Шӑматкун, утӑн 30-мӗшӗнче, Етӗрне тӑрӑхӗнче вырнаҫнӑ Анатри Явӑшра уяв иртрӗ — Ял кунне палӑртрӗҫ.
Анатри Явӑш ялне XVIII ӗмӗрте никӗсленӗ, куҫса килекенсем Мӑн Явӑш ялӗнчен пулнӑ. Вӗсем тӗп ялтан тухса Хурашаш шывӗ хӗрринче хӑйсем валли вырӑн тупнӑ пулнӑ.
Уява салам сӑмахӗсемсӗр иртмерӗ — пӗрисене нумай ача пӑхса ӳстернӗшӗн, теприсене хуҫалӑха лайӑх тытса пынишӗн, виҫҫӗмӗшӗсене 50 ҫул ытла пӗрле мӑшӑрланса пурӑннӑшӑн. Вӑрҫӑпа тыл ветеранӗсене те манмарӗҫ — вӗсем те ял тӑрӑх администрацийӗнчен чаплӑ парнесене тивӗҫрӗҫ. Ӑмӑртусем те пулчӗҫ — ачасем асфальт ҫинче пурапа ӳкерчӗҫ, ҫӳҫ-пуҫ илемӗпе тупӑшрӗҫ (мала 3 хӗрача тухрӗ: Беловсен Аннӑпа Настя тата Алина Васильева).
Юрӑ-ташӑсӑр уяв, паллах, иртмерӗ — Мӑн Явӑш ял тӑрӑхӗнчи «Вылӑ» фольклор ушкӑнӗ, Кивӗ Тинкеш ял тӑрӑхӗнчи ушкӑн, Элӗк районӗнчи хӑнасем пулчӗҫ.
Чӳкҫырми ялӗ Тӑвайран инҫе мар, 4 ҫухрӑмра ларать. Тӗне кӗмен чӑвашсем пурӑнакан ялсенчен пӗри шутланать вӑл. Спортпа та туслӑ кунта — нумай пулмасть ялта «Атте, анне тата эпӗ — спортпа туслӑ йыш» ятпа ҫемье уявӗ иртрӗ. Ӑна хатӗрлесе ирттерекенни — вырӑнти вулавӑш заведующийӗ Федорова Л.В.
Ӑмӑртӑва Чӳкҫырминчи Степановсемпе Дмитриевсен кил-йышӗ тата Вӑрманхӗрринчи Сальниковсен ҫемьи хутшанчӗ — вӗсем пурте конкурссене хастаррӑн хутшанчӗҫ. Ыттисенчен маттуртарах Степановсем пулчӗҫ — мала тухрӗҫ.
Утӑ уйӑхӗн 12-мӗшӗнче йӑлана кӗнӗ тӑрӑх Чӑвашри чылай ялта Питрав кунне паллӑ тӑваҫҫӗ. Яланхилле халӑх вӑл уява йышлӑн пухӑнать — православи тӗнӗпе ҫыхӑннӑ уяв пулин те ку кун хастар ӗҫченсене хисеп хучӗсемпе тата парнесемпе чыслаҫҫӗ, тӗрлӗ вӑйӑра, ӑмӑртура канаҫҫӗ.
Элӗк районӗнчи Чӑваш Сурӑм яленче кӑҫал та ял халӑхӗ уява чӑтӑмсӑррӑн кӗтет. Ытларикуна лекнӗрен малтанах хатӗрленеҫҫӗ — тӑванӗсем патне ҫитес тесе вӑл кун ӗҫрен хӑталса тухаҫҫӗ, аякран таврӑнма плансем тӑваҫҫӗ.
Шӳрпе те, сӑра та уявра пулать. Концертсӑр вара нихҫан та иртмен — вырӑнтисем те пулӗҫ, Шупашкартан та килӗҫ!
Ыран, утӑн 3-мӗшӗнче Тутарстанӑн Нӑрлат хулинче чӑвашсен «Уявӗ» иртӗ. Кӑҫалхине шутласан вӑл 5-мӗш хут ӗнтӗ пулать. Нӑрлатсене саламлама чӑвашран артистсем чылайӑн кайӗҫ: Трактор тӑвакан керменӗ ҫумӗнчи «Сувар» ташӑ ансамблӗ, Елчӗк районӗн культурӑпа кану центрӗн «Елчӗк Ен» ансамбль, Патӑрьел районӗн культурӑпа кану центрӗн фольклор ушкӑнӗ, Чӑваш наци конгресӗн «Янра: юрӑ!» ушкӑнӗ, тата нумай-нумай уйрӑммӑн юрлакан юрӑҫсем. Ырри тӑрӑхсенчен те чылай пулӗҫ — вырӑнтисем пӗлтернипе пурӗ 21 регион ушкӑнӗсем пулӗҫ. Нӑрлат районӗнчи предприятисен ӗҫӗ-хӗлӗпе паллашма унта ятарласа Патӑрьел районӗн елчисем кайӗҫ — ял тӑрӑхӗсен пуҫлӑхӗсем, ял хуҫалӑх предприятисемпе культура учрежденисен ертӳҫисем тата ыттисем.
Пӗлме: ку уяв 1993 ҫулта пуҫланнӑ — чи малтанах ӑна Тутарстанӑн чӑвашсем нумаййӑн пурӑнакан районсенче ирттернӗ.
Ял ҫыннисем ӗҫлеме кӑна мар, йӗркеллӗ канма тата савӑнма та пӗлеҫҫӗ. Уй-хир ӗҫӗсене вӗҫленӗ май Муркаш районӗн кашни ял тӑрӑхӗн территорийӗнчех Акатуйсем, Ял кунӗсем йӗркелесси йӑлана кӗнӗ ӗнтӗ. Ҫакӑ вӑл пирӗн аттесемпе асаттесен ырӑ йӑла-йӗркине аталантарни пулать. Ҫатракасси ял тӑрӑхне кӗрекен Ҫатракасси ялӗнче вара Урам кунне ирттерес тенӗ. Р.К.Соловьева пуҫарӑвне Привольная урамра пурӑнакансем хапӑл туса йышӑннӑ.
«Авал пирӗн аттесемпе асаттесем ҫурхи уй-хир ӗҫӗсене вӗҫленӗ хыҫҫӑн пӗрле пухӑннӑ. Ҫак йӑла халӗ те пырать. Анчах та пур ватӑ ҫын та ял уявне каяймасть. Урама вара тухаҫҫех. Ҫапла вара хамӑра валли те, ыттисем валли те уяв йӗркелес терӗмӗр», — каласа парать ку уяв пирки Роза Ксенофонтовна.
Уяв чӑннипех те ӑннӑ темелле. Чӑвашсен йӑлипе пӗтӗм урамӗпе шӳрпе пӗҫернӗ. Роза Ксенофонтовна тата ыттисем кукӑль пӗҫернӗ, квас, сӑра вӗретнӗ. Мӑн Токшикри Культура ҫурчӗ ҫумӗнчи «Тӑванлӑх» халӑх фольклор ансамбльне хӑнана чӗннӗ.
Хаклӑ ҫамрӑк туссем!
Сире Ҫамрӑксен кунӗ ячӗпе чун-чӗререн саламлатӑп!
Ҫамрӑклӑх — пурнӑҫ сиксе вӗрекен тата хӑвӑрт иртекен тапхӑр, ҫавӑнпа та ҫак вӑхӑтра мӗн тума палӑртнине пурнӑҫлама ӗлкӗрмелле: чӑнлӑх тупсӑмне шыраса тупмалла, ҫӗннине уҫмалла, ҫитӗнӳ тума тӑрӑшмалла. Ахальтен мар вӗт халӑхӑн чи пултаруллӑ та мал ӗмӗтлӗ пайӗ кирек хӑҫан та — яш-кӗрӗм.
Ҫамрӑксем тӗлӗшпе тытса пыракан патшалӑх политикин тӗп тӗллевӗ — ҫамрӑк граждансен вӗренӳ правине тивӗҫтересси, вӗсене професси илме, пурнӑҫра хӑйсен вырӑнне тупма, пӗлӗвӗпе тата пултарулӑхӗпе туллин усӑ курма пулӑшасси. Пирӗн яш-кӗрӗмӗн конкуренци анинче хӑйне тивӗҫлипе кӑтартма, ҫитӗнӳсем тума ӑнтӑлмалла тата яланах ӑсталӑхне ӳстерме тӑрӑшмалла. Ҫамрӑксем пӗр-пӗрне юратса ҫирӗп те телейлӗ ҫемье чӑмӑртани вара наци сывлӑхӗпе тӗреклӗхӗн шанчӑклӑ никӗсӗ пулса тӑрать.
Чӑваш Ен ҫамрӑкӗсем паян хӑйсене спортпа политикӑра, вӗренӳпе сывлӑха сыхлас ӗҫре, культурӑпа ӑслӑлӑхра, строительствӑпа промышленноҫра, ял хуҫалӑхӗпе бизнес ӗҫӗнче тивӗҫлипе кӑтартаҫҫӗ. Эпир Сингапурта иртнӗ Ҫамрӑксен I Олимпиадин чемпионӗсемпе, Раҫҫей Президенчӗн премийӗн лауречӗсемпе, «Ҫурҫӗр полюсӗ патне — йӗлтӗрпе» экспедицие хутшӑннӑ ҫамрӑксемпе, Атӑл леш енчи «Мол-Город» форума йӗркелекенсемпе тивӗҫлипе мухтанатпӑр.
ҪӖР | 22 |
Хӗрлӗ Чутай районӗнчи Вырӑсушкӑнь ялӗнче ҫулленех Пукане уявӗ ирттереҫҫӗ. Ку яла 19-мӗш ӗмӗрте Чӗмпӗр кӗпӗрнинчен куҫса килнӗ Власов хушаматлӑ вырӑссем пуҫарса янӑ.
Пукане уявӗ ҫимӗк хыҫҫӑн тепӗр эрнерен килет.
Пукане уявне ҫак ялта ҫуралса ӳснӗ халӑх йышлӑн пуҫтарӑнать.
Ирхине ялти ҫамрӑксем ҫывӑхри вӑрмана кайса тӗрлӗ чечек -курӑкран этемрен пысӑк Пукане ӑсталаҫҫӗ, ӑна юрӑпа яла илсе килеҫҫӗ, сарая хураҫҫӗ. Кӑнтӑр иртсен Пуканене ятарлӑ вырӑна вырнаҫтарса лартаҫҫӗ. Ватӑсем юрӑ юрласа уяв пуҫлаҫҫӗ. Юрланӑ-савӑннӑ хыҫҫӑн Пуканене ялти усал-тӗселе уя хӑваласа яма уя йӑтса тухаҫҫӗ. Ӑна яшсем саламатпа сыхлаҫҫӗ, мӗншӗн тесен халӑх ял хушшинче Пуканерен татса илме пултарнӑ курӑк асамлӑ тесе ӗненет, ӑна мӗнле те пулин чӗпӗтсе илме тӑрӑшать. Ялтан тухсан Пуканене ирӗккӗнех валеҫсе параҫҫӗ. Халӑх курӑка тепӗр Пукане уявӗччен упрама тӑрӑшать, вӑл кил таврашӗнче пулӑшса пынине ӗненет.
Хыҫҫӑн тӑвансем сӗтел хушшине ларса уява малалла тӑсаҫҫӗ.
Шӑматкун, ҫӗртмен 18-мӗшӗнче, Лапсар ял тӑрӑхӗнче черетлӗ Акатуй иртрӗ. Кӑҫал ӑна Ассакасси ялӗнче уявларӗҫ. Уяв яланхи пекех ҫӑкӑр-тӑвартан, Акатуй юрринчен пуҫланчӗ.
Лапсар ял тарӑхӗн пуҫлӑхӗ Захаров Дмитрий Иванович хӑй сӑмахӗнче салам сӑмахӗсем каланӑ хыҫҫӑн ку тӑрӑхри ӗҫсем пирки кӗскен каласа пачӗ. Районтан ятарласа чӗннӗ хӑнасем те сӑмах тухса каларӗҫ: Шупашкар районӗн экономика тата пурлӑхпа ҫӗр хутшӑнӑвӗсен начальникӗ Зоя Леонидовна Маслова, Шупашкар районӗнчи РФ пенси фончӗн управленийӗн начальникӗ Алевтина Михайловна Исаева.
Ял тӑрӑхӗ парнесем нумай хатӗрленӗччӗ, алла яхӑн — пӗр сӗтел йышӑнатчӗҫ. Кашни тивӗҫлӗ ҫынна тупрӗ, кӑмӑлӗсене хӑпартрӗ. Парнесемпе чи лайӑх харпӑр хуҫалӑхсене тытса пыракансене, чи хӑтлисене, чи чаплӑ фермер хуҫалӑхӗсене тивӗҫтерчӗҫ. Общество ӗҫне хасатар хутшӑнакансене та манмарӗҫ — пурте парнеллӗ пулчӗҫ. Хисеп хучӗсемпе те вӗсене чысларӗҫ.
Юрӑпа-ташӑпа савӑнтаракансем пӗлтӗрхи пекех чылайӑнччӗ.
Ҫӗпрел тӑрӑхӗнчи чӑвашсем район шайӗнчи Акатуя ҫулталӑк каялла кӑна паллӑ тума тытӑннӑ пулсан та ӳсӗм сисӗнет. Район ертӳҫисем ку ӗҫе ырланӑ, чӑвашсем йышлӑ пурӑнакан ял хутлӑхӗсем хаваспах пулӑшма килӗшнӗ. Ҫапла пӗрлехи ӗҫ тытӑнсан никамӑн та айккинче тӑрса юласси килмен.
Ҫӗпрел районӗн пуҫлӑхӗн ҫумӗ Александр Шадриков сӑмахӗсемпе, Акатуй ирттерессине пӗлсен ҫынсем хӑйсем шӑнкӑравласа пулӑшу сӗнни питӗ хавхалантарнӑ. Ял хутлӑхӗсен пуҫлӑхӗсем сцена хатӗрлес, шалчасем чутлас ҫӗре хутшӑннӑ. Каярах вӗсем хӑйсен ӗҫӗпе мӑнаҫланнине курма питӗ кӑмӑллӑччӗ. Акатуй пек уявсем яла тирпей кӳреҫҫӗ.
Кӑҫал хӑнасене Хулаҫырми йышӑнчӗ. Тӗрӗссипе каласан, вӗсем пӗлтӗрхинчен те ытларахчӗ. Паллӑ строитель, Шупашкарта пурӑнакан Тутарстан чӑвашӗсен «Пӑлхар» ентешлӗхӗн пуҫлӑхӗ Николай Угаслов тӑрӑшнипе ҫӗпрелсен Акатуйӗ ҫӳллерех картлашка ҫине хӑпарма пултарчӗ. Чӑвашлӑха аталантарас енӗпе ҫак ҫын нумайӑшӗшӗн паянхи кун тӗслӗх пулса тӑрать.
Акатуй хӑй йӗркипе иртрӗ.
Ӗнер, ҫӗртмен 4-мӗшӗнче, Чӗмпӗрте Раҫҫей шайенчи Акатуй иртрӗ. Унта Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев та хутшӑнчӗ.
Чӗмпӗрсем уява лайӑх хатӗрленни курӑнчӗ — хулипех баннерсемпе пӗлтерӳсем ҫакса тухнӑ, сарӑ-хӗрлӗ ялавсем вырнаҫтарнӑ. Ленин тӳремӗнче вара уяв чӑннипех курӑнать — темиҫе сцена йӗркеленӗ, Чӗмпӗр облаҫӗн кашни район хӑй стендне илемлетнӗ. Ку кун унта ҫӗнӗ мӑшӑрсем чылайччӗ — мӑшӑрлану кунӗ чӑвашсен Акатуйӗнче иртни вӗсем кайран асӑнса пурӑнӗҫ — ятарласа килмен пулин те Акатуй паллисем видеосене лекрӗҫех ӗнтӗ. Сӑмах май каласан — районсен кашни стенчӗ мухтава тивӗҫ — шел те вӑйлӑ ҫумӑр хӑш-пӗрисене тивӗҫлӗн кӑтартма май памарӗ пулас. Район стенчӗсем ҫумӗнче пухӑннӑ халӑх вара пурне те хавассӑн кӗтсе илчӗ — кичеммисен кӑмӑлне уҫма пултарчӗ, ташша яра паракансем те пулчӗҫ. Ҫумӑр пӗрре те кансӗрлемерӗ вӗсене.
Чӑваш Ен Элтеперӗ чи малтанах ҫемьипе пӗрле Иван Яковлевич Яковлев палӑкӗ умне чечек хучӗ. Ун хыҫҫӑн Правительство ҫуртӗнче Михаил Игнатьевпа Чӗмпӗр облаҫӗн кӗпернаттӑрӗпе Сергей Морозовпа ӗҫлӗ тӗлпулу ирттерчӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.11.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 758 - 760 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Левитская Лия Сергеевна, чӑваш чӗлхин тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |