Шупашкарти ӳнер училищинче Тутарстанри анимаци киновӗн ертсе пыракан специалисчӗсемпе тӗл пулу иртнӗ. Ҫамрӑксемпе тӗл пулса калаҫма «Тутармультфильм» пултарулӑх пӗрлешӗвӗн тӗп режиссёрӗ Сергей Киатров тата анимаци киновӗн режиссёрӗ Елизавета Скворцова килсе ҫитнӗ.
Тӗлпулу чӑваш юмахӗсем тӑрӑх ӳкернӗ «Иван-батыр» (чӑв. Иван паттӑр) мультфильма кӑтартнинчен пуҫланнӑ. Чӑваш Улӑпӗ — «Тутармультфильм» пултарулӑх пӗрлешӗвӗн «Волжские богатыри» (чӑв. Атӑлҫи паттӑрӗсем) анимаци проекчӗн сӑнарӗсенчен пӗри. Проектра — 6 мультфильм. Унта чӑваш, тутар, вырӑс, мари, мордва, удмурт фольклорне тӗпе хурса хатӗрленӗ ӗҫсем кӗреҫҫӗ.
Сергей «Татармультфильм» пултарулӑх пӗрлешӗвӗ ҫинчен каласа кӑтартнӑ. Асӑннӑ студие Тутарстанри энтузиастсем пӗр шухӑшлӑ пулнипе 2009 ҫулта йӗркеленӗ. Йыша мультипликаторсем, художниксем, сценаристсем кӗнӗ. Ҫавӑнтанпа тӗрлӗ халӑх юмахӗсенчи сюжетсене тӗпе хурса ачасем валли 90 мультфильм хатӗрленӗ.