Шупашкарти «Солнечный» микрорайонта тинех шкул тума тытӑннӑ. «Про Город» хаҫата халӑх корреспонденчӗ видео ярса панӑ. Унта пулас шкул валли лапам хатӗрлеме пуҫлани курӑнать: машинӑсем тӑпра турттарса тухаҫҫӗ, рабочисем свайӑсем ҫапаҫҫӗ, тавралла карта тытаҫҫӗ.
Шкула «Трест-3» компани тӑвать. Проектра палӑртнӑ тӑрӑх, ҫак ҫӗнӗ микрорайонти шкула 2024 ҫулхи раштавӑн 31-мӗшӗччен туса пӗтермелле.
Муркаш районӗнчи пӗр шкулта ҫар припасӗсем упраннӑ. 205 патронран 120-шӗ сунар е спорт пӑшалӗпе усӑ курма юрӑхлӑ пулнӑ.
Ӑҫтан тупӑннӑ патронсем? ЧР Вӗренӳ министерстви лару-тӑрӑва ӑнлантарнӑ. Ҫак шкул ҫумӗнче 2008 ҫулта "Тӑван ҫӗршыв" ҫарпа патриотлӑх клубӗ уҫӑлнӑ. Ӑна унччен ОБЖ урокне ертсе пынӑ вӗрентекен (халӗ вӑл вилнӗ ӗнтӗ) йӗркеленӗ. Патронсем сейфра упраннӑ. Унта ытти ҫынсем кӗреймен.
Ҫӗрпӳ районӗнчи Чурачӑк ялӗнче тата Канаш районӗнчи Янкӑлч ялӗнче шкул тума пуҫланӑ. Иккӗшне те 2024 ҫулхи авӑн уйӑхӗччен туса пӗтермелле.
Чурачӑкри ҫӗнӗ шкулта 475 ача валли вырӑн пулмалла. Пӗлӳ ҫуртне тумашкӑн 339,5 миллион тенкӗ уйӑрнӑ.
Янкӑлчри ҫӗнӗ шкула вара 165 ача ҫӳрӗ. Унсӑр пуҫне шкула кайман 40 ача валли вырӑн пулӗ. Ку пелӳ ҫуртне тума хыснаран 275,6 миллион тенкӗ уйӑрнӑ.
Икӗ шкула та «Ял территорисен комплекслӑ аталанӑвӗ» программӑпа килӗшӳллӗн тӑвӗҫ. Вӗсен гарантийӗ 5 ҫул пулӗ.
Нарӑс уйӑхӗн 14-мӗшӗнче Раҫҫей писателӗсен союзӗн членӗ, Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ преми лауреачӗ Николай Ишентей (Николай Петрович Петров) 70 ҫул тултарнӑ. Ҫавна май Улатӑр районӗнчи Кивӗ Эйпеҫри вӑтам шкулта информаци сехечӗ ирттернӗ. Кун пирки халӑх тетелӗнчи хӑйӗн страницинче Валентина Малышева пӗлтернӗ.
Вӗренекенсем Николай Петровичӑн пурнӑҫӗпе тата пултарулӑхӗпе паллашнӑ май сӑвӑҫ Чӑваш Енри Ҫӗрпӳ районӗнчи Тури Шурҫырма ялӗнче 1953 ҫулта ҫуралнине пӗлнӗ. Пулас поэт малтанласа Чӑваш ял хуҫалӑх институтӗнче ӑс пухнӑ.
Вӑл шкулта та вӗрентнӗ; «Хыпар» хаҫатра, «Капкӑн» журналта ӗҫленӗ. «Николай Ишентей – нумай кӗнеке авторӗ, кӗҫӗннисен юратнӑ юмахҫи те», — каласа кӑтартнӑ Валентина Малышева ачасене поэт ҫинчен.
Патӑрьел муниципалитет округӗнчи Ҫӗньялта ӗнер «Айхи вулавӗсем» иртнӗ.
Поэзине юратакансем Ҫӗньялти пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан шкула «Айхи вулавӗсем» сӑвӑ конкурсне пухӑннӑ. Асӑннӑ вӗренӳ учрежденийӗнче чӑваш чӗлхипе литературине вӗрентекен Светлана Кулакова пӗлтернӗ тӑрӑх, вулава ирттересси ырӑ йӑлана кӗнӗ. Кӑҫалхи шучӗпе — 17-мӗш.
Конкурса 3-11 класра вӗренекенсем хутшӑннӑ. Вӗсем поэтӑн сӑввисене чӑвашла, вырӑсла тата ют чӗлхепе илемлӗ вуланӑ. Тӑрӑшнине кура ҫӗнтерӳҫӗсене дипломсемпе хавхалантарнӑ.
Нумаях пулмасть тӗнче тетелне Шупашкарти 53-мӗш шкулта пӳлӗмре кӑвакӑш пулнине ӳкернӗ видео вырнаҫтарнӑ. Кун хыҫҫӑн прокуратура унта тӗрӗслев ирттернӗ.
Чӑнах та, шкулта кӑвакӑш пур иккен. Тӗрӗслев кӑтартнӑ тӑрӑх, ун пеккине 3-мӗш хутра географи класӗнче асӑрханӑ. Апла пулин те унта уроксем ирттерме чарман.
Прокуратура шкул директорӗ тӗлӗшпе представлени ҫырнӑ. Класри кӑвакӑша ятарлӑ дезинфекци шӗвекӗпе пӗтернӗ. Шкул ертӳлӗхне ҫурт тӑррине ҫӗнетиччен, ытти юсава тӑвиччен пӳлӗмри кӑвакӑша сӑнаса тӑма хушнӑ.
Шупашкарти Кадет корпусне ҫӗнӗ ҫын ертсе пыма тытӑннӑ. Вӑл — Николай Жуков.
Асӑннӑ ҫын унччен республикӑн Вӗренӳ тата ҫамрӑксен политикин министерствинче, Шупашкарти 56-мӗш вӑтам шкулта ӗҫленӗ.
Николай Жукова кадет корпусне ертсе пыма паян, нарӑс уйӑхӗн 3-мӗшӗнче, шаннӑ.
Аса илтерер: вӗренӳ учрежденийӗнчи ҫемҫе пукан Наталья Тимофеева должноҫрен кайнӑ хыҫҫӑн пушаннӑччӗ. Тимофеева директор пулса 2021 ҫулхи авӑн уйӑхӗнченпе тӑрӑшнӑ. Республикӑн Вӗренӳ министерствинче ӗнентернӗ тӑрӑх, Тимофеева ӗҫрен кайма иртнӗ ҫулхи октябрь уйӑхӗнчех шухӑшланӑ, анчах ҫӳлтисем ыйтнипе финанс ҫулӗ вӗҫлениччен тӑхтама килӗшнӗ.
Шупашкарта Элли Юрьев ячӗллӗ парнене ҫӗнсе илессишӗн ача-пӑча ӳкерчӗкӗсен конкурсӗ иртет. Пултарулӑх ӑмӑртӑвне Чӑваш Енӗн Культурӑпа ӳнер институчӗ, Чӑваш патшалӑх ӳнер музейӗ тата Шупашкарти Э. Юрьев ячӗллӗ 4-мӗш ача-пӑча ӳнер шкулӗ пуҫарнӑ.
Конкурса хутшӑнас кӑмӑллисем кая юлман-ха. Ӗҫсене пуш уйӑхӗн 4-мӗшӗчченех йышӑнӗҫ. Ытти ҫул унта 1000 ытла ача хутшӑннӑ. Хамӑр тӑрӑхрисем ҫеҫ, ют регионсемпе ют ҫӗршывсенчисем таранах.
Живопись тата графика композицийӗсене «Сӑнарлӑ ӳнер» тата «Диплом ӗҫӗ» номинацисенче хаклӗҫ. Номинацисен теми — «Пӗтӗм професси кирлӗ!».
Чӑваш Енри виҫӗ шкула паллӑ ентешсен ятне панӑ.
Шупашкар районӗнчи Хыркассинчи ача-пӑча ӳнер шкулӗ паллӑ чӑваш композиторӗ Герман Лебедев ячӗпе хисепленсе тӑма пуҫланине эпир унччен пӗлтернӗччӗ-ха.
Сӗнтӗрвӑрринчи ҫавӑн пек шкул Анатолий Тогаев музыка ӗҫченӗ тата композтор ячӗпе хисепленсе тӑма тытӑннӑ. Анатолий Тогаев асӑннӑ районти Шуркасси ялӗнче ҫуралнӑ. Ҫӗрпӳри ача-пӑча ӳнер шкулӗ Олимпиада Агакова ячӗпе хисепленсе тӑрать. Олимпиада Агакова — паллӑ юрӑҫ тата педагог, Чӑваш АССР тава тивӗҫӗ артистки.
Хальхи вӑхӑтра кирек епле учрежденин те ҫӗнӗлле ӗҫлеме тивет. Ҫакӑ культурӑпа ӳнере те пырса тивет. Чӑваш Енӗн наци музейӗ, ав, «День музея в школе» (чӑв. Шкулти музей кунӗ) ҫутӗҫ проекчӗ пуҫарса янӑ.
Проектпа килӗшӳллӗн музейри ӑслӑлӑх ӗҫченӗсем чӗрӗ урок ирттереҫҫӗ. Ҫакӑн пек заняти ҫамрӑк ӑрӑва тӑван тӑрӑх историйӗпе кӑсӑклантарса ярасса шанаҫҫӗ.
«Шкулти музей кунӗ» проекта хутшӑнас тесен вӗренӳ учрежденийӗсен музейҫӑсене систермелле ҫеҫ — вӗсем шкула пырса та ҫитӗҫ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.11.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 758 - 760 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Левитская Лия Сергеевна, чӑваш чӗлхин тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |