К.В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалах академи драма театрӗн артистки Оксана Драгунова «Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артистки» ята тивӗҫнӗ. Хушӑва республика Элтеперӗ Олег Николаев ӗнер, чӳк уйӑхӗн 26-мӗшӗнче, алӑ пуснӑ.
Оксана Драгунова 1989 ҫулхи декабрӗн 18-мӗшӗнче Шӑмӑршӑ районӗнчи Асанкасси ялӗнче ҫуралнӑ. 2011 ҫулта Чӑваш патшалӑх культура тата искусство институтӗнчен вӗренсе тухнӑ.
Пӗтӗм тӗнчери 34-мӗш опера фестивалӗ ҫак эрнере, эрнекун, пуҫланӗ.
Шупашкарти оперӑпа балет театрӗн сцени ҫине Мускаври ҫеҫ мар, Китайри артистсем те тухӗҫ.
«Волга Опера» (чӑв. Атӑл Опера) театр анлӑ программа хатӗрленӗ. Фестиваль К. Молчановӑн «Зори здесь тихие» оперипе уҫӑлӗ. Вӑл — премьера.
Вырӑс драма театрӗ «Всероссийская книга Почета» (чӑв. Пӗтӗм Раҫҫейри Хисеп кӗнеки) 2024 ҫулхи реестра лекнӗ.
Реестра патшалӑх тата муниципалитет влаҫӗсемпе пӗрле 15 ҫул ытла йӗркелесе пыраҫҫӗ иккен. Унта лекни театр Чӑваш Енӗн культура уҫлӑхӗнче тивӗҫлипе ӗҫленине пӗлтерет.
Вырӑс драма театрӗн историйӗ 1922 ҫултанпа пырать.
Кӑҫал республикӑри колхоз театрӗсене пуҫарса янӑранпа 90 ҫул ҫитнине эпир унччен пӗлтернӗччӗ-ха. Аса илтерер: ҫавна Шупашкар районӗнче тӗрлӗ мероприяти ирттерчӗҫ те ӗнтӗ. Чӳк уйӑхӗн 23-мӗшӗнче вара Патӑрьелте республикӑри халӑх театрӗсен анлӑ фестивалӗ иртӗ.
Шупашкар муниципаллӑ округӗнчи Апашри халӑх театрӗн артисчӗ Владислав Кириллов халӑх тетелӗнчи хӑйӗн страницинче пӗлтернӗ тӑрӑх, СССР халӑх артисчӗ Борис Алексеев ячӗллӗ Апаш халӑх театрӗ уява хатӗрленсе Н. Угарин пьесипе лартнӑ «Юнланнӑ пӗркенчӗк» спектаклӗн пӗр сыпӑкне сцена ҫине тепӗр хут кӑларас тесе ӗҫлеме тытӑннӑ та.
Ҫак кунсенче пирӗн республикӑн тӗп хулинче Мускаври театр спектаклӗсене кӑтартаҫҫӗ.
Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗнче Мускав облаҫӗнчи драмӑпа камит театрӗ хӑйӗн спектаклӗсене кӑтартать. Ӗнер, чӳк уйӑхӗн 7-мӗшӗнче, Лопе де Вегӑн «Собака на сене» камитле мюзиклне кӑтартнӑ, паян — Антон Чеховӑн хайлавӗпе лартнӑ «Любовь? Любовь! Любовь…» ӗҫе. Ыран, чӳк уйӑхӗн 9-мӗшӗнче, Ногинскри Дидье Каронӑн детективлӑ, психологилле историне, «Фальшивая нота» спектакле курма чӗнеҫҫӗ.
Чӑваш патшалах академи драма театрӗнче Валерий Яковлев режиссёра сума суса форум иртӗ. Унта режиссёрӑн пурнӑҫӗпе пултарулӑхне халалланӑ конкурссене хутшӑннӑ ҫамрӑксене йыхравлаҫҫӗ.
Мероприяти чӳк уйӑхӗн 23-мӗшӗнче 10:00 сехетре Чӑваш академи драма театрӗнче пуҫланӗ. Ҫӗнтерӳҫӗсене чыслама Валерий Яковлев хӑй те хутшӑнӗ.
Форумра хутшӑнас шухӑшлӑ ҫамрӑксен ҫакӑнта https://forms.yandex.ru/u/672a0257c417f322ac5c3f31/ регистрациленмелле.
Ыран, чӳк уйӑхӗн 4-мӗшӗнче, К.В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнче «Ӳнер каҫӗ» иртӗ.
Ҫавна май унта 16 сехетре чӑваш халӑх пултарулӑхне халалланӑ тӳлевсӗр мастер-классем пуҫланӗҫ. Вӗсенчен пӗри – чӑваш халӑх ташшипе, тепри – халӑх юррипе. Унсӑр пуҫне театр музейӗ тӑрӑх экскурси иртӗ.
Каҫхине вара Леонид Андреевӑн пьеси тӑрӑх лартнӑ «Ҫын пурнӑҫӗ» спектакль кӑтартрӗҫ.
Юпа 31-мӗшӗнче Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнче паллӑ актер, РСФСР халӑх артисчӗ, Чӑваш АССР халӑх артисчӗ, К.С. Станиславский ячӗллӗ патшалӑх премийӗн лауреачӗ Виктор Родионов ҫуралнӑранпа 100 ҫул ҫитнине халалланӑ аст каҫӗ иртнӗ.
Чаплӑ мероприятие актерӑн асӑну хӑми патне чечек хунинчен пуҫланнӑ, унта театр актерӗсем, журналистсем, тӑванӗсем театрта пухӑннӑ. Виктор Родионовӑн пултарулӑх биографийӗ Чӑваш драматрӗпе уйрӑлми ҫыхӑннӑ. Вӑл республикӑри театр искусствин историйӗнче тарӑн йӗр хӑварнӑ.
Аса илӳ каҫне тӳре-шараран Чӑваш Енӗн культура, национальноҫсен тата архив ӗҫӗсен министрӗн ҫумӗ Георгий Богуславский хутшӑннӑ.
Кӑҫал республикӑри колхоз театрӗсене пуҫарса янӑранпа 90 ҫул ҫитет. Ҫавна май Кӳкеҫре тӗрлӗ мероприяти ҫине тӑрсах йӗркелеҫҫӗ.
Ҫак уйӑхӑн пуҫламӑшӗнче унти вулавӑшра, сӑмахран, ҫавра сӗтел иртнӗ. Ыран вара Кӳкеҫре фестиваль пулӗ. Унта вырӑнти хӑй тӗллӗн вӗреннӗ сцена ӑстисемпе, шкул ачисемпе пӗрлех Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗн артисчӗсем те хутшӑнӗҫ. кун пирки Чӑваш халӑх сайтне Шупашкар муниципаллӑ округӗнчи культура, туризм, социаллӑ аталану пайӗн пуҫлӑхӗ Маргарита Павлова пӗлтерчӗ.
Ӗнер, юпа уйӑхӗн 24-мӗшӗнче, К.В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнче культура учрежденийӗн илемлӗх ертӳҫин Валерий Яковлевӑн 85 ҫулхине халалланӑ юбилей каҫӗ иртрӗ.
Валерий Яковлев чӑваш ӳнерӗшӗн, культуришӗн, йӑли-йӗркишӗн чунне парса ӗҫлени пирки сцена ҫине тухнӑ тӗрлӗ хӑна, ҫав шутра тӳре-шара та, палӑртса хӑварчӗ. РФ Патшалӑх Думин депутачӗ Анатолий Акасаков, сӑмахран, сумлӑ режиссёрпа иртнӗ ӗмӗрӗн 90-мӗш ҫулӗсенче паллашнине, самана пӑтраннӑ, ҫӗршыв арканнӑ вӑхӑтра Валерий Николаевич ӳнершӗн чунне ыраттарса калаҫнине аса илчӗ. Юбиляра саламлама Тутарстанри тата Мари Элти ӗҫтешӗсем килнӗ, Савватий митрополит та пулчӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (10.08.2025 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 749 - 751 мм, 15 - 17 градус ӑшӑ пулӗ.
| Тутарстанӑн Элмет районне йӗркеленӗ. | ||
| Кипеч Анатолий Ильич, чӑваш ҫыравҫи, сӑвӑҫи, драматургӗ ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |