Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев ҫемьепе спорт ӑмӑртӑвӗсене хутшӑнни вӑрттӑнлӑх та, тӗлӗнтермӗш те мар. Ҫынсене спорта туслӑ пулма чӗнсе каланӑ май сӑмаха вӑл хӑй тӗслӗхӗпе ҫирӗплетет.
Акӑ, иртнӗ шӑматкун Игнатьевсем каллех спорт тумне тӑхӑннӑ. Хальхинче вӗсем Сочи хулинче ҫитес ҫул иртекен Хӗллехи XXII Олимп вӑййисене халалласа йӗркеленӗ Пӗтӗм Раҫҫейри Олимп кунне тата Чӑваш Енре хӑвӑрт утассине пуҫарнӑранпа 60 ҫул ҫитнӗ ятпа ирттернӗ велочупӑва хутшӑннӑ. Старта республика Элтеперӗ мӑшӑрӗпе тата ывӑлӗпе тухнӑ.
Мероприятие республика шайӗнчи тӳре-шара, Чӑваш Ене тӗнчере чапа кӑларнӑ спортсменсем — СССР спорт мастерӗ, 1976 ҫулта хӑвӑрт утассипе Олимп вӑййине хутшӑннӑ Виктор Семенов, Валентина Егорова Олимп чемпионки, хӑвӑрт утассипе Олимп вӑййинче палӑрнӑ Владимир Андреев, тӗнче тата Европа чемпионӗ Алина Иванова хутшӑннӑ.
Старта ӑнӑҫлӑ вӗҫленисене Пӗтӗм тӗнчери Олимп комитечӗн президенчӗ Жак Рогге алӑ пуснӑ дипломпа чысланӑ. Атӑл заливӗ тавралли велочупусӑр пуҫне урамри баскетбол, ҫӑмӑл атлетика тата утассипе ӑмӑртусем иртнӗ.
Паян, ҫӗртмен 29-мӗшӗнче, XXIV Раҫҫей Олимп кунне халаласа Вӑрмар посёлокӗнче тӗрлӗ спорт ӑмӑртӑвӗсем иртрӗҫ. Унсӑр пуҫне тата Олимп кунӗн темипа асфальт ҫинче ӳкерӳ конкурсне ирттернӗ. Мини-футбол, урам баскетболӗ — тӗрлӗ тӗслӗ спорт ӑмӑртӑвӗсем иртнӗ. Унсӑр пуҫне «Илем» ачасемпе ҫамрӑксен спорт шкулӗн ҫуртӗнче дартс вӑййипе, сӗтелҫи тенниспа, шывра ишессипе ӑмӑртусем иртнӗ. Ҫакӑнтах «Шыври хаваслӑ стартсем» те пулнӑ.
Спорт уявӗ «Урмары» ФК — «Локомотив» (Канаш) футбол командисем вӑй виҫнипе вӗҫленнӗ. Кам ҫӗнтерни паллӑ мар-ха.
Паян, ҫӗртмен 29-мӗшӗнче, республикӑра та Олимп кунне уявлаҫҫӗ. Спорт уявне халаласа республика районӗсенче тӗрлӗрен мероприятисем ирттерме палӑртнӑ. Вӑрнар районӗ те хӑйӗн ҫыннисене сывлӑхлӑ пурнӑҫ ҫулӗ ҫине тӑма пропагандӑлать. Ҫавӑнпа та паян Вӑрнарти «Химик» стадионта 10:00 сехетре Олимп кунне уявлама пухӑнаҫҫӗ.
Ҫак кун валли районта ятарлӑ программа та хатӗрленӗ пулнӑ. Унта ҫак спорт тӗсӗсене кӗртнӗ: мини-футбол (арҫын командисем хушшинче, 8 ҫын), пляж волейболӗ (арҫынсемпе хӗрарӑмсен командисем хушшинче), стрит-бол (арҫынсен командисем хушшинче), дартс (кӑмӑл тӑвакансем).
Вӑрамар районӗнче Олим кунне йӗркелекенсем спорт кунӗ сывлӑхлӑ, тулли кӑмӑлпа, тухӑҫлӑ иртессе шантараҫҫӗ.
Вырсарникун, утӑн 7-мӗшӗнче, 10:00 сехетре Тӗкӗрҫ ращинчи концерт лартмалли ятарлӑ тӳремре Сабантуй уявӗ уҫӑлать.
Ҫӗнӗ Шупашкар администрацийӗн пресс-службинче пӗлтернӗ тӑрӑх хула ҫыннисемпе хӑнасене уяв ячӗпе пултарулӑх коллективӗ саламлӗ. Вӑл кунхине «Кӗрешӳ кавирӗ» ӑмӑртӑва ирттерме планланӑ. Унсӑр пуҫне тата тутар халӑхӗн апат-ҫимӗҫне, сувенирсем сутма палӑртнӑ. Кӑмӑл тӑвакансем вӗрен туртассипе, пейнтбол вӑййипе, ҫӑмартана кашӑк ҫинче йӑтса чупассипе тата михӗре сикессипе ӑмӑртма пултараҫҫӗ.
Уявра шӑпӑрлансем валли аттракционсем ӗҫлемелле, лашапа пони ҫинче ярӑнса курма та майсем пулӗҫ. Уява йӗркелекенсем Сабантуй савӑнӑҫлӑ та ӑнӑҫлӑ иртессе шантараҫҫӗ.
Ҫак вырсарникун Ӑренпур хулинче облаҫри чӑвашсен уявӗ — Акатуй — иртет. Унта пыракансене 11 сехетре «Наци ялӗ» культура комплексӗнче шута илме пуҫлӗҫ.
Программӑна Чӑваш Енри паллӑ ҫынсемпе тӗл пулассине те кӗртнӗ. Ӑренпур чӑвашӗсем патне Чӑвашран харӑсах икӗ поэт — Раиса Сарпи тата Валери Туркай — кайма палӑртнӑ. Уявӑн хаклӑ хӑнисен шутӗчне ҫавӑн пекех Вячеслав Христофоров халӑх артисчӗ. Тата, чылай уяври пекех, курав та йӗркелӗҫ. Унта ал ӑстисен ӗҫӗсем вырӑн тупӗҫ. Хӑйсен вӑйне виҫес текенсем спорт ӑмӑртӗсене хутшӑнма пултарӗҫ. Ҫурҫӗр ҫитес умӗн вара хӑнасемпе уява йӗркелекенсем «Чапай» ресторанта каҫхи апата пуҫтарӑнӗҫ.
Ҫӗртмен 29-мӗшӗнче ҫӗршывӑн пур тӑрӑхӗсенче Раҫҫей олимп кунӗ иртӗ. Кӑҫалхи спорт уявне вара 2014 ҫулта Сочире ирттерме палӑртнӑ XXII хӗллехи олимп вӑййине Раҫҫейӗн пӗрлехи ушкӑнӗ хутшӑннине халалланӑ. Вулакан ҫак сӑмахсенче йӑнӑш шырама та пултарӗ пуль, анчах чӑн та ҫапла. Ҫук-ҫук, пирӗн ҫӗршыв ушкӑнне спорт вӑййисенчен никам та пӑрма шутламан, ытти ҫулсенче те вӗсем яланах хутшӑннӑ. Тӳре-шара ҫапла йышӑннӑ пулсан вӗсен шухӑшӗпе килӗшесси ҫеҫ юлать.
Чӑваш Енте Олимп кунне йӑлана кӗнӗ тӑрӑх спорт лаптӑкӗсенче ирттерӗҫ. Ҫак кун республикӑра спорт енӗпе 400 мероприяти ирттерме планланӑ, унта спортпа туслӑ, ҫирӗп сывлӑхшӑн ҫунакан 10 пин ҫын хутшӑнӗ.
Спорт уявне Шупашкарти кӳлмекре хастаррӑн ирттерме палӑртнӑ. Вӑл кунхине ветерансем хушшинче ҫӑмӑл атлетика ӑмӑртӑвӗ иртӗ. Урамри баскетболпа чемпионат тата республика ӑмӑртӑвӗ пулмалла. Унсӑр пуҫне велосипедпа 3 ҫухрӑм ярӑнӗҫ (кӑмӑл пур пулсан унта пурте хутшӑнма пултарать), ҫавӑн чухлех хӑварт утассипе ӑмӑртӗҫ.
Юлашки ҫулсенче ял кунӗсене ирттересси йӑлана кӗрсе пырать. Вӑрмар районӗнчи Кивӗ Шулхан ялӗнче пурӑнакансем вара ӑна чӗрӗк ӗмӗр ӗнтӗ йӗркелеҫҫӗ. Вырӑнти Кӗтеснер ял тӑрӑхӗн сайчӗ хыпарланӑ тӑрӑх, авалхи йӑлана тытса кив шулхансем Сӗрен уявне те йӗркелеҫҫӗ. Кӑҫал та унта халӑх йышлӑ пухӑннӑ.
Ҫынсене Кӗтеснер ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ А.Г. Егоров, район администрацийӗн юридици пайӗн пуҫлӑхӗ Л.В. Степанов саламланӑ. Тата епле уяв юрӑ-ташӑсӑр ӗнтӗ вӑл? «Асамат» эстрада ушкӑнӗ ҫынсене савӑк кӑмӑл парнеленӗ. Хаваслӑх пирки каласан, халӑхӗ хӑй те тунсӑхлӑн ларман-ха: спорт ӑмӑртӑвӗсене хастар хутшӑннӑ.
Ҫӗртмен 22-24-мӗшсенче Шупашкарта тӗрлӗ мероприятисем иртӗҫ. Вӗсен шутӗнче Ҫимӗк (шӑматкунпа вырсарникун), Республика кунӗ тата шкул вӗренсе тухакансен кӑларӑм каҫӗсем. Унсӑр пуҫне тата республика районӗсенче «Акатуй» тата «Сабантуй» уявӗсем иртӗҫ. Ҫӗртмен 22-мӗшӗнче Ҫимӗк кунне 294 ял таврашӗсенче, 73 чиркӳре тата 395 ҫӑва-масарсенче ирттерме планланӑ.
Асӑннӑ кунсенче пӗтӗмпе 390 полици ӗҫченӗсем хӑрушсӑрлӑха тытса пырӗҫ. Ҫимӗк кунне 359 ял таврашӗнче, 134 чиркӳре тата 281 ҫӑва-масарсенче тӗрлӗрен мероприятисем иртӗҫ. Вӑл кунхине саккун йӗркине 352 ОВД ӗҫченӗсем, Республика кунӗнче вара Шупашкарта — 600 полици ӗҫченӗсем тытса пырӗҫ. Тӑвай районӗнче (кӑҫал Республика кунӗ унта та иртет) — 85 полици ӗҫченӗсем.
Унсӑр пуҫне тата ҫӗртмен 20-26-мӗшӗнче шкултан вӗренсе тухакансен кӑларӑм каҫӗсем кунне ятарлӑ потрульсем сыхлӗҫ, 381 полици ӗҫченӗ йӗркене тытса пырӗ.
Пиллӗк кун хушши, ҫӗртмен 21-25-мӗшсенче Шупашкарта тӗрлӗ хула лаптӑкӗсенче урапсен (машинсен) ҫӳревне чакарма палӑртнӑ. Ҫимӗк кунӗсенче (шӑматкунпа вырсарникун) тата Республика кунӗнче ҫул-йӗр хӑрушсӑрлӑхне сыхлас тӗлӗшпе тӗрлӗ урамсенче автобуссене ҫеҫ ҫул уҫӗҫ: ҫӗртмен 22–23-мӗшӗсенче Б.Хмельницкийпе Фучик урамӗсен ҫул тӑваткалӗнчен пуҫласа Карачура ҫӑви еннелле; ҫӗртмен 23-мӗшӗнчӗнче Ленин проспектӗнче («Раҫҫей ҫӑлкуҫӗсем» утса тухнӑ май); ҫертмен 24-мӗшӗнче «Акатуй» ҫулӗ валли Мускав проспектӗнче тата ытти те.
Республика кунӗнче хула маршручӗсенче обществӑлла транспортсен шутне ӳстерме палӑртнӑ, уяв кунне вӗсем хӑйсен расписанири вӑхӑта та тӑсӗҫ, ҫынсене ҫӗрлеччен турттарма пултарӗҫ.
Ыран, ҫӗртмен 21-мӗшӗнче, Йӗпреҫ районӗнче стадион уҫаҫҫӗ. Ҫӗнӗ спорт сооруженине хута яма 54 миллион тенкӗ тухса кайнӑ. Футбол уйне искусствӑлла материалтан сарнӑ.
Стадион уҫнӑ ятпа ыран районта пысӑк уяв ирттерӗҫ. Район администрацийӗн сайчӗ хыпарланӑ тӑрӑх, савӑнӑҫлӑ пулӑм ячӗпе спортсменсем парада тӑрӗҫ, артистсем вара юрласа та ташласа кӑтартӗҫ.
Спорт ҫуртне уҫма республикӑри пысӑк пуҫлӑхсем килсе ҫитмелле-мӗн. Ҫав шутра — Чӑваш Енӗн Патшалӑх Канашӗн Председателӗ Юрий Попов та.
Стадиона савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура уҫнӑ хыҫҫӑн «Спорт ҫемйи» фестиваль пуҫланӗ. Унта хутшӑнакансем Чӑваш Ен Элтеперӗн парнине ҫӗнсе илессишӗн ӑмӑртӗҫ. Конкурс спортӑн тӗрлӗ енӗпе иртмелле: сӑмахран, чупассипе, дартс, урамри баскетбол, хутӑш эстафета, ишес, сикес тӗлӗшпе.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (08.05.2025 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 745 - 747 мм, 8 - 10 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Шпилевский Сергей Михайлович, Атӑл тӑрӑхӗнчи археологине, авалхи историне тӗпченӗ вырӑс историкӗ ҫуралнӑ. | ||
| Адрианов Николай Константинович, пӗрремӗш чӑваш тухтӑрӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
| Фандеев Георгий Егорович, чӑваш кӗвӗҫи, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ ҫуралнӑ. | ||
| Мокеев Матвей Васильевич, патшалӑх тата общество ӗҫӗн паллӑ ӗҫченӗ вилнӗ. | ||
| Цаплина Раиса Ионовна, чӑваш чӗлхи тӗпчевҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
| Ҫӗнӗ Пӑвара историпе тӑван ен тата этнографии музейне уҫнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |