
Нарӑс уйӑхӗн 27-мӗшӗнче Чӑваш музыка училищин пысӑк концерт залӗнче «Тӑван ҫӗршыв кӗввисем» концерт иртӗ. Ун вӑхӑтӗнче паллӑ чӑваш композиторӗсен Анисим Асламасӑн, Герман Лебедевӑн, Гигорий Хирпӳн, Филипп Лукинӑн, Михаил Алексеевӑн, Лариса Быренкован хайлавӗсем татат чӑваш халӑх юррисем янӑрӗҫ.
Сцена ҫине тӗрлӗ пултарулӑх ушкӑнӗ, преподавательсем, студентсем, хӑй вӑхӑтӗнче музыка училищинчен вӗренсе тухнисем тухӗҫ.
Концерт 18 сехет те 30 минутра пуҫланӗ. Вӑл тӳлевсӗр пулӗ.

Ф.П. Павлов ячӗллӗ Шупашкарти музыка училищи ҫӗнӗ проект пуҫарса ярассине пӗлтернӗ. Унта «Савнӑ ҫӗр, Чӑваш ҫӗршывӗ» ярӑмпа концертсем хатӗрлӗҫ. Ӑна асӑннӑ вӗренӳ заведенийӗн ятлӑ-сумлӑ воспитанникӗсемпе преподавателӗсене халаллӗҫ.
Проекта музыка училищине уҫнӑранпа 95 ҫул ҫитес умӗн ирттереҫҫӗ.
«Савнӑ ҫӗр, Чӑваш ҫӗршывӗ» ярӑмпа йӗркеленӗ пӗрремӗш концерта Филипп Лукинпа Герман Лебедев ҫуралнӑранпа 110 ҫул ҫитнине халаллӗҫ. Юпа йуйӑхӗн 23-мӗшӗнче иртекен концертра училищӗн вокалпа дирижер-хор уйрӑмӗсен студенчӗсем тата преподавателӗсем вокалпа хор номерӗсемпе сцена ҫине тухӗҫ.

Чӑваш патшалӑх академи симфони капелли черетлӗ, 56-мӗш, концерт сезонне уҫнӑ. Ҫав ятпа вӑл «Белые мелодии» (Чӑв. Шурӑ кӗвӗ) концерт хатӗрленӗ.
Мускаври I джаз фестивалӗн ҫӗнтерӳҫи – «ДЖАЗ – ТОНиКа» эстрадӑпа джаз музыкин оркестрӗ ҫав каҫ Поль Мориа, Анатолий Кальварский, Джордж Ширинг хайлавӗсене янӑратнӑ. Элтон Джон тата Стинг юррисене Василий Федоров, Юлия Фалина, Ирина Сурикова, Михаил Миронов квартечӗ тата капелла солисчӗсем – Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артисчӗ Андрей Макаров тата пӗтӗм тӗнчери конкурссен лауреачӗ Наталья Ильц шӑрантарнӑ.

Ака уйӑхӗн 10-мӗшӗнче Шупашкарти Ф.П. Павлов ячӗллӗ музыка училищинче Раҫҫей Федерацийӗн тата Чӑваш Республикин искусствӑсен тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ Александр Васильев (1948-2012) ҫуралнӑранпа 75 ҫул ҫитнине халлаласа концерт иртӗ.
Александр Георгиевич — Чӑваш Енри хальхи вӑхӑтри профессилле музыка ӑстисенчен пӗри. Унӑн ӗҫӗсен шутӗнче — поэмӑсем, симфони увертюрисем, пьесӑсем, ярӑмсем, фортепианопӑ ытти инструмент валли сонатсем, ансамбльсем, камерна оркестрӗ, оперӑсем. Александр Васильев хайлавӗсем Мускавра, Вильнюсра, Минскра, ҫавӑн пекех Италире, Германире, Чехословакире, Венгрире, Бельгире, Францире янӑранӑ.

Шупашкарти ӳнер училищинче хальхи вӑхӑтра куҫӑн мар мелпе 260 ҫын вӗренет. Ҫав шутран 112-шӗ (43%) пӗлӗве хысна шучӗпе туптать, 148-шӗ (57%) укҫа тӳлесе вӗренет.
Училище студентсене 6 специальноҫпа вӗрентет: театрпа декораци дизайнӗ, дизайн, декораципе прикладной ӳнер тата халӑх промыслисем, живопись, анимаципе анимаци киновӗ, скульптура.
2022 ҫулта студентсене анимаци тата анимаци киновӗ енӗпе вӗренме тытӑннӑ. Ку ӑсталӑха 17 ҫын илет. Кӑҫалтан ҫав енӗпе тата пулас скульпторсене (пурӗ 8-шар вырӑн) бюджет шучӗпе вӗрентме тытӑнӗҫ.
Кун пирки республикӑн культура министрӗн ҫумӗ Георгий Богуславский коллективпа тӗл пулсан каланӑ.

Ф.П. Павлов ячӗллӗ Шупашкарти музыка училищинче Светлана Макарова музоковеда асра тытса пухӑнӗҫ. Вӑл пӗлтӗрхи нарӑс уйӑхӗн 1-мӗшӗнче пурнӑҫран уйрӑлса кайнӑ.
Светлана Ильинична тӑватӑ теҫетке ҫул ытла Шупашкарти музыка училищинче тӑрӑшнӑ. Телекуравҫӑсем вара Светлана Макаровӑна «Чувашия музыкальная», «Мастера искусств», «Представляем молодых» телекӑларӑмсене ертсе пыни тӑрӑх аван пӗлнӗ.
«Ее второе имя — вдохновенье» (чӑв. Унӑн тепӗр ячӗ — хавхалану) астӑвӑм каҫӗ нарӑс уйӑхӗн 2-мӗшӗнче 18 сехетре пуҫланӗ. Пысӑк концерт залӗнче ҫав каҫ аса илӳсемпе пӗрлех классика хайлавӗсем янӑрӗҫ.

Шупашкарти ӳнер училищинче Тутарстанри анимаци киновӗн ертсе пыракан специалисчӗсемпе тӗл пулу иртнӗ. Ҫамрӑксемпе тӗл пулса калаҫма «Тутармультфильм» пултарулӑх пӗрлешӗвӗн тӗп режиссёрӗ Сергей Киатров тата анимаци киновӗн режиссёрӗ Елизавета Скворцова килсе ҫитнӗ.
Тӗлпулу чӑваш юмахӗсем тӑрӑх ӳкернӗ «Иван-батыр» (чӑв. Иван паттӑр) мультфильма кӑтартнинчен пуҫланнӑ. Чӑваш Улӑпӗ — «Тутармультфильм» пултарулӑх пӗрлешӗвӗн «Волжские богатыри» (чӑв. Атӑлҫи паттӑрӗсем) анимаци проекчӗн сӑнарӗсенчен пӗри. Проектра — 6 мультфильм. Унта чӑваш, тутар, вырӑс, мари, мордва, удмурт фольклорне тӗпе хурса хатӗрленӗ ӗҫсем кӗреҫҫӗ.
Сергей «Татармультфильм» пултарулӑх пӗрлешӗвӗ ҫинчен каласа кӑтартнӑ. Асӑннӑ студие Тутарстанри энтузиастсем пӗр шухӑшлӑ пулнипе 2009 ҫулта йӗркеленӗ. Йыша мультипликаторсем, художниксем, сценаристсем кӗнӗ. Ҫавӑнтанпа тӗрлӗ халӑх юмахӗсенчи сюжетсене тӗпе хурса ачасем валли 90 мультфильм хатӗрленӗ.

Республикӑра культура училищи текех пулмӗ. Чӑваш Енӗн Культура, национальноҫсен ӗҫӗсен тата архив ӗҫӗн министерствин пресс-службинче пӗлтернӗ тӑрӑх, Чӑваш патшалӑх культурӑпа ӳнер институтне реорганизацилес ӗҫ вӗҫленнӗ. Асӑннӑ вӗренӳ заведенийӗ ҫумне республикӑн культура училищине пӗрлештернӗ. Ҫак пулӑм нарӑс уйӑхӗн 22-мӗшӗнче пулса иртнӗ.
Училище уйрӑм вӗренӳ заведенийӗ евӗр ӗҫлеме пӑрахнӑ. Анчах вӑл институт тытӑмӗнче пулӗ. Вӑл аслӑ шкулӑн структура подразделенийӗ пулса тӑрса колледж евӗр ӗҫлӗ.

Чылай вӑхӑт чирленӗ хыҫҫӑн Раҫҫейри тата Чӑваш Енри паллӑ музыковед, педагог, общество ӗҫченӗ, Раҫҫейри тата Чӑваш Енри Композиторсен союзӗсен членӗ Светлана Макарова пурнӑҫран уйрӑлса кайнӑ.
Светлана Ильинична тӑватӑ теҫетке ҫул ытла Шупашкарти музыка училищинче тӑрӑшнӑ. Ӗҫчен хӗрарӑм тивӗҫне часа чунпа пурнӑҫланӑ. Ӗҫтешӗсем ӑна пысӑк ӑста, чӑн-чӑн профессионал тесе хакланӑ.
Чӑваш Енри телекуравҫӑсем вара Светлана Макаровӑна «Чувашия музыкальная», «Мастера искусств», «Представляем молодых» телекӑларӑмсене ертсе пыни тӑрӑх аван пӗлнӗ. Халӗ ҫав телепередачӑсем Чӑваш Енӗн патшалӑх телерадиокомпанийӗн ылтӑн фондӗнче упранаҫҫӗ. Ҫавӑн пекех Светлана Макарова 800 ытла музыкӑпа критика статйи ҫырнӑ.

Чӑваш патшалӑх оперӑпа театрӗнче вилончельсен ушкӑнӗн концертмейстерӗ Светлана Григорьева пурнӑҫран уйрӑлса кайнӑ.
Светлана Григорьева Шупашкарта ҫуралнӑ. 1996 ҫулта Мускаври Гнесинсем ячӗллӗ музыка училищинчен вӗренсе тухнӑ. Студент чухнех хӑйӗн пултарулӑхне кӑтартма пултарнӑ. Вӑл Гнесинсен оркестрӗпе Англири сценӑсем ҫине те тухнӑ. Вӗренсе пӗтерсенех вӑл Мускаври М.И. Глинка ячӗллӗ ача-пӑча музыка шкулӗнче, ҫавӑн пекех К.С. Станиславский тата и Вл. И. Немирович-Данченко ячӗллӗ Мускаври музыка театрӗнче ӗҫленӗ. Артист-инструменталист евӗр вӑл «Ногу свело» рок-ушкӑнпа тата Вика Цыганова эстрада юрӑҫипе ҫыхӑну тытса ӗҫленӗ.
Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗн симфони оркестрӗнче ӗҫлеме тытӑннӑ, 2015 ҫултанпа виолончельсен ушкӑнӗн концертмейстерӗ пулнӑ.
