Чӑваш Енре хӑй вӑхӑтӗнче ят-сум хӑварнӑ композитор тата артист, Валериан Лебедев, ҫуралнӑранпа ҫак уйӑхӑн 1-мӗшӗнче шӑп та лӑп 90 ҫул ҫитрӗ.
Вӑл Шупашкар районӗнчи Салапайкасси ялӗнче 1931 ҫулхи юпа уйӑхӗн 1-мӗшӗнче ҫут тӗнчене килнӗ, леш тӗнчене пирӗнтен 2011 ҫулхи нарӑс уйӑхӗн 7-мӗшӗнче ӗмӗрлӗхе уйрӑлса кайнӑ.
Пулас Чӑваш халӑх артисчӗ 1953 ҫулта Киеври консерватори ҫумӗнчи музыка училищинчен вӗренсе тухнӑ, 1961 ҫулта – Мускаври А. Луначарский ячӗллӗ театр ӳнерӗн институтӗнчен.
1954 ҫулта вӑл К.В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнче ӗҫлеме тытӑннӑ. 1969-1974 ҫулсенче Чӑваш патшалӑх музыка театрӗн директорӗ пулнӑ. 1999 ҫултанпа каллех Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнче тӑрӑшнӑ. Хальхинче вӑл артистра тата музыка пайӗн заведующийӗнче тимленӗ. 2003 ҫултан пуҫласа 2006 ҫулччен концертмейстер тивӗҫне пурнӑҫланӑ.
Театр ӳнерне ӑнланакансем Валериан Лебедев калӑпланӑ сӑнарсене пысӑка хурса хаклаҫҫӗ.
Ҫурла уйӑхӗн 13-мӗшӗнче Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗнче Чӑваш халӑх артистне, хор дирижёрне, педагога, Анатолий Фишера, чысланӑ.
Хора 50 ҫул ытла ертсе пынӑ ҫав ҫын тӗп хормейстер ӗҫне пӑрахнӑ, тивӗҫлӗ канӑва кайнӑ.
Анатолий Фишера театр директорӗ Валерий Клементьев учрежденин Хисеп грамотипе чысланӑ, ӗҫе чуна парса пурнӑҫланӑшӑн тав тунӑ.
Анатолий Фишер Ижевскра 1938 ҫулхи утӑ уйӑхӗн 8-мӗшӗнче ҫуралнӑ. Мускаври музыкӑпа педагогика училищинче тата Мускаври П.И. Чайковский ячӗллӗ патшалӑх консерваторийӗнче вӗреннӗ. Пиллӗкмӗш курса ҫитсен Мускав облаҫӗнчи Электросталь хулинче халӑх опера театрӗнче хормейстерта ӗҫлеме тытӑннӑ. 1963-1969 ҫулсенче Бурят Республикинчи Г.Ц. Цыдынжапов ячӗллӗ оперӑпа балет театрӗнче тӑрӑшнӑ. 1969 ҫулта ӑна Шупашкара, Чӑваш музыка театрне тӗп хормейстера чӗнсе илнӗ.
Педагог пулса вӑл Улан-Удэри Хӗвелтухӑҫ-Ҫӗпӗр культура институтӗнче, каярах И.Я. Яколвев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх педагогика университетӗнче тӑрӑшнӑ.
Шупашкарта пурӑнакан Екатерина Киргизова Питӗр хулинчи Илья Репин ячӗллӗ художество академийӗнчи «Графика» уйрӑма вӗренме кӗнӗ.
Репин ячӗллӗ академи — Раҫҫейри ӳнер учрежденийӗсенчен чи авалхисенчен пӗри. Унӑн кун-ҫулӗ 1757 ҫулта уҫӑлнӑ Император академийӗнченех пырать.
Екатерина маларах Акцыновсем ячӗллӗ Шупашкарти 6-мӗш художество шкулӗнче Чӑваш Республикин культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ Елена Карнаева класӗнче вӗреннӗ. Ҫамрӑк художник шкулӑн пултарулӑх пурнӑҫне ҫеҫ мар, хуланне те хастар хутшӑннӑ. Тӗрлӗ шайри конкурсра, куравсемпе пленэрсенче вӑл сахал мар дипломпа наградӑна тивӗҫнӗ. Шупашкарти художество училищине хӗр хӗрлӗ дипломпа вӗренсе пӗтернӗ. Унӑн диплом ӗҫӗ «Мой солдатик» (чӑв. Манӑн салтакӑм) ятлӑ пулнӑ.
Шупашкарти В.М. Краснов ячӗллӗ олимп резервӗн училищине юсама шухӑшлаҫҫӗ. Республикӑн тариф служби проект документацине хатӗрлекене палӑртма аукцион ирттернӗ.
Реконструкци валли укҫа-тенке республика хыснинчен уйӑрӗҫ. Аукциона хутшӑнас кӑмӑллисем пилӗккӗн тупӑннӑ. 29,6 миллиона яхӑн тенкӗ тӑракан контракта Дон ҫинчи Ростоври «КС-Девелопмент» общество выляса илнӗ.
Компанин кӑҫалхи раштавӑн 10-мӗшӗччен инженер ӗҫӗсене пурнӑҫламалла, проект тата ӗҫ документацине хатӗрлемелле.
Шупашкарти В.М. Краснов ячӗллӗ олимп резервӗн училищи Шкул проездӗнчи 3-мӗш ҫуртра вырнаҫнӑ. Унӑн 3 хутлӑ вӗренӳ корпусӗ тата 4 хутлӑ общежити пур.
Чӑваш Енре юлашки вӑхӑтра санитари авиацийӗ аталаннине Чӑваш халӑх сайтне вулакансем пӗлеҫҫӗ ӗнтӗ. Кая юлмасӑр пулӑшмалли чирлӗ ҫынсене республикӑн аякри районӗсенчен Шупашкарти пульницӑсене илсе килеҫҫӗ. Пӗр пациента Мускава та вертолетпа илсе кайнӑччӗ.
Чирлӗ ҫынна ҫитес ҫӗре вӑхӑтра илсе каяссишӗн яваплисем — пилотсем. Ҫавӑн пеккисенчен пӗри — Ирина Долинина. Вӑл – иккӗмӗш пилот.
Санитари вертолёчӗн иккӗмӗш пилотӗнче ӗҫлекен
Ирина Мускав тӑрӑхӗнче ҫуралнӑ. Омскри вӗҫев училищинче вӗреннӗ. Хальлӗхе Ирина 200 сехет ытла вӗҫме ӗлкӗрнӗ. Кӗҫех вӑл сывлӑш суднин командирӗ пулӗ. Ирина космонавтсен отрядне лекме ӗмӗтленет.
Пурӑннӑ пулсан Чӑваш АССР тава тивӗҫлӗ художникӗ, Чӑваш Республикин халӑх художникӗ, К.В. Иванов ячӗллӗ патшалӑх премийӗн лауреачӗ, Акробатика енӗпе СССР спорт мастерӗ Виктор Немцев ҫуралнӑранпа 85 ҫул ҫитетчӗ.
Вӑл 1936 ҫулхи кӑрлач уйӑхӗн 16-мӗшӗнче Комсомольски районӗнчи Вутлан ялӗнче ҫуралнӑ. Чӑваш патшалӑх ӳнер музейӗ художника асра тытнине палӑртса курав йӗркеленӗ. Унта ӑстан 100 ытла ӗҫӗ вырӑн тупнӑ.
Виктор Немцев Шупашкарти ӳнер училищинче, И.Я. Яковлев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх педагогика институчӗн художествӑпа графика факультетӗнче вӗреннӗ. Пейзажа, портрет тата натюрморт ӑсти пулнӑ. Художник 2018 чӳк уйӑхӗн 9-мӗшӗнче пурнӑҫран уйрӑлса кайрӗ.
Паян Чӑваш Ен Элтеперӗ Олег Николаев тӗрлӗ отрасльти ятлӑ-сумлӑ ҫынсене патшалӑх наградисемпе чысласси ҫинчен хушу кӑларнӑ. Унта культура сферинчисем те пур.
«Чӑваш Республикин культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ» ята икӗ ҫынна панӑ. Вӗсенчен пӗри — Чӑваш Республикин культура училищин (техникумӗн) преподавателӗ Сергей Ерисов, тепри — Патӑрьел районӗнчи тӗп клуб тытӑмӗн халӑх театрӗн режиссерӗ Луиза Леонтьева.
Патӑрьелти халӑх театрӗн кун-ҫулӗ иртнӗ ӗмӗрӗн 30-мӗш ҫулӗсенче йӗркеленӗ драма кружокӗнчен пуҫланнӑ. Вӑрҫӑ вӑхӑтӗнче тата ун хыҫҫӑнхи ҫулсенче ҫеҫ ӗҫлемен вӑл. Коллектив 1970 ҫулта халӑх театрӗ ята тивӗҫнӗ. 2015 ҫултанпа Луиза Леонтьева ертсе пырать.
Шупашкарти Ф.П.Павлов ячӗллӗ музыка училищин чӑвашла ҫырнӑ патриотизм юррисен фестивальне ирттерме хатӗрленет. Тӳрех палӑртар: вӑл онлайн-мелпе пулӗ.
Музыка училищи юлашки темиҫе уйӑхра капашсӑр пысӑк ӗҫ туса ирттернӗ. «Тӗнчери салтаксем» проекта пурнӑҫа кӗртме республика Элтеперӗн грантне тивӗҫнӗ. Проект авторӗ – Чӑваш Енӗн культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ Светлана Ткаленко.
Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинче ҫӗнтернӗренпе 75 ҫул ҫитнине халалланӑ проекта пурнӑҫласа вӑрҫӑ вӑхӑтӗнче чӑваш композиторӗсем хайланӑ юрӑ-ҫемме электрон коллекцие пухнӑ. Платформӑра нота материалӗсемпе пӗрлех архив докуменчӗсем те вырӑн тупӗҫ.
Чӑваш Республикин Культура училищинче вӗренекен студент аякри ҫултан таврӑннӑ. Дмитрий Алексеев Ҫурҫӗр флочӗ тата Вырӑс географи обществи Арктика архипелагӗ ҫине йӗркеленӗ кмоплекслӑ экспидицире пулнӑ.
Экспедици отрячӗ тӗрлӗ тӗпчев ирттернӗ, Арктикӑра кӑсӑклӑ япаласем тупса палӑртнӑ.
Ҫул ҫӳрев виҫӗ уйӑха тӑсӑлнӑ. «Илья Муромец» пӑрҫӗмрен 8 тинӗсри 12 пине яхӑн тинӗс милӗ тӑршшӗ ҫул ҫӳренӗ. Утравсем тӗлӗнче 33 хутчен чарӑннӑ. Историлле 125 артефакт тупнӑ.
Ҫурҫӗр флочӗпе Вырӑс георграфи обществи кун пек ҫулҫӳреве виҫҫӗмӗш хут йӗркелет. Ҫулҫӳревсен географийӗ — Франц-Иосиф ҫӗрӗнчен пуҫласа Чукотка таран.
Юпа уйӑхӗн 24-мӗшӗнче Раҫсей Федерацийӗн тава тивӗҫлӗ артисткин, Чӑваш Республикин халӑх артисткин, Раҫҫейӗн Патшалӑх премийӗн лауреачӗн Валентина Ситовӑн юбилей каҫне йыхравлаҫҫӗ. Уяв К.В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнче 18 сехетре пуҫланӗ.
Юбилей каҫӗнче артистка Борис Дроздӑн пьеси тӑрӑх лартнӑ «Авланатӑп эпӗ, авланатӑп» спектакльти Мурова сӑнарне калӑплӗ. Спектакль режиссерӗ — Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артисчӗ Валерий Карпов.
Валентина Ситова 1960 ҫулхи авӑн уйӑхӗн 1-мӗшӗнче Патӑрьел районӗнчи Кӗҫӗн Патӑрьел ялӗнче ҫуралнӑ. Мускаври М.С. Щепкин ячӗллӗ театр аслӑ училищинче вӗреннӗ. 1983 ҫулта ӑна Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗн труппине йышӑннӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (10.07.2025 15:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 752 - 754 мм, 30 - 32 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Айзман Станислав Николаевич, актёр тата режиссёр ҫуралнӑ. | ||
| Медведев Геннадий Павлович, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артисчӗ ҫуралнӑ. | ||
| Коновалов Николай Дмитриевич, чӑваш журналисчӗ ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |