Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +12.3 °C
Кивви ҫӗннине упрать.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Культура: Чутайсен акатуйӗ

Сутатӑп Мотоблок валли лентӑллӑ ҫӗрулми кӑлармалли хатӗр сутатӑп. 15 пинпе. Хаклашма юра...
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
А.Карпова 19.06.2014 06:41 | 1779 хут пӑхнӑ
Культура

Ҫӗр ӗҫченӗн тӗп уявне ирттерме Хӗрлӗ Чутай район ҫыннисем ҫӗртмен 12-мӗшӗнче йӑлана кӗнӗ тӑрӑх «Чавал» уҫланкӑна пухӑннӑ. Ҫанталӑк ҫумӑрлӑ пулнӑран-ши, халӑх ытти ҫулсенчи чухлех пухӑнаймарӗ, апла пулин те Раҫҫей кунне тата акапа сухана вӗҫленине халалланӑ Ӗҫпе юрӑ тата спорт уявӗ ҫỹллӗ шайра иртнӗ. Уява йӗркелекенсем хӑнасене «Чавалта» хӑтлӑ пултӑр тесе чунтанах тӑрӑшнӑ. Таса уҫланкӑ, илемлӗ сцена, ял тӑрӑхӗсен тата районти организацисемпе предприятисен хӑна картишӗсем, суту-илỹ, спорт ӑмӑртӑвӗсем, ташӑ-юрӑ, вӑйӑ-кулӑ...

Районӑн пӗрлештернӗ хорӗ Раҫҫей тата Чӑваш Республикин гимнӗсене шӑрантарнӑ тата Чутай пикисем чӑваш ташӑ композицине лартса панӑ хыҫҫӑн уява пухӑннисене саламлама сцена ҫине ЧР Министрсен Кабинечӗн Председатель ҫумӗ — ҫурт тӑвӑмпа архитектура тата коммуналлӑ хуҫалӑх министрӗ Олег Марков, ЧР Патшалӑх Канашӗн депутачӗсем Николай Маловпа Валерий Павлов, ЧР тӗрӗслевпе шутлав палатин председателӗ Татьяна Минина, район пуҫлӑхӗ Александр Степанов, район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Александр Башкиров, ял тӑрӑхӗсен пуҫлӑхӗсем тата предприятисемпе организацисен ертỹҫисем, кỹршӗ районсенчен килсе ҫитнӗ хӑнасем хӑпарнӑ.

Сумлӑ хӑнасен аллинчен районӑн пултаруллӑ ӗҫченӗсем тӗрлӗ шайри хисепсемпе парнесене тивӗҫнӗ.

Уявӑн савӑнӑҫлӑ пайӗ хыҫҫӑн чаплӑ концерт пулнӑ. Пултарулӑх ушкӑнӗсем хӑйсен ташши-юррипе паллаштарнӑ вӑхӑтрах паттӑрсем вӑй виҫнӗ, кӗрешнӗ, спортсменсем волейболла вылянӑ...

Юлашкинчен вара «Хастар» ВХСК-н Татьяна Сергеева ертсе пыракан спорт аэробикин уйрӑмне ҫỹрекенсем ташӑ флэшмобӗ ирттернӗ, Акатуйӑн чи чӑтӑмлӑ хӑнисене те ташлаттарнӑ.

Сӑнсем (38)

#концертсем, #уявсем, #Акатуй, #Хӗрлӗ Чутай районӗ, #волейбол, #кӗрешӳ

 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем