Чӑваш Ен Элтеперӗн Михаил Игнатьевӑн ака уйӑхӗн 30-мӗшӗнчи хушӑвӗпе Раҫҫей писателӗсен союзӗн пайташне, Чӑваш наци конгресӗн ваттисен канашӗн пайташне Анатолий Кипече «Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ писателӗ» хисеплӗ ят панине Чӑваш халӑх сайчӗ маларах пӗлтерсе ӗлкӗрчӗ-ха.
Тава тивӗҫлӗ ята ҫав хушупа тивӗҫекенсем тата пулнӑ. Вӗсен хушшинче ҫӳп-ҫап турттаракан машинӑпа ӗҫлекен водитель те пур. Вӑл ҫын Шупашкарти «Эткер» предприятире тӑрӑшать. Гордей Павлова «Чӑваш Республикин халӑх ыйтӑвӗсене тивӗҫтерессин тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ» хисеплӗ ят панӑ.
Сӑмах май каласан, хисеплӗ ятсене тата Тав хучӗпе Хисеп грамотисене тӗрлӗ отрасльте тӑрӑшакансем тивӗҫнине палӑртмалла. Чӑваш парламенчӗн Хисеп хутне, акӑ, официант та илнӗччӗ.