Ҫурла уйӑхӗн 4-мӗшӗнче арҫын болгаркӑпа ӗҫленӗ те асӑрханмасӑр 2 пӳрнине татнӑ. Тепӗр виҫҫӗшӗ вӑйлах аманнӑ.
Арҫын ҫухалса кайман - арӑмне васкавлӑ медпулӑшу чӗнме хушнӑ. Хӑй вара тухтӑрсем ҫитиччен татӑлнӑ пӳрнисене шыраса тупма тӑрӑшнӑ.
Сергей Васиильев фельдшерпа Анна Павлова медсестра часах ҫитнӗ. Вӗсем арҫынна пӗрремӗш пулӑшу кӳнӗ. Ҫав вӑхӑтра сывлӑхне сӑнаса калаҫсах тӑнӑ. Унтан пациента Республикӑри клиника пульницине илсе кайнӑ.
Санавиаци вертолечӗ кӑҫал текех вӗҫмӗ. Ҫурлан 2-мӗшӗнче вӑл юлашки пациента пульницӑна илсе ҫитернӗ. Хальхинче вертолет Чулхулана вӗҫнӗ.
Пациентӑн ӳчӗ вӑйлах пиҫсе кайнӑ. Вӗҫевре ӑна васкавлӑ медпулӑшу бригадин тухтӑрӗсем сӑнаса тӑнӑ.
Кӑҫал санавиаци 88 пациента пульницӑна илсе ҫитернӗ. Вӗсен йышӗнчен пӗри - ача. Чылайӑшӗн инфаркт пулнӑ. Кӑҫал санавиаци валли 35 миллион та 943 пин тенкӗ уйӑрнӑ.
Ҫурла уйӑхӗн 1-мӗшӗнче Шурашкар районӗнче пӗр арҫынна ӗҫ вӑхӑтӗнчех пӑван сӑхнӑ. Вӑл уҫӑ чӳречерен вӗҫсе кӗнӗ те ӑна тапӑннӑ.
Арҫынна ҫав самантрах япӑх пулса кайнӑ, вӑл тӑнне ҫухатнӑ. Ӗҫтешӗ тӳрех васкавлӑ медпулӑшу чӗннӗ. Тухтӑрсем ҫитиччен оператор мӗн хушнине пурнӑҫланӑ: арҫынна аяк ҫине хунӑ, юн пусӑмне тата чӗре таппине виҫнӗ, кӗске ҫул кӑтартма тесе тухтӑрсене кӗтме тухнӑ.
Шурӑ халатлисем вырӑна ҫитсен пациента пулӑшнӑ. Район пульницине илсе ҫитериччен унӑн юн пусӑмӗ те хӑпарнӑ.
Ҫу пуҫланнӑранпа Республикӑн ача-пӑча клиника больницине 7 ачана ҫӗлен сӑхнӑран илсе пынӑ. Вӗсене хура ҫӗлен сӑхнӑ. Шар курнисенчен чылайӑшӗ — 10 ҫула ҫитичченхи ачасем. Вӗсене пурне те тухтӑрсем тивӗҫлӗ пулӑшу кӳнӗ.
«Хура ҫӗлен сӑхнӑ пациентсене пурне те наркӑмӑшран ятарлӑ сывортка янӑ. Ачана больницӑра мӗн чухлӗ вӑхӑт тытасси унӑн сывлӑхӗнчен килет», — ӑнлантарса панӑ йышӑну уйрӑмӗн заведующийӗ Надежда Жукова.
Сӑмах май каласан, ҫӗлене курсан ӑна пырса тӗкӗнмелле мар, шӑппӑн кӑна айккинелле пӑрӑнмалла.
99 ҫулти кинемей килте ӑнсӑртран майсӑр ӳкнӗ. Унӑн пӗҫӗ шӑмми, аяк пӗрчисем хуҫӑлнӑ, суранланнӑ вырӑнсем пулнӑ.
Чӗрепе юн тымарӗсен тытӑмӗнче кӑлтӑксем сиксе тухма пултарнӑран тухтӑрсем операцие пӗр тӑхтамасӑр тумаллине палӑртнӑ. Хулан 1-мӗш клиника пульницин 2-мӗш травматологи уйрӑмӗн заведующийӗ Алексей Панасенко тата Никита Максимов травматолог-ортопед кинемее тӗплӗн тӗрӗсленӗ. Операци ӑнӑҫлӑ иртнӗ.
Халӗ 99 ҫулти кинемей вырӑн ҫинчен тӑрать, ятарлӑ хатӗрпе утаять. Анчах хальлӗхе аяк пӗрчи хуҫӑлнӑран утнӑ чухне вӑл кукӑрӑлать.
Утӑ уйӑхӗн 25-мӗшӗнче арҫын сарайӗнче ӗҫленӗ. Ӑна ҫав вӑхӑтра сӑвӑслан сӑхнӑ.
Арҫын хӑйне япӑх туйма пуҫланӑ: пуҫӗ ҫаврӑннӑ, сывлама йывӑрланнӑ. Вӑл киле кӗрсе аллергирен эмел ӗҫнӗ, васкавлӑ медпулӑшу чӗннӗ. Анчах тухтӑрсем ҫитиччен унӑн сывлӑхӗ тата япӑхланнӑ. Тухтӑрсем унӑн анафилактика шокӗ пулнине ӑнланнӑ. Оксана Валяйкина фельдшер тата Кристина Терентьева медсестра ҫур сехет унӑн пурнӑҫӗшӗн кӗрешнӗ. Ҫитменнине, арҫыннӑн юн пусӑмӗ 40/0 таран чакса ларнӑ.
Шурӑ халатлисем унӑн сывлӑхне йӗркене кӗртнӗ. Кун хыҫҫӑн вӗсем пациента пульницӑна илсе ҫитернӗ.
М-12 ҫула тунӑ ҫӗрте ӗҫлекен виҫӗ арҫын темӗнле япалапа наркӑмӑшланнӑ. Вӗсене ӗҫтешӗсем бытовкӑра тупнӑ. Ҫав вӑхӑт тӗлне виҫҫӗшӗ те комӑра пулнӑ.
Ҫӗмӗрлери васкавлӑ медпулӑшу бригади хӑвӑртрах реанимаци мероприятийӗсем тума пуҫланӑ. Хушма медпулӑшу машинисем ҫитиччен икӗ арҫын тӑна кӗнӗ. Вӗсене Ҫӗмӗрлери пульницӑна илсе кайнӑ.
Виҫҫемӗш арҫын тӑна кӗмен-ха, вӑл комӑра. Ӑна та Ҫӗмӗрлери пульницӑна илсе кайнӑ. Тухтӑрсем каланӑ тӑрӑх, унӑн сывлӑхӗ йывӑр.
Утӑ уйӑхӗн 21-мӗшӗнче Шупашкарти ҫӗнӗ кӑнтӑр районӗнче иртен-ҫӳрен куҫӗ умӗнчех хӗрарӑм персе аннӑ. Вӑл 10-мӗш хутран ӳкнӗ. Ҫынсем часрах васкавлӑ медпулӑшу чӗннӗ.
Николай Макеев тухтӑрпа Кирилл Мясников медбрат хӗрарӑма ыратнине ирттерекен укол тунӑ. Унӑн аяк пӗрчисем хуҫӑлнӑ, шалти органӗсем сиенленнӗ. Шурӑ халатлисем ӑна медпулӑшу машини ҫине асӑрханса йӑтса хунӑ. Пульницӑна ҫитиччен вӗсем унӑн пурнӑҫӗшӗн кӗрешнӗ, комӑна кӗрсе ӳкме паман. Ҫапла хӗрарӑмӑн ҫак кун иккӗмӗш ҫуралнӑ кунӗ пулса тӑнӑ.
Иртнӗ канмалли кунсенче республикӑра 9 ҫын пиҫсе кайнӑ. Ҫапла пӗлтерет ЧР Сывлӑх сыхлавӗн министерстви.
2 ҫулти ача кран уҫса вӗри шывпа пиҫсе кайнӑ. Тепӗр икӗ шӑпӑрлан ҫине вӗри чей тӑкӑнса кайнӑ.
Пӗр арҫын газ ҫутма тӑнӑ та конфорка сирпӗннӗ. Унӑн ӳчӗн 66 проценчӗ пиҫсе кайнӑ. Кӳршисем часрах васкавлӑ медпулӑшу чӗннӗ. Анчах арҫыннӑн сывлӑхӗ йывӑр пулнине кура ӑна тухтӑрсене хирӗҫ хӑйсен машинипе илсе кайнӑ.
Мунча хутнӑ чухне бензин сапса пиҫсе каякан та пулнӑ. Тепӗр ҫын вара перчетке тӑхӑнмасӑр наркӑмӑшлӑ пултӑран ҫулнӑ.
Тухтӑрсем пӗтӗм пациента медпулӑшу панӑ. Шар курнисем пульницӑра сипленеҫҫӗ.
Иртнӗ эрнере Республикӑри ача-пӑча клиника пульницине амӑшӗпе хӗрӗ ҫитнӗ. 8-ти хӗрачан хырӑмӗ ыратнӑ, ҫав тӗлте вӑл хытӑ япала пуррине асӑрханӑ. Ачан апат та ҫиес килмен.
Тухтӑрскм УЗИ тунӑ. Вӗсем хырӑмлӑхра темӗнле япала пуррине курнӑ. Вӑл хырӑмлӑх пысӑкӑшех пулнӑ. Ку -трихобезоар, ҫак органра ирӗлмен япаласем. Ҫак тӗслӗхре - ҫӳҫ.
Тухтӑрсем ӑнлантарнӑ тӑрӑх, ку чир хӗрачасен хушшинче тӗл пулать, вӗсем хӑйсем сисмесӗрех ҫӳҫ вӗҫне ҫыртаҫҫӗ.
Тухтӑрсем ачара операци тума янӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.11.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 758 - 760 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Левитская Лия Сергеевна, чӑваш чӗлхин тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |