Элӗк районӗнче «Чаваш Ен литератури: ҫулталӑкри чи вуланакан кӗнеке — 2012» республика конкурсӗпе килӗшӳллӗн наци кӗнекин «Вула, Элӗк ен!» фестивалӗ иртнӗ. Унпа килӗшӳллӗн районта «Чи лайӑх буктрейлер», «Вулав лидерӗ — 2013» конкурссем пулнӑ.
Элӗкри тӗп вулавӑшра методика материалӗсен «Тӑван сӑмах сасси…» пухмач хатӗрленӗ: ҫыравҫӑсен пултарулӑхӗ пирки слайдсем, буклетсем тата ыттине тунӑ.
«Вулав лидерӗ — 2013» конкурсра ӳсӗме кура чи нумай вулакансене тупса палӑртнӑ. 7–14 ҫулсенчи ушкӑнра Шӗмшеш шкулӗнчи Карина Семенова (385 кӗнеке вуланӑ), Элӗкри И.Я.Яковлев ячӗллӗ шкулта вӗренекен Елена Тайгильтова (404 кӗнеке) ҫӗнтернӗ. 15–22 ҫулсенчи ушкӑнра Ураскилтри Ксения Григорьева 352 кӗнеке вуласа ҫӗнтернӗ. 22 ҫултан аслӑраххисен йышӗнче тивӗҫлӗ канури Вячеслав Михайлов (310 кӗнеке), Людмила Сергеева (285 кӗнеке), Валентина Михайлова (317 кӗнеке) ҫӗнтернӗ. Ҫӗнтерӳҫесем «Чӑваш Ен литератури: ҫулталӑкри чи вуланакан кӗнеке — 2012» республика конкурсӗнче «Вулав лидерӗ» номинацире хутшӑнӗҫ.
«Чи лайӑх буктрейлер» конкурсра кӗҫӗннисем хушшинче Анатолий Смолинӑн «Озорная азбука» кӗнеки тӑрӑх хатӗрленӗ буктрейлер ҫӗнтернӗ (Питӗшри вулавӑш).
Ака уйӑхӗн 8-мӗшӗнче Красноармейскинче Культура ҫулталӑкне халалланӑ «Шетмӗпе Ҫавал кӗввисем» район фестивалӗ иртнӗ.
Фестивале Красноармейски район администрацийӗн пуҫлӑхӗн ҫумӗ Ольга Суховетрюк, социаллӑ аталану тата архив ӗҫӗн пайӗн ертӳҫи Рена Осипова, Композиторсен республикӑри союзӗн председателӗ Николай Зимин, районти Нестер Янкас ячӗллӗ культура, литература тата ӳнер обществин председателӗ Георгий Ефимов уҫнӑ.
Фестиваль кӑҫалхипе 16-мӗш хут иртнӗ. Ольга Суховетрюк унта хутшӑнакансене саламланӑ, районти поэтсемпе композиторсене Трак енри культурӑна аталантарас ӗҫе пысӑк тӳпе хывнӑшӑн тав сӑмахӗ каланӑ, малашне те ҫанӑ тавӑрса ӗҫлеме ӑнӑҫу суннӑ.
Фестивале Красноармейски районӗнчи 8 ял тӑрӑхӗ хутшӑннӑ. Чӑваш эстрада артисчӗсем Любовь Афанасьева, Владимир Леонтьев, Сергей Петров, ЧР чӑваш халӑх артисчӗ Иван Христофоров илемлӗ юрӑсемпе савӑнтарнӑ.
«Шетмӗпе Ҫавал кӗввисем» фестивальре 11 композиторӑн, 13 поэтӑн, 15 юрӑҫӑн (солистсем, ансамбльсем, хорсем) юрри янӑранӑ.
Сӑнсем (26)
Пӗтӗм тӗнчери балет фестивалӗ кӑҫал ака уйӑхӗн 22–26-мӗшӗсенче иртет. Ӑна Фикрет Амировӑн «Тысяча и одна ночь» спектакль премьери уҫмалла. Ӑна пирӗннисем Санкт-Петербургри специалистсемпе пӗрле лартаҫҫӗ иккен.
Асӑннӑ балет чӑваш сценишӗн ҫӗнӗ мар-ха. Пуҫласа ӑна 1989 ҫулта лартнӑ. Хальхинче ӑна ҫӗнетсерех кӑтартма шухӑшлаҫҫӗ. Вӑл классикӑлла версирен уйрӑлса тӑмалла-мӗн. Балета сцена ҫине кӑларма балетмейстер пулса либретто авторӗ Давид Авдыш тата Анна Устинова ятлӑ ҫамрӑк художник хутшӑнмалла.
Фестивалӗн иккӗмӗш кунӗнче Адольф Аданӑн «Корсар» балетне курма май килӗ. Ӑна ҫармӑссен Э. Сапаев ячӗллӗ патшалӑх оперӑпа балет театрӗн ӑстисем кӑтартӗҫ. Ака уйӑхӗн 24-мӗшӗнче маларах асӑннӑ «Тысяча и одна ночь» балета хуласемпе районсенче пурӑнакансене кӑтартӗҫ тесе хыпарлать REGNUM информагентство. Те вырӑна тухса кӗрӗҫ ӗнтӗ, те район-хуларан куракансене ятарласа пухӗҫ – калама хӗн, мӗншӗн тесен ӑна уҫӑмлатман.
Ака уйӑхӗн 25-мӗшӗнче Петр Чайковскин «Лебединое озеро» балечӗ килентерӗҫ. Одетта тата Одиллия ролӗсене Раҫҫей халӑх артистки, Пысӑк театр солистки Мария Аллаш калӑплӗ.
Чӑваш композиторӗн, ЧР тата РФ тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗн Анисим Васильевич Асламасӑн ятне, пултарулӑхне асра тытас, чӑваш наци ӳнерне пропагандӑлас, тӑван ен историне тӗпчес, ачасемпе ҫамрӑксен патриотлӑх туйӑмне аталантарас тӗллевпе Етӗрне районӗнче ака уйӑхӗн 24-мӗшӗнче чӑваш юрӑ-кӗввин «Хӗвел» конкурс-фестиваль иртӗ.
Фестивале ача-пӑча музыка шкулӗсен, ача-пӑча ӳнер шкулӗсен вӗренекенӗсемпе вӗрентекенӗсем, культура ҫурчӗн ушкӑнӗсем хутшӑнма пултарӗҫ. Ҫӗнтерӳҫӗсене номинацисенче палӑртӗҫ: инструмент юрри (баян, аккардеон, фортепиано), соло, инструмент ансамблӗсем (2 ҫынран пуҫласа).
Конкурс фестивале хутшӑнакансен чӑваш композиторӗн пӗр юррине юрламалла. Чӑваш халӑх юрри-ташшине улӑштарни те каять.
Пушӑн 26–31-мӗшӗсенче Римра ачасемпе ҫамрӑксен пултарулӑхӗн «Viva, Roma!» II Пӗтӗм тӗнче конкурс-фестиваль иртет. Шупашкарти ачасен ӳнер шкулӗн вӗренекенӗсем унта хутшӑнӗҫ.
Ҫак фестиваль «Пултарулӑх салючӗ» пӗтӗм тӗнче проекчӗн пӗр пайӗ. Вӑл ачасен темиҫе фестивальне пӗрлештерет. Шупашкарти ачасен ӳнер шкулӗнче ӑс пухакан тӑватӑ ача конкурсра хӑйсен ӗҫӗсене катартӗҫ. Ентешӗмӗрсен ҫӗнтерес шанӑҫ пысӑк. Вӗсем пурте пултаруллӑ, унччен тӗрлӗ конкурса хутшӑннӑ.
Римран таврӑннӑ хыҫҫӑн ачасем мультфильм хатӗрлеме палӑртнӑ. Вӗсем хӑйсен проектне «Европӑри ҫулҫӳрев, е Шупашкар ачисен Италири тӗлӗнмелле ҫулҫӳревӗ» ят парасшӑн. Мультфильма Шупашкарӑн 545 ҫулхи юбилейне халаллӗҫ.
Паян, пуш уйахӗн 24-мӗшӗнче, Шупашкарта Япони киновӗн фестивалӗ пуҫланнӑ. Ҫак мероприятин тӗп теми — Япони режиссерӗн Ясудзиро Одзун пултарулӑхӗ. Вӑл 1903–1963 ҫулсенче пурӑннӑ.
Ҫак режиссер хӗвелтухӑҫ ҫӗршывӗн классика кинематографине ҫеҫ кӑтартмасть. Вӑл тӗнче классикӗ те. Унан фильмографинче сасӑсӑр хура-шурӑ лентӑсем те, сасӑллӑ тӗслисем те пур.
Фестивальте Одзун тӗрлӗ жанрне кӑтартӗҫ. Вӑл хӑйӗн пурнӑҫӗнче темиҫе теҫетке картина ӳкернӗ. Фестивальте «Токийская повесть» драмӑпа (1953), режиссерӑн «Цветок равноденствия» пӗрремӗш тӗслӗ фильмӗпе (1958), «Поздняя осень» (1960) унӑн юлашки лентӑсенчен пӗринпе киленме май пулӗ. Камитсене те кӑтартӗҫ. Фестиваль йӗркелӳҫисем Япони режиссерӗн ӗҫӗсем паянхи кун та ҫивӗч пулнине палӑртаҫҫӗ.
Фестиваль аслисемшӗн те, пӗчӗккисемшӗн те кӑсӑклӑ пулмалла. Ачасем валли Ямамото Нидзон «Миери и волшебный лес» фантастика юмахне кӑтартӗҫ. Вӑл экран ҫине 2007 ҫулта тухнӑ. Фильм — ҫынпа ҫутҫанталӑк хутшӑнӑвӗ пирки.
Япони киновӗн фестивалӗ Шупашкарта пушӑн 26-мӗшӗччен пулӗ.
Культура ҫулталӑкӗпе килӗшӳллӗн Чӑваш Енре пушӑн 24–28-мӗшӗсенче Раҫҫей шайӗнчи «Раҫҫей юррисем» фестиваль иртет. Проект авторӗ тата ертӳҫи — РФ халӑх артистки Надежда Бабкина.
Чӑваш Ен марафона иккӗмӗш хут кӗтсе илет. 2008 ҫулта Елчӗк, Муркаш, Йӗпреҫ районӗсенче, Улатӑр, Ҫӗмӗрле, Шупашкар хулисенче пулнӑ. Кӑҫалхи фестиваль Ҫӗнӗ Шупашкарта пуҫланӗ. Унтан вӑл Куславкка, Элӗк районӗсене, Канаш хулине ҫитӗ. Пушӑн 28-мӗшӗнче Трактор тӑвакансен культура керменӗнче гала-концерт пулӗ.
Чӑваш Енре иртекен фестивале 120 ытла артист хутшӑнӗ: Надежда Бабкина тата «Вырӑс юрри» ансамбль, «Слаяне» ансамбль, «После 11» ушкӑн, «Живая планета» шоу-балет, Евгений Гор (Мускав), казак юррисен «Криница» ансамблӗ (Краснодар), фольклор юррипе ташшин «Айкай» театрӗ (Удмурт Республики), Б.Байрышев тата «Алас» ансамбль (Горно-Алтайск), «Ритмы гор» ансамбль (Владикавказ), «Владимирские рожечники» (Владимир).
Мероприяти программинче ЧР ушкӑнӗсем валли пресс-конференцисем, ӑсталах класӗсем пур. Ултӑ ҫул хушшинче фестиваль Мускавра, Воронеж, Калуга, Курск, Липецк, Ростов, Питӗр, Мускав, Орел, Кисан, Ярославль, Пенза, Смоленск облаҫӗсенче, Мари, Ҫурҫӗр Осети-Алани, Буряти, Карели республикисенче, Краснодар, Хабаровск, Алтай енӗсенче, Ханты-Манси автономи округӗнче иртнӗ.
Нарӑс уйӑхӗн 28-мӗшӗнче Хӗрлӗ Чутай вӑтам шкулӗ ҫумӗнче биологи учителӗсен «Хальхи шкулти биологи урокӗсем» район шайӗнчи фестиваль иртнӗ. Унта 8 педагог хутшӑннӑ.
Фестивале биологи урокӗсен ӑслӑлӑх-методика шайне ӳстерес, пултаруллӑ биологи вӗрентекенсене тупса палӑртас, ачасене ҫак предметпа ытларах кӑсӑклантарас тӗллевпе йӗркеленӗ. Уҫӑ уроксенче, класс тулашӗнчи мероприятисенче фестивале хутшӑнакансем ӗҫтешӗсене хӑйсен опычӗсемпе паллаштарнӑ.
Экспертсем фестивале хутшӑнакансен ӗҫӗсене 18 критерипе хакланӑ. Пӗтӗмлетӳпе килӗшӳллӗн «Биологие юратни» номинацире Елена Николаевна Орлова ҫӗнтернӗ. «Пӗрлештернӗ урок» номинацире Валентина Анисимовна Ядранская 2-мӗш вырӑна тивӗҫнӗ. Класс тулашӗнчи ӗҫсенче Ираида Вячеславовна Маркова — 1-мӗш вырӑн, Сергей Дмитриевич Мигушкин — 2-мӗш вырӑн, Людмила Николаевна Ермолаева, Эльвира Николаевна Денисова, Ольга Алексеевна Скворцова 3-мӗш вырӑн йышӑннӑ.
Пушӑн 1-мӗшӗнче Шупашкарта пулӑҫсем пухӑннӑ. Мӗн сӑлтавпа тетӗр-и? Тӗп хулара «Шупашкарта пулӑ тытни» уҫӑ фестиваль иртнӗ. Шупашкар хула пуҫлӑхӗн Леонид Черкесовӑн парнисене ҫӗнсе илессишӗн чылай пулӑҫӑ тупӑшнӑ.
Кӳлмеке Чӑваш Енри хуласемпе районсенчи хастарсем пухӑннӑ. Ҫавӑн пекех кӳршӗ тӑрахрисем те ҫитнӗ теҫҫӗ.
Ӑмӑртӑва хутшӑнакансене, куракансене Шупашкар хула пуҫлӑхӗ Леонид Черкесов саламланӑ. Вӑл уҫӑ сывлӑшпа киленесси — пулӑ тытасси — халӑх хушшинче анлӑ сарӑлнине палӑртнӑ. Ӑмӑртӑва уйрӑм ҫынсем кӑна мар, ҫемьесем те хутшӑннӑ. Леонид Черкесов вӗсене чунран тав тунӑ, пурне те ӑнӑҫу тата лайӑх кӑмӑл суннӑ.
Ӑмӑрту пӗтӗмлетӗвӗсемпе килӗшӳллӗн ҫӗнтӗрӳҫӗсене темиҫе номинацире палӑртнӑ: «чи нумай пулӑ тытакан», «чи пысӑк пулӑ тытакан», «чи ҫамрӑк пулӑҫ», «ӑста пулӑҫ» тата «чи хастар хӗрарӑм пулӑҫ».
Ҫамрӑксен юрӑ пултарулӑхӗн «Дебют» фестивале И.Я.Яковлев ячӗллӗ ЧППУн ӳнерпе музыка факультечӗ йӗркеленӗ, вӑл унӑн ҫумӗнче иртет. Мӗн тӗллевпе ирттереҫҫӗ-ха ӑна? Пултаруллӑ ҫамрӑксене тупса палӑртмашкӑн, Чӑваш Енри район-хуласенчи пултарулӑх ушкӑнӗсемпе, уйрӑм ҫынсемпе ҫыхӑну йӗркелемешкӗн.
Фестиваль кӑҫалхипе тӑваттӑмӗш хут йӗркеленнӗ, вӑл регион шайӗнчи статуса илнӗ. Ҫак вӑхӑтра фестиваль этрада тата халӑх юррисене шӑрантаракан 300 ытла вокалиста пӗр тӗвве пухнӑ.
Кӑҫал вӑл нарӑсӑн 21-мӗшӗнче иртнӗ. Гран-прие Вӑрмарти Г.Е.Егоров ячӗллӗ вӑтам шкулта 11-мӗш класра ӑс пухакан Константин Павлов тивӗҫнӗ. Ҫав шкулти ансамблех «Вокал ансамблӗсем» номинацире 2-мӗш вырӑна тивӗҫнӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (13.07.2025 15:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 754 - 756 мм, 25 - 27 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр енчен вӗрӗ.
| Александров Михаил Александрович, паллӑ авиаконструктор ҫуралнӑ. | ||
| Патман Николай Кириллович, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
| Абужаров Анатолий Ильич, Чӑваш Енӗн тава тивӗҫлӗ вӑрманҫи ҫуралнӑ. | ||
| Золотов Арсений Иванович, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ вӗрентекенӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |