Пӗлтӗр иртнӗ «Чӑваш йӑмри» литература конкурсӗнче мала тухнисене эпир Шупашкарти К.В. Иванов ячӗллӗ литература музейӗнче 11 сехетре чыслӑпӑр.
Сире парнесемпе чыслӑпӑр — вӗсем пирӗн яланхилле сахал мар пулӗҫ — картинсем, кӗнекесем, кунталӑксем (календарьсем). Юрӑ тӑхтавӗсене хӑйӗн пултарулӑхӗпе Муркаш районӗнчи «Хӗлхем» эстрада ушкӑнӗ тултарӗ. Литература музейӗпе паллашас кӑмӑл пур пулсан 10 сехет тӗлне ҫитме пултаратӑр — сире валли музей ӗҫченӗсем ятарлӑ экскурси ирттерӗҫ.
Литература музейӗ Шупашкарти Ленинград урамӗнчи 29-мӗш ҫуртра вырнаҫнӑ. Унта лекес тесен сирӗн вокзалтан «Мода ҫурчӗ» е «Республика тӳремӗ» чарӑнӑва ҫитмелле. «Мода ҫуртӗнче» ансан сирӗн ҫул урлӑ каҫса ҫӳлелле хӑпарма тивӗ. Тӗплӗнрех ӳкерчӗк ҫинче кӑтартнӑ. Вокзалтан 1, 4, 12 троллейбуспа, 15, 23 автобуспа, 31, 35, 36, 40, 41, 44, 50 маршруткӑпа ҫитме пулать.
Шупашкарта кӗҫех Лаврентий Таллеров тата Анисим Асламас ячӗллӗ урамсем пулма пултарӗҫ. Нумаях пулмасть хула администрацийӗнче комисси ларӑвӗ иртнӗ, унта урамсене, тӳремсене, хула хуҫалӑхӗн ытти ҫурт-йӗре мӗнле ятсем памаллине сӳтсе явнӑ.
Шупашкарти ҫуртсем ҫинче асӑну хӑми вырнаҫтарнине час-часах кураймӑн. Чӑваш Енре вара паллӑ ҫын сахал мар пурӑннӑ. Халӗ ҫак лару-тӑрӑва ылмаштарма вӑхӑт ҫитнӗ-мӗн. Кӑҫал — Культура ҫулталӑкӗ-ҫке-ха. Дзержинск урамӗнчи 31-мӗш ҫурт ҫинче кӗҫех асӑну хӑми ҫакмалла. Ӑна паллӑ патшалӑх ӗҫченне Леонид Прокопьева халаллӗҫ. Вӑл пурнӑҫӗн юлашки кунӗсене ҫак ҫуртра ирттернӗ. Асӑну хӑман эскизне конкурс ирттерсе суйланӑ та ӗнтӗ. Унта Владислав Немцевӑн ӗҫӗ ҫӗнтернӗ. Хӑмана гранитран тӑвӗҫ, брельефа — пӑхӑртан. Тӗп вырӑн Леонид Прокопьевӑн сӑнӗ йышӑнӗ.
Тепӗр хӑмана Мускав проспектӗнчи 5-мӗш ҫуртра вырнаҫтарма пултарӗҫ. Вӑл Совет тапхӑрӗнче ЧР Культура министерствине ертсе пынӑ Ида Кочеткова ячӗпе пулӗ. Ӑна хисеплесе Шупашкарти ҫӗнӗ пӗр урама та ят хума палӑртнӑ.
Ларура чӑвашсен паллӑ композиторне Анисим Асламаса, халӑх поэтне Лаврентий Таллерова та ҫапла хисеп тума сӗннӗ.
Эрнекун Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗнче Раҫҫейри Культура ҫулталӑкне савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура уҫнӑ. Уяв Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев, культура министрӗ тата ыттисем пырса ҫитнӗ. Уявра тӗрлӗ куравпа, пултаруллӑ сцена ӑстисем юрри-ташшипе, кӗвви-ҫеммипе паллашма май килнӗ.
Михаил Игнатеьв культура сӑмах нумай енлӗ ӑнлав пулни пирки палӑртса хӑварнӑ. Культура шайне вӗҫӗм хӑпартса пырасси пирӗн республикӑра норма пулса тӑмаллине асӑнса хӑварнӑ. Культурӑра вӑл е ку енпе палӑрнисене ҫав кунах патшалӑх наградисем панӑ. Балет артистне Айдар Хисамутдинова «Чӑваш Республикӑн халӑх артисчӗ» ят панӑ. Тава тивӗҫлӗ ята илнисем хушшинче — республикӑн культура министрӗн ҫумӗ Альбина Алексеева, Шупашкарти Ф.П. Павлов ячӗллӗ музыка училищин преподавателӗ Ирина Никитина, Хӗрлӗ Чутай районӗнчи Атнарти таврапӗлӳ музейӗн ертӳҫи Зоя Спиридонова, Красноармейски районӗнчи «Заволжски» клубӑн илемлӗх ертӳҫи Михаил Дмитриев. Культура ҫулталӑкӗн чи лайӑх элемне сӗннӗ Красноармейскинчи Александр Казаков художника асӑнмалӑх парнепе хавхалантарнӑ.
Чӑваш Республикин Журналистсен союзӗ Ҫемен Элкер ячӗллӗ премин иртнӗ ҫулхи лауреачӗсене палӑртнӑ. Ӑна «Советская Чувашия» хаҫат ӗҫченӗ Елена Зайцева тата «Чӑваш Ен» патшалӑх телерадиокомпанире тӑрӑшакан Ольга Туркай тивӗҫ тесе йышӑннӑ. Зайевана «Пысӑк ҫемье» проекта тытса тӑнӑшӑн чысланӑ. Туркай вара «Килти вулавӑш» радиокӑларӑм ярӑмӗпе преми илме пултарнӑ.
Журналистсен тепӗр премийӗ Леонид Ильин радиожурналист ячӗпе хисепленсе тӑрать. Унӑн кӑларӑмӗсене (йывӑр тӑпри ҫӑмӑл пултӑр) тата сассине аслӑраххисем халӗ те астӑваҫҫӗ-тӗр. Ку премие ял хуҫалӑх тата ҫутҫанталӑка сыхлас темӑна ҫутатакансене чыслаҫҫӗ. Ильин премине «Хыпар» хаҫат журналистне Юрий Михайлова тата Етӗрне район администрацийӗн вырӑнти радио валли кӑларӑмсем хатӗрлекен Лилия Петровӑна парас тенӗ.
Никольский ячӗллӗ преми те пур-ха. Ӑна чӑваш халӑх чӗрӗлӗвне тата халӑхсем хушшинчи туслӑха ҫирӗплетессипе ҫыхӑннӑ материалсемшӗн пама йышӑннӑ. Темиҫе ҫул каялла вӑл премие Тутарстанри «Сувар» хаҫат тивӗҫнӗччӗ. Хальхинче вара никама та чысламан.
Ӗнертенпе пирӗн республикӑра тава тивӗҫлисен йышӗ хутшӑннӑ. Ҫӗршыв тата республика шайӗнчи наградӑна тивӗҫнисен хушшинче тӗрлӗ ҫӗрте тӑрӑшакансем пур. Вӗсене чыслама хутшӑннӑ Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев хӑйсен ӗҫӗнче ҫитӗнӳ уйрӑмах тунисене асӑнса хӑварнӑ. Акӑ, сӑмахран, Президентӑн пепкелӗх центрӗн акушер-гинекологӗ Татьяна Дерипаскӑна илес тӗк, вӑл — амӑшӗсемпе ачисене виҫӗ шайлӑ медицина пулӑшӑвӗ кӳрес ӗҫе республикӑра йӗркелесе яраканӗсенчен пӗри. Е тата Йӗпреҫри район пульницин хирургӗ Юрий Андреев — тӗрлӗ операцин тӗлӗнмелле технологийӗсен 10 патент авторӗ. Комсомольски районӗнчи Александровкӑри шкул вӗрентекенӗ Сергей Антонов вара ачасене Пӗтӗм Раҫҫейри олимпиадӑсем валли хатӗрлесе ҫӗнтерӳҫӗсем ӳстерет.
Чыс-хисепе тивӗҫҫисем чылаййӑн пулнӑ. Маларах асӑннӑ Татьяна Дерипаско «Чӑваш Республики умӗнчи тава тивӗҫлӗ ӗҫсемшӗн» орден медальне тивӗҫнӗ. Ҫак орден медалӗ «Брындинсен типографийӗ» директорне Анатолий Брындина тивӗҫнӗ. Республикӑри кардиологи диспансерӗн тӗп врачне Татьяна Мизурована «Раҫҫей Федерацийӗн тава тивӗҫлӗ тухтӑрӗ» хисеплӗ ят панӑ.
Нумай пулмасть эпир «Чӑваш йӑмри» литература ӑмӑртӑвне пӗтӗмлетрӗмӗр — хӑш шкул ачи мӗнле вырӑн йышӑннине пӗлтертӗмӗр. Конкурса хутшӑнакансене эпир раштав уйӑхӗнче чыслас шухӑшлӑччӗ те, анчах «Ҫӑлтӑрпа ҫуралнӑ ӗмӗт» кӗнекене хатӗрлесси вӑраха тӑсӑлнӑ май ку мероприятие тепӗр ҫул ирттерме тивет пуль. Малтан, ҫав-ҫавах кӗнеке хӑтлавне тумалла, кайран ун хыҫҫӑн тин эпир кӑҫалхи литература ӑмӑртӑвне хутшӑнакансене парнесемпе тата хисеплӗ хутсемпе чыслама пултарайратпӑр.
Ҫавах та, ачасене хавхалану кӳрес тӗлӗшпе кашни валли эпир ӗнентерӳ хучӗсен электронлӑ варианчӗсене хатӗрлерӗмӗр. Кӑмӑл пур пулсан эсир вӗсене ҫак каҫӑпа илме пултаратӑр: chuvash.org/knege/cert/certificat.html. Тӳрех пӗлтеретпӗр: ӗнентерӳ хучӗсене шкул ачисем валли кӑна хатӗрленӗ. Вӗсене тума та ятарлӑ скрипта явӑҫтарнӑ, ҫавӑнпа та пӗр-пӗр йӑнӑш тупӑнсан пирӗн пата ҫырса ярӑр (amartu@chuvash.org), эпир вара ӑна тепӗр хут алӑпа ӑсталаса сире ярса парӑпӑр.
«Ҫын ӗҫленӗ чухне кӑна кирлӗ», — тенине илтме тивет чылай чух. Анчах ӗҫлекене те пур чухне те хавхалантарма пӗлмеҫҫӗ пуль тепӗр пуҫлӑхсем. Тӑрӑшнине кура хаклани вара ҫынна ҫунат хушни паллӑ ӗнтӗ. Ун пек чыса нумаях пулмасть ҫӗр ҫынни, чӑн-чӑн хресчен тивӗҫнӗ. Вӑл — Патӑрьел районӗнчи «Красное Знамя» кооперативӑн механизаторӗ Николай Глухов. Ӑна «Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ механизаторӗ» хисеплӗ ят панӑ.
Николай Иванович тӑван хуҫалӑхри ӗҫе яш чухнех кӳлӗннӗ те паян та ырми-канми вӑй хурать. Руль умӗнче вара вӑл — тӑватӑ теҫеткене ҫул яхӑн. Кирек епле техникӑна шансан парсан та ӗҫлеме пӗлет. Пӗлет кӑна мар, тӗплӗ те пахалӑхлӑ пурнӑҫлать тесе ырлаҫҫӗ ӑна вырӑнтисем.
Ҫак уйӑхӑн пуҫламӑшӗнче Чӑваш Ен приставӗсем хӑйсен професси уявне палӑртрӗҫ. Пӗрисем вӗсене укҫаллӑ парӑмҫӑсем сунчӗҫ, теприсем ӗҫ сахалланса пытӑр та йыш чактӑр терӗҫ.
Кирек епле уяври пекех суд приставӗсене те професси кунӗнче тӗрлӗ шайри наградӑпа чысларӗҫ. Ҫав шутра — икӗ хутчен сӗтев пама тӑрсан та ӑна илмен ӗҫчен те пулчӗ. Ун пек каланине залрисем тата уява пырса ҫитнӗ хӑнасем ӑшшӑн кулса йышӑнчӗҫ. Ку вӑл ӗнтӗ таса чунлӑ специалиста ырлани пулчӗ-тӗр. Пӗтӗмпе вара савӑнӑҫлӑ пухура 50 ытла ӗҫчен Тав хучӗпе дипломлӑ пулса тӑчӗ. Вӗсен хушшинче «Шырава чи лайӑх ирттерекен суд приставӗ» те, «Судри йӗркене тытса тӑрассипе чи лайӑх пристав» та тата ыттисем те пулчӗҫ.
Паянхи саманана тепӗр майлӑ «эгоизм» тапхӑрӗ тесен те пысӑк йӑнӑш пулмӗ. Ку каларӑша кулленхи пулӑмсем пӗрре мар ҫирӗплетсе параҫҫӗ. Сӑмахран, хула урамӗсенчен час-часах ҫӗр ҫинче выртакан ҫынсене курма пулать. Вӗсен ҫумӗпе иртсе каякан ҫынсем нумай чухне ҫын ҫӗр ҫинчен выртнине ӳсӗр пулнӑ сӑлтавпа ҫыхӑнтараҫҫӗ. Ку та тӗрӗс пуль, ҫапах та ҫын ҫӗр ҫине ӳсӗррипе кӑна тӗшӗрӗлсе анмасть ӗнтӗ, тен ҫын хӑйне сасартӑк сывлӑх енчен хавшарах туйса илнӗ — ку та тӗл пулать. Ҫул ҫинче пыракан урапа ҫырманалла сиксен те нумайӑшӗ пӑтӑрмах тухнӑ вырӑнтан курманҫи туса иртсе каяҫҫӗ. Ку вара тӗресех-ши? Ҫапах та паянхи пурнӑҫра пур ҫын та чунсӑр тесе те калаймӑн. Хӑйсен пурнӑҫне шӗллемесӗр тепӗр ҫын пурнӑҫне ҫӑлма хатӗррисем паянхи пурнӑҫра та пур.
Паян, авӑнӑн 9-мӗшӗнче Шупашкар администрацийӗнче хула пляжӗсенче ҫынсен хӑрушсӑрлӑхне сыхласа 25 ҫын пурнӑҫне (вӗсенчен — 7 шӑпӑрлан) ҫӑлакан инкекрен хӑтаракансене чысланӑ.
Администрацире палӑртнӑ тӑрӑх «Тӗп», «Сулахай ҫыран» №1, №2 пляжсенче ӗҫленӗ «Инженер хӳтӗлевӗ» АУО хӑйӗн ӗҫӗсене тивӗҫлипе пурнӑҫланӑ. Вӗсенчен чи хастаррисем: Юрий Витюк матрос — 5 путакана ҫӑлнӑ, Виталий Петров — 4 ҫынна, Дмитрий Белинский — 3 ҫынна, Александр Немцевпа Анатолий Алексеев — икшер, Владимир Малышев, Леонид Никифоров, Алексей Волошин тата Вячеслав Бронихин — пӗршӗр ҫынна ҫӑлма пултарнӑ.
Хусанти ҫуллахи Универсиадӑра Раҫҫейӗн пӗрлешӳллӗ ушкӑнӗнче пирӗн 8 ентеш та Раҫҫей чысне хӳтӗлеме старта тухнӑ. Тӑхӑр кун хушши вӗсем ӑмӑртӑва тухса пӗрре мар ҫӗнтерӳ картлашки ҫине хӑпарнӑ. Физкультура, спорт тата туризм министерствӑн вӗренӳ-спорт пайӗн пуҫлӑхӗ Ольга Букина палӑртнӑ тӑрӑх Ҫуллахи Универсиадӑн пӗтӗмӗшле историре ку хутӗнче чӑваш спортсменӗсем чи лайӑх кӑтартусем тунӑ.
Чӑваш Енӗн министӑрсен кабинет йышӑнӑвӗпе Универсиадӑра республика чысне тивӗҫлӗ хӳтӗленнишӗн ӑмӑрту ҫӗнтерӳҫӗсене ятарлӑ укҫа-тенкӗ сертификачӗпе тивӗҫтертерме палӑртнӑ. Асӑннӑ сертификата Республика Элтеперӗ Михаил Игнатьев иртнӗ кунсенче Универсиада ҫӗнтерӳҫисене алла панӑ. Кун ҫинчен эпир хыпарланӑччӗ. Анчах миҫе тенкӗпе тивӗҫтересси ҫинчен ун чухне палӑртманччӗ.
Министрсен кабинечӗн йышӑнӑвӗ тӑрӑх 1-мӗш вырӑна тухакансене — 75 000 тенкӗ, 2-мӗш — 60 000 тенкӗ, 3-мӗш вырӑна тухакансене вара — 50 000 тенкӗлле сертификатпа чыслама ҫирӗплетнӗ.
Аса илтеретпӗр, Хусанти Ҫуллахи Универсиадӑра пирӗн ентешсем ҫапларах кӑтартусем тунӑ:
1 вырӑн — Дмитрий Тарабин (сӑнӑ ывӑтас ӑмӑртура); Ирина Юманова тата Вера Соколова (20 ҫухрӑм дистанцире хӑвӑрт утассипе — ушкӑнӑн пӗтӗмӗшле кӑтартӑвӗ тӑрӑх);
2 вырӑн — Ирина Юманова (20 ҫухрӑм дистанцире хӑварт утассипе — харпӑр кӑтартура; Алина Прокопьева — (10 000 метр дистанциллӗ чупу), 2 вырӑн — (ҫурма марофонта харпӑр кӑтартура) тата 2 вырӑн (ҫурма марофон ӑмӑртупа ушкӑнӑн пӗтӗмӗшлӗ кӑтартӑвӗ тӑрӑх);
3 вырӑн — Антонина Савельева (сӗтел теннисӗ ӑмӑртура хӗрсем хушшинче ушкӑн турнире тата 3 вырӑн сӗтел теннисӗ, микс);
5 вырӑн — Наталья Пучкова (10 000 метр дистанциллӗ чупу), Кристина Савицкая (ҫичӗ енлӗ тупӑшу).
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (22.11.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, юр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 749 - 751 мм, 2 - 4 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Абзалов Ринат Абзалович, биологи ӑслӑлӑхӗсен тухтӑрӗ, профессор ҫуралнӑ. | ||
| Иванов Владимир Николаевич, Чӑваш Республикин Вӗренӳпе ҫамрӑксен политикин министрӗ ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |