
«iВолга» форума Чӑваш Енри 65 ҫамрӑк хутшӑнӗ. Вӑл Самар облаҫӗнче утӑ уйӑхӗн 24-29-мӗшӗсенче иртӗ.
Кӑҫал форума Атӑлҫи федераци тӑрӑхӗнчи регионсенчен 1400 ытла яш-хӗр пухӑнӗ. Вӗсем валли тӗрлӗ лапам ӗҫлӗ: «Наука, «IT тата цифра технологийӗсем», «Патриотизм», «Культура тата искусство», «Ҫӑлав служби», «Промышленноҫ комплексӗ», «Управлени».
Кунсӑр пуҫне ҫамрӑксем форумра хӑйсен проекчӗсене хӳтӗлӗсе гранта тивӗҫме пултарӗҫ.

«Уяв» ансамбль Иркутск тӑрӑхӗнчи Ольхон районӗнче иртнӗ «Ёрдын вӑййисем 2025. Евразири халӑхсен вӑййисем» этнофестивале тата форума хутшӑннӑ. Кун пирки Телеграмри «Пуринчен малтан» канал пӗлтернӗ.
Асӑннӑ уяв - бурятсен, эвенксен, тофаларсен, якутсен тата куҫса ҫӳрекен ытти халӑхӑн уявӗ иккен.
Чӑваш Енри «Уяв» фольклор ансамблӗ Иркутск тӑрӑхне гастрольпе тухса кайнӑ. Вал унта 10 кун пулӗ.
Маларах асӑнса хӑварнӑ Ольхон ҫӗрӗ ҫинче чӑваш халӑх юрри пуҫласа янӑранӑ-мӗн.

Чӑваш Енре ОЗОН компанин сортировка пункчӗ уҫӑлма пултарать. Ку хыпара Телеграмри «Пруинчен малтан» каналта пелтерне.
Унта хыпарланӑ тӑрӑх, Чӑваш Ен делегацийӗ ку ыйтӑва «Озон Холдинг» представителӗсемпе Санкт-Петербургра иртекен экономика форумӗнче сӳтсе явнӑ.
Пункта республикӑн кӑнтӑр енчи районӗсенчен пӗринче хута ярасшӑн.

Чӑваш Енӗн агропромышленноҫӗн малашлӑхлӑ пилӗк бренчӗ «Знай наших» (чӑв. Пирӗннисене пӗл) пӗтӗм Раҫҫейри конкурса хутшӑнать. Конкурс хамӑр ҫӗршыври брендсемпе паллаштарас, вӗсене аталанма пулӑшас тӗллевӗллӗ.
Конкурса «Сильные идеи для нового времени» (чӑв. Ҫӗнӗ саманари вӑйлӑ шухӑшсем) форум ирттернӗ май йӗркелеме йышӑннӑ.
Пирӗн республикӑран конкурса «Пехет» агромаркет, «Чебо» чипс, «Пернатая долина» (Канашри кайӑк-кӗшӗк фабрики), «Чӑваш пылӗ» («Мелилотус») тата «Чӑваш хӑмли» предприятисем заявка панӑ.

Шупашкар хулинчи халӑхӑн социаллӑ ыйтӑвӗсене тивӗҫтерекен комплекслӑ центр директорӗ Светлана Милкина социаллӑ технологисен «СОЦИО» пӗтӗм тӗнчери форум-куравне хутшӑнать. Мероприяти ака уйӑхӗн 12-18-мӗшӗсенче Екатеринбургра иртет.
Унта пухӑннисем Раҫҫейре тата пирӗн ҫӗршывпа туслӑ ҫӗршывсенче халӑха социаллӑ пулӑшу кӳрессине лайӑхлатас ыйтусене сӳтсе яваҫҫӗ, пӗр-пӗрин паха опычӗпе паллашаҫҫӗ, тухӑҫлӑрах ӗслемелли майсене тишкереҫҫӗ.

Паян Наци вулавӑшӗнче Чӑваш ҫамрӑкӗсен форумӗ виҫҫӗмӗш хут иртрӗ. Ӑна «Хавал» пуҫару ушкӑнӗ «Ҫамрӑксен хаҫачӗпе» пӗрле йӗркеленӗ.
Форума пултаруллӑ чӑваш ҫамрӑкӗсем пухӑннӑ. Раҫҫейӗн тӗрлӗ хулинчен ҫитнисем те пулчӗҫ: Хусантан, Мускавран, Чӗмпӗртен. 25 спикер хӑйсен ӗҫӗ, проекчӗсем,чун киленӗҫӗ пирки чӑвашла каласа кӑтартрӗҫ. Тӗслӗхрен, Шупашкарти Артем Григорьев пӗлтӗр форумра пулнӑ хыҫҫӑн хавхаланса кайнӑ, хӑй хулари тӗрлӗ вырӑнта вырнаҫтарнӑ кофе аппаратсене чӑвашлатнӑ, «Лайӑх кофе» ят панӑ. Анжелика Еремеева Хусантан ҫитнӗ. Вӑл «Ӗмӗт» этноушкӑн ертӳҫи, хӑйӗн пултарулӑхӗ пирки каласа кӑтартрӗ.

«Хавал» пуҫару ушкӑнӗ тата «Хыпар» Издательство ҫурчӗн «Ҫамрӑксен хаҫачӗ» ака уйӑхӗн 5-мӗшӗнче, ку шӑматкун, Чӑваш ҫамрӑкӗсен форумне чӗнеҫҫӗ. Вӑл Наци библиотекинче 10 сехетре пуҫланать.
Форумра ҫамрӑк спикерсем хӑйсен ӗҫӗ-хӗлӗ, проекчӗсем пирки чӑвашла каласа кӑтартӗҫ. Вӗсем – тӗрлӗ тытӑмра палӑрнӑ яш-хӗр. Форума йыхравлатпӑр!

Паян Чӑваш таврапӗлӳҫисен форумӗ иртнӗ. Унта чӑвашсем Пушкӑртстанран, Чӗмпӗртен, Ӗренпуртан тата ытти ҫӗртен килсе ҫитнӗ. Чӑваш культурине тӗпчекенсен форумӗ Чӑваш Енӗн Наци вулавӑшӗнче иртнӗ.
«Вӗсем ҫак ӗҫе чун ыйтнипе (пӗр тӳлевсӗр) туса пыраҫҫӗ, ҫавӑнпа ҫулталӑкра пӗрре пухӑнса аякри йӑхташӑмӑрсемпе пӗрле сӳтсе яваҫҫӗ», – тесе тӗрӗс палӑртнӑ вулавӑш ӗҫченӗ Антонина Андреева халӑх тетелӗнчи хӑйӗн страницинче.

Чӑваш Республикин делегацийӗ Мускавра иртнӗ «Раҫҫей Федерацийӗнчи чӗлхе политики» VIII форума хутшӑннӑ. Кӑҫалхине Александр Пушкин ҫуралнӑранпа 225 ҫул ҫитнине халалланӑ. Икӗ кун ӗҫленӗ форумра чӗлхесене аталантарас ыйтусене сӳтсе явнӑ.
Форума чӗлхеҫӗсем, ӑсчахсем, тӳре-шара, журналистсем, IT-специалистсем хутшӑннӑ. Чӑваш Ен делегацийӗн йышӗнче Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчӗн филологи енӗпе ӗҫлекен ӑслӑлӑх ӗҫченӗсем Олег Студенцов тата Денис Леонтьев, Чӑваш патшалӑх культура тата ӳнер институчӗн доценчӗ Эдуард Фомин, Лариса Петрова сӑвӑҫ тата журналист, Вера Иванова журналист тата блогер пулнӑ.
Форумра, сӑмах май каласан, Чӑваш халӑх сайчӗ редакторне, чӑваш чӗлхине упраса хӑварассишӗн ырми-канми тӑрӑшакан Николай Плотников ятне экспертсем икӗ хутчен те асӑнса хӑварнӑ.

Чӑваш патшалах академи драма театрӗнче Валерий Яковлев режиссёра сума суса форум иртӗ. Унта режиссёрӑн пурнӑҫӗпе пултарулӑхне халалланӑ конкурссене хутшӑннӑ ҫамрӑксене йыхравлаҫҫӗ.
Мероприяти чӳк уйӑхӗн 23-мӗшӗнче 10:00 сехетре Чӑваш академи драма театрӗнче пуҫланӗ. Ҫӗнтерӳҫӗсене чыслама Валерий Яковлев хӑй те хутшӑнӗ.
Форумра хутшӑнас шухӑшлӑ ҫамрӑксен ҫакӑнта https://forms.yandex.ru/u/672a0257c417f322ac5c3f31/ регистрациленмелле.
