Пурӑнма илӗртӳллӗ хуласен танлаштарӑшӗнче (рейтингӗнче) Шупашкар хулин илӗртӳлӗхӗ пӗлтӗр виҫӗм ҫулхинчен 76 пункт чакса 125-шне йышӑннӑ. Кунта пӗтӗмпе 165 хула хутшӑннӑ. Кун пирки Раҫҫейри инженерсен союзӗ хыпарланӑ.
Танлаштарӑша хатӗрлекенсем халӑх йышне, медицинӑпа демографи лару-тӑрӑвне; ҫынсен пурнӑҫ шайне; социаллӑ, ҫул-йӗр, инженери инфраструктурисене; хула экономикине; ҫурт-йӗр секторӗн аталанӑвне; ҫурт-йӗр туянма майсем пуррипе ҫуккине; инноваци шайне; кадрсен енӗпе лару-тӑру еплине; ҫутҫанталӑкпа экологи тӑрӑмне шута илнӗ.
Малтанхи пилӗк вырӑна Мускав, Питӗр, Краснодар, Подольск тата Екатеринбург хулисем ҫӗнсе илнӗ. Хусан улттӑмӗш вырӑна тухнӑ. Вӑтам Атӑлҫи тӑрӑхне кӗрекен хуласенчен Элмет, Анат Кама, Чулхула, Чуллӑ Ҫыр, Ижевск, Димитровград, Самар, Сарӑту, Пенза, Тольятти рейтингра Шупашкартан ҫӳллӗрех вырӑн йышӑннӑ. Чӑваш Ен тӗп хулине Чӗмпӗр, Саранск, Сызрань, Йошкар-Ола тата Сарапул хулисем ҫитеймен.
ЧНК сайчӗ Хусанта «Атӑлҫи тата Урал тӑрӑхӗсенчи халӑхсен историллӗ шӑпи (XVI ӗм.-XVIII ӗм. пуҫл.)» конференци иртни пирки пӗлтерет. Пӗтӗм Раҫҫей шайӗнчи ӑслӑлӑх конференцине Тутарстан ӑсчахӗсемсӗр пуҫне, Чӑваш Енрен те хутшӑннӑ. Ҫавӑн пекех Мускав, Челепи, Тобольск, Ӗремпур, Волгоград облаҫӗнчен те килнӗ.
Сӳтсе явнӑ ыйтусенчен пӗри «XVI–XVIII ӗмӗрсенчи ҫырулӑх ҫӑлкуҫӗсенче тӗл пулакан «чюваш» тата «ясачная чюваша» сӑмахсен этникӑпа социаллӑ пурнӑҫри пӗлтерӗшӗсем» тема пулнӑ. Ыйтӑва тишкернӗ «ҫавра сӗтеле» Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчӗн ӑслӑлӑх тӗп ӗҫченӗ, этнологипе социологи пайӗн пуҫлӑхӗ Виталий Петрович Иванов ертсе пынӑ. Доклад калаканни вара асӑннӑ институтӑн филологи ӑслӑлӑхӗсен докторӗ Николай Иванович Егоров пулнӑ. Ыйту чылайӑшне кӑсӑклантарнӑ курӑнать — ӑна сӳтсе явма тутарсем те, чӑвашсем те хӗрӳллӗ хутшӑннӑ.
Шел те, мӗнле пӗтӗмлетӳ патне тухнине ЧНК сайчӗ пӗлтермест.
Ӗнер Тутарстанра 7-мӗш хут «Чӑваш пики» конкурс иртрӗ. Куракансем те хутшӑнакансем те кӑмӑллакан илемпе пултарулӑх конкурсӗн суйлав тапхӑрӗ чӑвашсем йышлӑ пурӑнакан районсенче иртет, финал — Хусанта. Хальхинче те жюрин 11 пикерен пӗрне суйласа илмеллеччӗ.
Хӗрсенчен ытларахӑшӗ шкулсенче вӗренет, институтра пӗлӳ пухакансем те, студенткасем те пур вӗсен хушшинче. «Тутарстанри чӑваш пики» конкурсӑн директорӗ Сильвия Чаркина пӗлтернӗ тӑрӑх, районсенчи конкурссенче ҫӗнтернӗ хӗрсене дирекци пӗр эрне хатӗрленӗ. Ҫавӑнпа пуль сцена ҫинчен вӗсем хӑйсене питӗ илемлӗ, тивӗҫлӗ кӑтартрӗҫ.
Илем ӑмӑртӑвӗ Халӑхсен туслӑхӗн ҫуртӗнче иртнипе конкурса курма Хусанта пурӑнакан ытти халӑх ҫыннисем те курма килнӗччӗ. Вӗсем чӑвашӑн капӑр тумӗнчен, тутлӑ апат-ҫимӗҫӗнчен, ӑс-хакӑл пуянлӑхӗнчен тӗлӗнмеллипех тӗлӗнчӗҫ. Конкурса ирттерме пулӑшакансен хушшинче ҫамрӑк усламҫӑ-спонсорсем те сахал марччӗ.
Ҫӗнтерӳҫӗ ятне вара Алексеевски районӗн пики Мила Ильдуганова ҫӗнсе илчӗ.
Ачасемпе ҫамрӑксен рсепубликӑри 9-мӗш спорт шкулӗнче вӗренекен Дмитрий Осипов ирӗклӗ майпа 50 метра ишессипе Чӑваш Ен рекордсменӗ пулса тӑнӑ. Ара, унччен ҫав инҫӗше 21,94 ҫеккунтра ишсе тухакан пулман-ҫке. Ҫакӑн пек хӑвӑртлӑха каччӑ Хусанта иртнӗ Раҫҫей чемпионатӗнче ҫӗннӗ.
Чӑваш ишевҫисен ҫавӑн пек вӑр-варлӑхӗ халиччен тӗл пулман иккен. Дмитрий Осипов 2009 ҫулта Артем Воронов тунӑ рекорда ҫӗнетме хал ҫитернӗ.
Паян Хусанти аэропортра ҫӗр ҫине Boeing 737 ӑнӑҫлӑ ларайман, унти пур ҫын та вилнӗ. Вӗсен хушшинче Тутарстан Президенчӗн ывӑлӗ Ирек Минниханов та пулнӑ.
«Татарстан» авиакомпанин самолёчӗ иккӗмӗш ҫаврӑм тунӑ хыҫҫӑн ларма тытӑнсан арканса кайнӑ. Пурӗ 46 пассажир тата 6 самолёт ӗҫченӗ вилнӗ.
Ҫавӑн пекех самолёт арканӑвӗнче Тутарстан тӑрӑхӗнчи ФСБ тытӑмӗн пуҫлӑхӗ Александр Антонов, спорт комментаторӗн Роман Скворцовӑн арӑмӗ Эллина вилни пирки пӗлтереҫҫӗ.
Пӑтӑрмах тӑрӑх пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Малтанлӑха официаллӑ мар калаҫусенче палӑртнӑ тӑрӑх инкек пилотсен йӑнӑшне пула сиксе тухма пултарнӑ.
Эрнекун, чӳкӗн 1-мӗшӗнче, Хусанта Тутарстан чӑвашӗсен отчётпа суйлав пухӑвӗ иртрӗ — икӗ ҫул хушшинчи ӗҫе тишкерсе пӗтӗмлетрӗҫ. Депутатсен йышӗнче районсенчи тата хуласенчи наци автономийӗн уйрӑмӗсенчен суйланӑ ҫынсем пулчӗҫ. Пухӑва Тутарстанӑн тӳри-шарисем те хутшӑннӑ, сӑмахран, ТР Патшалӑх Канашӗн Председатель ҫумӗ Римма Ратникова. Юпа уйӑхӗн 26-мӗшӗнче суйланнӑ ЧНК Президенчӗ Николай Угаслов та хутшӑннӑччӗ.
Хусанти пухура иртнӗ ӗҫсене сӳтсе яврӗҫ, малалла тумалли плансене палӑртрӗҫ. Тутарстанра наци политикин концепцине йышӑнни республикӑри халахсен культурине те чӗлхисене те упраса аталантарма пулӑшни пирки сӑмах каларӗҫ. Константин Яковлев хӑйӗн сӑмахӗнче 2014 ҫулта республикӑри тӗрлӗ кӗтесӗнчи чӑваш ачисем валли сывлӑха ҫирӗплетмелли уйлӑх (лагерь) йӗркелеме планлани пирки каларӗ. Вӗренӳри улшӑнусене сӳтсе явма Анат Камӑри гимназире кашни ҫул вӗрентекенсен пухӑвне йӗркелеме те сӗнчӗҫ.
Суйлавра, виҫӗ кандидатурӑна пӑхса тухрӗҫ — хальхи вӑхӑтра ертсе пыракан Константин Яковлева, «Сувар» хаҫатӑн тӗп редакторне Константин Малышева тата Хусанти чӑваш ҫамрӑкӗсен пӗрлӗхӗн ертӳҫине Александр Саиткина.
Иртнӗ шӑматкун Хусанта иртнӗ 1552 ҫулта хулана хӳтӗлекенсене аса илнӗ кун Чӑвашран та унта хутшӑнни пирки эпир пӗлтернӗччӗ. Хайхи ку хыпар «Про город» хаҫата та ҫитнӗ курӑнать, вӗсем ку тӗлӗшпе мӗн шутлани пирки ЧНК ҫыннинчен ыйтса пӗлнӗ иккен.
Кам хуравлани паллӑ мар, анчах Хусанти пухӑва «самозванецсем» пулни пирки пӗлтернӗ Чӑваш наци конгресӗ ятӗнчен: «Эп сире ӗнентеретӗп, ку митингра наци конгресӗн ялавӗпе самозванецсем пулнӑ. Пухура эпир унта хутшӑнма йышӑну туман», — тенӗ вӑл ҫын. Те чӑвашӗсене самозванец теесшӗн пулнӑ, те ЧНК ялавӗпе тухнисене. Чӑннипе вара ЧНК ялавӗ унта пулман та. Кунашкал хуравсене вуланӑ май Чӑваш наци конгресӗ тӑван халӑхӑмӑра хӳтӗлес вырӑнне тӳре-шарана тӗксе илессинчен сыхланине чӑн та ӗненетӗн.
Чӑваш Ен Элтеперӗн пресс-секретарӗ Михаил Васняцкий вара Чӑваш Ен ялавӗпе Хусанта ҫав митингра пулни патшалӑх символӗсене чыссӑрлатнипе танлаштарнӑ. Пӗлес килет — патшалӑх ялавӗсем халӑхӑн е влаҫ тытӑмӗнчи ҫынсен ҫеҫ-и? Уйрӑм ҫынсем нивушлӗ Чӑваш ҫӗрне мухтаса чӑваш ялавӗпе усӑ курма тивӗҫ мар (Чӑваш Ен ялавне йӑтса утакана Республика кунӗнче тытса чарни те пулкалать пирӗн тӗп хуламӑрта)?
Ӗнер Хусанта 1552 ҫулхине хулана хӳтӗленӗ ҫынсене астӑвассин кунӗ иртнӗ. Яланхи пекех унта кӳршӗллӗ халӑхсем те пухӑннӑччӗ, вӗсем шутӗнче — чӑвашсем те.
Тимӗр Акташ журналҫӑ каласа панӑ тӑрӑх халӑх пухӑвне пурӗ 400–500 (теприсем 300–400 пирки пӗлтереҫҫӗ) ҫын пуҫтарӑннӑччӗ. Ытти ҫулсенче ытларах та пулнӑ пулӗ, анчах кӑҫал ҫумӑр та ҫурӗ, ҫанталӑкӗ те ӑшах пулмарӗ.
Пухӑва Тутарстанран «Азатлык» (чӑв. Уҫӑмлӑх, Ирӗклӗх) ТҪП, «Алтын Урда» (чӑв. Ылтӑн Урта) тутарсен патриотла фрончӗ, «Правые татары» ушкӑн килнӗччӗ. Мари Элтен «Марий ушем» (чӑв. Ҫармӑссен пӗрлешӗвӗ) ушкӑн элчисем пулнӑччӗ.
Чӑвашран ку пухӑва Тимофеев Владимир, Эдуард Мочалов, Илья Алексеев тата ыттисем ҫитнӗччӗ. Пухура чӑвашсем те тухса сӑмах каларӗҫ — Эдуард Мочалов пухӑннисене нумай пулмасть вӗҫленнӗ Илле Иванов тӗлӗшӗпе пуҫарнӑ ӗҫ пирки каласа пачӗ, чӑваш чӗлхине хӳтӗленишӗн айӑплани пирки пӗлтерчӗ.
Сӑнсем: Тимӗр Акташ сӑнӗсем (10), «Правые татары» ушкӑнӗнчи (29).
Чӑваш пукане театрӗ Мускав ҫывӑхӗнчи Мытищи хулинче иртекен Пӗтӗм тӗнчери пукане театрӗсен «Чаепитие в Мытищах» (чӑв. Мытищинче чей ӗҫни) фестивальне тухса кайнӑ.
Кӑҫалхипе улттӑмӗш хут иртекен мероприятие хамӑр ҫӗршыври пултарулӑх коллективӗсем кӑна мар, чикӗ леш енчи — Белоруссинчи, Болгаринчи, Германири, Корейӑри, Литвари, Молдавинчи, Украинӑри тата Францинчи артистсем килсе ҫитнӗ. Пирӗн «пуканесем» В. Соллогуб пьесипе лартнӑ «Беда от нежного сердца» спектакле паян кӑтартнӑ.
Асӑннӑ фестивале унччен коллектив 2006 тата 2008-мӗш ҫулсенче кайнӑ, малтанхинче — хӑна евӗр, тепрехинче — «Сыграем в Красную Шапочку» спектакльпе. Пӗлтӗрхи раштавра пуҫласа лартнӑ спектакле илсе пыма фестиваль йӗркелӳҫисем хӑйсем ыйтнӑ-мӗн. Артистсем фестиваль вӗҫленичченех пулмӗҫ — ҫак уйӑхӑн 23-28-мӗшӗсенче Хусанта иртекен «Шомбай-fest» фестивале тухса кайма вырсарникун таврӑнӗҫ.
Авӑнӑн 12–14-мӗшсенче Тутарстанра тутар фольклорӗн Пӗтӗм Раҫҫей фестивалӗ иртӗ. Тутар Республикин тӗп хулинче — Хусанта — хӑйсен пултарулӑхӗпе паллаштарма Раҫҫей Федерацийӗн чи лайӑх фольклор ушкӑнӗсене чӗннӗ. Вӗсем шутне Комсомольски районӗнчи Урмайри информаципе культура центрӗн «Мишар» фольклорпа эстрада халӑх ансамблӗ те кӗме тивӗҫлӗ пулнӑ.
Раҫҫей Федерацийӗн субъекчӗсен фольклор ушкӑнӗсем хушшинче фестиваль ирттерни тутар халӑхӑн йӑла культурине сыхласа хӑварма пулӑшӗ.
Асӑннӑ фестивале «Мишар» фольклорпа эстрада халӑх ансамблӗн 20 хутшӑнаканӗ кайӗ, вӗсем шутне Комсомольскинчи ачасен ӳнер шкулӗнчи тутар фольклорӗн, вокал, театр уйрӑмӗнче вӗренекенсем те кӗнӗ.
«Мишар» халӑх юррисене шӑрантарӗ тата тутар-мишар ташшисене ҫаптарӗ. Унсӑр пуҫне вӗсем Чӑваш Республикӑри тутарсем пурӑнакан вырӑнсенчи чӑн этнос материалӗн программипе паллаштарӗҫ.
«Мишар» фольклорпа эстрада халӑх ушкӑнне ӑнӑҫу сунатпӑр.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (03.04.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 746 - 748 мм, 2 - 4 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Воронцова Галина Михайловна, медицина ӑслӑхӗсен докторӗ ҫуралнӑ. | ||
| Раман Иринкки, ҫамрӑк чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |