Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +16.3 °C
Ӗҫчен ҫыннӑн ыйхи кӗске.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: тухтӑрсем

Пӑтӑрмахсем
«Лиза Алерт»  сӑнӳкерчӗкӗ
«Лиза Алерт» сӑнӳкерчӗкӗ

Шупашкарта 35 ҫулти арҫын ҫухалнӑ. Вӑл ӑҫтине нарӑс уйӑхӗн 11-мӗшӗнченпе пӗлмеҫҫӗ.

«Лиза Алерт» шыравпа ҫӑлав отрячӗ Константин Ярисова шырать. Константин Андреевич 176 см ҫуллӗш, вӑтам пӳ-силлӗ, ҫырӑ ҫӳҫлӗ, куҫӗ симӗс. Хӑй хура курткӑпа, тӗксӗм кӑвак джинс шӑлаварпа, хура кроссовкипе, хура рюкзакпа, хура кепкӑпа, пулнӑ.

 

Хулара
uchiprof.ru сайтри сӑн
uchiprof.ru сайтри сӑн

Шупашкарти тухтӑр, 67-ри хӗрарӑм, ултавҫӑсене 3 млн тенкӗ ытла куҫарса панӑ.

Ӑна полицейскисем, банк ӗҫченӗсем, ӗҫтешӗсем укҫа куҫармалла мар тесе ӳкӗте кӗртме тӑрӑшнӑ. Анчах вӑл никама та итлемен. Ывӑлне кун пирки пӗр уйӑхран кӑна каласа кӑтартнӑ. Кун хыҫҫӑн ывӑлӗ ҫине тӑрса ӑна полицие кайма ыйтнӑ. Тинех килӗшнӗ вӑл.

Акӑ мӗн пулса иртнӗ: хӗрарӑм патне «пенси фончӗн ӗҫченӗсем», «Роскомнадзор, ФСБ, Тӗп банк ӗҫченӗсем» пӗр вӗҫӗм шӑнкӑравланӑ, ултавҫӑсем унӑн укҫине Укаринӑна пулӑшма ярасшӑн тесе хӑратса пӗтернӗ, счет ҫинчи пухнӑ укҫине, пӗлӗшӗсенчен кивҫен илсе йӑлтах «резерв фонда» куҫарма хушнӑ.

 

Сывлӑх
cap.ru сайтри сӑн
cap.ru сайтри сӑн

Машинӑпа пынӑ чухне пӑшие ҫапса кайсан 22 ҫулти каччӑн пичӗ вӑйлах аманнӑ. Тухтӑрсем ҫав каҫах ӑна операци тунӑ.

Хальхи йышши оборудовани пулӑшнипе вӗсем каччӑн питне ҫӗнӗрен пуҫтарнӑ темелле, унчченхи сӑнне упраса хӑварма тӑрӑшнӑ.

Халӗ каччӑ сипленет, ҫӗввисем ӳт илеҫҫӗ, пичӗ шыҫӑнмасть. Темиҫе кунран вӑл киле таврӑнӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.ru/wall-191629825_82284
 

Сывлӑх
cap.ru сайтри сӑн
cap.ru сайтри сӑн

Шупашкарти тухтӑрсем икӗ пациента операци туса вӗсен пурнӑҫне ҫӑлнӑ. Вӗсен хырӑмлӑхӗпе пыршӑлӑхӗнчен шӑл коронки тата алӑк уҫҫи кӑларнӑ.

Хулари 1-мӗш клиника больницин эндоскопи уйрӑмне пӗр кунра 2 арҫынна илсе килнӗ. Тӗрӗсленӗ хыҫҫӑн вӗсен организмӗнче ют япаласем пуррине палӑртнӑ. Иккӗшне те ҫийӗнчех операци тунӑ. Пӗрин хырӑмлӑхӗнчен тимӗр уҫӑ кӑларнӑ, тепри хулӑн пыршӑлӑхӗнче шӑл коронки пулнӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://t.me/minzdrav21
 

Сывлӑх
cap.ru сайтри сӑн
cap.ru сайтри сӑн

Ҫӗмӗрлере пурӑнакан арҫын юр тасатнӑ хыҫҫӑн кӑкӑрӗ тӗлӗнчен ыратнине туйнӑ. Иртсе каясса шаннӑ вӑл. Анчах 2 сехетрен васкавлӑ медпулӑшу чӗнме тивнӗ.

Ун патне Марина Рындина, Ольга Суханкина фельдшерсем тата Сергей Шабалкин водитель килнӗ. ЭКГ тусан пациентӑн инфаркт пулнине палӑртнӑ.

Фельдшерсем арҫыннӑн сывлӑхне йӗркене кӗртсен ӑна пульницӑна илсе ҫитернӗ.

 

Пӑтӑрмахсем
forum.zarulem.ws сӑнӳкерчӗкӗ
forum.zarulem.ws сӑнӳкерчӗкӗ

Шупашкарта васкавлӑ пулӑшу машини Республикӑн ача-пӑча пульницин йышӑну пӳлӗмӗ патне кӗреймен. Гладков урамӗнче вырнаҫнӑ сиплев учрежденийӗ шлагбаумӗ патне «В008СВ 21» номерӗллӗ Kia Rio машинӑна лартса хунӑ.

Тухтӑрсен йывӑр чирлӗ ачана юр ашса йӑтса кӗме тивнӗ.

Ҫав пӑтӑрмах хыҫҫӑн Шупашкар хулинчи Ленин районӗн прокуратури тӗрӗслев пуҫарнӑ. Вӗсем ҫак ӗҫе патшалӑхӑн автоинспекцине те явӑҫтарнӑ.

 

Сывлӑх
cap.ru сайтри сӑн
cap.ru сайтри сӑн

Республикӑри катастрофа медицинин центрӗн васкавлӑ медпулӑшу бригади пациентӑн пурнӑҫне ҫӑлнӑ – вӗсем унӑн чарӑнса ларнӑ чӗрине ӗҫлеттерсе янӑ.

Шӑнкӑрав килсен Дарья Мустафина тухтӑр тата Маргарита Ильина фельдшер пациент патне ҫула тухнӑ. Арҫын ӗҫленӗ хыҫҫӑн кӑкӑр тӗлӗнчен хӗссе ыратма пуҫланине каланӑ. Тухтӑрсем унӑн сывлӑхне тӗрӗсленӗ: пысӑк хӑрушлӑх пулман.

Ҫапла вӗсем пациента пульницӑна илсе кайма тухнӑ. Анчах ҫул ҫинче тӑрук пациентӑн чӗри чарӑнса ларнӑ. Водитель машинӑна чарнӑ, тухтӑрсем пациент пурнӑҫӗшӗн кӗрешме тытӑннӑ. Телее, вӗсем унӑн чӗрине ӗҫлеттерсе янӑ. Пациента пульницӑна илсе ҫитернӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://t.me/skoraya21
 

Сывлӑх
forum.na-svyazi.ru форумри видеоран илнӗ сӑнӳкерчӗк
forum.na-svyazi.ru форумри видеоран илнӗ сӑнӳкерчӗк

Чӑваш Енри пульницӑсене пӗрлештерни ҫынсемшӗнех лайӑх. Ҫакӑн пекрех хуравланӑ республикӑн сывлӑх сыхлав министрӗ Лариса Тарасова тӳрӗ лини ирттернӗ вӑхӑтра.

Министр ӗнентернӗ тӑрӑх, реорганизаци хыҫҫӑн кадр ыйтӑвӗ лайӑхланать, ҫавна май ҫынсен черетре тӑма тивмӗ. Реорганизаци вӑхӑтӗнче пульницӑсене хупса пӗтермӗҫ, пӗрремӗш санитарипе медицина пулӑшӑвӗ кирлӗ пулсан унччен хӑнӑхнӑ ҫӗрех каймалла, вӗсенче ҫав тухтӑрсемех ӗҫлӗҫ,

Ҫав вӑхӑтрах ансӑр текен специалистсем патне ҫӑмӑллӑн лекме май килӗ. Унччен, сӑмахран, эндокринолог, кардиолог, невролог патне хӑш-пӗр тӑрӑхра тепӗр пульницӑна е уйрӑм ҫын клиникине кайма тивнӗ. Е тата хальхи вӑхатри хаклӑ медицина тӗрӗслевӗ (КТ, МРТ, эксперт класлӑ ультросасӑ тӗрӗслевӗ, эндоскопи диагностики тата ытти те) витӗр пысӑках мар муниципалитетсенче те ӳлӗмрен ҫӑмӑллӑнах тухма май килӗ.

 

Сывлӑх
forum.na-svyazi.ru сӑнӳкерчӗкӗ
forum.na-svyazi.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Нарӑс уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен Шупашкарти 1-мӗш клиника пульницин поликлиники эрнере ҫичӗ кун ӗҫлеме пуҫлӗ. Ҫӗнӗ графикпа ӗҫлеме Трактор тӑвакансен проспектӗнчи 46-мӗш ҫуртра вырнаҫнӑ 1-мӗш поликлиника тытӑнӗ. Вӑл ҫынсене кашни кунах ирхи 8 сехетрен пуҫласа 8 сехет каҫхиччен йышӑнӗ.

Асӑннӑ поликлиникӑна асӑннӑ пульницӑн ытти поликлиникӑсем патне ҫирӗплетнӗ пациентсем те кайма пултараҫҫӗ.

 

Республикӑра
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Чӑваш Енре пурӑнакансем тухтӑр патне «МАХ» наци мессенджерӗ урлӑ ҫырӑнма пултараҫҫӗ. Кун пирки республикӑн сывлӑх сыхлав министрӗ Лариса Тарасова халӑх тетелӗнчи хӑйӗн страницинче пӗлтернӗ.

«Ятарлӑ мини-приложенипе усӑ курса ҫынсем терапевт патне ҫырӑнма пултараҫҫӗ. Специалистсен списокӗ ӳлӗмрен ӳссе пырӗ», — пӗлтернӗ Лариса Тарасова.

«МАХ» мессенджер урлӑ тухтӑр патне ҫырӑнас тесен @medicine_chuv_bot бота уҫмалла.

 

Страницӑсем: 1, 2, 3, 4, [5], 6, 7, 8, 9, 10, 11, 12, 13, 14, 15, ... 63
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Эрне питӗ лайӑх иртӗ. Шӑпах халӗ тахҫанах канӑҫсӑрлантарнӑ ыйтусене татса пама пултаратӑр. Ертӳлӗх сире урӑхла хаклама тытӑнӗ, шухӑшне лайӑх енне улӑштарӗ. Ӗҫре сӑмах патӑр тӑк ӑна тытӑр, уйрӑмах — килӗшӳсем тунӑ чухне.

Ҫурла, 26

1901
125
Иванов Семён Акимович, генерал-майор ҫуралнӑ.
1930
96
Соколова Асклида Андреевна, чӑваш тӑлмачӗ ҫуралнӑ.
1933
93
Ашмарин Николай Иванович, паллӑ тюрколог, чӑваш чӗлхи пӗлӗвӗн никӗсне хываканӗ вилнӗ.
1950
76
Яковлев Пётр Яковлевич, чӑваш чӗлхин тӗпчевҫи ҫуралнӑ.
1973
53
Кузьмина Надежда Геннадьевна, чӑваш юрӑҫи, артисчӗ, сценарисчӗ ҫуралнӑ.
2009
17
Ленский Леонид Александрович, тава тивӗҫлӗ ӑслӑлӑх ӗҫченӗ вилнӗ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хуҫа тарҫи
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
кил-йышри арҫын
хуть те кам тухсан та
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хуҫа арӑмӗ
хуҫа хӑй