Вӑхӑт иртнӗҫемӗн ҫынсен ырӑ кӑмӑллӑхӗ те чакса пырать-ши? Паян ҫак ыйту тавра нумай шухӑшларӑм. Халӗ йӑлтах техника пурнӑҫлать: кӗпе-йӗм ҫумалли машина та, апат пӗҫӗрекен мультиварка та пур. Этем пурнӑҫӗ чылай ҫӑмӑлланчӗ. Анчах чунри ырӑлӑхпа ӑшӑлӑх чакса пынӑн туйӑнать.
Ӗлӗк кӳршӗ кӳрше пӗрмай пулӑшнӑ. Ун чухне ҫӗрулмине алӑпа е лашапа лартнӑ. Ку ӗҫ хресченшӗн питӗ пӗлтерӗшлӗ ӗҫ шутланнӑ. Ара, ҫурхи пӗр кун хӗлӗпе тӑрантарать вӗт. Ҫемье пахчана ҫӗрулми лартма тухсан кӳршисем те каҫнӑ. Ӗҫе эртелӗпех пурнӑҫланӑ ун чухне. Йыш пур чухне туслӑх та ҫирӗп.
Халӗ вара пачах урӑхла. Кӳршӗсем ют ҫын пек пурӑнаҫҫӗ. Пӗр-пӗрне пулӑшасси пирки нумайӑшӗ шухӑшламасть. Халӗ кашни хӑйӗншӗн тӑрӑшать. Урама тухсан, ӗҫке пӗрле лексен лайӑхах калаҫаҫҫӗ-ха вӗсем, пӗр ӗмӗр туслӑ пурӑннӑ пек. Анчах туслӑх, пӗр-пӗрне хисеплени ҫакӑнта курӑнать-им? Ҫула тухсан, тӗслӗхрен, автобус чарӑнакан вырӑна чылай утма тивет. Халӗ нумайӑшӗ машинӑллӑ та – пурте шӑхӑрса иртсе каяҫҫӗ. Ҫав йышра – кӗрекере лайӑх калаҫакан кӳршӗ те. Тӗлӗнмелле те, чӑнкӑ машинӑпа ҫӳрекен кӳршӗ хӑйӗн кӳршине ҫул ҫинче курсан лартса каймасть.
«Алӑри тӗкӗрпе те, «Эп вӑл эп пулатӑп» теекен Фихте майлӑ философ пулса та ҫын ҫуралмасть, ҫавӑнпа вӑл малтан, тӗкӗр ҫине пӑхнӑ пек, тепӗр ҫын ҫине пӑхать. Павӗл ҫын хӑй пек ҫын пулнине йышӑнсан кӑна Петӗр ҫын хӑйне хӑй ҫын пек йышӑнма пуҫлать. Ҫакӑнпа пӗрлех Павӗл хӑй те, пӗтӗм ун ӳчӗ-пӗвӗпе этем хапин (формин) палӑрӑмӗ пулса тӑрать» [Маркс К., Энгельс Ф. Соч. Т. 23. С. 62.].
Чӑваша ӑнланас ӗҫри танлаштару меслечӗ пирки йӗплесе ҫырнӑ хайлавне Aqabazar (йӗкӗлти, мӑшкӑлҫӑ, ҫынтан кулакан-тӑрӑхлакан… тролль-арҫури хӑраххи) «Кам — Ху?» тесе ят панӑ («Чӑваш халӑх сайчӗ». 14.01.2017). Карл Маркс кӑна мар – паянхи тӗпчевҫӗсем те (тӗслӗхрен М. Доган тата Д. Пеласси) танлаштарӑва пӗлӳ уҫҫи пек кураҫҫӗ. Ку шухӑшлав мелӗ-юхӑмӗ малашне те тухӑҫлӑ, ӑнӑҫлӑ, усӑллӑ пуласса шанаҫҫӗ.
«Тата вӑл, Юрий Яковлев, мӗн телейпе пире ҫак ятсене иле-иле кӑтартать: Андрей Кончаловский режиссер, Александр Проханов, Эдуард Лимонов, Виктор Ерофеев, Юрий Поляков, Максим Кантор.... Ҫывӑхри Тухӑҫ Институчӗн президенчӗ Е.Я. Сатановский? Мӗн илӗртӳлли пур-ши чӑвашшӑн ҫак ят пеккисенче?
Пурнӑҫра тӗлӗнсе каймалла пулӑмсем сиксе тухаҫҫӗ. Нумаях пулмасть паллаканӑмсенчен пӗри тӗлӗнтермеллипех тӗлӗнтерчӗ. Ӑна... чӗлхе вӑрӑммишӗн ят лекнӗ.
Чӑн та, вӑрӑм чӗлхеллисене нихӑш саманара та юратман-ха. Тӗрӗссине калакансем юмахра кӑна ҫӗнтереҫҫӗ пулӗ. Тепӗр тесен, юмахра та вӗсем малтанласа шар кураҫҫӗ. Аса илер-ха, акӑ, Константин Ивановӑн "Икӗ хӗр" юмахне.
Хӑйӗн аслӑ хӗрӗнчен
Ашшӗ ыйтать: «Мӗн мӑнтӑр?»
— Пирӗн атте килӗнчи
Кӑвак лаша пит мӑнтӑр.
«Ӑслӑ каларӑн, хӗрӗм».
Унтан ыйтать: «Мӗн тутлӑ?»
— Пирӗн атте килӗнчи
Вӗллери пыл пит тутлӑ.
«Ӑслӑ каларӑн, хӗрӗм».
Татах ыйтать: «Мӗн ҫемҫе?»
— Пирӗн атте килӗнчи
Тӳшек-минтер пит ҫемҫе.
«Ӑслӑ каларӑн, хӗрӗм,
Хисеп турӑн аҫуна,
Ӗнтӗ сана ҫакӑншӑн
Ҫур мулӑма паратӑп».
Унтан кӗҫӗн хӗрӗнчен
Ашшӗ ыйтать: «Мӗн мӑнтӑр?»
— Ҫут тӗнчере ҫӗр мӑнтӑр,
Унтан мӑнтӑр нимӗн те ҫук.
«Санра пархатар сахал».
Унтан ыйтать: «Мӗн тутлӑ?»
— Ыйхӑ тутлӑ, тӗнчере
Унтан тутли нимӗн те ҫук.
Зика вирусӗ алхасакан ҫӗршывсенче, ҫав шутра Бразилире, пулнисене Раҫҫейӗн потребнадзорӑн федераци служби чуптума чарнӑ. Алӑ пустарса, хушу кӑларсах мар-ха. Сӗнӳпе.
Бразилинче тата Зика вирусӗ алхасакан ытти ҫӗршывра пулнисен тӑван киле таврӑннӑ хыҫҫӑн ар ҫыхӑнӑвне кӗнӗ чухне пӗр уйӑх хушши презервативпа усӑ курмалла тата чуптума та тӑхтамалла. Кун пек сӗнекенни — эпидемиологи центрӗ. Экспертсем каланӑ тӑрӑх, инкубаци тапхӑрӗ ҫичӗ куна яхӑн тӑсӑлать. Енчен ҫав вӑхӑтра чирлесен хӳтӗленӳ мелӗсемпе тата тепӗр икӗ эрне усӑ курмалла.
Хытах асӑрханма сӗннине ку вирус пирки тухтӑрсем хальӗхе тӗплӗн пӗлменнипе сӑлтавлаҫҫӗ, апла тӑк сыхланакана Турӑ сыхлать текен каларӑш вырӑнлӑ тесе шухӑшлаҫҫӗ.
Паян Чӑваш Ен пайташӗсен Калининград облаҫӗпе паллашаҫҫӗ. Ӗҫлӗ ҫулҫӳрев икӗ кунлӑха тӑсӑлӗ. Йыша Чӑваш Енӗн премьер-министрӗ Иван Моторин, экономика аталанӑвӗн министрӗ Владимир Аврелькин, ҫар ҫыннисем, общество организацийӗсен пайташӗсем, А.В. Кочетов ячӗллӗ кадет шкулӗнче вӗренекенсемпе педагогсем кӗнӗ.
Паян пирӗннисем Калининград облаҫӗн Правительство пуҫлӑхӗн ҫумӗпе Михаил Плюхинпа тӗл пулмалла. Енсем килӗштерсе ӗҫлес ыйтӑва сӳтсе явмалла. Икӗ субъектӑн регионсем хушшинчи тавар ҫаврӑнӑшне илсен, Калининград облаҫне 0,33 процент кӑна иккен. Пирӗн патран унта канихвет-печени, ҫипуҫ, ура тӑхӑнмалли, сӑрӑ тавраш, груз турттармалли вакун каять. Лерен кунта экскаватор, аш консерви, пулӑ килет. Ҫав вӑхӑтрах Калининград облаҫӗнче сӗтел-пукан, электротехника, йывӑҫ-чус тирпейлекен отрасльсем те аталаннӑ-мӗн.
Чӳкӗн 1-мӗшӗнче Чӑваш патшалӑх педагогика университетӗнче «Халӑхсем хушшинчи ҫыхӑну тата вӑл чӑваш халӑхӗн аталанӑвне витӗм кӳни» ятпа халӑхсем хушшинчи ӑслӑлӑхпа ӗҫлӗх конференцийӗ уҫӑлнӑ.
Унта федерацин Чӑваш Енри тӗп инспекторӗ Г.С. Фёдоров та хутшӑннӑ. Вӑл докладах туса панӑ. Конфренцин пленарлӑ пайӗнче докладпа ҫавӑн пекех асӑннӑ аслӑ шкулӑн пӗтӗмӗшле истори кафедрин профессорӗ, истори ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ Г.А. Яковлев, Чӑваш патшалӑх академи симфони капеллин тӗп режиссёрӗ М.Н. Яклашкин професор, Севастополти чӑваш наципе культурин обществин ертӳҫин ҫумӗ В.А. Мочалов тухса калаҫнӑ.
Кайран конференцие тӗрлӗ секцие пайласа ирттернӗ.
Шухӑшлатӑн та, этемпе этем пӗрех-ҫке — мӗн парас-илес пур тейӗн. Ҫапах та кулленхи пурнӑҫра тӗрлӗ сӑлтава пула ӑнланманлӑх сиксе тухасси те часах.
Пӗр халӑхпа тепӗр халӑх хушшинчи тавлашу, хирӗҫ-тӑрушӑн малашне вырӑнти хӑй тытӑмлӑх пуҫлӑхӗсене явап тыттарӗҫ. Наци хушшинчи харкашусемшӗн тӳре-шара ӗҫ вырӑнне те ним мар ҫухатма пултарӗ. Асӑннӑ йышши ӑнланманлӑх шутне чӗлхепе, религипе тата ыттине кӗртеҫҫӗ.
Ҫӗнӗ саккун проектне РФ Патшалӑх Думин депутачӗсем иккӗмӗш тата виҫҫӗмӗш вулавпа йышӑннӑ. Саккун кӗпӗрнаттӑрсене, апла тӑк регионсен пуҫлӑхӗсене, пырса тивмест иккен.
Регионсенчи влаҫ ӗҫ-хӗлне хаклас йӗркене ӳлӗмрен ҫӗнӗлӗх кӗртӗҫ. Экономика, социаллӑ пурнӑҫ аталанӑвӗн тата ытти хӑш-пӗр кӑтартӑва тӗпе хурса палӑртнипе пӗрлех регионсенче халӑхсем хушшинчи хутшӑну еплине те малашне шута илӗҫ. Ҫакӑн пирки Раҫҫейӗн Регионсен аталанӑвӗн миснистерствин департаменчӗн пуҫлӑхӗ Александр Журавский пӗлтернӗ.
Федерацин тӳри-шарине ҫак шухӑш патне ҫитсе тухма Сарӑту облаҫӗнчи Пугачев хулинче пулса иртнӗ пӑтӑрмах хистенӗ-мӗн. Иртнӗ уйӑхра унта урӑх ҫӗртен куҫса килнӗ ҫул ҫитмен каччӑ Пугачевра пурӑнакан пӗр ҫынна скалпельпе амантнӑ иккен. Унччен вӗсен тавлашу сиксе тухнӑ. Хӗрсе кайнӑ каччӑ алла скальпель ярса илнӗ. Сурана пула лешӗ вилнӗ. Ҫакӑн хыҫҫӑн вырӑнти халӑх тепӗр кунхине пуху ирттерсе Кавказ ҫыннисене хуларан хӑваласа ямалла тесе йышӑннӑ.
Маларах асӑннӑ департамент пуҫлӑхӗн шучӗпе ун пек ыйтусене Мускав йӗркелесе тӑраймӗ, вырӑнти пуҫлӑхсен тӑрӑшмалла. Ҫынна вӑл нацине кура уйӑрма юраманни пирки палӑртса хӑварнӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (22.12.2024 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 0 - -2 градус сивӗ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Кӑрмӑш гербне йышӑннӑ. | ||
| Вӑта Тимӗрҫен шкулне уҫнӑ. | ||
| Аслут Александр Николаевич, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |