Паян Чӑваш Ен пайташӗсен Калининград облаҫӗпе паллашаҫҫӗ. Ӗҫлӗ ҫулҫӳрев икӗ кунлӑха тӑсӑлӗ. Йыша Чӑваш Енӗн премьер-министрӗ Иван Моторин, экономика аталанӑвӗн министрӗ Владимир Аврелькин, ҫар ҫыннисем, общество организацийӗсен пайташӗсем, А.В. Кочетов ячӗллӗ кадет шкулӗнче вӗренекенсемпе педагогсем кӗнӗ.
Паян пирӗннисем Калининград облаҫӗн Правительство пуҫлӑхӗн ҫумӗпе Михаил Плюхинпа тӗл пулмалла. Енсем килӗштерсе ӗҫлес ыйтӑва сӳтсе явмалла. Икӗ субъектӑн регионсем хушшинчи тавар ҫаврӑнӑшне илсен, Калининград облаҫне 0,33 процент кӑна иккен. Пирӗн патран унта канихвет-печени, ҫипуҫ, ура тӑхӑнмалли, сӑрӑ тавраш, груз турттармалли вакун каять. Лерен кунта экскаватор, аш консерви, пулӑ килет. Ҫав вӑхӑтрах Калининград облаҫӗнче сӗтел-пукан, электротехника, йывӑҫ-чус тирпейлекен отрасльсем те аталаннӑ-мӗн.