Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -1.7 °C
Мӗн акнӑ, ҫав шӑтать.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Персона: Александр Боголюбова асра тытса

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Таисия Ташней 13.10.2021 19:49 | 2008 хут пӑхнӑ
Персона
culture.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
culture.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Паян, юпа уйӑхӗн 13-мӗшӗнче, Шупашкарти художество училищи (вӑл Шупашкарти К. Иванов урамӗнчи 1-мӗш «Б» ҫурт адреспа вырнаҫнӑ) умӗнче мемориал тӑвас ӗҫе пуҫӑннине палӑртакан мероприяти иртнӗ. Ӑна Совет Союзӗн Геройне Александр Боголюбова халалланӑ.

Александр Николаевич 1900 ҫулта Шупашкарта ҫуралнӑ. 1916 ҫулта Шупашкарти аслӑ пуҫламӑш училищӗне (халӗ унта художество училищи) вӗренме кӗнӗ. Тӑван ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫинче ентешӗмӗр Мускава хӳтӗлеме хутшӑннӑ.

Аса илтерер: пирӗн республикӑра ҫитес ҫула Чӑваш Енрен тухнӑ паллӑ ентешсен ҫулталӑкӗ тесе йышӑннӑ. Ҫакӑн пек сӗнӳпе Чӑваш Ен Элтеперӗ ҫумӗнчи Общество канашӗ сӗннӗ. Ҫав шухӑша республика Элтеперӗ Олег Николаев ырласа йышӑннӑ.

#училищӗсем, #палӑксем, #Шупашкар, #астӑвӑм

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Комментари:

Agabazar // 1527.04.3571
2021.10.13 20:39
Agabazar
«Талантливый" тени кунта ытлашши. Такамран каçару ыйтни пек илтĕнет. Ячĕшĕн çыпăçтарса хунă сăмах.
Agabazar // 1527.04.3571
2021.10.14 13:52
Agabazar
"Талантливый" вырӑнне урӑх хуть те мӗнле ҫавнашкал сӑмах та лартма май пулнӑ — хороший, выдающийся, большой, героический, знатный, легендарный, замечательный, бесстрашный, умный.... Тата ытти те.
Мӗншӗн ҫавсенчен ятарласах «талантливый» тенине суйласа илни ӑнланмалла мар. Баннерсем ҫинче ун пек ҫырмаҫҫӗ.

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем