Республикӑра
![]() Смирновсем Михаил Игнатьев Элтеперпе асӑнмалӑх сӑн ӳкерӗннӗ Ҫуркуннепе ӗҫ уявӗн кунӗнче, ҫу уйӑхӗн 1-мӗшӗнче, республикӑра ӗҫ династийӗсене чысланӑ. Паян пирӗн Чӑваш Енре ун пеккисем пин ытлине пӗлтернӗ республикӑн влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнче. Ӗҫ династийӗсене чысланӑ кун 26 ҫемьене йыхравланӑ. Вӗсен хушшинче Елчӗк раойнӗнчи Смирновсем те пулнӑ. Вӗсен династийӗн ӗмӗрӗ 502 ҫулпа танлашать. Смирнов вӗрентекенсен йӑхне пуҫараканӗ — Петр Михайлович. Вӑл Чӑваш АССРӗн, РСФСРӑн тава тивӗҫлӗ учителӗ шутланать. 1999 ҫулта ӑна Ӗҫ мухтавӗн тата паттӑрлӑхӗн районти кӗнекине кӗртнӗ. Смирновсен династине паян ывӑлӗ Алексей Петрович тата хӗрӗсем, Елена Петровнӑпа Светлана Петровна, тӑсаҫҫӗ. Вӗсен ытти тӑванӗ те, пурӗ 25 ҫын, вӗрентӳ ӗҫӗнче тӑрӑшать. Республикӑри ӗҫ династийӗсене Михаил Игнатьев Элтепер чысланӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Комментариле |
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org ![]() |