Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +6.3 °C
Кушака — кулӑ, шӑшие — вилӗм.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпар: «Сывлӑх планети» проект хӑйӗн ӗҫне пуҫлать

Сутатӑп Мотоблок валли лентӑллӑ ҫӗрулми кӑлармалли хатӗр сутатӑп. 15 пинпе. Хаклашма юра...
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Анастасия Пирӗшти 29.06.2013 16:49 | 1369 хут пӑхнӑ

Тӑлӑха юлнӑ, ашшӗ-амӑшӗн юратӑвӗсӗр ача ҫуртӗнче ӳсекен ачасем шел пулин те пирӗн республикӑра та самаях. Тен, ҫемье ӑшшине, йӑпатнине, кирлӗ чухне канаш пама пултарнине — ҫак хӑватсене нихҫан туйса курман ачасем ҫунатсӑр кайӑк пек тискер пурнӑҫ хирӗнче пӗлтерӗшлӗ вырӑн йышӑнасса шанаҫҫӗ. Республика пуҫлӑхсен те, «пысӑк» чӗрелле ҫынсен те чи ҫутӑ тӗллевӗ вӑл — тӑлӑха юлнӑ ачасен, пулӑшу кӗтекенсен чӗрисенче шанчӑк кӑвайтне упраса пырасси.

Ҫуллахи кунсем пур шӑпӑрланшӑн чи савӑк кунсем. Ашшӗ-амӑшӗсем хӑйсен ачисене вӑл вӑхатра час-часах кану ҫурчӗсене, хула ачасене — яла, ялтисене — хулари тӑванӗсем патне канма кайса яраҫҫӗ. Ача ҫуртӗнче ӳсекен шӑпӑрланӑн вара нумай чухне ҫуллахи кунсем пӗлтерӗшсӗр иртеҫҫӗ. Ҫакна тӗпе хурса «Сывлӑх планети» проект ҫуралнӑ та. Ӑна ятарласа ашшӗ-амӑшӗсӗр ӳсекен ачасем валли пуҫарса янӑ.

Проект тӗллевӗ — ача ҫуртӗнче, интернатра, ашшӗ-амӑшсӑр ӳсекен ачасене валли ҫуллахи кану кунӗсене савӑнӑҫлӑ, кӑсӑклӑ туса парасси. «Сывлӑх планети» хӑйӗн ӗҫне утӑн 1-мӗшӗнчен пуҫлӗ.

Асӑннӑ проект Йӗпреҫри пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан ятарлӑ (тӳрленме пулӑшакан) шкул-интернатра ӗҫлеме тытӑнать. «Сывлӑх планетинче» 4 ача ҫурчӗ тата 2 шкул-интернат ачисем хутшӑнӗҫ. Проект планланӑ тӑрӑх шӑпӑрлансене экскурсисене илсе ҫӳреҫ: «Патвар» ВХКСК, «Ибреси» лаша савучӗ, Йӗпреҫри этнографи музейӗ. Унсӑр пуҫне тата спорт, кӑмӑла ҫӗклекен мероприятийӗсене ирттерме палӑртнӑ. Проект ӗҫӗ-хӗле утӑн 31-мӗшӗ таранах тӑсӑлӗ.

#Йӗпреҫ, #шкулсем, #тӑлӑхсем, #музейсем, #лаша савучӗсем, #экскурсемсем, #ача-пӑча

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://pg21.ru/newsv2/63574.html
 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем