Ҫурлан 17-мӗшӗнче, 12 сехетсенче 500 ҫул Шупашкар паркӗнче бензин пӑчкипе усӑ курса пӗренерен кӳлепе касса кӑларассипе фестиваль уҫӑлнӑ пирки эпир иртнӗ кунсенче пӗлтернӗччӗ ӗнтӗ. Икӗ кун хушши пӑчкӑ ӑстисем «Чӗрчунсен тӗнчи» темӑпа куракансем умӗнчех 40 минут хушшинче хитре кӳлепесем касса лартнӑ.
Совет союзӗн биотлонисчӗ, тӑватӑ хутчен олимп чемпионӗ, вунпӗр хутчен тӗнче чемпионӗ Александр Тихонов вара чи хастар пӑчкӑ ӑстисене ятарлӑ сертификатпа чысланӑ.
Пӗрремӗш вырӑна Шупашкар каччи Кошкин Андрей Геннадьевич тивӗҫнӗ, ӑна ҫӗнтерӳҫӗ ятне тивӗҫнӗшӗн 3 пин укҫа-тенкӗпе тивӗҫтернӗ. 2 вырӑна Кӳкеҫ маттурӗ Иванов Александр Валерьевич тухнӑ, ӑна 2 пин тенкӗ панӑ. 3 вырӑнта вара Беларуҫри Иванцевичи хула ҫынни Аранский Денис Петрович — Александр Тихонов ӑна та сертификатпа тата 1 пин тенкӗ парса чысланӑ.
Фестивалӗ пирӗн республика хастаррӗсем кӑна мар Беларуҫ, Украина, Мускав, Киров тата Мускав, Иваново, Воронеж облаҫӗсен ӑстисем хутшӑннӑ, пурӗ 10 ҫын. Кӑна та палӑртса хӑварас пулать, 4 ҫул хушшинче пӗрремӗш хут арҫынсемпе пӗр танӑ ӑмӑртӑва хӗрарӑм, Мускав хула чысне хӳтелекен — Ингрид Струэнзе хутшӑннӑ.
Паян, ҫурлан 17-мӗшӗнче, 12 сехетсенче 500 ҫул Шупашкар паркӗнче бензин пӑчкипе усӑ курса пӗренерен кӳлепе касса кӑларассипе фестиваль уҫӑлнӑ. Ҫак вӑхӑталла хӑйне майлӑ ӑмӑртӑва хутшӑнакансем пулас кӳлӗпесене ӑсталама та тытӑннӑ.
— Ҫакӑн йышши фестивале пӗрремӗш хут хутшӑнатӑп. Пӗренерен ӑмӑрт кайӑка касса кӑларма шутлатӑп. Вӑл чи ҫӑмӑл кӳлӗпесенчен пӗри, — хӑйӗн шухӑшне пӗлтерет Украинӑран килсе ҫитнӗ пӑчкӑ ӑсти.
Мексикӑри Пӗрлешӳллӗ Штатсенче «Тӗнче тымарӗ — Мексикӑра» ятпа фольклор фестивалӗ иртнӗ. Вӑл утӑ уйӑхӗн 16–26-мӗшӗсенче пулнӑ. Тепӗр кунне вара унта «San PedroAtocpan» ятлӑ Пӗтӗм тӗнчери фестивлаь уҫӑлнӑ. Хайхи те вунӑ куна яхӑн пынӑ. Унта та, кунта та Раҫҫейӗн халӑх артисчӗ Юрий Васильев ертсе пыракан Чӑваш патшалӑх академи юрӑпа ташӑ ансамблӗ хутшӑннӑ.
Унта Колумбири, Чилинчи, Аргентинӑри, Францинчи, Коста Рикӑри, Польшӑри ушкӑнсем пырса ҫитнӗ, ташлаканӗсем вара Мексикӑн тӗрлӗ кӗтесӗнчен пухӑннӑ. Чӑваш ӑстисене Мильта Альпа хулинчи концерта хутшӑннӑ Раҫҫейӗн Мексикӑри элчи Э.Р. Малаян хӑй саламланӑ, лайӑх концертшӑн тав тунӑ иккен.
Шупашкарта 2008 ҫултанпа иртекен Пӗтӗм тӗнчери кинофестиваль килес ҫул ҫу уйӑхӗн 19–24-мӗшӗсенче пулӗ. Кун пирки иртнӗ уйӑх вӗҫӗнче Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев йышӑну тунӑ.
Республикӑн Культура министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫак ҫулсенче 330 ытла фильм кӑтартнӑ. Кинофестиваль ӗҫне хамӑр тата ют ҫӗршыври 220 ытла киноматограф хутшӑннӑ. Фильмсене тӳлевсӗр кӑтартаҫҫӗ, пултарулӑх ҫыннисемпе йӗркелекен тӗлпулусемшӗн те кӗсьене ҫӳхетме кирлӗ мар.
Кинофестивалӗн президенчӗ пулма 2009 ҫултанпа Раҫҫей халӑх артистне Карен Шахназарова, «Мосфильм» киноконцерн гендиректорне Карен Шахназарова ҫирӗплетеҫҫӗ. Шел те, юлашки ҫулсенче вӑл тӗрлӗ сӑлтава пула фестивале килейменччӗ. Килес ҫул та ӑнах президент пулма шанасшӑн. Кун пирки Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев Шахназаровпа Мускавра тӗл пулсан сӑмах хускатнӑ, лешӗ килӗшнине пӗлтернӗ.
«Ирӗклӗ сӑмах» пӗлтернӗ тӑрӑх нумай пулмасть Турцире иртнӗ фестивальсене чӑвашри ташӑ ушкӑнӗсем те хутшӑннӑ. Чикӗ леш енчи пирӗн аякри тӑвансем патӗнче хӑйсен пултарулӑхне Марина Тимукова ертсе пыракан «Тайны Востока» (чӑв. «Тухӑҫ вӑрттӑнлӑхӗ») ансамбль тата Кӳкеҫри «Илем» ушкӑн кӑтартнӑ иккен.
«Тайны Востока» ансамбль Турцири Газиантеп тата Силифке хулинсенче чӑваш ташшисене лартнӑ. «Илем» валли вара тепӗр хуласем лекнӗ — Эрбаа тата Акчаабат.
Турцири халӑх пирӗн ентешсен пултарулӑхӗпе кӑмӑллӑ юлнӑ тет, тепре те килсен та хапӑл кӗтсе илесси пирки пӗлтернӗ.
Шӑматкун Улатӑр хулинче «Янӑра, Раҫҫей кӗтесӗ» ятпа вырӑс халӑх пултарулӑхӗн Пӗтӗм Раҫҫейри фестивалӗ иртмелле.
Хӑй вӑхӑтӗнче, 1992 ҫулта пуҫарса ярсанах ӑна район шайӗнче йӗркеленӗ, кайран вӑл республика шайне тухнӑ, 2000 ҫулта вара вӑл Раҫҫей статусне йышӑннӑ. Пӗлтӗр унта тӑхӑр регионти 12 ушкӑн хутшӑннӑ. Кӑҫал Тутар, Удмурт, Мӑкшӑ республикисенчен, Мари Элтан, Чулхула тата Чӗмпӗр облаҫӗсенчен тата ытти хӑш-пӗр ҫӗртен килсе ҫитессе шанаҫҫӗ.
Фестивале хула администрацийӗн ҫурчӗ умӗнче официаллӑ майпа уҫмалла. Унтан хӑнасем «Стрелка» тата «Хӗвеланӑҫ» микрорайонсенче ятарласа йӗркеленӗ вырӑнсенче, «Янтарный» ача-пӑча уйлӑхӗнче концерт кӑтартӗҫ. Гала-концерт курас текенсен «Ӗҫ» стадиона ҫитмелле.
«Хуйхӑрсан та — юрӑпа, савӑнсан та — ташӑпа», — ҫак сӑмахсене ват кинемейсенчен пӗр хутчен мар илтнӗччӗ. Чӑвашсен мӗн авалтанпа юрӑ шӑрантарас, ташӑ ҫапас йӑла ҫирӗпленнӗ. Пирӗн, хальхи ӗмӗрен ҫыннисен вара ҫак халӑх юрӑ-ташшисене, йӑли-йӗркисене манӑҫмалла мар, мӗншӗн тесен вӗсем халӑх культурине палӑртаҫҫӗ.
Ҫак кунсенче «Истоки Цивиля» (чӑв. «Ҫавал ҫӑлкуҫӗ») регионсем хушшинчи туслӑх фестивалӗ Чӑваш Енри чи кӑсӑклӑ коллективсене пуҫтарнӑ. Фестивальӗн тӗп тӗллевӗ — халӑх йӑли-йӗркине чӗртсе тӑратасси тата юрӑ-ташӑ ушкӑнӗсем хушшинчи пултаруллӑх ҫыхӑнӑвне йӗркелесси. Иртнӗ кану кунӗсенче Ҫӗрпӳ районӗнчи Виҫҫӗмӗш Вӑрманкасси ҫывӑхӗнчи улӑха Сӗнтӗрвӑрри, Ҫӗмӗрлӗ, Вӑрнар, Элӗк тата Ҫӗрпӳ районӗсен фольклор ушкӑнӗсем пухӑннӑ.
Ку ҫулччен фестиваль икӗ хутчен Ҫӗмӗрле районӗнчи Тӑванкасси ялӗнче иртнӗ, ара унта Мӑн Ҫавал юханшывӗ пуҫланать-ҫке.
Мексикӑра ҫак кунсенче «Raices el mundo en mexiko» фольклор фестивалӗ иртет. Кӑҫалхипе ӑна тӑваттӑмӗш хут йӗркелеҫҫӗ-мӗн. Ятне вырӑсла куҫарсан, «Тӗнче тымарӗ — Мексикӑра» тени пулать. Фестиваль паянтан тытӑнса утӑн 26-мӗшӗччен пырӗ. 27-мӗшӗнче вара San Pedro Atocpan Пӗтӗм тӗнчери фестиваль уҫӑлӗ, вӑл ҫурла уйӑхӗн 5-мӗшӗнче вӗҫленӗ.
Пирӗн республикӑна савӑнтаракканни — асӑннӑ мероприятисене Чӑваш патшалӑх юрӑпа ташӑ ансамблӗ хутшӑнни. Хӑйӗн сакӑр теҫетке ӗмӗрхи кун-ҫулӗ вӑхӑтӗнче вӑл мӗн чухлӗ чӑваш юррине шӑрантарман-ши! Кунпа пӗрлех репертуара вырӑс тата анӑҫри авторсен хайлавӗсене те кӗртеҫҫӗ. Юлашки ҫулсенче ансамбль ют ҫӗршыва тӑтӑшах тухса ҫӳрет. Вӑл Европӑри, Азири тата Африкӑри 10 ытла ҫӗршыва ҫитсе хӑйӗн пултарулӑхне кӑтартнӑ.
Утӑн 4-7-мӗшӗсенче Коми Республикинчи Сыктывдин районӗнчи Выльгорт ялӗнче «Завалинка» ятпа ҫӳрекен халӑх юррине шӑрантаракан пултаруллӑх ушкӑнӗсен регионсем хушшинчи Х фестивалӗ иртнӗ. Юбилейлӑ фестивале ҫӗршывӑн тӗрлӗ тӑрӑхӗсенчен — Коми, Мари Эл, Карели, Удмурт республикисенчен тата Киров, Архангельск, Вологодск, Самар, Мурманск, Ярославль, Чулхула облаҫӗсенчен — 30 коллектив хутшӑннӑ.
Асӑннӑ фестивальте республика чысне Шупашкарти икӗ ушкӑн — «Акаци» культура кӗрменӗн «Укӑлча» халӑх фольклор ансамблӗ (ертӳҫи Алевтина Щетинина) тата вырӑс юррисен «Ылтӑн ҫӑлкуҫсем» халӑх ансамблӗ (ертӳҫи Татьяна Григорьева) — хӳтеленӗ. Пултаруллӑх ӑмӑртӑвне хутшӑнакансене жюри членӗсем — Питерти культура академин вӗрентекенӗсем тата Раҫҫейри паллӑ «Балаган Лимитед» юрӑҫсен ушкӑнӗн солисчӗсем хакланӑ.
«Укӑлча» ансамбль конкурс программине хутшӑнма 2 хӑна юрри тата ташӑ такмакӗсем хатӗрленӗ. Хӑйсен юрӑ-ташшипе пирӗн ентешсем фестивале пуҫтарӑннӑ ҫынсене пурне те тыткӑнлама пултарнӑ.
Конкур пӗтӗмлетӗвӗ тӑрӑх наци йӑли-йӗркисене тытса пынишӗн «Укӑлча» ансамбле II степеньлӗ лауреат дипломне тивӗҫтернӗ.
Утӑн 9-мӗшӗнче пулса иртекен Вожатӑйсен пултарулӑхӗн IV республика фестивалӗ ҫинчен эпир иртнӗ кунсенче пӗлтернӗччӗ. Халӗ ӗнтӗ унӑн пӗтӗмлетӗвӗсене те тума пулать.
Фестиваль ӑмӑртӑвне пурӗ сывлӑха ҫирӗплетекен ҫичӗ уйлӑх тата студентсен педагогика отрӗчӗсем («Звездочка», «Волна», «Лесная Сказка», «Березка», «Росинка», «Белые камни», СПО «Весельчаки») хутшӑннӑ. Вожатӑйсен фестивалӗ «Вӑрман юмахӗ» ача-пӑча санаторийӗнче иртнӗ. Фестиваль виҫӗ туртӑмпа иртнӗ — юрӑ-кӗвӗ, ташӑ тата видео (педагогика ӗҫ-хӗлне ҫутатса паракан хӑтлав).
Ҫапла вара «Вожатӑйсен ушкӑнӗн юрри» номинацире:
1 вырӑн — «Сашкины дети» ушкӑн («Березка» уйлӑх),
2 вырӑн — «Звездочка» уйлӑх,
3 вырӑн — «Лесная сказка» уйлӑх;
«Эстрада ташши» номинацире:
1 вырӑн — «Волнари» ушкӑн («Волна» уйлӑх),
2 вырӑн — «Лесная сказка» уйлӑх,
3 вырӑн — «Звездочка» уйлӑх,
«Хальхи вӑхӑтри ташӑ» номинацире:
1 вырӑн — «Сашкины дети» ушкӑн («Березка» уйлӑх),
2 вырӑн — «Росинка» уйлӑх,
3 вырӑн — «Волнари» ушкӑн («Волна» уйлӑх);
«Реклама видеороликӗ» номинацире:
1 вырӑн — «Пятая четверть» ушкӑн («Белые камни» уйлӑх),
2 вырӑн — «Звездочка» уйлӑх,
3 вырӑн — «Волнари» ушкӑн («Волна» уйлӑх).
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (05.02.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 763 - 765 мм, -1 - -3 градус сивӗ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Ярдыкова Зоя Дмитриевна, театр актриси, Чӑваш АССРӗн тава тивӗҫлӗ ӳнер ӗҫченӗ ҫуралнӑ. | ||
| Ананьев Николай Ананьевич, хирург-травмотолог, Чӑваш Енӗн тава тивӗҫлӗ тухрӑрӗ ҫуралнӑ. | ||
| «Ҫӗнӗ пурнӑҫ» (халӗ «Ҫӗнтерӳшӗн») хаҫатӑн пӗрремӗш кӑларӑмӗ тухнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |