫамрӑк скрипачсемпе флейтистсем, художниксемпе скульпторсем хутшӑннӑ. Ача-пӑча модин «Прайм» театрӗпе «Fantasta» фокус театрӗнчен те пырса ҫитнӗ. Унта Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗн солистки, Чӑваш Енӗн тава тивӗҫлӗ артистки Елена Соколова, наци инструменчӗсен ӑсти Даниил Данилов та пулнӑ.
Чӑваш Енӗн Культура министерствинче пӗлтернӗ тӑрӑх, фестивале скрипачсен «Калейдоскоп» ансамблӗ илем кӳнӗ. Ушкӑна Раҫҫейӗн культура тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ Наталья Серегина ертсе пырать. Коллектив классика тата хальхи вӑхӑтри хальхи вӑхӑтри хайлавсемпе паллаштарнӑ. Фестиваль программи ача-пӑчан скрипка репертуарӗнчен тӑнӑ, ҫав шутра —соло тата ансамбль номерӗсенчен, джаз композицийӗсенчен, эстрада пьесисемпе мультфильмсемпе киносенчи юрӑсенчен.
Шупашкар муниципалллӑ округӗнчи Кӳкеҫре ҫак кунсенче шкул ҫуртне ҫине тӑрса хӑпартаҫҫӗ. Ӑна кирпӗчрен купаласа. Кирпӗч хуракансем сивӗре те, ҫил-тӑманта та ӗҫлеҫҫӗ. Ирех ӗҫе кӳлӗнсе каҫченех тӑрмашаҫҫӗ вӗсем. Электричество ҫутипе те вӑй хураҫҫӗ.
Район центрӗнчи виҫҫӗмӗш шкул пулмалли ҫурта епле хӑпартнипе ҫак эрнере вырӑнти тӳре-шара паллашнӑ.
Шкул 825 ача вӗренмелӗх пулӗ. Ӑна «Регионжилстрой» компани хӑпартать. Строительствӑра 120 ытла ҫын тӑрӑшать. Шкула 2024 ҫулта туса пӗтермелле.
Кӑҫал пуш уйӑхӗн 30-мӗшӗнче Муркаш муниципаллӑ округӗнчи Кашмаш шкулӗн территоринче ҫӗр ишӗлсе аннӑ. Ӑна халӗ те юсаман-ха. Ун чухне асфальт тата тимӗр карта сиенленнӗ.
Шкул территорине йӗркене кӗртекен подрядчике тупас тӗллевпе аукцион ирттерессине икӗ хутчен пӗлтернӗ. Пӗрремӗшне юпа уйӑхӗнче тин ирттерме палӑртнӑ. Анчах иккӗшне те никам та хутшӑнман. Малтанхи хак 9,8 млн тенкӗ пулнӑ.
Халӗ каллех аукцион ирттереҫҫӗ. Хакӗ унчченхи пекех.
Чӳк уйӑхӗн 13-мӗшӗнче Чӑваш пукане театрӗнче шкул театрӗсен «Асам» республикӑри конкурсӗн республика шайӗнчи тапхӑрӗ иртнӗ.
Фестивале ирттерме РФ Патшалӑх Думин депутачӗ Алла Салаева сӗннӗ.
Ӗнер хӑйсен ӗҫӗсемпе Вӑрмар муниципаллӑ округӗнчи Чулкассинчи тата Шупашкарти 53-мӗш вӑтам шкулсем паллаштарнӑ.
Унта тӗрлӗ шайри тӳре-шара хутшӑннӑ. Чӑваш Енӗн культура министрӗн ҫумӗ Георгий Богуславский шкул театрӗсен «Асам» фестивалӗн пӗлтерӗшне пысӑка хурса хакланӑ.
Финалистсен ячӗсене кӑҫалхи раштав уйӑхӗнче пӗлтерӗҫ.
Чӑваш Енри тата тепӗр ҫынна «Чӑваш Республикин культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ» хисеплӗ ят панӑ. Хушӑва республика Элтеперӗ Олег Николаев ӗнер, юпа уйӑхӗн 24-мӗшӗнче, алӑ пуснӑ.
Сумлӑ йышра — Чӑвашсен Питӗрти наципе культура автономийӗн председателӗ Валериан Гаврилов, Раҫҫей тата Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ художникӗсен Аркадий тата Людмила Акцыновсен ячӗллӗ Шупашкарти ача-пӑчан 6-мӗш ӳнер шкулӗнче преподавательте ӗҫлекен Валентина Ильина, Чӑваш патшалӑх филармонийӗн тӗп инженерӗ Александр
Никитин, Чӑваш Енӗн Наци вулавӑшӗн фондсене йӗркелекен тата документсене катологлакан центр заведующийӗ Луиза Фёдорова.
Кӗҫнерникун Етӗрне муниципаллӑ округӗнчи Урпаш вӑтам шкулне ҫул ҫитменнисемпе ӗҫлекен аслӑ инспектор Смирнова Ю.А. ҫитнӗ. Етӗрне муниципаллӑ округӗнчи ҫул ҫитменнисемпе тата право тӗлӗшӗнчен ӗҫлекен Данилова С.В. яваплӑ секретарьпе пӗрле вӑл шкул ачисене вырӑнти преступность пирки каласа панӑ.
Шкула ҫитнӗ хӑнасем уйрӑмах пысӑк тимлӗхе эрех-сӑрапа тата вейппа ашкӑнни ӳсекен организма мӗнле сиен кӳни пирки тимлӗх уйӑрнӑ. Унсӑр пуҫне мопедпа, скутерпа тата мотоциклпа ярӑннӑ чухне мӗнле яваплӑх пулни ҫинчен каласа панӑ. Йӗркене пӑсса ярӑнсан ҫакӑ вӗсен ашшӗ-амӑшне мӗн чухлӗ штраф тӳлеттерме пултарни пирки асӑннӑ.
Калаҫу вӑхӑтӗнче, паллах, ҫирӗпленнӗ йӗркене пӑхӑнмалли ҫинчен те каланӑ, ҫакӑ ашшӗ-амӑшӗн ятне те, шкул ятне те ямӗ тенӗ.
Республикӑри тӗрлӗ район вӗрентекенӗсем Шупашкар муниципалитет тӑрӑхӗн Мӑнал шкулӗнче уҫӑ уроксенче пулнӑ.
Асӑннӑ тӑрӑхри Чӑрӑшкассинче чӑваш чӗлхипе литературине вӗрентекен Алина Николаева пӗлтернӗ тӑрӑх, Ишлей шкулӗнчи С.П. Гаврилова вӗрентекен «Манӑн тӑван ҫӗршыв» темӑпа текстпа ӗҫленӗ чухнехи вӑрттӑнлӑхсемпе паллаштарнӑ, Мӑнал шкулӗнчи А.Ю. Московцева рэп ӑсталӑхне кӑтартнӑ, Чӑрӑшкасси шкулӗнчи А.М. Николаева «Сӑвӑ тӗнчин асамлӑхӗ» темӑпа урок ирттернӗ.
«Кӗске вӑхӑт хушшинче саккӑрмӗшсем тата республикӑри чылай районти чӑваш чӗлхипе литература вӗрентекенӗсем сӑвӑ ҫырас теорипе паллашрӗҫ, тӗрлӗ мелпе сӑвӑсем ҫырса урока пӗтӗмлетсе вӗреннине ҫирӗплетрӗҫ», — хыпарланӑ Алина Михайловна халӑх тетелӗнчи хӑйӗн страницинче.
Чӑваш Енри хастарсем кӗҫӗн классенче ачасене чӑваш чӗлхи вӗрентмелли приложени хатӗрлесшӗн. Проекта ӑнӑҫлӑ хӳтӗлесен уншӑн грант илме пултарӗҫ.
Проекта Уйрӑм предметсене тарӑннӑн вӗрентекен Шупашкарти 40-мӗш шкул хатӗрленӗ.
Приложение 1-4 классенче вӗренекенсем валли тӑвасшӑн, унсӑр пуҫне вӑл чӑваш чӗлхи учителӗсем валли пулӗ.
Ачасене чӑваш чӗлхине вӗрентессипе кӑсӑклантарас тӗллевпе ҫав приложение 2024 ҫулта хатӗрлеме палӑртнӑ.
Халӗ ҫав проектшӑн obr.so сайтра сасӑлав пырать.
Шупашкар муницпаллӑ округӗнчи Л.В. Пучков ячӗллӗ Чӑрӑшкасси шкулӗнчи 7-мӗш класра вӗренекенсем тӑван литература урокӗнче «Атте лаша панӑ пулсан» юрра вӗреннӗ, ӑна хаваспах юрланӑ, хӑйсене чӑн уяври пек туйнӑ. Халӑх тата литература юррисен уйрӑмлӑхӗсене палӑртрӗҫ. Кун пирки шкулта чӑваш чӗлхипе литературине вӗрентекен Алина Николава халӑх тетелӗнчи хӑйӗн страницинче пӗлтернӗ.
«Ӗлӗкхи ҫамрӑксем ҫуллахи ӗҫсем хыҫҫӑн тинех улаха пухӑнса вӑйӑсем выляма пуҫланӑ. Пукрав уявне хаваслӑрах тӑвас тесе ҫиччӗмӗшсем тахҫанхи вӑйӑсене те вылярӗҫ. Халӑх йӑли-йӗркине, сӑмахлӑхне асра тытни чӑвашлӑха упраса хӑварма пултарнине ҫирӗплетрӗҫ», — хыпарланӑ Алина Михайловна.
Ишлейри шкулта вӗренекенсен ашшӗ-амӑшӗ апатлану япӑх тесе ҫӑхав ҫырнӑ. Кун хыҫҫӑн ЧР ял хуҫалӑх министрӗ Сергей Артамонов унта ҫитсе килнӗ.
Ӗнер иртнӗ пӗрлехи информаци кунӗнче ашшӗ-амӑшӗ ачисене шкулта тутлӑ мар ҫитерме пуҫлани пирки каланӑ. Шкул вӗренӳ ҫулӗ пуҫланнӑранпа ҫӗнӗ апатлану системи ҫине куҫнӑ.
Министр шкула ҫитсе ачасенчен хӑй ыйтнӑ: чӑнах та тутлӑ мар ҫитереҫҫӗ-и? Лешсем апачӗ тутлӑ тесе пӗлтернӗ. Анчах пельмен те ҫитерме ыйтнӑ, апата аш ытларах яма сӗннӗ, шурӑ ҫӑкӑра хӗрхенмесӗр ҫитерме каланӑ.
Тутлӑ-и, тутлӑ мар-и – министр ку лару-тӑрӑва тишкерме шантарнӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.11.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 758 - 760 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Левитская Лия Сергеевна, чӑваш чӗлхин тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |