Ӗнер, ҫӗртме уйӑхӗн 17-мӗшӗнче, Шупашкарти Ҫӗнтерӳ паркӗнчен ретро-урапасем ҫула тухнӑ. Ӑҫта? Севастополе ҫити. Ӑна «ГАЗ 21-Ретро» автоклуб хастарӗсем йӗркеленӗ.
Иртнӗ ӗмӗрти 60–70-мӗш ҫулсенчи «Волга» тата «Москвич» урапасем темиҫе ҫухрӑм парӑнтарӗҫ. «Шупашкар – Севастополь» ҫулҫӳреве тухас тесе «ГАЗ 21-Ретро» автоклуб хастарӗсем отпуск та илнӗ. Малтанлӑха палӑртнӑ тӑрӑх, вӗсем талӑкне 700–800 ҫухрӑм кайӗҫ.
Ҫулҫӳреве Ҫӗнтерӳ 70 тултарнине халаллӗҫ. Ун валли маларах, пӗлтӗрхи чӳк уйӑхӗнче, хатӗрленме тытӑннӑ. Хастарсем Крымри чӑваш диаспорипе ҫыхӑннӑ, маршрут хатӗрленӗ, ытти регионти ретро-урапа хуҫисене чӗннӗ. Ҫулҫӳреве Йошкар-Ола, Чулхула, Хусан ҫыннисем хутшӑнма кӑмӑл тунӑ.
Ретро-кортеж Шупашкартан ирхи 6 сехетре тухса кайнӑ. Ҫӗртме уйӑхӗн 22-мӗшӗнче вӗсем Севастопольте пуласшӑн.