Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +8.3 °C
Мухтаннӑ сунарҫӑ мулкачӑ тытайман.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: уявсем

Пӗлтӗрхи Акатуйра
Пӗлтӗрхи Акатуйра

Ҫураки ӗҫӗсем вӗҫленсен чӑваш халӑхӗ Акатуй уявӗнче савӑннӑ. Темиҫе кун маларах хатӗрленнӗ уява — йывӑр ӗҫ хыҫҫӑн канни питӗ те усӑллӑ, тата акнӑ тырӑ ӑнса пултӑр тесе чӳклени те кирлӗ-ҫке. Уяв умӗн кил-ҫурта тирпейленӗ, кашни кил Акатуя ирттерме кашни мӗн те пулин панӑ — пир-авӑр, кӗпе, сурпан тата ытти — вӗсем пурте парне шутне кӗнӗ.

Акатуя ваттисем пуҫланӑ — вӗсем ҫураки епле иртнине пӗтӗмлетнӗ, Турӑран ырлӑх ыйтса чӳкленӗ. Халӑх пухӑннӑ май пӗр-пӗр ыйтӑва пӗрле канашласа сӳтсе явни те час-часах пулнӑ ку уявра. Малалла вара тупӑшу-кӗрешӳ пуҫланнӑ — кам чупса, кам сиксе, кам кӗрешсе, кам ухӑран тӗл персе мала тухма тӑрӑшнӑ. Вӑййисем чӑнах та тӗрлӗрен пулнӑ, карусельпе чуччу таврашӗнчен вара ача-пӑча уйрӑлма пӗлмен. Хальхи вӑхӑтра ытларах вӗрен туртасси, футбол, волейбол вӑййисене ирттереҫҫӗ. Дартс, артреслинг, пневматика пӑшалӗнчен пересси те тӗл пулать.

Йӗпреҫ районӗнчи Акатуй ҫӗртмен 16-мӗшӗнче иртӗ. Кӑмӑл пулсан эсир Йӗпреҫри культрӑпа кану паркне пыма пултаратӑр, пуҫламӑшӗ 11 сехетре.

Малалла...

 

ҪУ
29

Чӗмпӗре Акатуя чӗнетпӗр!
 Йулмел Микулайе | 29.05.2012 17:18 |

Ҫӗртмен 12-мӗшӗнче Чӗмпӗрте чӑваш наци уявӗ — Акатуй — пулать. Вӑл Винновка ращинче 11 сехетре пуҫланать.

Программӑра:

• чӑваш Кӗрешӗвӗ (тӗп парне — така);

• облаҫран тата Чӑваш Республикинчен килнӗ пултарулӑх ушкӑнӗсен концерчӗ;

• халӑх, ача-пӑча, спорт вӑййисем;

• кире пукан йӑтасси;

• тӗрлӗ конкурссем.

Уява уҫма Чӗмпӗр облаҫӗн кӗпӗрнаттӑрӗ Сергей Морозов та хутшӑнать.

Хапӑл туса кӗтетпӗр!

 

Аслӑ Ҫӗнтерӳ Кунне Шупашкар кӑҫал та — 67-мӗш хут — мӑнаҫлӑн кӗтсе илме хатӗрленет. Тӗп хула урамӗсене вӑрҫӑ тата тыл ветеранӗсем, мӗнпур ватти-вӗтти савӑнӑҫлӑ кулӑ-юрӑпа тултарӗҫ. Ҫак кун Шупашкарти ҫар гарнизонӗ те вӑрҫӑ паттӑрӗсене валли ятарлӑ парад ирттересшӗн.

Ҫӗнтерӳ Уявӗ Хӗрлӗ Тӳремре (лаптӑкра) кӑнтӑрла пуҫланать. Вӑрҫӑ ҫулӗсенчи техникӑсӑр пуҫне парадра хастар ҫапӑҫусенче тава тивӗҫнӗ «Катюша» тата «Т-34» танк та хутшӑнма кирлӗ теҫҫӗ. Иртнӗ ҫулсенче уява хутшӑннисем аса илнӗ тӑрӑх ҫак кунра пӗр ҫын та килте чӑтса лараймӗ, кашнин ырӑ кӑмӑлӗпе савӑнӑҫне ҫиҫсе тӑрӗҫ.

Ҫӗнтерӳ Уявӗпе сире, Тӑванӑмӑрсем!

 

АКА
26

Туҫара та уяв
 jakvleva | 26.04.2012 07:59 |

Ӗнер чӑваш чӗлхи кунне Патӑрьел районӗнчи Тури Туҫа шкулӗнче та анлӑн паллӑ турӗҫ. Иртенпех чӑваш юррисем янрарӗҫ. Тӗрлӗ вӑйӑ-кулӑ, ӑмӑртусем ирттерчӗҫ. Уроксем хыҫҫӑн вара чӑваш эстрада юррисен пысӑк концерчӗ пулчӗ. Кунта вара 1 класран пуҫласа 11 класс ачисем хутшӑнчӗҫ. Чӑннипех те, ачасем хӑйсене артистсем пек тытма тата юрлама пултарни куракансене тӗлӗнтерчӗ. Тури Туҫа шкулӗнче вӗренекен ачасем вӗренӳре те, ӗҫре те, уявра ҫапла хастаррӑн хутшӑнни ашшӗ-амӑшсене савӑнтарчӗ.

 

2010 ҫулхи митинг
2010 ҫулхи митинг

Паян, акан 25-мӗшӗнче, кашни чӑваш хӑйӗн тӑван чӗлхи кунне уявлать. Ҫак уява халалласа республикӑра тата ун тулашӗнче тӗрлӗ мероприятисем иртеҫҫӗ: ҫавра сӗтелсем, митингсем, семинарсем.

И. Я. Яковлев ҫуралнӑ кунӗнче иртекен уява палӑртма пуҫланӑранпа кӑҫал 20 ҫул ҫитрӗ — постановление 1992 ҫулхи акан 9-мӗшӗнче алӑ пусса ҫирӗплетнӗччӗ.

Чӑваш халӑх сайчӗ пурне те ҫак уяв ячӗпе саламлать!

Шанас килет! Паянхи вӑхӑтра та хӑйӗн актуаллӑхне ҫухатман чӑваш чӗлхи малалла аталанӗ, ун сассийӗ ҫак Ҫӗр чӑмӑрӗ ҫинчен нихӑҫан та ҫӗтмӗ, нихӑҫан та ҫухалмӗ. Вӑл пирӗн пурнӑҫри кашни хутлӑха кӗрсе вырнаҫӗ, тивӗҫлӗ вырӑн йышӑнӗ! Пирӗн чӗлхе вӑл халӑх мӑнаҫлӑхне кӑтартакан паллӑсенчен пӗри! Вӑл яланах чӑвашпа пӗрле пулӗ, халӑха телей парса тӑрӗ! Петӗр Хусанкай сӑмахӗсем — чӑн сӑмахсем: «Эпир пулнӑ, пур, пулатпӑр!»

Чӑваш чӗлхи кашни кун янратӑр — килте те урамра та, хулара та ялта та! Ҫапла пултӑр!

Малалла...

 

АКА
20

Чӑваш тумӗн уявӗ
 eiena | 20.04.2012 22:36 |

Уяв саманчӗ
Уяв саманчӗ

Акан 19-мӗшӗнче чӑваш филологийӗпе культура факультетӗнче чӑн-чӑн уяв пулчӗ. Чӑваш тумӗн уявӗ. Мӗн тери селӗм эсӗ, чӑваш кӗпи! Пирӗн умра мӗнле кӑна тӗрӗллӗ кӗпесем пулмарӗҫ пулӗ. Кашни кӗпен хӑйӗн историйӗ, хӑйӗн пурнӑҫӗ.

Пирӗн умра тури, анатри чӑваш тумӗсем пулчӗҫ. Авалхи чӑваш кӗписем анчах мар, сцена валли ятарласа ӗҫлеттернӗ тумсене те сӑнарӑмӑр.

Факультет деканӗ В.Г. Родионов профессор каласа хӑварнӑ тӑрӑх, турипе анатри чӑвашсен тумӗсен тӗррисем хушшинче уйрӑмлӑхсем пур-мӗн. «Турисен тӗррисем вӗтӗрех, анатрисен вара шултӑрарах. Енчен те паянхи чӑвашсем тӗрӗллӗ масмак пуҫа ҫыхсан та еплерех илемлӗ те аван пулӗччӗ, тӳрех урампа чӑваш ҫынни пынине пӗлме пулӗччӗ», — терӗ хисеплӗ профессор.

Факультет ӗҫченӗсем ҫавӑн пекех пӗчӗк курав та йӗркеленӗ. Тумӗсем анчах мар, капӑрлӑхӗсем те куҫа савӑнтарчӗҫ. Пирӗн шутпа, ку пурне те кӑсӑклантарчӗ. Халӗ тури чӑваш хӗрарӑмсем туя кайнӑ чух еплерех эрешсем ҫакса ҫӳренине куртӑмӑр. Анатрисем те ку енчен юлса пымаҫҫӗ.

Малалла...

 

АКА
16

Асамлӑ ҫӑмартасем
 aleks-lyda51 | 16.04.2012 20:40 |

Мӑнкун — провослави тӗнне ӗненекенсен чи пысӑк та савӑнӑҫлӑ уявӗ. Христос чӗрӗлнине палӑртакан куна вӗсем: «Пур уявсен уявӗ», — теҫҫӗ. Ӗненекенсем ҫак ҫутӑ вырсарникун Иисус шуйттан хӑватне ҫӗнтернине, урӑхла каласан, Ырӑ Усала ҫӗнтернине паллӑ тӑваҫҫӗ, ҫавна май савӑнаҫҫӗ. Ҫак кун пур ҫын та начаррине манса лайӑххи пирки ҫеҫ шухӑшлать, ырӑ малашлӑх пирки ӗмӗтленет.

Мӑнкуна Йӗпреҫ районӗнчи Пучинке шкулӗн вӗренекенӗсем те лайӑх хатӗрленсе кӗтсе илчӗҫ: паян шкулта «Асамлӑ ҫӑмартасем» ӑмӑрту иртрӗ. Конкурса вӑтам тата кӗҫӗн класра вӗренекенсем хутшӑнчӗҫ. Вӗсем ӑсталанӑ Мӑнкун ҫӑмартисем ҫав тери асамлӑ та илӗртӳллӗ пулса тухнӑ. Уйрӑмах ҫак ачасен пултарулӑхӗ пурин кӑмӑлне те кайрӗ: Ермолаева Ясминӑн (6 кл.) «Чӑх-чӗп картинче», Васильева Светланӑн (5 кл.) «Эп ҫуралтӑм», Павлова Августинӑпа Яковлева Иринӑн «Тутлӑ мӑшӑр», Шельтямова Виолеттӑн (2 кл.) «Асамлӑ кайӑк», Шельтямова Анжелӑпа Харитонова Лианӑн (2 кл.) «Шӑши тус», Шибаева Татьянӑн (2 кл.) «Мулкач тусӑм», Школьников Стасӑн (3 кл) «Ман хаваслӑ чӗппӗмсем» ӗҫӗсем.

Малалла...

 

ПУШ
23

Студентсен ҫурхи уявӗ
 eiena | 23.03.2012 08:15 |

Уявран
Уявран

Ҫуркунне — студентсемшӗн мӗн тери паха вӑхӑт… Ҫуркунне килнипе пӗрлех кашни ҫул ЧПУра вӗренекенсем хушшинче «Студентсен ҫурхи уявӗ» ӑмӑрту-фестиваль иртет. Ҫултан ҫул пирӗн чӑваш филологийӗпе культура факультетӗнче вӗренекен студентсем хӑйсен пултарулӑхне ҫак уявра ӑнӑҫлӑ кӑтартса ытти факультетсем хушшинче тивӗҫлӗ вырӑн йышӑнса пынӑ. Кӑҫал пирӗн факультет филологи, физикӑпа математика тата ӳнер факультечӗсемпе пӗрлешсе пӗр команда — «Квартет Ф» йӗркеленӗ. Ҫак пӗрлешнӗ тӑватӑ факультетӑн студвесна программине, «На Ко(а)нары» ятлӑскерне, пуш уйӑхӗн 20-мӗшӗнче 18:00 сехетре И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университечӗн культура керменӗнче курма май килчӗ.

Команда палӑртнӑ тема вӗр ҫӗнӗ тееймӗн, анчах ӗмӗрхи кивелмен тема — юрату. Тӗп геройсен, каччӑпа хӗрӗн, пӗтӗм пӑтӑрмахӗ Канары утрав ҫине канма каяс вырӑнне ЧР кӗрекен «Конары» (чӑв. Кӑнар) ятлӑ пысӑках мар яла лекнинчен пуҫланса каять. Мӑн кӑмӑллӑ хула хӗрӗ Стелла (Ксения Иванова, филологи факультечӗ) яла лекнишӗн кӑмӑлсӑр пулать, хӑйӗн каччине, Валерӑна (Костя Рязанов, чӑваш филологийӗпе культура факультечӗ), хулана каялла хӑвӑртрах таврӑнас пирки ыйтса тӑнтан кӑларать.

Малалла...

 

Элӗк тӑрӑхӗнче хӗле ӑсатрӗҫ, ҫуркуннене кӗтсе илчӗҫ. Кану керменӗ умне ҫынсем кӑнтӑр тӗлне пуҫтарӑна пуҫларӗҫ. Cавӑнӑҫлӑ уява [алӑх йӑлипе ватӑсем тата ял пуҫлахӗсем уҫрӗҫ. Вырӑнти юрӑпа ташӑ ушкӑнӗсем халӑха савӑнтарнӑ хыҫҫӑн уяв мӗн каҫчченех пӗр чарӑнмасӑр кӗрлерӗ, ташларӗ, юрларӗ.

Мӗн кӑна шутласа кӑларман пулӗ йӗркелекенсем: «Хӗлӗм, сывӑ пул!», — кулӑшла вӑйӑ иртрӗ, районти ял тӑрӑхӗсенчен ҫитнӗ ҫамрӑксем те хӑйсен пултарулӑхӗпе савӑнтарчӗҫ. Никама та тунсӑх мӗлки ан ҫаптӑр вуншар вырӑнта вӑйӑсем йӗркеленӗ — кам ытларах икерчӗ ҫисе ярӗ, кам кашта ҫине хӑвӑртрах улӑхса автана ҫӗнсе илӗ, пӗрене ҫинче кам-кама михӗпе ҫапса антарӗ, кам тӗл пенипе чапа тухӗ. Унсӑр пуҫне шахмат тата воллейбол ваййисем иртрӗҫ, йӗлтӗрҫӗсем ҫул ҫине тухрӗҫ. Ача-пӑчана, паллах, капӑрлатса тумлантарнӑ лаша ҫунисемпе Ҫӑварни чупни пуринчен те ытларах килӗшрӗ.

Уяв яланхи пекех, улӑм катемпине чӗртсе ҫунтарнипе вӗҫленчӗ. Сывӑ пул, Хӗлӗм, килсем, Ҫуркунне!

 

Пуш уйӑхӗн 6-мӗшӗнче Ҫӗмӗрлӗ районӗнчи Тӑванкасри «Тӑванлӑх» тата «Тӑван ен» юрӑпа ташӑ ушкӑнӗсем Кураккасси ялӗнче вырнаҫнӑ ваттисен ҫуртӗнче черетлӗ хӑнара пулнӑ.

Тӑванкас ҫыннисем хӑйсен хурӑнташӗсене манмаҫҫӗ, ҫулсерен темиҫе хутчен кунта килсех тӑраҫҫӗ, юрӑ-ташӑпа, ӑш сӑмахпа, ялти кучченеҫпе хавхалантараҫҫӗ. Паллах ӗнтӗ, ҫакӑн пек ӗҫе пуҫтарса хатӗрлеме нумай вӑхӑт тата вӑй кирлӗ, пуринчен те пулмасть. Нумайӑшӗ тивӗҫлӗ канура пулсассӑн та юрӑпа ташӑ ушкӑнӗсенче Тӑванкас тӑрӑхӗнчи маттур та хастар хӗрарӑмсем тӑрӑшаҫҫӗ. Вӗсен ертӳҫине, Михаил Яковлевич Тихонова пушшех тав сӑмахӗсем калас килет. Мӗн каччӑранпах ҫак ларма-канма пӗлмен ҫын ялти юрӑпа ташӑ ӗҫне ӗркелесе пырать. Ҫӗмӗрлӗ тӑрӑхӗнче те, Чӑваш Енре те паллӑ купасҫӑ вӑтӑр ҫул ытла ырми-канми ӗҫлет. Михаил Яковлевичӑн кил-йышӗнче пилӗк ҫын, пурте унран юлмаҫҫӗ. Мӑшӑрӗпе, Людмила Васильевнӑпа, виҫӗ маттур ача ӳстерчӗ, тӗрӗс ҫул ҫине тӑратрӗ.

 

Страницӑсем: 1 ... 149, 150, 151, 152, 153, 154, 155, 156, 157, 158, [159], 160, 161, 162, 163, 164, 165, 166, 167
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (08.05.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 745 - 747 мм, 7 - 9 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ку тапхӑр сахал мар пӑшӑрхану илсе килӗ, кӑштах йӑнӑшма пултаратӑр. Тен, ҫывӑх ҫын умӗнче айӑпа туятӑр. Ӑнланманлӑх сирӗлтӗр тесен халӗ шӑпах чуна уҫса калаҫмалли вӑхӑт. Ӗҫре йӑнӑшсан яваплӑхран пӑрӑнма ан тӑрӑшӑр. Йӑнӑша йышӑнӑр, вара ҫивӗч ыйтӑва татса паратӑр.

Ҫу, 08

1833
192
Шпилевский Сергей Михайлович, Атӑл тӑрӑхӗнчи археологине, авалхи историне тӗпченӗ вырӑс историкӗ ҫуралнӑ.
1931
94
Адрианов Николай Константинович, пӗрремӗш чӑваш тухтӑрӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ.
1940
85
Фандеев Георгий Егорович, чӑваш кӗвӗҫи, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ ҫуралнӑ.
1977
48
Мокеев Матвей Васильевич, патшалӑх тата общество ӗҫӗн паллӑ ӗҫченӗ вилнӗ.
1990
35
Цаплина Раиса Ионовна, чӑваш чӗлхи тӗпчевҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ.
2005
20
Ҫӗнӗ Пӑвара историпе тӑван ен тата этнографии музейне уҫнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хуҫа хӑй
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хуть те кам тухсан та
хуҫа тарҫи
хуҫа арӑмӗ
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
кил-йышри арҫын