Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +0.3 °C
Ача-пӑчан пӗр шухӑш, ваттӑн ҫӗр шухӑш.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Культура: Чутайра ют ҫӗршыв юррисен фестивалӗ иртрӗ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Галина Зотова 14.03.2015 09:38 | 2046 хут пӑхнӑ
Культура

Паян Хӗрлӗ Чутай районӗнче ют чӗлхе юррисен фестивалӗ иртрӗ. Ӑна Аслӑ Ҫӗнтерӳ 70 ҫул тултарнине тата Литература ҫулталӑкне халалланӑ.

Районти шкулсенчи юрӑҫсем хӑйсен пултарулӑхне хранцус, акӑлчан, испан тат чӑваш чӗлхипе паллаштарчӗҫ. Фестивале 5–11 классра вӗренекенсем хутшӑнма кӑмӑл тунӑ, юрӑсене ушкӑнпа та, уйрӑммӑн та 17 тӗрлӗ юрӑ шӑрантарчӗҫ. Хӗрлӗ Чутайри вӑтам шкул вӗренекенӗсем ултӑ номер хатӗрленӗ. Шулю тата Мишеркасси шкулӗсенчи 7-мӗш класс ачисем Юрий Васильевич Гурьянов ертсе пынипе «Яланах хӗвел пултӑр!» юрӑпа чӑвашла та, акӑлчанла та паллаштарчӗҫ. Тури Ҫӗрпӳкассинче 9 класра вӗренекен Ирина Романова Светлана Ананьевна Илларионова пулӑшнипе «Эсӗ хитре» юрра чуна тивмелле юрларӗ. Ҫӗнӗ Атикассинчи вӑтам шкулӑн 11 класс вӗренекенӗ Наталия Соловьева акӑлчанла тата испанла икӗ юрӑ янраттарчӗ (вӗрентекенӗ Валентина Чертова). Штанаш шкулӗнче 8-мӗш класра вӗренекен Татьяна Ефремова районта иртекен юрӑ конкурсӗсене яланах хастар хутшӑнать, вӑл «Хӗвеллӗ» акӑлчан юррине юрланине куракансем тӑвӑллӑн алӑ ҫупса йышӑнчӗҫ (вӗрентекенӗ Галина Зотова). Питӗркассисем куракансем умне икӗ юрӑпа тухрӗҫ: Е.Герасимовӑпа А.Медведева та, 10-мӗш класри Дмитрий Алексеев юрлани куракансен кӑмӑлне кайрӗ (вӗрентекенӗ Любовь Архипова). Атнар шкулӗнче 11 класра вӗренекен Ольга Степанова Н.А. Зайцева пулӑшнипе хӑйне евӗрлӗ юрӑ хатӗрленӗ. Хӗрлӗ Чутай шкулӗнче 11 класра вӗренекен Денис Триковскийпе Сергей Борисов юрӑҫсене музыкӑпа пулӑшрӗҫ.

Фестивале кашниех тӑрӑшса хатӗрленнӗ. Ҫитес тӗлпулура вӗренекенсем ют чӗлхе сӑввисене ют чӗлхепе тата унӑн чӑвашла е вырӑсла куҫарӑвӗпе паллаштарма калаҫса татӑлчӗҫ.

Сӑнсем (9)

#Литература ҫулталӑкӗ, #фестивальсем, #Хӗрлӗ Чутай, #Хӗрлӗ Чутай районӗ, #Мишеркасси, #Штанаш, #Тури Ҫӗрпӳкасси, #Ҫӗнӗ Атикасси, #Питӗркасси, #Атнар, #Шулю, #ачасем

 

Комментари:

петр // 5059.3.5746
2015.03.14 17:51
Шел, пӗри те чӑвашла тӑхӑнман. Илемлӗрех пулнӑ пулӗччӗ.

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем