Паян Чӑваш наци вулавӑшӗнче Евгений Турханӑн ҫӗнӗ кӗнекине — «Каганлӑх тӗпренчӗкӗ» ятлине — хӑтларӗҫ. Мероприяти 15:00 сехетре пуҫланчӗ.
Романри ӗҫсем XIX ӗмӗр пуҫламӑшӗнче пулса иртеҫҫӗ. Тӗп харкамҫӑсен сӑнарӗсем урлӑ автор вӑл вӑхӑтри хресченсен пӑлхавне кӑтартса парать. Романра чӑнлӑх тӗпренчӗкӗсем те пур — автор хайлава ашшӗпе аслашшӗ каласа панисене тӗпе хурса ҫырнӑ. Евгений Турхан пӗр кӗнекепе ҫырлахасшӑн мар, иккӗмӗшне те хатӗрлеме пуҫланӑ.
Хӑтлава ҫыравҫӑсем, чӑваш чӗлхи вӗрентекенӗсем, Хусанти юлташӗсем килнӗччӗ. Мероприятие пухӑннисем пурте тенӗ пекех ҫӗнӗ кӗнекене те авторне те мухтарӗҫ.
Кӳршӗри Хусан хулинче тӗрӗк тӗнчин «Тӗрӗккурав – 2014» (TürkVisyon) телеюрӑ конкурсӗ иртмелле. Кӑҫалхипе вӑл иккӗмӗш хут иртет. Пӗрремӗшӗ пӗлтӗр Турцири Эскишехир хулинче иртнӗ.
Тутарстанри суйлав тапхӑрӗ ӗнер, авӑнӑн 20-мӗшӗнче, «Пирамида» культурӑпа кану комплекӗнче иртнӗ. Унта Айтар Сулейман ҫӗнтернӗ. Ҫавӑн пекех хӑйсен юрӑҫисене Пушкӑртстан, Саха Якути, Азербайджан, Турци, Казахстан тата ыттисем ярас шухӑшлӑ.
«Тӗрӗккурав – 2014» финалӗ «Татнефть-Аренӑра» чӳкӗн 19-мӗшӗпе 21-мӗшӗсенче иртмелле. Пӗтӗмӗшле ҫак мероприяти валли 4 миллион укҫа уйӑрнӑ, вӗсенчен 1 миллион та 870 пине — «ТМВ-TV» телеканал панӑ. Финалпа ҫурмафинала тӗнче шайӗнчи 38 телеканал кӑтартмалла. Билет хакӗ 200 тенкӗрен пуҫласа 800 тенкӗ таран тӑрать, сутма пуҫланӑ ӗнтӗ.
Конкурса «Еврокурав» евӗрлӗ хатӗрленӗ пулин те пирӗн чӑвашсем унта пӗрре те хутшӑнман. Пӗлтӗр иртнӗ конкурс хыҫҫӑн хӑш-пӗр хаҫат Турцире «пантюркизм» вӑй илет» тесе, ун валли турккӑсем юрӑ-кӗвӗпе те усӑ кураҫҫӗ тесе ҫырнӑран Чӑвашри культура ҫыннисем унта хутшӑнас темен пулас. Официаллӑ влаҫ сайтӗнче те ку конкурс пирки пӗр сӑмах та тупӑнмарӗ.
И.Н.Ульянов ячӗллӗ ЧПУн пӗрремӗш ректорӗ Семен Сайкин ҫуралнӑранпа 100 ҫул ҫитнӗ. Ӑна ҫак кунсенче тӑванӗсем кӑна мар, ӗҫтешӗсем тата студентсем аса илнӗ.
ЧПУн профессорӗ Владимир Щедрин каланӑ тӑрӑх, вӑл ырӑ кӑмӑллӑ ӑсчах пулнӑ. Семен Федорович ӗҫре вӗресе кӑна тӑнӑ. Ун патне килекенсем хушнӑ ӗҫпе кӑмӑллӑ пулса йӑл кулӑпа тухса кайнӑ. Семен Сайкин нихӑҫан та сасса хӑпартман.
Семен Сайкин ӑслӑлӑхпа ача чухнех кӑсӑкланнӑ. Ҫавӑнпа вӑл Хусанти университета физикӑпа математика факультетне вӗренме кӗнӗ. Вӑл 67 ҫулта чухне ӑна тин кӑна уҫӑлнӑ ЧПУн тилхепине тытса пыма шаннӑ. Семен Федорович тӳрех килӗшмен. Унӑн ЧПУра йӑлтах ҫӗнӗрен пуҫарма тивнӗ: вӗрентекенсене шыранӑ, техника базине йӗркеленӗ. 10 ҫултан аслӑ шкул лайӑх енӗпе ҫеҫ палӑрнӑ.
Семен Сайкинӑн ӗҫне унӑн виҫӗ ывӑлӗ тӑснӑ. Вӗсем пурте физикӑпа математика енӗпе кайнӑ. Сергей Сайкин профессор ЧПУра ӗҫлет.
Хусанти «Волга» (чӑв. Атӑл) ҫамрӑксен центрӗнче авӑнӑн 5-мӗшпе 9-мӗшӗсенче Тӗрӗк ҫамрӑкӗсен 1-мӗш фестивалӗ иртнӗ. Чӑвашсемпе тутарсемсӗр, пушкӑртсемпе карачайсемсӗр пуҫне унта ют ҫӗршывсенчен те пуҫтарӑннӑ — Кӑркӑстанран, Казахстанран, Узбекистанран, Азербайджанран, Турцирен. Ҫавӑн пекех ҫамрӑксем Екатеринбургран, Перӗмрен, Сарӑтуран, Чӗмпӗртен килсе ҫитнӗ.
Фестиваль хӑйен тӗллевӗсем шутне тӗрӗк ҫамрӑкӗсене политика, ӑслӑлӑх, культура, вӗренӳ шайӗнче пӑтӗҫтерессине лартнӑ. Ҫавӑн пекех унта пур тӗрӗк ҫамрӑкӗсем умӗнче те тӑракан ыйтусене сӳтсе явнӑ. Фестивальте ҫавра сӗтелсем, тӗлпулусем иртнӗ.
Чӑвашран фестивале чӑваш ҫамрӑкӗсен «Сӑвар» пӗрлешӗвӗ, наципе культура аталанӑвӗн «Ирӗклӗх» обществи, ЧНК ҫумӗнчи ҫамрӑксен «Хастар» пӗрлешӳ кайнӑ.
Хусанта Хальхи ӳнер галерейин графика залӗнче пӗтӗм тӗнчери поэтсен «Юлташсен ҫурчӗ» мини-фестиваль иртӗ. Унта Норвегири, Швецири, Шотландири поэтсем, славян филологсем, тӑлмачӑсем, хутшӑнӗҫ. Ҫавӑн пекех Хусанти тата Шупашкарти Геннадий Айхипе ҫыхӑнӑ поэтсемпе ӳнерҫӗсем хутшӑнӗҫ.
Геннадий Айхи ҫуралнӑранпа 80 ҫул ҫитнине халалласа Чӑваш Енре те мероприяти сахал мар иртнӗ. Хусанта иртекен мини-фестиваль ятне Айхин пӗр сӑввин ятне кӑларнӑ. Унта Айхин сӑввисем, тӗрлӗ чӗлхене куҫарнӑ сӑввисем янӑрӗҫ. Вӗсене Питер Франс, Микаэль Нюдаль, Гуннар Вэрнесс куҫаруҫӑсем вулӗҫ. Геннадий Айхин «Ултӑ сӑвӑ» кӗнекине хӑтлӗҫ.
Авӑн уйӑхӗн 6–7-мӗшӗсенче Йӗпреҫ районӗнчи Пучинке ял ҫывӑхӗнчи «Хӗрлӗ партизан» аэродромра регионсем хушшинчи XI Маресьев слечӗ иртнӗ. Унта авиацие кӑмӑллакан ҫынсем Мускавран, Улатимӗртан, Йошкар-Оларан, Хусантан, Шупашкартан пырса ҫитнӗ.
Мероприятие паллӑ вӗҫӗвҫӗсен ятне асра тытса йӗркелеҫҫӗ. Акӑ, сӑмахран, Совет Союзӗн Паттӑрӗ Алексей Маресьев Тӑван ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫинче икӗ ура тупанне татмалла аманнӑ. Унтан сипленнӗ хыҫҫӑн Йӗпреҫри вӗҫев шкулӗнче ҫӗнӗрен вӗҫме хӑнӑса самолет умне ларнӑ, тӑшманпа кӗрешӗве тухнӑ. Е тата Йӗпреҫ районӗнчи Липовка поселокӗнче ҫуралнӑ Леонид Константинова илер. Вӑл Патшалӑх Думин тата Раҫҫей ҫарӗн аслӑ офицерӗсене хӑйӗн пурнӑҫне шеллемесӗр ҫӑлнӑ. Хисепе тивӗҫ летчиксем хушшинче хӗрарӑм та пур. Вӑл — Йӗпреҫ районӗнчи Ирҫе Ҫармӑсри Валентина Волковаӗ Тӑван ҫӗршывӑн вӑрҫи вӑхӑтӗнче харсӑрскер каҫхи бомбардировщиксен хӗрарӑмсен полкӗнче пулнӑ.
Слета пухӑннисене тӳресем те саламланӑ. Сӑмахран, республикӑн транспорт тата ҫул-йӗр министрӗн ҫумӗ Владимир Степанов, Йӗпреҫ район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Николай Чугаров.
Ҫурлан 3-мӗшӗнче Канаш хули ҫуралнӑ кунне тата чукун ҫул ӗҫченӗсен уявне паллӑ тунӑ. Савӑнӑҫлӑ мероприятие ЧР Министрсен Кабинечӗн Председателӗ, ЧР строительство министрӗ Олег Марков, РФ Патшалӑх Думин депутачӗ Анатолий Аксаков, ЧР Патшалӑх Канашӗн депутачӗ Вячеслав Александров килнӗ. Ҫавӑн пекех уява Канаш район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Владислав Софронов, Чулхула чукун ҫулӗн Канаш станцийӗн пуҫлӑхӗ Алексей Георгиев, Канаш тата Тӑвай епископӗ Стефан хутшӑннӑ.
Олег Марков Чӑваш Ен Элтеперӗн Михаил Игнатьевӑн саламне вуланӑ. Михаил Васильевич ҫырура Канаш республикӑн транспорт центрӗ пулнине, кунти халӑхӑн пурнӑҫӗ чукун ҫул магистралӗпе ҫыхӑннине палӑртнӑ.
Канаш — республикӑри пысӑк хуласенчен пӗри. Вӑл республикӑн социаллӑ экономика аталанӑвне самай витӗм кӳрет. Кунта ҫуртсем, социаллӑ объектсем ҫӗкленеҫҫӗ, инженери тата транспорт инфратытӑмӗ ҫӗнелет, инвестици климачӗ лайӑхланать, ача ҫураласси ӳсет. Пӗр сӑмахпа — канашсен мухтанмалли пурах. Канаш монохуласен йышне те кӗнӗ ав. Ӑна аталантарас тӗллевпе федераци хыснинчен укҫа уйӑрӗҫ.
Улатӑрти Наталья Судникович художник никама пӑхӑнман патшалӑхсен пӗрлешӗвӗн шайӗнче хакланӑ. Ӑна пухӑмҫӑсен халӑхсем хушшинчи общество союзӗн Хисеп хучӗпе чысланӑ.
Асӑннӑ пӗрлешӗве 2007 ҫулта йӗркеленӗ. Вӑл пухӑмҫӑсен тӗрлӗ вак пӗрлешӗвӗсене, обществисене, клубӗсене, кружокӗсене, ушкӑнӗсене пӗтӗҫтерет.
Судникович художник ирӗк панипе тата укҫаллӑ ҫынсем пулӑшнипе 2010 ҫулта унӑн ӳкерчӗкӗсенчен кӗсьене чикмелли календарьсем кӑларма тытӑннӑ. Пысӑках мар тиражпа кун ҫути кӑтартнӑскерсенче шӳтлӗ ӳкерчӗксене кура вӗсене филотаймистсем (ку вӑл календарьсемпе кӑсӑкланнине пӗлтерет) хаваспах туянма тытӑннӑ. Раҫҫейӗн хӑш-пӗр регионӗнче календарьсен пиратла копийӗсене те пичетлеме тытӑннӑ. Ҫак вӑхӑтра Судниковичӑн автор ӗҫӗсемлӗ икҫӗре яхӑн календарь пичетленнӗ. Ҫынсем Улатӑр, Хусан, Питӗр хулисене сӑнланисене уйрӑмах кӑмӑллаҫҫӗ-мӗн.
Media Markt суту-илӳ сечӗ Раҫҫейри хуласене сиен кӳрекен каяшсене — батарейкӑсемпе аккумуляторсене — пуҫтарассине епле йӗркеленине тишкернӗ.
Шупашкар списокра Тольятти, Хусан, Краснодар хулисене чылай хыҫа хӑварнӑ. Тӗп хуламӑр виҫҫӗмӗш вырӑн йышӑннӑ. 100000 ҫын пуҫне 21 килограмм батарейка пухнӑ. Пӗтӗмпе хулара ҫак каяша 100 килограмм пуҫтарнӑ.
Ҫур ҫул каялла Media Markt лавккасенче батарейкӑсене пӑрахмалли ятарлӑ контейнер лартнӑ. Унта кашниех пӗтнӗ батарейкӑсене пӑрахма пултарнӑ. Ҫак тапхӑрта ҫынсем 300000 ытла питани элеменчӗ килсе хунӑ.
Утӑ уйӑхӗн 8–11-мӗшӗсенче Хусанта Раҫҫейӗн кӗнеке кӑлараканӗсен ассоциацийӗпе Федерацин пичетпе массӑллӑ коммуникацисен агентстви «Регионти кӗнеке кӑларакансен конкуренцине ӳстересси ятпа конференци ирттерет.
Кун пек мероприяти кӗнеке кӑларакансемшӗн ҫӗнӗлӗх мар-ха. Хальхи саккӑрмӗш хут иртет. Унта 23 хулари, ҫав шутра наци республикисен тӗп хулисем те, хутшӑнӗҫ. Йыша Чӑваш кӗнеке издательстви те кӗнӗ. Унта вӑл краеведени тата ӑслӑлӑхпа популярлӑ литературӑна кӑтартӗ. Ҫав шутра – Иван Яковлевӑн халалӗнчен пуҫласа «Чӑваш Республикин социаллӑ-экономика атласӗ» йышшисем таранах.
Конференцире издательствӑн тӗп редакторӗ Валерий Алексеев автор правипе ҫыхӑннӑ ҫивӗч ыйтусемпе тухса калаҫмалла. Кун пирки издательство пӗлтерет.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.12.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 753 - 755 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Мускав район сучӗ ЧАП пӗтермелли йышӑну тунӑ. | ||
Пулӑм хуш... |