
Шупашкар хулинчи Президент пепкелӗх центрӗнче ҫуралнӑ чухне 745 грамм таякан, 36 сантиметр тӑршшӗ пулнӑ ачана пӑхса ӳстернӗ.
Пулас амӑшӗ пульницӑна юн нумай кайнипе килнӗ. Тухтӑрсем часрах кесарево туса ачана касса кӑларнӑ. Пепке 26-мӗш эрнере ҫут тӗнчене килнӗ. Пӗчӗк виҫеллӗ пулнӑран ача пурнӑҫпа вилӗм хушшинче кӗрешнӗ. Телее, виҫӗ уйӑхран пепке вӑй илнӗ, амӑшӗпе Светланӑпа ӑна киле кӑларнӑ. Ун чухне ача 2900 грамм тайнӑ, 47 сантиметр тӑршшӗ пулнӑ. Килте пӗчӗкскере пиччӗшӗ, ашшӗ тата аслашшӗ-кукамӑшӗ кӗтнӗ.

Ӗнер, каҫ кӳлӗм, Шупашкар хулинчи «Промтрактор» савут патӗнче тӗтӗм тухнине ҫынсем хулан чылай кӗтесӗнчен курнӑ. Мӗн ҫуннӑ унта?
Инкеклӗ лару-тӑру министерствин Чӑваш Енри Тӗп управленийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, савутӑн пӗр цехӗнче пушар тухнӑ. Ҫулӑма пӗр сехет ҫурӑра сӳнтерсе пӗтернӗ.
Ведомство пӗлтернӗ тӑрӑх, пушар тухни пирки 17 сехет те 21 минутра пӗлтернӗ. Вырӑна ҫӑлавҫӑсем, полици ӗҫченӗсем тата тухтӑрсем ҫитнӗ. Пушара 4 техника тата 10 ҫын сӳнтернӗ. Телее, инкекре никам та шар курман.

Республикӑра санитари вертолечӗ малалла ӗҫлет, пациентсен пурнӑҫне ҫӑлать. Нумаях пулмасть вертолетпа Улатӑр хулинчи 77 ҫулти арҫынна Шупашкара илсе ҫитернӗ. Унӑн инфаркт пулнӑ.
Вертолет Улатӑрта утӑ уйӑхӗн 13-мӗшӗнче ирхине анса ларнӑ. 77 ҫулти арҫыннӑн миокард инфаркчӗ тепӗр хутчен пулнӑ. Ӑна васкавлӑ медпулӑшупа Улатӑрти пульницӑна илсе килнӗ. Пациент кӑкӑр тӗлӗнчен ыратнине пӗлтернӗ, тухтӑрсем сатураци пӗчӗк пулнине палӑртнӑ.
Ҫакӑ паллӑ: арҫын 10 ҫул каялла инфаркт чӑтса ирттернӗ. Ун чухне ӑна коронароангиографи тунӑ. Ҫитменнине, унӑн урӑх чирсем те пур, ку вара сывлӑхне пушшех те япӑхлатать.
Улатӑрти тухтӑрсем пациентӑн сывлӑхне кӑшт йӗркене кӗртнӗ те санавиаци валли заявка янӑ. Вертолет арҫынна Республикӑри клиника пульницине илсе ҫитернӗ. Унти хирургсем ӑна часрах операци тунӑ.

Республикӑри кардиологи диспансерӗн хтирургӗсем пӗрремӗш хут хӑйне евӗр операци тунӑ. Вӗсем чӗрери аорта тата клапан пайӗсене донорӑннипе улӑштарнӑ.
Кун пек операцие икӗ ҫынна тунӑ. Унсӑрӑн вӗсен пурнӑҫӗ кирек хӑш самантра татӑлма пултарнӑ.
Операци питӗ кӑткӑс иртнӗ. Хирургсем чарса лартнӑ чӗре ҫинче операци тунӑ. Пӗр пӗчӗк йӑнӑш та пациентӑн пурнӑҫне татма пултарнӑ. Хирургсен бригадине Лининград облаҫӗнчи штатра тӑман тӗп ача-пӑча кардиохирургӗ Владимир Болсуновский ертсе пынӑ. Вӑл кун пек операцисене 30 ҫул ытла ирттерет.
Халӗ икӗ пациента та тухтӑрсем сӑнаса тӑраҫҫӗ, вӗсем реабилитаци витӗр тухаҫҫӗ.

Вӗсем – хӑйсен ӗҫне пӗлекен чӑн-чӑн ӑстасем. Вӗсем арҫынна леш тӗнчерен пурнӑҫа тавӑрнӑ. Нумаях пулмасть Шупашкар хулинчи Ленин районӗнче васкавлӑ медпулӑшу бригади арҫын патне килнӗ.
Пациент кӑкӑр тӗлӗнчен хӗссе ыратнине каланӑ. Унӑн сивӗ тар тапса тухнӑ, вӑл йывӑррӑн сывланӑ.
Васкавлӑ медпулӑшу медикӗсем часрах ЭКГ тунӑ, арҫыннӑн инфаркт пулнине палӑртнӑ, хӑвӑртрах пульницӑна илсе кайма тухнӑ.
Анчах ҫул ҫинче арҫыннӑн чӗри чарӑнса ларнӑ. Тухтӑрсем ҫухалса кайман – машинӑрах экстреннӑй майпа дефибрилляци тунӑ. Пациентӑн чӗри тапма пуҫланӑ. Ӑна пульницӑна реанимацие чӗрӗ илсе ҫитернӗ.
Ҫав арҫыннӑн хӗрӗ ашшӗне ҫӑлнӑшӑн медиксене куҫҫуль витӗр тав тунӑ.

Шупашкарти васкавлӑ медпулӑшу пульницине Колорадо нӑррисене пӗтермелли шӗвекпе наркӑмӑшланнӑ хӗрарӑма илсе килнӗ. Тухтӑрсем унӑн пурнӑҫне ҫӑлнӑ.
Хӗрарӑм ҫӗрулми анине Колорадо нӑррисене пӗтермелли шӗвек сапнӑ. Анчах перчетке те, маска та тӑхӑнман.
Тепӗртакран вӑл хӑйне япӑх туйма тытӑннӑ: йывӑррӑн сывланӑ, вӑйӗ пӗтнӗ, ӑшӗ пӑтранма тытӑннӑ, кӗлетки итлеме пӑрахнӑ. Васкавлӑ медпулӑшу пульницинчи тухтӑрсем унӑн сывлӑхне йӗркене кӗртнӗ, йывӑр чирсене аталанма паман. Халӗ унӑн пурнӑҫӗ хӑрушлӑхра мар.

Республикӑра каллех санитари авиацийӗ ӗҫлеме тытӑннӑ. Кун пирки Чӑваш Республикин Министрсен Кабинечӗн председателӗн заместителӗ Владимир Степанов пӗлтернӗ.
Паян санитари вертолечӗ пӗрремӗш пациента Шупашкарти пульницӑна илсе ҫитернӗ ӗнтӗ. Ӑна Ҫӗмӗрле тӑрӑхӗнчен илсе килнӗ.
Арҫын кӑкӑр тӗлӗнчен ыратма пуҫласан, сывлӑш пӳлӗнме, чӗре таппи япӑхланма тытӑнсан хӑйсен тӑрӑхӗнчи тухтӑрсенчен пулӑшу ыйтнӑ. Вырӑнти тухтӑрсем ӑна тӗрӗсленӗ, кардиодиспансерти специалистсемпе телемедицина консультацийӗ ирттернӗ те пациента Шупашкара илсе кайма йышӑну тунӑ.
Арҫынна вертолетпа кӗске вӑхӑтрах стационара илсе ҫитернӗ. Унта специалистсем унӑн сывлӑхне тӗрӗслеҫҫӗ, сиплеҫҫӗ.

Шупашкарти тухтӑрсем 13 ҫулти пулӑҫӑн куҫ хупанкинчен вӑлта йӗппине кӑларнӑ.
Арҫын ача пулла кайнӑ. Ӑнсӑртран вӑлта ҫиппи тӑрук вӑйлӑ туртӑннӑ та йӗппи татӑлса куҫ хупанкине кӗрсе ларнӑ. Ачан ашшӗ-амӑшӗ часрах васкавлӑ медпулӑшу чӗннӗ. Арҫын ачана Республикӑри офтальмологи клиника пульницине илсе ҫитернӗ. Унти хирургсем йӗппе кӑларнӑ. Офтальмолог килте сипленмелли рецепт ҫырса парса ачана киле янӑ.
Офтальмологсем асӑрхаттараҫҫӗ: вӑлта йӗппи пӗчӗк пулсан та хӑрушлӑх кӑларса тӑратать. Вӑл куҫа тӑрӑнсан куҫ ҫивӗчлӗхне те ҫухатма пулать.

Шупашкар хулинчи тухтӑрсем зубочистка ҫӑтса янӑ 37 ҫулти арҫыннӑн пурнӑҫне ҫӑлнӑ.
Ку ҫапларах пулса иртнӗ: арҫын ирхине вӑрансан мухмӑрпа, хырӑм ыратнипе аптӑраса ӳкнӗ. Унӑн ӳт температури те хӑпарнӑ. Ыратнине ирттерекен эмелсем ӗҫнӗ, анчах вӗсем пулӑшман. Больницӑнах кайма тивнӗ.
Хулари тӗп пульница тухтӑрсем тӗрӗсленӗ хыҫҫӑн унӑн вун ик пумӑклӑ пыршӑлӑхӗнче темӗнле япала тӑрӑнса ларнине асӑрханӑ. Ку зубочистка тесе палӑртнӑ. Ҫакна Васкавлӑ медпулӑшу пульницин тухтӑрӗсем те ҫирӗплетнӗ.
Хирургсем арҫынна операци тунӑ. Чӑнах та, вун ик пумӑклӑ пыршӑлӑхӗнче зубочистка пулнӑ.
Тухтӑрсем асӑрхаттараҫҫӗ: зубочистка ҫӑтса ярса ҫын вилме пултарать. Шӗвӗрскер апат ҫулне, хырӑмлӑха е пыршӑлӑха тӑрӑнса ларма пултарать, ҫавна май шала юн каять е перетонит пулать.

Хӗрлӗ Чутай районӗнчи хысна сферинче ӗҫлекен 10 ҫын хваттерлӗ пулса тӑнӑ. Ҫӗнӗ хваттер уҫҫине тивӗҫнисен хушшинче — 4 педагог, 5 врач тата полицире ӗҫлекен ҫын.
Вӗсене хваттерлӗ пулма Чӑваш Енре 2025 ҫулхи ака уйӑхӗнченпе пурнӑҫланса пыракан ятарлӑ программа пулӑшнӑ. Вӑл специалистсене служба хваттерӗпе тивӗҫтерме май май парать.
Хӗрлӗ Чутайӗнче 10 специалист валли хваттер туянма хыснаран 35.3 миллион тенкӗ уйӑрнӑ.
Икӗ пӳлӗмлӗ хваттерлӗ пулнисенчен пӗри — Анастасия Волкова. Вӑл мӑшӑрӗпе тата ывӑлӗпе пурӑнать. Хӗрлӗ Чутайне куҫса кайиччен тӑватӑ ҫул Шупашкарта ӗҫленӗ.
Программа пурнӑҫа кӗме пуҫланӑранпа республикӑри 13 специалиста ӗҫри хваттерпе тивӗҫтернӗ. Ун валли республика тата вырӑнти хыснаран 41,7 миллион тенкӗ укҫа уйӑрнӑ.
