Нумаях пулмасть Ҫӗрпӳре Орлов-Шуҫӑм композитор ҫуралнӑранпа пӗр ӗмӗр ҫитнине халалласа Районти пӗрремӗш уҫӑ фестиваль иртнӗ.
Аристарх Гаврилович – Чӑваш АССРӗн искусствисен тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ тата халӑх артисчӗ, РСФСР халӑх артисчӗ. Вӑл Ҫӗрпӳ районӗнчи Уйкас ялӗнче ҫуралнӑ. Вӑл пултаруллӑ композитор, педагог, Чӑваш патшалӑх юрӑпа ташӑ ансамблӗн тата Чӑваш радиовӗпе телевиденийӗн хорӗн, Кабардин-Балкарин патшалӑх юрӑпа ташӑ ансамблӗн ертӳҫи тата хормейстерӗ пулнӑ.
Ҫӗрпӳ районӗнчи уҫӑ фестивале Чӑваш Республикин культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ Георгий Фадеев, Ҫӗрпӳ ентешлӗхӗн пайташӗ, Чӑваш Республикин культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ Владимир Федоров композитор (Шупашкар районӗнчи Культура ҫуртӗнчи ветерансен хорӗпе пӗрле), республика конкурсӗсен лауреачӗ Анатолий Печников композитор (хӑй ертсе пыракан Шупашкр районӗнчи Иккассинчи «Ҫӑлкуҫ» ансамбльпе пӗрле), пӗтӗм тӗнчери тата Раҫҫейри конкурссен лауреачӗ Андрей Барабанов тата ыттисем хутшӑннӑ.
Фестивальте Аристарх Орлов-Шуҫӑм кӗвӗленӗ юрӑсем янӑранӑ.
Шӑмӑршӑ районӗнче Ҫамрӑксен кунӗнче ҫулсерен иртекен эстрада юррин «Ҫамрӑк сасӑсем» район фестивалӗ иртнӗ. Ку фестиваль Шӑмаршӑ районӗнче йӑлана кӗнӗ ӗнтӗ. Вӑл ҫулсерен пултаруллӑ ҫамрӑксене тупса палӑртма пулӑшать.
Фестивале 14-35 ҫулсенчи солист вокалистсем, вокал ансамблӗсем хутшӑннӑ. 14-18 ҫулсенчисен йышӗнче «Соло-вокал» номинацире Мария Константинова ҫӗнтернӗ. 2-мӗш вырӑна Надежда Павлова тивӗҫнӗ. 3-мӗш вырӑнта – Михаил Кириллов. 18-35 ҫулсенчисен хушшинче вара Анастасия Мердеева ҫӗнтернӗ. 2-мӗш вырӑна Ольга Бибукова тухнӑ. 3-мӗш вырӑна Кристина Долгова тивӗҫнӗ.
«Дуэт» номинацире Мария Тридвона тата Вика Иванова мала тухнӑ. «Вокал ансамблӗ» номинацире 1-мӗш вырӑна «Эдельвейс» вокал ансамблӗ тивӗҫнӗ. «Антонина» ача-пӑча ташӑ ушкӑнӗ Шӑмӑршӑри культура аталанӑвӗн центрӗн тавне тивӗҫнӗ.
Нумаях пулмасть Комсомольскинче тӗрӗк тӗнчин хальхи вӑхӑтри халӑх культурин тата ӳнерӗн «Урмай Залида» II фестивалӗ иртнӗ.
Республикӑн Культура министерстви фестиваль пирӗн республикӑшӑн пысӑк пулӑм пулнине палӑртать. Унта Раҫҫейри тата чикӗ тулашӗнчи ҫӗршывсенчен килсе ҫитнӗ.
Фестиваль пултаруллӑ халӑх коллективӗсене, уйрӑм юрӑҫсене палӑртассипе, халӑх ташшисене, инструмент кӗввине, тӗрӗк халӑхӗсен вокалне сарассипе иртет-мӗн. Вӑл тӗрӗк халӑхӗсен хушшинчи ҫыхӑнӑва ҫирӗплетме май парасса та шанаҫҫӗ.
Фестивале тӗрлӗ шайри тӳре-шара, чиркӳ ҫыннисем, депутатсем таранах пырса ҫитнӗ.
«Урмай Залида» тӑватӑ сехете тӑсӑлнӑ. Ӳнере ӑнланакансем хакланӑ тӑрӑх, гран-прие Кабардин-Балкари республикинчен килнӗ «Эльбрус» фольклор ансамблӗ илнӗ.
Чӑваш Ен Элтеперӗн Михаил Игнатьевӑн парнисене ҫӗнсе илессишӗн Канаш хулинче «Спортпа туслӑ ҫемье» фестиваль иртнӗ. Ӑмӑртӑва республикӑри 20 район-хулари 33 ҫемье хутшӑннӑ.
«Локомотив» спорт комплексӗнче старта ЧР спорт министрӗн ҫумӗ Сергей Шелтуков панӑ. Ҫак мероприятие Республика кунӗпе килӗшӳллӗн ирттернӗ. Сергей Шелтуков сывӑ ҫемье республикӑпа ҫӗршыва малалла аталанма май панине палӑртнӑ. Командӑсене ӑнӑҫу суннӑ май вӑл парне пирки те пӗлтернӗ. Ҫӗнтерӳҫӗсем килӗсене велосипедпа кайӗҫ-мӗн!
Фестивальре спортӑн ҫичӗ тӗсӗнче вӑй виҫнӗ: дартсра, ҫӑмӑл атлетика эстафетинче, мечӗке баскетбол карҫинкинче перессинче, хутӑш эстафетӑра, ишнинче.
Чӑваш Енре «Пирӗн пӗр пек пулмасан та» ятпа ыттисенчен расна куракансен пӗтӗм тӗнчери театр фестиваль-форумӗ иртмелле. Вӑл ҫак ууйӑхӑн 22–24-мӗшӗсенче Шупашкарта иртӗ. Кун пек мероприятие кӑҫал иккӗмӗш хут йӗркелеҫҫӗ.
Хальхи фестивале ҫӗршывӑн 11 регионӗнчи тата Казахстанри, Литвари, Молдавинчи, Францинчи пукане театрӗсем килсе ҫитмелле.
Форум вӑхӑтӗнче пултарулӑх лабораторийӗсем, психологи тренингӗсем, семинар-практикумсем иртмелле. Ыркӑмӑллӑх спектаклӗсем лартассине те программӑна кӗртнӗ. Спектакльсем — сусӑр ачасем валли хатӗрленӗскерсем. Вӗсене сусӑр ачасем пурӑнакан хваттерте, е вӑл сипленекен учрежденире е реабилитаци пӳлӗмӗнче лартма май килтӗр тесе лартнӑ.
«Пирӗн пӗр пек пулмасан та» фестивале пуҫласа Шупашкарта иртнӗ ҫулхи кӗркунне йӗркеленӗччӗ. Ун чухне вӑл юпа уйӑхӗн 11–16-мӗшӗсенче иртнӗччӗ. Ун чух 13 пукане театрӗ килсе ҫитнӗччӗ. Вӗсенчен ҫурри — ют ҫӗршывран.
Атӑлҫи федераци округӗнче Театрсен пӗрремӗш фестивалӗ иртнӗ. Мероприятие ҫак уйӑхӑн 10-16-мӗшӗсенче пухнӑ.
Фестивале Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗн артисчӗсем те хутшӑннӑ. Вӗсем унта Арсений Тарасов драматург пьеси тӑрӑх лартнӑ «Мунча кунӗ» спектакльпе тухса кайнӑ.
Ӗренпур театрӗсенче вырӑс тата чӑваш спектаклӗсемсӗр пуҫне тутар, пушкӑрт, ирҫе, ҫармӑс, коми-пермяк чӗлхисемпе лартнӑ спектакльсене кӑтартнӑ.
Фестивалӗн хисеплӗ хӑни пулса Александр Калягин ертсе пыракан Мускаври ET CETERA театр хутшӑннӑ.
Чи лайӑх спектакле куракансен шухӑш-кӑмӑлне ыйтса пӗлсе тата сасӑлаттарса палӑртӗҫ.
Ӗнер Шупашкарта наци кухньин «Шупашкар — Чӑваш Енӗн хӑнасене хапӑл хули» хула фестивалӗн пӗрремӗш кунӗ иртнӗ. Заявкӑсене ҫӗртмен 12-мӗшӗнче йышӑнма тытӑннӑ. Чӑваш Енри общество апатланӑвӗн 30 предприятийӗ ҫӗнтерӳҫӗ ятне илессишӗн тупӑшать.
Фестивалӗн тӗп тӗллевӗ — чӑваш наци кухньине тата йӑлине аталантарасси, сыхласа хӑварассси. Вӑл ҫӗртмен 24-мӗшӗччен иртӗ.
Ҫӗртмен 16-мӗшӗнче конкурс комиссийӗ 6 предприятие ҫитнӗ: «Телей» кафе, «Шале» хупах, «Панорама» кафе, «Уралочка» ҫыртмӑш, Коопераци институчӗн апатланӑшӗ.
Апат-ҫимӗҫе тӗрлӗ номинацире хӑтлӗҫ: «Чи лайӑх пӗрремӗш наци апачӗ», «Аш-какайран хатӗрленӗ чи лайӑх наци апачӗ», «Пулӑран хатӗрленӗчи лайӑх наци апачӗ», «Чи лайӑх наци кукӑлӗ», «Чи лайӑх наци десерчӗ», «Наци кулинари инновацийӗ», «Наци ноу-хау!»
Пӗрремӗш кун жюрисене тӗлӗнтернӗ. Поварсем чӑваш наци апатне вӑйлӑ илемлетнӗ. Унтах наци кӗввисем, юррисем, такмакӗсем, истори калавӗсем янӑранӑ.
Шупашкарта «Шупашкар – Чӑваш Енӗн хӑнасене хапӑл тӗп хули» ятпа наци кухнин фестивалӗ иртет.
Ӑна йӗркелекенни — Шупашкар хула администрацийӗн потребитель пасарне тата усламҫӑлӑха аталантарас енӗпе ӗҫлекен управленийӗ. Ӑна Кулинарсен ассоциацийӗ те (ҫапла, ун пекки те пур-мӗн) ырласа йышӑннӑ-мӗн.
Фестивалӗн тӗллевӗн шутӗнче чӑваш наци апат-ҫимӗҫне чӗртсе тӑратасси, упраса хӑварасси, аталантарасси тенӗ. Кунсӑр пуҫне наци тӗпелӗллӗ обществӑлла апатлану предприятийӗсене пулӑшасси, вӗсене ятне сарасси тата ҫавсене аталанма май туса парасси те иккен.
Номинацисем хушшинче ҫакӑн йышшисем пур: чи лайӑх яшка, иккӗмӗш блюдо, пулӑран хатӗрленӗ апат-ҫимӗҫ, чи лайӑх наци кукӑлӗ, чи лайӑх десерт, наци кулинарийӗнчи инноваци, наци ноу-хаувӗ.
Конкурса хутшӑнас тесен заявкӑсене ҫӗртмен 10-мӗшӗ таран йышӑнаҫҫӗ. Фестивалӗ ҫак уйӑхӑн 12-мӗшӗнче, ун чух Раҫҫей кунне уявлатпӑр, иртӗ. Ҫӗнтерӳҫӗсене Республика кунӗнче чыслӗҫ.
Ҫак кунсенче Мускаври «Манеж» тӗп курав залӗнче Пӗтӗм тӗнчери «Интермузей-2014» фестиваль иртет. Фестивале Чӑваш наци музейӗн ертӳҫи Ирина Меньшикова хутшӑннӑ.
1999 ҫултанпа йӗркелекен фестивале Раҫҫейре кӑҫал иртекен Культура ҫулталӑкӗнчи пӗлтерӗшлӗ мероприятисенчен пӗри тесе хаклать республкиӑн Культура министерстви.
Фестивале ҫӗршывӑн премьер-министрӗ Дмитрий Медведев та пысӑка хурса хакланӑ-мӗн. Унта музейри технологисен ҫитӗнӗвӗ пирки калаҫма пулать тенӗ Медведев. Ҫӗршывӑн премьер-министрӗ фестивале уҫма хутшӑннӑ.
Чӑваш наци музейӗ фестивале хӑйӗн тата хӑйӗн филиалӗсем, вӗсен экспозицийӗсем пирки каласа кӑтартакан стенд илсе кайнӑ. Ҫав шутра Шупашкарӑн ӗлӗкхи урамӗсемпе «курса ҫӳреме» май туса панӑ. Анчах чӑннипех мар — 3D форматлӑ фильм кӑтартса.
Сӑнсем (4)
Ҫу уйӑхӗн 30-мӗшӗнче Чӑваш Республикин делегацийӗ Кирова ҫемьесен «Атӑлҫи тӑрӑхӗнчи лайӑх ҫемье» конкурс фестивале хутшӑнма тухса кайнӑ.
Чӑваш Ен чысне унта икӗ ҫемье хӳтӗлӗ. Пӗри Елчӗк районӗнчи — Адюковсем (вӗсем республика шайӗнче иртнӗ «Ҫулталӑкри ҫемье — 2013» конкурсра ҫӗнтернӗ). Ҫемьере 5 ҫын: Александр (ҫемье пуҫӗ), Любовь (унӑн мӑшӑрӗ) тата ачисем — Екатерина, Юлия, Мария. Адюковсем пӗрле 19 ҫул пурӑнаҫҫӗ.
Фунтиковсем Шупашкарта пурӑнаҫҫӗ. Андрейпа Ирина виҫӗ ача ӳстернӗ: Екатерина, Людмила, Михаил. Ҫемье куравсене, концертсене ҫӳреме кӑмӑллать. Фунтиковсем 17 ҫул пӗрле пурӑнаҫҫӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (01.07.2024 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 748 - 750 мм, 16 - 18 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Адрианов Николай Константинович, пӗрремӗш чӑваш тухтӑрӗ ҫут ҫуралнӑ. | ||
| Васильев Владимир Васильевич, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
| Корчакова Светлана Васильевна, чӑваш актриси ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |