Митта Ваҫлейӗн Хунтин (Фончӗн) Канашӗ 2021 ҫулшӑн Митта Ваҫлейӗн Парнине (Премине) «Литературӑпа искусствӑри пултарулӑхшӑн» тата «Чӑваш халӑхӗн демократилле аталанӑвӗ валли тунӑ ӗҫсемшӗн» номинацисенче (пӗр харӑс)
– литературӑри тата пурнӑҫри тӳрӗлӗхшӗн, чӑваш литературине пӗтерес патне илсе ҫитернӗ кунсенче чӑваш ҫыравҫин чыслӑхне ӳкме паманшӑн [упраса хӑварма пултарнӑшӑн],
– пурнӑҫ тӑршшӗпех хаҫат-журналта ӗҫлесе хуть те хӑҫан та чӑваш халӑхӗн аталанӑвӗ чӑн-чӑн демократилле ҫулпа пулса пытӑр тесе тӑрӑшнӑшӑн, ертӳҫӗ пулса ӗҫленӗ ҫулсенче яланах уҫҫӑнлӑхпа чӑнлӑха, тӗрлӗшухӑшлӑха ҫул парса пынӑшӑн,
– илемлӗ хайлавӗсенче тӑван халӑхӑн хальхи тата авалхи пурнӑҫне куҫа курӑнмалла чӗррӗн те чуна витермелле тӗрӗс кӑтартма, малашлӑха шанӑҫпа пӑхма ӗненӳпе вӑй-хӑват паракан сӑнарсем ҫуратма [калӑплама] пултарнӑшӑн Николай МАКСИМОВ чӑваш ҫыравҫине тата журналиста пама тата ӑна Митта Ваҫлейӗн сӑнӗллӗ кӗмӗл паллӑпа (медальпе) чыслама йышӑннӑ.
Николай Николаевич Максимов 1944 ҫулхи кӑрлачӑн 6-мӗшӗнче Чӑваш Республикин Канаш районӗнчи Кӑшнаруй ялӗнче ҫуралнӑ, ачаллах амӑшӗсӗр юлнӑ, ҫамрӑклӑхӗ Йӗпреҫ районӗнче иртнӗ.
Чӑваш Республикин Цифра аталанӑвӗн, информаци политикин тата массӑллӑ коммуникацисен министрне Кристина Майнинана тутарсен октрыткисем килӗшнӗ. Вӑл кӑна та мар.
Иртнӗ эрнере министр Тутарстанра пулнӑ. Унти «Литература кафинче» Тутар кӗнеке издательствин ҫӗнӗ кӑларӑмӗсемпе паллашма тата вӗсене туянма пулать. Унта тутар чӗлхипе кӑларнӑ открыткӑсем те пур. «Питӗ лайӑх шухӑш. Шута илӗпӗр», — тенӗ министр.
«ТАТМЕДИА» медиахолдингра пулнӑ май унта чӑвашла тухса тӑракан хаҫатсемпе те паллашма май килнӗ. Тутарстан Республикинчи «Сувар» чӑвашла хаҫат, Аксу районӗнчи «Ял пурнӑҫӗ», Нурлат районӗнчи «Дуслык», Пӑва районӗнчи «Ялав», Ҫӗпрел районӗнчи «Тӑван ен» хаҫатсенче ӗҫлекенсем хӑйсем кулленхи тӑрӑшӑвӗпе паллаштарнӑ. Унти журналистсем Чӑваш Енри ӗҫтешӗсенчен чӑваш литература чӗлхине тарӑнрах вӗренесшӗн.
Тутарстанри чӑваш наци культурин автономийӗ Хусанта отчетпа суйлав конференцине ирттернӗ. Унта Тутарстан президенчӗн наци политикин департаменчӗн шалти политика енӗпе ӗҫлекен управлени пуҫлӑхӗ Данил Мустафин, Тутарстанри Ассамблея Канашӗн ӗҫ тӑвакан комитечӗн ертӳҫи Константин Яковлев, Тутарстанри Халӑхсен туслӑхӗн ҫурчӗн директорӗ Ирек Шарипов, Чӑваш наци конгресӗн вице-президенчӗ Владимир Тяпкин, чӑваш хаҫачӗсен элчисем тата ыттисем хутшӑннӑ.
Данил Мустафин республикӑри чӑваш обществи чӑваш культурине, чӗлхине упрас тата аталантарас тӗлӗшпе тухӑҫлӑ ӗҫленине каланӑ. Константин Яковлев общество ӗҫне ачасемпе ҫамрӑксене явӑҫтарни пӗлтерӗшлӗ пулнине палӑртнӑ. Владимир Тяпкин Тутарстанри чӑваш обществин хастарӗсене чӑваш чӗлхипе культурине упрас тӗлӗшпе пысӑк ӗҫ тунӑшӑн тав тунӑ, Тав хучӗсем панӑ.
Тутарстанри чӑваш наци культурин автономийӗн председателӗ Дмитрий Самаренкин автономин 2017–2020 ҫулсенчи ӗҫӗ пирки доклад тунӑ. Тухса калаҫнисене итлесен организаци Уставне сӳтсе явнӑ, Канаш, ревизи комиссийӗн пайташӗсене, автономи председательне, унӑн ҫумне суйланӑ.
Чӑваш ҫырулӑхне йӗркеленӗренпе 150 ҫитнине халалласа Чӑваш Ен Наци вулавӑшӗнче «Эпӗ чӑваш ачи» заняти пуҫарнӑ. Ӑна вулавӑш Чӑваш Енри ашшӗ-амӑшӗпе учительсен «Аталану» ассоциацийӗпе пӗр шухӑшлӑ пулса чӑваш чӗлхине, наци культурине тата историне тарӑнрах вӗрентес тӗллевпе йӗркеленӗ.
Тӑван чӗлхене, культура эткерлӗхне, иртнине упраса хӑварсан халӑх малашлӑхӗ пулӗ. «Ачасене тӑван йӑла-йӗркене, чӗлхене юратма вӗрентсе ӳстерсен халӑх ӗмӗр пурӑнӗ», – тесе шухӑшлаҫҫӗ пултарулӑх пӗрлешӗвне йӗркеленӗ хастарсем.
Кружока шкул ҫулне ҫитменнисене тата кӗҫӗн классенче вӗренекенсене йыхравлаҫҫӗ. Заняти шӑманткунсерен, 10 сехетрен пуҫласа 11 сехет те 30 минутчен, пырӗ. Ӑна Шупашкарти 40-мӗш вӑтам шкулти чӑваш чӗлхипе литаратурин учителӗ Татьяна Леонтьева тата Чӑваш Ен Наци телерадиокомпанин радиовещанин аслӑ редакторӗ Валентина Белова ертсе пыраҫҫӗ.
Ыйтса пӗлмелли телефон номерӗ: 23-02-17, хушма номер – 138.
Иркутск облаҫӗнчи Зима районӗнчи Самара ялӗнче пуш уйӑхӗн 27-мӗшӗнче чӑваш хор коллективӗсен «Халӑх чун-юрри» облаҫри V юрӑ фестивалӗ, ача-пӑча чӑваш юррин «Туслӑх хӗлхемӗ» VI фестивалӗ, «Кӗмӗл сасӑ» юрӑ конкурсӗ иртӗҫ.
Мероприятие Иркутск тӑрӑхӗнчи чӑвашсен «Юлташ» наципе культура вырӑнти тӳре-шара пулӑшнипе ирттерӗ.
Фестиваль-конкурса чӑвашсен автономине йӗркеленӗренпе 30 ҫул ҫитнине халалланӑ. «Юлташ» автономие Вероника Тимофеева ертсе пырать.
Мероприятин тӗп тӗллевӗ – чӑваш чӗлхине, халӑх сӑмахлӑхне упраса хӑварасси, вокал, инструмент пултарулӑхне сарасси.
Шупашкарти тӗп клуб тытӑмӗ ӗнер Эдуард Кириллов аккомпаниатор-концертмейстера юбилейпа саламланӑ.
Эдуард Васильевич Раҫҫей Федерацийӗн халӑх пултарулӑхӗн хисеплӗ коллективӗнче, «Уяв» халӑх фольклор ансамблӗнче ӗҫлет. Вӑл – Чӑваш Республикин культура тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ.
Унпа пӗрле ӗҫлекенсем Эдуард Кирилловӑн пысӑк пултарулӑхне, ӗҫе юратса та тӗплӗн пурнӑҫланине палӑртаҫҫӗ. «Унра ҫирӗплӗх те пур, ҫынсене ӑнланма пултарни те», – теҫҫӗ ӗҫтешӗсем. «Уяв» халӑх ансамблӗпе вара ятарласа паллаштарма кирлӗ мар. Халӑхра вӑл тахҫанах ят-сум ҫӗнсе илнӗ. Ӑна юратаҫҫӗ, унпа киленеҫҫӗ.
Пуш уйӑхӗн 4-мӗшӗнче Чӑваш Республикин ача-пӑчапа ҫамрӑксен вулавӑшӗн краеведени тата наци литературин пайӗнче «Ҫамрӑк таврапӗлӳҫӗ» клубӑн занятийӗ иртӗ. Унӑн теми – «Мир по представлениям древних чуваш» (чӑв. Авалхи чӑвашсен тӗнчене епле ӑнланни).
Чӑваш халӑхӗн мифӗсене тӗпчеме революцичченех пуҫланӑ, паян та унпа кӑсӑкланаҫҫӗ. Мифсене Раҫҫей, нимӗҫ, венгр тата финн ӑсчӑхӗсем тӗпченӗ. Сӑмахран, Ама йывӑҫ тата Ама ту мӗне пӗлтерет? Мӗншӗн пӗлӗт ҫӗртен уйрӑлса кайнӑ? Ҫӗре чӑвашсем тӑваткал е сакӑр кӗтеслӗ тесе шухӑшланӑ. «Ҫамрӑк таврапӗлӳҫӗ» клуба пынӑ ачасем ҫак тата ытти япала ҫинчен пӗлӗҫ.
Паян, пуш уйӑхӗн 2-мӗшӗнче, Чӑваш Ен Наци вулавӑшӗнче Владимир Галошев режиссерӑн мультфильмӗсене хӑтлӗҫ. Мероприяти 10 сехетре пуҫланӗ. Унта «Радуга», «Аслати», «Пихампар», «Огонь и вода» мультипликациллӗ фильмсене кӑтартӗҫ. Вӗсене «Чӑваш халапӗсем, юмахӗсем тата легендисем» ярӑмпа хатӗрленӗ.
Автор каланӑ тӑрӑх, юмахсемпе вӑл И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университечӗн студенчӗ чухне, иртнӗ ӗмӗрӗн 90-мӗш ҫулӗсенче, кӑсӑкланма пуҫланӑ. Килӗшнӗ текстсем валли малтан ӳкернӗ, кайран комиксем хатӗрлеме тытӑннӑ. Ҫапла майпа «Вутӑш», «Кукша», «Ҫӗлен», «Иван паттӑр» тата ыттисем ҫуралнӑ. Компьютер технологийӗпе усӑ курса мультфильм хатӗрлеме май килнине ӑнлансан Владимир Петрович анимаципе ӗҫлеме тытӑннӑ.
Тӗмен тӑрӑхӗнчи Анат Тавта районӗнчи Канаш ялӗнче тӑван чӗлхе кунне уявланӑ.
Ӑна унти чӑвашсен «Тӑван» ассоциацийӗ пулӑшнипе йӗркеленӗ.
Ассоциаци ертӳҫи Николай Герасимов тата Анат Тавта районӗнчи чӑвашсен пӗрлӗхӗ тӑрӑшнипе ачасем те уява чылайӑн хутшӑннӑ. Вӗсем чӑвашла сӑвӑсем каланӑ, юрланӑ та, ташланӑ та.
Тӑван чӗлхе кунне халалланӑ мероприятирен аслисем ие, ачасем те хавхаланса саланнӑ. Тӑван тӑрӑхран аякра пурӑнсан та пӗр-пӗринпе килӗштерсе пурӑнма май пурри ентешӗмӗрсене савӑнтарать, чунра чӑвашлӑх туйӑмне аталантарать.
Чӑваш Ен Министрсен Кабинечӗн Председателӗ ҫумӗ — экономика аталанӑвӗн тата пурлӑх хутшӑнӑвӗсен министрӗ Дмитрий Краснов Фейсбука чӑваш тӗрриллӗ тумпа ӳкерӗннӗ хитер сӑн ӳкерчӗк лартнӑ. Ун айне вӑл «Ҫӗр пин тӗрӗш ҫӗршывӗ» ятпа пост ҫырса хунӑ. Вице-премьер «Паха тӗрӗ» художество промыслисен фирминче пулнӑ иккен.
Министр палӑртнӑ тӑрӑх, тӗрӗ Чӑваш Ен кун-ҫулӗпе тан аталаннӑ. Тӗрӗ вӑл — истори. Вӑл таҫта та пулнӑ: йӑла-йӗркере, тумра... Хӗре суйланӑ чухне вӑл тӗрленине пӑхнӑ. Типтерлӗрех тӗрлекен пике кил-ҫурчӗ те тирпейлӗ тесе шухӑшланӑ. Тӗрленӗ хӑш-пӗр япалана ламран лама парса пынӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (10.06.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 748 - 750 мм, 21 - 23 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Кабалин Иван Андреевич, Совет Союзӗн Паттӑрӗ ҫуралнӑ. | ||
| Тихонов Вячеслав Архипович, хӑрушлӑхсӑр министрӗ пулнӑ патшалӑх ӗҫченӗ ҫуралнӑ. | ||
| Митта Ваҫлейӗ, паллӑ чӑваш сӑвӑҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлнӑ. | ||
| Вдовина Ираида Григорьевна, паллӑ чӑваш юрӑҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
| Куславккара Н.И. Лобачевский ячӗллӗ музей уҫӑлнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |