Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +0.3 °C
Пӗр паттӑрӑн ик алли тӑват ҫӗрӗн ҫапӑҫать теҫҫӗ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Персона: Светлана Макарова пурнӑҫран уйрӑлса кайнӑ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Таисия Ташней 01.02.2022 19:59 | 2374 хут пӑхнӑ
Персона
culture.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
culture.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Чылай вӑхӑт чирленӗ хыҫҫӑн Раҫҫейри тата Чӑваш Енри паллӑ музыковед, педагог, общество ӗҫченӗ, Раҫҫейри тата Чӑваш Енри Композиторсен союзӗсен членӗ Светлана Макарова пурнӑҫран уйрӑлса кайнӑ.

Светлана Ильинична тӑватӑ теҫетке ҫул ытла Шупашкарти музыка училищинче тӑрӑшнӑ. Ӗҫчен хӗрарӑм тивӗҫне часа чунпа пурнӑҫланӑ. Ӗҫтешӗсем ӑна пысӑк ӑста, чӑн-чӑн профессионал тесе хакланӑ.

Чӑваш Енри телекуравҫӑсем вара Светлана Макаровӑна «Чувашия музыкальная», «Мастера искусств», «Представляем молодых» телекӑларӑмсене ертсе пыни тӑрӑх аван пӗлнӗ. Халӗ ҫав телепередачӑсем Чӑваш Енӗн патшалӑх телерадиокомпанийӗн ылтӑн фондӗнче упранаҫҫӗ. Ҫавӑн пекех Светлана Макарова 800 ытла музыкӑпа критика статйи ҫырнӑ.

#педагогсем, #училищӗсем, #ҫухатусем, #ӳнер

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Комментари:

Agabazar // 3092.75.0570
2022.02.06 10:50
Agabazar
Светлана Ильинична Макарован тĕплĕ биографине ăçта тупса вулама пулать?

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем