Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +8.7 °C
Ӑшӑ сӑмах — ҫу кунӗ, сивӗ сӑмах — хӗл кунӗ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: училищӗсем

Культура

Чӑваш патшалӑх академи симфони капелли валли чаплӑ аккордеон туяннӑ. Музыка инструментне юпа уйӑхӗн 12-мӗшӗнче илнӗ.

«Чӑваш патшалӑх академи симфони капелли» республикӑн хысна предприятийӗ музыка инструментне малтанласа 1,5 миллион тенкӗ парса илес шухӑшлине пӗлтернӗ. Кайран, аукцион вӑхӑтӗнче, аккордеона 200 пин тенкӗ йӳнӗрехпе туяннӑ.

Ҫапла вара капеллӑн «Scandalli Extreme 47» Италире кӑларнӑ инструмент пулӗ. Ют чӗлхерен вырӑсла куҫарсан аккордеон ячӗ «Экстремальные скандалы» (чӑв. Экстремаллӑ тавлашу) тесе куҫать иккен.

Чаплӑ аккордеона туянма Чӑваш Енӗн хыснинчен кӗмӗл уйӑрнӑ.

Аса илтерер, филармонире халӗ юсав пырать, ҫав вӑхӑтра симфони капеллине Шупашкарти Ф. Павлов ячӗллӗ музыка училищине тата Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрне куҫарнӑ.

 

Раҫҫейре

Ҫар училищисенче те вӗренӳ ҫулӗ пуҫланнӑ. Анчах вӑл ыттисенчен раснарах. Унта уяв линейки вырӑнне присяга тытаҫҫӗ. Чӑваш ачисем ҫулсерен ҫар училищисене вӗренме кӗреҫҫӗ. Кӑҫал ҫар училищине 11 чӑваш ачи ҫул тытнӑ.

Сызране курсантсем Раҫҫейри чылай регионтан килеҫҫӗ. Кӑҫал унти строя Крымри 4 ҫамрӑк тӑма пултарнӑ. Чӑвашран кӑҫал 9-ӑн килнӗ. Тепӗр икӗ ҫамрӑка Воронежри авиаци институтне янӑ.

Ҫар училищине лекме йывӑр. Курсант ятне илес тесен чылай йывӑрлӑха парӑнтармалла.

Кӑҫал Сызраньти училищӗне кӗме ҫӑмӑл пулман. Нумаййӑн килнӗ унта. Ҫамрӑксене сывлӑхне тата ытти кӑтартӑва кура суйласа илнӗ.

Чӑваш ачисем курсантсен ретне Афганистан вӑрҫинче сусӑрланнисен республикӑри организацийӗ пулӑшнипе тӑраҫҫӗ. 2008 ҫултанпа унӑн ертӳҫи Геннадий Матвеев шкул ачисене Сызране экскурсие илсе ҫӳрет. Ҫавӑн хыҫҫӑн арҫын ачасен ҫар ҫынни пулас кӑмӑл ҫуралать.

 

Вӗренӳ

Чӑваш Енре, Раҫҫейӗн ытти регионӗсенчи пекех, аслӑ шкулсенче, техникум-училищӗсенче йышӑну комиссийӗсем ӗҫлеме тытӑннӑ. Кӑҫал та, пӗлтӗрхи пекех, абитуриентсем документсене ҫӗршыври кирек мӗнле шкула та пама пултараҫҫӗ.

Йышӑну комиссийӗсем шӑматкун, ҫӗртме уйӑхӗн 20-мӗшӗнче, ӗҫлеме тытӑннӑ. Чылай аслӑ шкула вӗренме кӗмешкӗн ҫак документсене ыйтаҫҫӗ: абитуриент алӑ пуснӑ ыйтса ҫырни, паспорт ӗмӗлки, аттестат ӗмӗлки, 2 сӑнӳкерчӗк. ППЭ сертификатне ыйтмаҫҫӗ. Экзаменсенче пухнӑ баллсене ыйтса ҫырнинче кӑтартма пулать. Балсене федерацин даннӑйсен базинче тӗрӗслеме пулать.

Утӑ уйӑхӗн 27-мӗшӗнчен пуҫласа ҫурлан 4-мӗшӗччен абитуриентӑн аслӑ шкула суйласа документсен оригиналӗсене памалла. Кӑҫал Чӑваш Енре тӳлевсӗр вырӑнсене 3200 ытла ҫын кӗме пултарать.

Халӗ республикӑра 21 аслӑ шкул ӗҫлет. Пӗлтӗр вӗсенче 42500 ҫын вӗреннӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://pg21.ru/news/view/77952
 

Страницӑсем: 1, 2, 3, 4, [5]
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Эрне укҫапа ҫыхӑннӑ пӑтӑрмахсенчен пуҫланӗ, ҫавӑнпа ытлашши тӑкакланасран асӑрханӑр. Ӗҫре ӑнланманлӑхсем сиксе тухма пултарӗҫ, анчах эрне варринелле лару-тӑру йӗркеленӗ. Харпӑр пурнӑҫра ӑнлану пулӗ.

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хуҫа арӑмӗ
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хуҫа хӑй
хуҫа тарҫи
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
кил-йышри арҫын
хуть те кам тухсан та
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та