Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +34.3 °C
Кӑмӑла кура кӑмӑл.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: фестивальсем

Тутар эстрада юррисен «Урмай моны» фестивалӗ ҫултан ҫул куракансене килӗшсех пырать. Кӑҫал вӑл нарӑсӑн 20-22-мӗшӗсенче Шупашкар-Урмай-Чӗмпӗр маршрутпа иртӗ. Ҫавӑн пекех унта ҫӗнӗлӗх те пулӗ — тутарла юрӑҫисемпе пӗрле чӑваш эстрада юрӑҫисем те тупӑшӗҫ.

Пӗрремӗш тур пуҫланчӗ те ӗнтӗ — унта конкурса хутшӑнма пултаракансене суйлӗҫ. Иккӗмӗш тур Шупашкарти Я. Ухсай ячӗллӗ культура керменӗнче нарӑсӑн 20-мӗшӗнче иртӗ. Тепӗр кун, нарӑсӑн 21-мӗшӗнче Урмайра, фестиваль ҫуралнӑ вырӑнта, конкурса пӗтӗмлетӗҫ. Виҫҫӗмӗш кунне вара ҫӗнтерӳҫӗсемпе хӑнасем Чӗмпӗрте концерт кӑтартӗҫ.

 

Хыпар ҫӑлкуҫӗ

 

Раштавӑн 17-мӗшӗнче Красноармейскинчи халӑх пултарулӑхӗн ҫуртӗнче районти «Юрла, тӑван!» фестиваль иртрӗ, пултарулӑх ушкӑнӗсем хӑйсен ӑсталӑхӗпе паллаштарчӗҫ. Вӗсен шутӗнче аслисем те ачасем те пулчӗҫ. Ушкӑнсем пуҫсӑр уйрӑм юрӑҫсем те хутшӑнчӗҫ.

 

Пултарулӑх ҫуртне килнӗ хӑнасене ҫак ушкӑнсемпе юрӑҫсем хӑйсен юрри-ташшипе савӑнтарчӗҫ:

* районти халӑх пултарулӑхӗн ҫурчӗ ҫумӗнчи «Трак ен» ятлӑ фольклор ансамблӗ (ертӳҫи Никоноров Н.М.);

* Чатукасси канупа вӑйӑ центрӗ ҫумӗнчи «Телей» ятлӑ фольклор ансамблӗ (ертӳҫи Николаева В.А.);

* Шывпуҫри канупа вӑйӑ ҫурчӗ ҫумӗнчи «Кӑйкӑр» фольклор ансамблӗ (ертӳҫи Егорова Л.П.);

* Упинчи канупа вӑйӑ ҫурчӗ ҫумӗнчи ача-пӑча фольклор ушкӑнӗ (ертӳҫисем — Борисова Г.В., Васильева В.В.);

Курма килнисене уйрӑмах «Телей» ушкӑнпа пӗчӗк Марина Ефимовӑн (5 ҫулта, Чатукасси канупа вӑйӑ центрӗ) тата Геннадий Гурьевӑн юррисем кӑмӑла кайрӗҫ.

Малалла...

 

Н.В. Никольский ячӗллӗ педколеджра чӳкӗн 28-мӗшӗнче «Нарспи» поэма пичетленсе тухнӑранпа 100 ҫул ҫитнине халалланӑ фестиваль-конкурс пулса иртрӗ. Ку фестивальте, унта вӗренекенсем «Нарспи» поэмӑна тӗрлӗ халӑх чӗлхипе вуласа хӑйсен пултарулӑхне кӑтартрӗҫ. ЧПУн чӑваш филологийӗпе культура факультетӗнчи культурологи кафедринче вӗренекенӗсем те (театр ӑсталӑхӗ – ертсе пыраканӗ И.И. Иванов режиссер) педколледжа йыхравларӗҫ. Студентсем «Нарспи» поэмӑри сыпӑксене выляса пачӗҫ. Еленӑпа Татьяна Оливановӑсем тата Марина Михайлова Нарспи сӑнарне тӗлӗнмелле илемлӗ калӑпларӗҫ. Сетнер сӑнарне вылякан Руслан Улисов И.И. Иванов доцентран (Тӑхтаманран) нимӗн чухлӗ те кая юлмарӗ.

 

Шупашкарта черетлӗ XIII чӗлхе фестивалӗн ӗҫӗ малалла пырать. Вӑл юпан 26-мӗшӗччен ӗҫлӗ. Фестивале Чӑваш Республикинчи ҫамрӑксен эсперанто-ассоциацийӗ тата Чӑваш Ен вӗрентӳ Министерстви йӗркеленӗ.

Ку ҫулхине фестивальте пурӗ 40 ытла чӗлхе пулӗ, вӑл шутӗнче пӗрремеш хут — фанг чӗлхи. Чаплӑ хӑнасем хушшинче: Итали эсперанто-ассоциаци элчисем, Массимо Рипани, Андреа Куартьери.

Фестиваль юпан 25-мӗшӗнче Я. Ухсай ячӗллӗ культура керменӗнче 14 сехетре уҫӑлӗ. Чӗлхепе кӑсӑкланакансене пурне те чӗнетпӗр!

 

Хыпар ҫӑлкуҫӗ

 

Юпан 1-мӗшпе 4-мӗшӗнче Питӗрте Тӗнче шайӗнчи «Interfolk in Russia» халӑх пултарулӑх конкурсӗ иртрӗ. Ӑмӑртӑва Норвеги, Испани, Швеци, Греции, Филиппин, Латви, Литва, Украина, Раҫҫей регионӗсенчи пултарулӑх ушкӑнӗсем хутшӑнчӗҫ. Паллах, Раҫҫей ушкӑнӗсен шучӗ чылай пулчӗ. Вӗсен шутӗнче Пушкӑртстанри «Нарспи» ансамбль (ертӳҫи – Чӑваш Ен тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ Г. Кириллова) те хутшӑнчӗ. Вӗсен юррипе ташши жюрине кӑмӑла кайрӗ — ушкӑн виҫҫӗмӗш вырӑн йышӑнчӗ. Унсӑр пуҫне тӑватӑ номинацире диплома тивӗҫрӗ.

Виҫҫӗмӗш вырӑн йышӑннипе эпир те пултарулӑх ушкӑна саламлатпӑр, ӑнӑҫу сунатпӑр!

 

Хыпар ҫӑлкуҫӗ

 

Ҫӗр ҫул ытла ӗнтӗ Ҫӗрпӳре ярмӑрккӑ иртет. Кашни ҫул вӑл утӑ уйӑхӗн пуҫламӑшӗнче уҫӑлать. Кӑҫалхи ярмаркка 3-пе 6-мӗшӗ хушшинче ӗҫлӗ.

Утӑ уйӑхӗн 3-мӗшӗнче, 16 сехетре пурте ярмаркка уҫнине кайса курма пултаратӑр! Сире «Хӗвелпе ҫӑлтӑрсем — ачасене!» концерт программи, «Эпӗ, эсӗ, вӑл — туслӑ пирӗн кил!» ҫемьери пултарулӑх фестивалӗ кӗтӗ. Иккӗмӗш кунне пӗтӗм Раҫҫей шайӗнче ирттерекен Ҫемье ҫулталӑкне халалланӑ «Тӗнчене — мир, килӗшӳллӗ ҫемьене мухтав» ҫемьесен ӑмӑртӑвӗ иртӗ. Спорта кӑмӑлакансем валли те тӗрлӗ ӑмӑртусем иртӗҫ — футбол, шашка, шахмат, кире спорчӗ, армреслинг, бокс. Ачасен те тунсӑхлама вӑхӑт пулмӗ — вӗсем валли те ятарлӑ программа хатӗрленӗ.

Виҫҫӗмӗш кунне те сире чылай мероприяти кӗтет. 10 сехетре халӑх ӑстисем хӑйсем ӑсталанӑ япалисемпе паллаштарӗҫ. Унтах вӗсене туянма май пулӗ. Ку вӑхӑтрах дзюдо, самбо кӗрешӗвӗсем пуҫланӗҫ, республикӑри волейбол спорчӗн уҫӑ турнирӗ уҫӑлӗ. 12 сехетре мотоспорт ӑмӑртӑвӗ пуҫланӗ.

Ку кун сире ҫӑвӑн пекех Ҫӗрпӳ районӗн «Кӗмӗл сасӑ» эстрада фестивалӗ кӗтӗ. Унсӑр пуҫне ярмӑрккӑна чӑваш эстрада ҫӑлтӑрӗсем те килӗҫ, хӑйсен пултарулӑхӗпе паллаштарӗҫ.

Малалла...

 

Пенза хулинче Раҫҫей культурин тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ А.Г. Тархов ячӗллӗ «Тӑван Ен юррисем» (Песни родной стороны) ятлӑ регионсем хушшинчи фольклор фестивалӗ иртрӗ. Пенза ҫӗрӗ пурӗ 40 юрӑҫпа 25 фольклор ушкӑнне пухрӗ. Фестивале Ф.П. Павлов ячӗллӗ Шупашкарти музыка училищинчи «Янтал» ушкӑн та хутшӑнчӗ.

Ушкӑн юрри-кӗввисем хаклакансене кӑмӑла кайрӗҫ пулас — вӗсем ушкӑна II премин лайриачӗ ятне пачӗҫ. Ушкӑнпа пӗрле килнӗ Елена Новикова уйрӑммӑн чӑваш халӑхӗн карта юррине юрласа пачӗ. Ку юрӑшӑн жюри ӑна пӗрремӗш вырӑн пачӗ. Пӗрремеш вырӑнсӑр пуҫне чи чаплӑ юрӑҫа питӗ лайӑх телевизор та пачӗҫ. «Янтал» та парнесӗр каймарӗ — ӑна DVD-вуравҫӑ парнелерӗҫ.

 

Chuvash.Org пӗрлӗх ҫӗнтерӳҫӗсене саламлать, малаллахи ӑмӑртусенче те ӑнӑҫу сунать.

 

Хыпар ҫӑлкуҫӗ

 

Тӗнче кубокӗ иртнӗ кунсенче Шупашкарта салютпа фейерверк фестивальне ирттерме шутлаҫҫӗ — вӑл виҫӗ куна тӑсӑлӗ. Халичен ун пекки тӗп хулара пулман, ӑна Н.В. Фёдоров кашни ҫул ирттерме сӗннӗ.

 

Фестивале ирттерес шухӑша Чӑваш Ен Праительствине «РАПИД-Фейерверк» фейерверксене хатӗрлекен тата кӑтартакан Раҫҫей ассоциацийӗн президенчӗ Н. Вереных пӗлтернӗ. Правительство ун шухӑшне йышӑннӑ.

 

Иртнӗ эрнекен фестивале хатӗрлекенсен черетлӗ ларӑвӗ иртнӗ. Юлашки лару ҫу уйӑхӗн 6-мӗшӗнче иртмелле. Ҫитес темиҫе кун хушшинче фейерверк ямалли вырӑна суйласа илмелли пирки калаҫса татӑлчӗҫ. Сӗннӗ вырӑнран чи ӑнӑҫлине суйласа илӗҫ — куракансемшӗн хӑрушлӑх кӳмелле мар унӑн.

 

Фестивале 6 ушкӑн хутшӑнӗҫ. Кашни кун расна ятпа иртӗ:

* Ҫу уйӑхӗн 9-мӗшӗнче — «Ҫӗнтерӳ кунӗ»;

* Ҫу уйӑхӗн 10-мӗшӗнче — «Халӑх туслӑхӗ»;

* 11-мӗшӗнче — «Спорт, эсӗ — тӗнче!»

 

Хыпар ҫӑлкуҫӗ

 

Ака уйӑхӗн 13-шӗнче Ленинград облаҫӗн Пушкин хулинче вырнаҫнӑ Питӗр патшалӑх ял хуҫалӑх университетӗнче II-ш Чӗлхе фестивалӗ иртет. Фестивалти хӑнасене чӑваш чӗлхипе Питӗрти Чӑваш ҫамрӑкӗсен инициативлӑ ушканӗ паллаштарать.

 

Хыпар ҫӑлкуҫӗ

 

Пуш уйӑхӗн 28-мӗшӗнче Красноармейскинче черетлӗ 11-мӗш «Шетмӗпе Ҫавал кӗввисем» фестиваль иртрӗ.

 

Фестивале Красноармейски районӗн администраци пуҫлӑхӗн ҫумӗ Н.И. Антонов уҫрӗ. Тивӗҫлӗ ҫынсене тӗрлӗ хутсемпе парнесем парса тухнӑ хыҫҫӑн концерт пуҫланчӗ. Конкурса хутшӑнакансем 4 сехет хушшинче 40 юрӑ патнелле юрласа пачӗҫ — пурин те тенӗ пекех пӗрремӗш вырӑна йышӑнас кӑмӑл пысӑк пулчӗ.

 

Те вӗсен районӗнчи ушкӑнсемпе юрӑҫсем пӗрремӗш вырӑна йышӑнманнине пула, те урӑх сӑлтава пула ҫӗнтерӳҫӗсен ячӗсене вӗсен сайтӗнче тупма йывӑр. Мӗнех, шыраса пӑхар.

 

* Чи чаплӑ хор произведенийӗ: ку номинацире кам мала тухни паллӑ мар;

* Вокал ушкӑлӗ валли ҫырнӑ чи чаплӑ произведени — маларах асӑнтӑмӑр ӗнтӗ, ку номинацире Шупашкар районӗнчи Анатолий Печников ҫӗнтернине;

* Пӗччен юрлакан валли ҫырнӑ чи чаплӑ произведени: кунта кам мала тухни паллӑ мар;

* Ача-пӑча валли ҫырнӑ чи чаплӑ произведени: кунта тахӑшӗ малал тухнӑ ӗнтӗ, паллӑ мар;

* Халӑх юррине чи лайӑх илемлетни: ку номинацире те кам мала тухни паллӑ мар;

* Чи лайӑх юрлакан хор: тахӑш хорӗ лайӑхрах юрланӑ ӗнтӗ.

Малалла...

 

Страницӑсем: 1 ... 64, 65, 66, 67, 68, 69, 70, 71, 72, 73, [74], 75
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (05.07.2024 15:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 749 - 751 мм, 31 - 33 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ку эрнере япăх сунакансем ура хума пултарĕç, сирĕн тавра элек явăнас хăрушлăх та пур. Асăрханмалла, тимлĕхе çухатмалла мар. Ĕçре ытлашши нумай вăхăт ирттермелле мар. Чылай ĕç валли ăнăçлă вăхăт мар ку. Ĕç хыççăн çемье патне васкамалла, пĕченлĕхре пулмалла мар.

Утӑ, 05

1900
124
Молостовкин Гаврил Александрович, чӑваш тӑлмачӗ ҫуралнӑ.
1940
84
Тимаков Вениамин Петрович, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
кил-йышри арҫын
хуҫа тарҫи
хуҫа арӑмӗ
хуть те кам тухсан та
хуҫа хӑй
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ