Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...

Пуш уйӑхӗн 28-мӗшӗнче Чӑваш таврапӗлӳҫисен пӗрлӗхӗ (ертӳҫи - Сергей Сорокин) Чӑваш Енӗн Наци вулавӑшӗпе (ертӳҫи - Роза Лизакова) Чӑваш таврапӗлӳҫисен регионсен хушшинчи «Чӑваш тӑрӑхӗ Раҫҫей историйӗнче» форумне ирттерӗ.
Форума Чӑваш таврапӗлӳҫисен пӗрлӗхӗн Красноармейсинчи уйрӑмӗн пилӗк ҫынран тӑракан делегацийӗ те хутшӑнӗ. Кун пирки пӗрлешӗвӗн секретарӗ Виталий Михайлов халӑх тетелӗнчи хӑйӗн страницинче пӗлтернӗ. Йышра асӑннӑ пӗрлешӗвӗн председателӗ, тӗп вулавӑш ӗҫченӗ, хисеплӗ таврапӗлӳҫӗ Светлана Гурьева; Нестер Янкас ячӗллӗ пӗрлӗх пайташӗ Виталий Михайлов пулӗ.
Мероприятие Чӑваш Ен Вырӑс патшалӑхне хӑй ирӗкӗпе кӗнӗренпе 475 ҫул ҫитнине,Раҫҫейри Халӑхсен пӗрлӗхӗн ҫулталӑкне тата Чӑваш Республикинчи Халӑхсен туслӑхӗн ҫулталӑкне халалланӑ.
Форумра историпе, культурӑпа, чӗлхепе, таврапӗлӳпе ҫыхӑннӑ тӗрлӗ ыйтусене сӳтсе явӗҫ, таврапӗлӳ кӑларӑмӗсен 2025 ҫулхи конкурсне пӗтӗмлетӗҫ, чи хастаррисене наградӑлӗҫ.
Таврапӗлӳҫӗсене, наука тата вӗрентӳ, библиотекӑсемпе музейсен, архивсен ӗҫченӗсене, шкул ачисене, вӑтам профессиллӗ тата аслӑ пӗлӳ паракан заведенисенче вӗренекен студентсене, таврапӗлӳ ӗҫӗпе интересленекен учрежденисемпе организацисен представителӗсене форума хутшӑнма чӗнеҫҫӗ.
Форум мартӑн 28-мӗшӗнче Шупашкарти наци вулавӑшӗнче 10.00 сехетре пуҫланӗ. Тӗплӗнрех ыйтса пӗлмелли телефон номерӗ: 8(8352) 23-02-17, хуш. 144.
