Чӑваш академи драма тетарӗнче Леонид Родионов ҫуралнӑранпа 110 ҫул, Алексей Ургалкин ҫуралнӑранпа 115 ҫул ҫитнине халалланӑ каҫ иртӗ. Мероприяти пуш уйӑхӗ 21-мӗшӗнче пулӗ.
Леонид Родионов — РСФСР искусствӑсен тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ, Алексей Ургалкин — СССР халӑх артисчӗ.
Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнче калашле, вӗсем иккӗшӗ те — асӑннӑ театрӑн легендисем.
Леонид Родионов 1915 ҫулхи пуш уйӑхӗн 8-мӗшӗнче Самар облаҫӗнче ҫуралнӑ. Шупашкарти музыкӑпа театр училищинче, Мускаври театр ӳнерӗн институтӗнче вӗреннӗ. 1940 ҫултанпа Чӑваш академи драма театрӗнче ӗҫлеме тытӑннӑ. 1941-1947 ҫулсенче труппӑн илемлӗх ертӳҫи пулнӑ, 1968-1979 ҫулсенче — тӗп режиссер. Театрта вӑл 1987 ҫулччен тӑрӑшнӑ. 100 ытла спектакль лартнӑ, 20 ытла драма хайлавӗ ҫырнӑ.
Алексей Ургалкин 1910 ҫулхи пуш уйӑхӗн 17-мӗшӗнче Чӗмпӗр облаҫӗнче ҫуралнӑ. 1932 ҫулта Магнитогорскри ӗҫлекен ҫамрӑксен театрӗнче вӗреннӗ, кайран унта актер пулнӑ.
1938-1940 ҫулсенче Чӑваш патшалах театр училищинче режиссёр ассистентӗнче тӑрӑшнӑ. 1943-1947 ҫулсенче Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗн Театр студийӗ ҫумӗнче преподаватель пулса ӗҫленӗ.
Пуш уйӑхӗн 7-мӗшӗнче Шупашкар тӑрӑхӗнчи Апашри халӑх театрӗ Чӑрӑшкассинче спектакль кӑтартнӑ.
Унта коллектив В. Михайлов ҫырнӑ «Пусӑ умӗнче» ташӑллӑ-юрӑллӑ кайнӑ.
Куракансем ялти артистсене ырӑ- кӑмӑлпа йышӑнса пысӑк хак панӑ.
Халӑх театрӗ халӑх тетелӗнчи хӑйӗн страницинче пӗлтернӗ тӑрӑх, «сцена ҫинчи артиссем те ӑшӑллӑха туйса пӗтӗм чун- хавалӗпе вылянӑ.
Спектакль вӗҫленсен куракан халӑх ура ҫине тӑрса тӑвӑллӑн алӑ ҫупса ушкӑна ырлӑх-сывлӑх сунса ҫӗнӗ ҫитӗнӳсем тума суннӑ».
Пуш уйӑхӗн 1-мӗшӗнче Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗн артистӗнче ӗҫленӗ Иван Путяков пурнӑҫран уйрӑлса кайнӑ.
Иван Путяков — Чӑваш АССРӗн тава тивӗҫлӗ артисчӗ. Вӑл 1949 ҫулхи раштав уйӑхӗн 4-мӗшӗнче Вӑрмар районӗнчи Кутеснер ялӗнче ҫуралнӑ. 1975 ҫулта Шупашкарти Ф. Павлов ячӗллӗ музыка училищинче вӗренсе тухнӑ. Унта вӑл музыка комедийӗн театрӗн актерӗн ӑсталахне алла илнӗ. Ҫав ҫулах ӑна Ҫамрӑксен театрӗн труппине йышӑннӑ. Унта вал 70 ытла сӑнара калӑпланӑ.
Пуш уйӑхӗн 2-мӗшӗнче Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнче Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артисткин Василиса Петровӑн юбилей каҫӗ иртнӗ.
Сцена ӑстине саламлама пынисен йышӗнче Чӑваш Енӗн Патшалӑх Канашӗн депутачӗ Николай Малов та пулнӑ. Вал артиста чечек ҫыххипе тата Тав хучӗпе хавхалантарнӑ.
Ҫак эрнере Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнче «ЧУВАШИЯ. XX век» наци драматургийӗн лабораторийӗн иккӗмӗш тапхӑрӗ ӗҫленӗ. Проект кураторӗсем — Александр Вислов, Екатерина Морозова тата Ольга Тургай — хатӗр текстсене сӳтсе явса авторсене сӗнӳ-канаш панӑ.
Лабораторин иккӗмӗш тапхӑрӗнче сӗннӗ текстсене карта лартса пӗтерме йышӑннӑ. 2026 ҫулта вара режиссер лабораторийӗ ӗҫлӗ, вӑл чи лайӑх текстсене куракана экскиз евӗр кӑтартма май парӗ.
«Драматургсен конкурсӗ хӑйӗн ӗҫне режиссер лабораторийӗ пулса маллала тӑҫни савӑнтарать. Финал тӗлне эпир 3 пьесӑлла пуласса шанатпӑр», – тенӗ Александр Вислов.
Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗ режиссёра пулӑшакан ӗҫе илессине пӗлтерет.
Режиссёр ассистенчӗн йӗркелу ӗҫӗпе аппаланмалла, унӑн опыт пулмасан та тем мар. Анчах ҫав ҫыннӑн ӗҫе йӗркелеме пӗлмелле, пултарулӑх коллективӗпе пӗр чӗлхе тупма ӑста пулмалла, тимлӗх кирлӗ.
Ассистентӑн репетици планне йӗркелеме хутшӑнмалла, расписанире пулса иртекен улшӑнусене сӑнасах тӑмалла, репетицисене сиктермелле мар, спектакльсемпе концертсем лартнӑ чух яваплӑ пулмалла, тӗп режиссёр хушнине пурнӑҫламалла.
К.В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗ Пӗтӗм тӗнчери хӗрарӑмсен кунне уявлама чӗнет. Пуш уйӑхӗн 8-мӗшӗнче унта «Ҫурхи кулӑш миххи» спектакль-концерт иртӗ.
«Кулленхи ӗҫсене хӑварса кӑмӑл-туйӑмпа илем тӗнчине путӑр. Сирӗн юратнӑ артистсем сцена ҫине илемлӗ юрӑ-ташӑпа, шӳтлӗ халапсемпе тухӗҫ. Кашни юрӑ, кашни ташӑ, кашни ӑшӑ сӑмах ҫак концертра йӑлт сире валли пулӗ», — тесе йыхравланӑ анонсра.
Концерт хыҫҫӑн парнепе савӑнтарма шантараҫҫӗ.
Пуш уйӑхӗн 2-мӗшӗнче К.В. Иванов ячӗпе хисепленекен Чӑваш академи драма театрӗнче Василиса Петрован юбилей каҫӗ иртӗ. Мероприяти 18 сехетре пуҫланӗ.
Василиса Петрова — Чӑваш Республикин культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ. Вӑл 1960 ҫулхи пуш уйӑхӗн 2-мӗшӗнче Етӗрне районӗнчи Ванькушкӑнь ялӗнче ҫуралнӑ. 1983 ҫулта Мускаври Пӗчӗк театр ҫумӗнчи М.С. Щепкин ячӗллӗ Аслӑ театр училищинчен вӗренсе тухнӑ. Унтанпа Чӑваш патшалӑх академи драма тетарӗнче ӗҫлет.
Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗн артисчӗ Иван Снигирёв «Чӑваш Республикин халӑх артисчӗ» ята тивӗҫнӗ. Хушӑва республика Элтеперӗ ӗнер¸ нарӑс уйӑхӗн 24-мӗшӗнче, алӑ пуснӑ.
46 ҫулти Иван Снигирев — опера юрӑҫи. Вӑл Шупашкарта ҫуралнӑ. Чӑваш патшалӑх педагогика университетӗнчи музыкӑпа педагогика факультетӗнче вӗреннӗ. Унта преподаватель пулса та ӗҫленӗ, 2004 ҫултанпа оперӑпа балет театрӗнче тӑрӑшать. 2011-2012 ҫулсенче вӑл П.И. Чайковский ячӗллӗ патшалӑх консерваторийӗнче соло кафедринче стажировкӑра пулнӑ.
Чӑваш Енри ике ҫынна паян «Чӑваш Республиикн культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ» хисеплӗ ят панӑ.
Вӗсенчен пӗри — Мария Васендина. Вӑл Сӗнтӗрвӑрри муниципаллӑ округӗнче «Тӗп вулавӑш тытӑмӗ» учрежденире сектор заведующийӗнче тӑрӑшать. Иккӗмӗшӗ вара — Ольга Фёдорова. Вӑл – Чӑваш патшалӑх пукане театрӗн йӗркелӳпе право пайӗн пуҫлӑхӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (07.06.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 15 - 17 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Айдак Аркадий Павлович, паллӑ ҫӗрйӗркелӳҫӗ ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |