Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 0.0 °C
Нумай та пӗтет, сахал та ҫитет.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Симунов Николай Васильевич

Симунов Николай Васильевич, — чӑваш ҫыравҫи. 1937 ҫулхи авӑнӑн 27-мӗшӗнче Тутарстанӑн Пӑва районӗнчи Хирти Кушкӑ ялӗнче ҫуралнӑ. 1997 ҫулхи юпа уйӑхӗн 6-мӗшӗнче чӗри тапма чарӑннӑ.
1989 ҫултанпа СССР ҪП членӗ.

Кун-ҫулӗ

Ачалӑхӗ тӑван ялта иртнӗ. Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫи пуҫлансан ашшӗ вӑрҫа тухса каять. Виҫӗ уйӑх иртсен вӑл вилнӗ пирки хыпар ҫитет. Амӑшӗн вара ултӑ ачине пӗчченех ӳстерме тивнӗ.
1955 ҫулта Элшел вӑтам шкулне вӗренсе пӗтернӗ хыҫҫӑн Пӑва ветеринари техникумне вӗренме кӗнӗ.
Хусан ял хуҫалӑх тата Чӗмпӗр педагогика институчӗсенчен вӗренсе тухнӑ. 1961-1964 ҫулсенче Молдавире ӗҫленӗ. 1964 ҫулта хӑй тӑван ялне шкула вырнаҫать, ачасене вӗрентме пуҫлать. 1971 ҫулта шкул директорӗ вырӑнне лартаҫҫӗ.
1978 ҫулта ҫыравҫӑ Ҫӗнӗ Шупашкара пурӑнма куҫнӑ, 9-мӗш професиллӗ училещӗн директор ҫумӗ пулса ӗҫлеме пуҫланӑ.
1982 ҫулта чирлеме пуҫлать. 1997 ҫулта вара чӗре чирӗ ҫыравҫӑн пурнӑҫне татать. Ӑна тӑван ял ҫӑвинче пытарнӑ.

Ӗҫӗсем

Кӗнекесем:

  • «Ирхи ҫӑлтӑрсем»;
  • «Тимухха инке»;
  • «Тымар» (1986);
  • «Малтанхи ҫӑлтӑрсем» (1988);
  • тата ыттисем.

Николай Васильевич виҫӗ кӗнекерен тӑракан «Ан йӗр эс, Лена» (1-мӗш — 1992, 2-мӗш — 1997) роман ҫырнӑ.

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Вӑл пирӗнпех (В. Родионов)

Каҫӑсем

Симунов Николай Васильевич ҫинчен тӑван ял шкулӗн сайтӗнче
Тӑхӑрьялта ӗмӗрлӗхе канӑҫ тупнӑ ҫыравҫӑ
Симунов Николай Васильевич ҫинчен Википедире


 
 
Статья каҫми :: Пичет версиӗ

Admin тӳрлетнӗ, информацие 2008-01-23 23:34:15 вӑхӑтра улӑштарнӑ. 5988 хут пӑхнӑ.
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

 
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org
Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org