Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +21.3 °C
Кахал ҫине виҫ кун малтан ҫумӑр ӳкнӗ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: тӑлӑхсем

Республикӑра

Ҫакӑн ҫинчен республикӑн ачасен тӗп хӳтӗлевҫи Вячеслав Рафинов Етӗрне районӗнче вырӑнти хула тата ял тӑрӑхӗсен пуҫлӑхӗсемпе тӗл пулнӑ чух чарӑнса тӑнӑ.

Паянхи кун Етӗрне районӗнче ашшӗ-амӑшӗн ӑшшисӗр юлнӑ ачасем 113-ӗн иккен. Вӗсенчен ҫурри ытларахӑшне, 71 ачана, опекунсен ҫемйине илнӗ, 25-шне — усрав ҫемьене. 27 ача — тӑлӑх, 64-шӗ ашшӗ-амӑшӗ пур ҫинчех вӗсен хӳтлӗхӗсӗр юлнӑ, 9-шне аслисем хӑйсен кӑмӑлӗпе опекӑна пама килӗшнӗ.

Тӗлпулура тӑлӑхсене ҫурт-йӗрпе тивӗҫтерес ыйту пирки самай калаҫнӑ. Тӗрӗсрех, вӑл программа епле пурнӑҫланни пирки. Виҫӗм ҫул Етӗрне районӗнче 8 ачана ҫурт-йӗрпе тивӗҫтернӗ, пӗлтӗр — 10. Чи савӑнтараканни — ашшӗ-амӑшӗн хӳтлӗхӗсӗр юлакансен хисепӗ чакни. Ҫакна Ачасен правине хӳтӗлес енӗпе ӗҫлекен республикӑри уполномоченнӑй Вячеслав Рафинов палӑртса хӑвранӑ.

Хальхи вӑхӑтра профессилле усрав ҫемьесем йӗркелес ыйту тавра та пуҫ ватаҫҫӗ иккен. Калаҫнӑ май ун йышши Мӑн Чураш ял тӑрӑхӗнче пуррине тавҫӑрса илнӗ. Профессилле усрав ҫемье йӗркелес шухӑшлисем ытларах чух — педагогика ӗҫӗн ветеранӗсем иккен.

Малалла...

 

Хулара

Ҫӗнӗ ҫула ачасем кӑна мар, аслисенчен хӑшӗсем те шанчӑкпа кӗтеҫҫӗ, ӗмӗтленсе хураҫҫӗ. Шупашкарти ача ҫуртӗнче пурӑнакан 13-ри хӗрача та ӗмӗтленнех-тӗр. Вӑл мӗн пирки тӗмсӗлнине тавҫӑрма йывӑрах мар-тӑр: хысна ҫуртӗнче камӑн пурӑнас килтӗр: кирек камӑн та ҫемьере кун кунласа каҫ ирттерес килет.

Ҫӗнӗ ҫул хыҫҫӑн ҫав хӗрачан ӗмӗчӗ тулнӑ. Ӑна пӗрисем усрава илнӗ. Хӗллехи каникулта ача ҫурчӗ арҫын ачасемпе хӗрачасене ҫемьесене хӑнана кайма ирӗк панӑ иккен. 13-ри хӗрачана унта килӗшсе кайнӑ та вӑл каялла таврӑнас темен. Кунта хут ӗҫӗсем тумасӑр май килмен-тӗр-ха паллах… Унсӑр кам пӗли-пӗлми ҫемьене пули-пулми патӑр…

 

Республикӑра

Ҫапла пӗтӗмлетнӗ Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев ҫынсен тӗрлӗ категорине хӳтӗлес енӗпе ӗҫлекен республикӑри уполномоченнӑйсемпе тӗл пулнӑ хыҫҫӑн.

Аса илтеретпӗр, паян Чӑваш Енре ачасен хӑйсен хӳтӗлевҫи, ҫын правине хӳтӗлессипе тепӗр ҫын тар тӑкать, виҫҫӗмӗшӗ вара усламҫӑсене хута кӗрет. Вӗсене кашнинех хысна шучӗпе тытса тӑраҫҫӗ. «Юрӗ, ачасемпе ҫынсене хӳтӗлеччӗр-ха. Усламҫисене тата мӗн уполномоченнӑйӗ? Тен, уполномоченнӑйсен уполномоченнӑйне туса хумалла мар-и тата?» — йӗплерӗҫ юлашкин кирлӗлӗхӗ пирки иккӗленнӗ май хӑшӗсем.

Уполномоченнӑйсемпе паян тӗл пулнӑ хыҫҫӑн Михаил Игнатьев ҫак институт тухӑҫлӑхне ҫирӗплетнӗ. Пулӑшма мӗнпур инстанцире хирӗҫленӗ хыҫҫӑн ҫынсем хайхисем патне кайнине палӑртнӑ.

Этем правине хӳтӗлессипе ӗҫлекен Юрий Кручинин пӗлтӗр ун патне пынисенчен 80 проценчӗ федераци органӗсен территори пайӗсенче пулнӑ хыҫҫӑн ҫитнӗ. Правӑна хӳтӗлекенсем пирки евитлекенсем нумай-мӗн. Социаллӑ сферӑна илсен, ҫынсем ҫурт-йӗр илес ыйтупа канӑҫсӑрланаҫҫӗ.

Ачасен правине хӳтӗлес енӗпе ӗҫлекен уполномоченнӑй Вячеслав Рафинов вара пурнӑҫ лайӑх енне улшӑннине палӑртнӑ.

Малалла...

 

Ҫурлан 1-мӗшӗнчи кӑтартусем тӑрӑх Вӑрнар районӗнче 80 опекун ҫемьи, вӗсенчен 27 — усрав ҫемьисем.

Ҫак уйӑхра районта усрав ҫемьесен йышӗ тата те ӳснӗ. Виҫӗ ҫулхи Люба ҫӗнӗ ҫемьене Чулхула облаҫӗнчи Городец ача ҫуртӗнчен килнӗ пулнӑ. Вӑл килнӗ ҫӗре пулас ашшӗпе амӑшӗ тата кукамӑшӗ хваттере ҫӗнӗ сӑн кӗртнӗ: пӳлӗмесене хитрелетнӗ, ача-пӑча кӗтесне, теттесене, илемлӗ тумтир хатӗрлесе хунӑ. Ҫӗнӗ ҫемьере пӗчӗк хӗрачана пурте юратаҫҫӗ. Паянхи куна вӗсем кукамӑш ялӗнче ҫуллахи вӑхӑтӑн юлашки кунӗсене ирттереҫҫӗ.

Республика лаптӑкӗнче ҫавӑн пек майпа ҫуралнӑ ҫемьесен йышӗ ӳссех пырасса шанас килет.

 

Утӑн 8-мӗшӗнче Раҫҫейри халӑх хаваспах юрату тата шанӑҫлӑх кунне паллӑ турӗ. Уяв кунне республикӑ тӗп хулинче те районсенче те тӗрлӗрен мероприятисем иртнӗ. Канаш хулинче вара ҫак кунхине 70 хваттерлӗ пурӑнмалли ҫурта купалассипе ӗҫсене вӗҫленӗ. Ҫуртӑн пулас кил-хуҫисем — ашшӗ-амӑшӗсӗр тӑрса юлнӑ тӑлӑхсем. Вӗсемсӗр пуҫне аварилле кил-ҫуртран куҫарас программипе килешӳллӗн 10 ҫемье ҫӗнӗ хваттерсен кил хуҫисем пулса тӑрӗҫ.

Строительсем ҫӗнӗ ҫурт таврашӗнче ача-пӑча лаптӑкне туса лартнӑ, подъездалла ҫул сарнӑ.

 

Тӑлӑхсемпе ашшӗ-амӑшӗн хӳттисӗр юлнӑ (кунта тӗрлӗ сӑлтава пула, сӑмахран, эрех-сӑрана хӑйсен тӗпренчӗкӗсенчен мала хунишӗн ашшӗ-амӑшӗн правине туртса илнисен е ҫав правана хӗснисен ывӑл-хӗрӗ кӗрет) ачасене ҫемьере ӳстересси юлашки ҫулсене патшалӑхӑн тӗп тӗллевӗсенчен шутланать. Ара, кил ӑшшине нимӗн те ҫитмесси каламасӑрах паллӑ-ҫке.

Ӗнер Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев ку тӗлӗшпе черетлӗ Хушу кӑларнӑ. Тӑлӑхсемпе ашшӗ-амӑшӗн хӳтлӗхӗсӗр юлнисене патшалӑх енчен пулӑшу кӳрессипе хушма мерӑсем йышӑнасси ҫинчен калакан ҫав документра усрава илекен ҫемьесене пӗр хутчен пособи тӳлессине те пӑхса хӑварнӑ. Тӗрӗссипе, ун пек тӳлев пирки пӗлтӗрхи кӗркуннех саккун кӑларнӑччӗ. Маларах ӑна 300 пин тенкӗ пама йышӑннӑччӗ. Хальхи Указра унӑн виҫине 75 пин тенкӗ ӳстерме йышӑннӑ. Тупрана ҫурт-йӗр условине лайӑхлатма, ачан сывлӑхне ҫирӗплетме е сиплеме, ачана вӗрентме яма юрать.

 

Ашшӗ-амӑшӗсӗр тӑрса юлнӑ тӑлӑх ачасене кил-ҫуртпа тивӗҫтересси патшалӑхӑн тӗп тӗллевӗсенчен пӗри. Пушӑн 1-мӗшӗнче 2005 ҫулта Раҫҫей Федерацийӗн кил-ҫурт кодексӗ пурнӑҫа кӗнӗ, унта вара тӑлӑх ӳсекен ачасене пурӑнмалли ҫуртпа тивӗҫтересси ҫинчен уйрӑм статьясем пур. Чӑваш Енче ҫак тӗллевсене пурнӑҫлассипе 2006 ҫултан республика хыснинчен укҫа-тенкӗ уйӑрма тытӑннӑ. Унсӑр пуҫне тӑлӑх ачасене хӳтӗлессипе «Ашшӗ-амӑшӗсӗр тӑрса юлнӑ тӑлӑх ачасене социаллӑ хавхалантарӑвӗн хушма шантару ҫинчен» Федераллӑ саккун ӗҫлет.

Шӑмӑршӑ районӗ те тӑлӑхсене кил-ҫуртпа тивӗҫтерессипе пӗлтерӗшлӗ ӗҫсем пурнӑҫлать. Сӑмахран, Карапай Шӑмӑршӑ ялхӑрӑхӗнче тӑлӑх ӳсекен ачасем валли икӗ хваттерлӗ ҫурта хута янӑ. Паянхи куна Н.М. Лукьянов ертсе пыракан ӗҫлекенсен бригади ҫурт тӑррине витӗс ӗҫе вӗҫлет. Икӗ тӑлӑх ача хваттер уҫҫине тӳллевсӗр утӑ уйӑхӗн вӗҫӗнче илме пултараҫҫӗ.

 

Тӑлӑха юлнӑ, ашшӗ-амӑшӗн юратӑвӗсӗр ача ҫуртӗнче ӳсекен ачасем шел пулин те пирӗн республикӑра та самаях. Тен, ҫемье ӑшшине, йӑпатнине, кирлӗ чухне канаш пама пултарнине — ҫак хӑватсене нихҫан туйса курман ачасем ҫунатсӑр кайӑк пек тискер пурнӑҫ хирӗнче пӗлтерӗшлӗ вырӑн йышӑнасса шанаҫҫӗ. Республика пуҫлӑхсен те, «пысӑк» чӗрелле ҫынсен те чи ҫутӑ тӗллевӗ вӑл — тӑлӑха юлнӑ ачасен, пулӑшу кӗтекенсен чӗрисенче шанчӑк кӑвайтне упраса пырасси.

Ҫуллахи кунсем пур шӑпӑрланшӑн чи савӑк кунсем. Ашшӗ-амӑшӗсем хӑйсен ачисене вӑл вӑхатра час-часах кану ҫурчӗсене, хула ачасене — яла, ялтисене — хулари тӑванӗсем патне канма кайса яраҫҫӗ. Ача ҫуртӗнче ӳсекен шӑпӑрланӑн вара нумай чухне ҫуллахи кунсем пӗлтерӗшсӗр иртеҫҫӗ. Ҫакна тӗпе хурса «Сывлӑх планети» проект ҫуралнӑ та. Ӑна ятарласа ашшӗ-амӑшӗсӗр ӳсекен ачасем валли пуҫарса янӑ.

Проект тӗллевӗ — ача ҫуртӗнче, интернатра, ашшӗ-амӑшсӑр ӳсекен ачасене валли ҫуллахи кану кунӗсене савӑнӑҫлӑ, кӑсӑклӑ туса парасси. «Сывлӑх планети» хӑйӗн ӗҫне утӑн 1-мӗшӗнчен пуҫлӗ.

Асӑннӑ проект Йӗпреҫри пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан ятарлӑ (тӳрленме пулӑшакан) шкул-интернатра ӗҫлеме тытӑнать.

Малалла...

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://pg21.ru/newsv2/63574.html
 

Страницӑсем: 1, 2, 3, 4, 5, 6, 7, 8, 9, 10, [11]
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (30.05.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 754 - 756 мм, 15 - 17 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Пулӑм хыҫҫӑн пулӑм ҫаврӑнӗ кӑна. К у- тунтикунччен. Унччен пурнӑҫламан ӗҫсемпе тивӗҫсене халӗ тытма тивӗ. Ӗҫтешсенчен е пӗлӗшсенчен пулӑшу ыйтӑр. Канмалли кунсенче кӑмӑллӑ пуллашу е пулӑм кӗтет.

Ҫу, 30

1913
112
Пуршев Федор Иванович, медицина ӑслӑлӑхӗсен тухтӑрӗ, офтальмолог ҫуралнӑ.
1942
83
Сокольников Петр Фадеевич, патшалӑх ӗҫченӗ вилнӗ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хуҫа хӑй
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хуҫа арӑмӗ
хуҫа тарҫи
хуть те кам тухсан та
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
кил-йышри арҫын
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть