Зика вирусӗ алхасакан ҫӗршывсенче, ҫав шутра Бразилире, пулнисене Раҫҫейӗн потребнадзорӑн федераци служби чуптума чарнӑ. Алӑ пустарса, хушу кӑларсах мар-ха. Сӗнӳпе.
Бразилинче тата Зика вирусӗ алхасакан ытти ҫӗршывра пулнисен тӑван киле таврӑннӑ хыҫҫӑн ар ҫыхӑнӑвне кӗнӗ чухне пӗр уйӑх хушши презервативпа усӑ курмалла тата чуптума та тӑхтамалла. Кун пек сӗнекенни — эпидемиологи центрӗ. Экспертсем каланӑ тӑрӑх, инкубаци тапхӑрӗ ҫичӗ куна яхӑн тӑсӑлать. Енчен ҫав вӑхӑтра чирлесен хӳтӗленӳ мелӗсемпе тата тепӗр икӗ эрне усӑ курмалла.
Хытах асӑрханма сӗннине ку вирус пирки тухтӑрсем хальӗхе тӗплӗн пӗлменнипе сӑлтавлаҫҫӗ, апла тӑк сыхланакана Турӑ сыхлать текен каларӑш вырӑнлӑ тесе шухӑшлаҫҫӗ.