Иртнӗ шӑматкун, ҫурлан 21-мӗшӗнче, Ҫӗнӗ Шупашкарта анӑҫри вӑтам ӗмӗр вӑхӑтне лекме май пулчӗ — кунта сӑнарлӑ вӑйӑсен, историлле фехтовнинин, реконструкцин тата ташӑн «НоРоК-2010» уҫӑ фестивалӗ иртрӗ. Урӑхла каласан, рыцарьсен Ҫӗнӗ Шупашкарти конвенчӗ (чӑвашла каласан, пӗр-пӗр хоббипе кӑсӑкланакан ҫынсен пухӑвӗ, мероприятийӗ). Фестивале Ҫӗнӗ Шупашкар хулине никӗсленӗренпе 50 ҫул ҫитнине халалларӗҫ. Чӑваш Енрисемсӗр пуҫне унта ытти тӑрӑхри хӑнасем те пурччӗ — Чулхуларан «Берн», Хусантан «Нюрнберг» тата «Польско-литовское копье» историлле реконструкци клубӗсем, Чӗмпӗртен «Кремень» истори клубӗ. Чӑваш Енрен ку мероприятине Шупашкарти «Правь» истори клубӗ, «Робин Гуд» ухӑҫсен клубӗ тата «Соколиный Яръ» ятлӑ ҫамрӑксен обществӑлла организацийӗ хутшӑнчӗҫ.
Фестивале уҫнӑ ҫӗре Ҫӗнӗ Шупашкар хула администрцийӗн ҫумӗ Владимир Матвеев та килнӗччӗ, вӑл ытти халӑхсен историне пӗлни усӑллӑ пулнине пӗлтерчӗ.
Ҫуллахи чӑваш уявӗсем сисӗнмесӗрех иртсе кайрӗҫ. Питӗ пысӑк шайра йӗркеленӗрен Лениногорск районӗнчи чӑвашсем кашни мероприятие хаваспа хутшӑнчӗҫ. Халӗ вара пур чӑвашсене те хӑйсен патне чӗнеҫҫӗ.
Ҫурлан 18-мӗшӗнче Лениногорск хули 55 ҫул, «Лениногорскнефть» НГДУ — 65 ҫул, «Татнефть» УАО 60 ҫул тултарчӗ. Ҫак юбилейсене Лениногорск районӗнчи чӑвашсен шухӑшӗпе чаплӑн уявламалла. Ҫавна май Лениногорскра 2010 ҫулхи ҫурлан 28-мӗшӗнче (шӑматкун) чӑвашсен «Выля, хуткупӑс» I фестивальне ирттерме тӗв тунӑ.
Фестиваль хулари кӳлӗ хӗрринче иртӗ. Хутшӑнас шутлисем чӑваш халӑх тумне тӑхӑнмалла, виҫӗ кӗвӗ каламалла пулӗ. Ҫавӑн пекех «Кай, кай Ивана» юрӑ кӗввине калама вӗренмелле (пурте пӗрле калама).
Фестиваль 10 сехетре пуҫланать. Унччен регистрациленме вӑхӑт пулӗ.
Программа тӑрӑх фестиль уҫӑлсан купӑҫҫӑсем культура керменӗ (Ленин тӳремӗ, Ленинград урамӗ, 28«а» ҫурт) умӗнче пуҫтарӑнса кӳлӗ хӗрне анӗҫ — ӑмӑрту унта иртӗ.
Лениногорск хули Хусантан 322 ҫухрӑмра, Элметрен 35 ҫухрӑмра вырнаҫнӑ.
Утӑн 17-18-мӗшӗченсе Чӗмпӗр облаҫӗнчи Павловка посёлокӗнче Регионсем хушшинчи националлӑ культурӑсен «Поволжская глубинка-2010» фестиваль XII хут иртӗ.
Чӑваш Енрен унта Каншел ялӗнчи (Патӑрьел районӗ) Культура ҫурчӗ ҫумӗнчи «Ҫӑлкуҫ» халӑх фольклор ансамблӗ кайӗ. Ушкӑн 1993 ҫулта Шупашкарти Фёдор Павлов ячӗллӗ музыка училищине вӗренсе пӗтернӗ Владимир Верликов йӗркеленнӗ. Ушкӑнра тӗрлӗ ҫулти, тӗрлӗ профессипе ӗҫлекен ҫынсем юрлаҫҫӗ. Репертуарта — анатри чӑвашсен юрри, ташши, кӗвви. Ансамбль ҫумӗнче ача-пӑча ушкӑнӗ те пур — унта шкул ачисем хутшӑнаҫҫӗ.
«Ҫӑлкуҫ» республикӑра, регисонсем хушшинче иртекен фестивальсен лауриачӗ.
2010 ҫулхи ҫӗртмен 25-27-мӗшӗсенче паллӑ вырӑс тӗпчевҫин, этнографӑн тата фольклористӑн Д.К. Зеленинӑн тӑван кӗтесӗнче — Удмурт Республикин Завьялов районӗнчи Люк ялӗнче — регионсем хушшинчи «Окно в небо» (Тӳпе чӳречи) V фольклор фестивалӗ иртрӗ.
Фестивале тӗрлӗ халӑхсен хушшинчи шанӑҫлӑхпа туслӑха ҫирӗплетес, пӗр-пӗрне лайӑхрах ӑнланас тӗллевпе ирттереҫҫӗ. Кӑҫал фестивалӑн тӗп теми «Халӑх йӑлине кӗнӗ вӑйӑсем» пулчӗ.
Фестивале Элӗк ял тӑрӑхӗн культурӑпа кану центрӗ ҫумӗнчи «Валинке» халӑх пултарулӑхӗн ушкӑнӗ те кайнӑ. Вӑл 17 ӗнтӗ хӑйӗн юрри-ташшисемпе ҫынсене савӑнтарать. Ушкӑн хастарӗсем Элӗк енчи чӑвашсен авалхи юрри-ташшине упраса хӑварас тӗлӗшпе нумай ӗҫлеҫҫӗ. Ача-пӑчана та хутшӑнтараҫҫӗ — вӗсем тем тесен те пирӗн пуласлӑх. Юлашки ҫулсенче «валинкесем» Чулхула, Сарӑту, Суздаль, Мускав, Питӗр, Богородск тата ытти хуласене ҫитрӗҫ, чӑваш юрри-ташшисемпе паллаштарчӗҫ.
Фестивале «Валинке» пушӑ кайман, вӑйӑсем хатӗрлесе кайнӑ. Унсӑр пуҫне ушкӑн хӑйӗн пултарулӑхне «Пурнӑҫа ырласа» ташӑ-кевӗ композицинче кӑтартрӗ.
Шупашкарта тӗрлӗ тӑрӑхри пултарулӑх ушкӑнӗсене пухнӑ «Раҫҫей ҫӑлкуҫӗсем» халӑх пултарулӑхӗн фестивалӗ пырать. Ҫак фестивале хутшӑнма «Влир» фламанд фольклор ушкӑнӗ кӑмӑл тунӑ. Аякри тухнӑ хӑнасем ҫӗртмен 21-мӗшӗнче Элӗке ҫитрӗҫ. Пултарулӑх ушкӑнӗ Бельги патшалӑхӗн Фламанд Брабанчӗ ҫӗрӗнче 1968 ҫулта йӗркеленнӗ. Ушкӑн пуҫаруҫи музыка инструменчӗсене нумай тӗпченӗ, кӗвӗсем хайланӑ. Бельги артисчӗсем Элӗкри культурӑпа кану центрӗнче фламанд халӑхӗн пултаруллӑхӗпе паллаштарчӗҫ.
Район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Л.Читнаев коллектива ӑнӑҫу сунчӗ.
Бельгирен килнӗ коллективӑн ташшисем, тӗрлӗ инструментсемпе шӑрантарнӑ кӗввисем Элӗк районӗн ҫыннисене питӗ килӗшрӗҫ.
«Валинке» артисчӗсем фламандсене чӑваш ташшине вӗрентрӗҫ. Концерт вӗҫленсен, сывпуллашнӑ май, элӗксем Хӗвеланӑҫ Европӑран килнӗ ҫынсене асӑнмалӑх чӑваш тӗррипе капӑрлатнӑ парнесем пачӗҫ.
«Хыпар» хаҫат Элӗкре чӑваш эстрада юррисен регионсен хушшинчи «Вирьял шевлисем» черетлӗ фестивалӗ иртни пирки пӗлтерет. Ӑна ЧР Культура, национальноҫсен ӗҫӗсен, информаци политикин тата архив ӗҫӗн министерстви, республикари Халӑх пултарулӗх ҫурчӗн пулӑшӑвӗпе Элӗк район администрацийӗ йӗркелет. 15 ҫул хушшинче унта 2500 юрӑҫ хутшӑннӑ. Вӗсем — Чӑваш, Тутар, Мари республикисенчен, Чӗмпӗр облаҫӗнчен.
Эстрада юрӑҫисене Элӗк район пуҫлӑхӗ Леонид Читнаев, ЧР культура министрӗн ҫумӗ Татьяна Казакова, Чӑваш Республикин халӑх пултарулӑх ҫурчӗн директорӗ Виктор Бондарев тата ыттисем саламланӑ.
Фестивале Чӑваш, Тутар республикисенчи, Чӗмпӗр облаҫӗнчи 16-35 ҫулсенчи 23 юрӑҫ хутшӑннӑ. Гран-прие Патӑрьел районӗнчи Алина Кудрявцева тивӗҫнӗ. Элӗк районӗнчи Анастасия Михайловӑна, Чӗмпӗр облаҫӗнчи Елена Васильевӑна, Тутар Республикинчи Ирина Морозкинӑна I, II, III степень Дипломсемпе чысланӑ. Куракансен кӑмӑлне кайнӑ Оксана Ласточкинӑна (Комсомольски районӗ), Алевтина Самаринӑна (Ҫӗмӗрле районӗ), Лира Ковалевскаяна (Вӑрмар районӗ) ятарлӑ парнесемпе хавхалантарнӑ.
Комсомольски район пуҫлӑхӗн Г.Волковӑн парнине ҫӗнсе илессишӗн «Тӗнче — ачасен куҫӗпе: Тӑван ҫӗр-шывӑм» ятпа йӑлана кӗнӗ ача-пӑча ӳкерчӗкӗсен фестивалӗ пулать. Вӑл кӑҫалхипе виҫҫӗмӗш хут иртет. Ӑна вӗрентекен ҫулталӑкне тата Чӑваш Ене туса хунӑранпа 90 ҫул ҫитнине халалланӑ. Фестивале районти ӳнер шкулӗ, вӗрентӳ тата ҫамрӑксен политикин пайӗ «Дети Чувашии 2007— 2010» республикӑри тӗллевлӗ программӑпа килӗшӳллӗн йӗркелеҫҫӗ.
Конкурс тӗллевӗ — ҫемьери килӗшӳлӗхе, сывӑ пурнӑҫ йӗркине тытса пынине, чӑваш халӑх наци культурине тата историллӗ йӑли-йӗркине пӗлнине аталантарасси тата ытти те. Ҫавӑн пекех талантлӑ ачасемпе ҫамрӑксене тупса палӑртасси те пысӑк пӗлтерӗшлӗ пулса тӑрать.
Ӗҫсене виҫӗ ушкӑна уйӑрса хаклаҫҫӗ. Кӗҫӗннисем — 7 ҫултан 10 ҫулччен, вӑтаммисем — 11–13 ҫулсенчисем, аслисем — 14-17 ҫулсенчисем.
Фестиваль кӑҫалхи ҫӗртмен 1-мӗшӗнче районти ӳнер шкулӗнче 10 сехетре пуҫланать. Чи лайӑх ӗҫсен авторӗсене I, II, III степеньлӗ дипломсемпе, призсемпе е укҫан премисемпе наградӑлаҫҫӗ.
Кӑҫалхи республика кунне самай чыслӑн ирттерме палӑртнӑ — Чӑваш автономине йӗркеленӗренпе 90 ҫул ҫитет-ҫке!
Уявӑн йӗркелӳ комитечӗ пӗлтернӗ тӑрӑх (нумай пулмасть комитетӗн анлӑ ларӑвӗ иртнӗ) ӑна ҫӳллӗ шайра ирттерме палӑртаҫҫӗ. Малтанхи ҫулсенче эпир курма хӑнӑхнисемсӗр пуҫне ҫӗнни те нумай пулӗ теҫҫӗ.
«Раҫҫей ҫӑлкуҫӗсем» пултарулӑх фестьивальне хутшӑнмах чикӗ леш енчи 4 ҫӗршыва йыхрав янӑ (Голланди, Болгари, Бельги, Беларуҫ) — чылайӑшӗ килме те шантарнӑ ӗнтӗ. Тӑван ҫӗршыври ытти тӑрӑхри пултарулӑх ушкӑнӗсене те чӗннӗ — вӗсем те республикӑн чи чаплӑ уявӗнче иртекен фестивальте халӑха савӑнтарма шантарнӑ. Фолькдискотека ирттерме вара вырӑс халӑх юррисен «Воронежские девчата» вокал ансамбльне чӗннӗ.
Пӗтӗм Раҫҫейри алӗҫ ӑстисен саккӑрмӗш фестивальне ҫӗршывӑн 47 тӑрӑхри 70 ытла ӑста килесси паллӑ. Вӗсем Чӑваш наци музейӗн ҫывӑхӗнчи лаптӑка йышӑнӗҫ.
Асилтеретпӗр: Республика кунне чӑвашра ҫӗртмен 24-мӗшӗнче (кӑҫал вӑл ӗҫнерникуна лекет) паллӑ тӑваҫҫӗ. Кӑҫал Рсеупблика кунӗн уявӗ Шупашкарсӑр пуҫне ҫавӑн пекех Патӑрьел районӗнче иртӗ — вӗсем те, ҫав кун ҫывхарнӑҫемӗн, ӑна тивӗҫлӗн ирттерме хатӗрленеҫҫӗ.
Пушӑн 30-мӗшӗнче Красноармейски районӗн халӑх пултарулӑхӗн ҫуртӗнче композитор, юрӑ-сӑвӑ тата халӑх пултарулӑхӗн «Шетмӗпе Ҫавал кӗввисем» ятлӑ ХII фестиваль иртрӗ. Ӑна ку хутӗнче Аслӑ Ҫӗнтерӳ ҫитнӗренпе — 65, района никӗсленӗренпе 75 ҫул ҫитнине тата Вӗрентекен ҫулталӑкне халалларӗҫ.
Фестивале район гимнӗпе уҫрӗҫ. Район пуҫлӑхӗн социаллӑ ыйтусемпе ӗҫлекен, пӗрремӗш ҫумӗ Н. Антонов Трак тӑрӑхӗнче сӑвӑҫсемпе композиторсен тата юрӑҫсен йышӗ ӳссе пынине, вӗсемпе тивӗҫлипех мӑнаҫланнине, хальхи фестиваль те ҫӗнӗ ятсем ҫуратнине палӑртрӗ, пултарулӑх ҫыннисене район администрацийӗ ячӗпе ӑшшӑн тав турӗ, ҫирӗп сывлӑхпа вӑй-хӑват сунчӗ. Фестиваль пӗлтерӗшне пысӑка хурса, ҫавӑн пекех район администрацийӗн культура, спорт тата ҫамрӑксемпе ӗҫлекен пай пуҫлӑхӗ А. Лебедев, районти музыка пӗрлӗхӗн ертӳҫи Н. Никоноров тата Н. Янкас ячӗллӗ литературӑпа искусство тата культура пӗрлӗхӗн ертӳҫин ҫумӗ Н. Ершов сӑмах каларӗҫ. Пирӗн паллӑ ентешӗн, Ҫӗньял Упи ялӗнче ҫуралнӑ истори ӑслӑлӑхӗсен докторӗн тата ятлӑ-сумлӑ композиторӑн В.
Шупашкарта Вӗрентекенсен пӗлӗвне ӳстерекен институтра наци культурин «Туслӑх хӗлхемӗ» фестиваль иртрӗ. Унта тӗрлӗ район шайӗнче ҫӗнтерӳҫӗ ятне ҫӗнсе илнӗ 6-9 классенче вӗренекенсем хутшӑнчӗҫ. Ҫак фестивальте Красноармейски районӗнчи шкул ачисем те хӑйсен пултарулӑхне кӑтартрӗҫ. Фестиваль программипе килӗшӳллӗн вӗсем тӑватӑ ӑмӑртуран иккӗшӗнче тупӑшрӗҫ, малти вырӑнсене тивӗҫрӗҫ.
«Чӑвашлӑх тӗнчи: тӗпчев ӗҫӗсен мультимедиллӗ презентацийӗ» конкурсра Красноармейскинчи пӗтӗмӗшле вӑтам пӗлӳ паракан иккӗмӗш шкулӗнче 9-б класра вӗренекен Алексей Михайлов «К.В.Ивановӑн «Нарспи» поэминчи ҫутҫанталӑк сӑнарӗ» темӑпа хатӗрленӗ ӗҫне хӳтӗлесе 2-мӗш вырӑн йышӑнма пултарчӗ. Вырӑс класӗнче чӑваш чӗлхипе литератури тата тӑван ен культури вӗренекен шкул ачисем хушшинче ирттернӗ «Ҫӑлтӑрчӑк» вӑйӑ-конкурсра вара Трак чӑваш-нимӗҫ гимназийӗн 9-меш класӗнче вӗренекен Иванова Наталия та 2-мӗш вырӑна тивӗҫнӗ.
Саламлатпӑр!
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (05.02.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 763 - 765 мм, -1 - -3 градус сивӗ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Ярдыкова Зоя Дмитриевна, театр актриси, Чӑваш АССРӗн тава тивӗҫлӗ ӳнер ӗҫченӗ ҫуралнӑ. | ||
| Ананьев Николай Ананьевич, хирург-травмотолог, Чӑваш Енӗн тава тивӗҫлӗ тухрӑрӗ ҫуралнӑ. | ||
| «Ҫӗнӗ пурнӑҫ» (халӗ «Ҫӗнтерӳшӗн») хаҫатӑн пӗрремӗш кӑларӑмӗ тухнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |