Авӑн уйӑхӗн 14-мӗшӗнче К.В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнче черетлӗ сезон уҫӑлӗ.
Ҫав каҫа «Чӑвашкино» киностудие тата чӑвашсен професси театрне уҫнӑ Иоаким Максимов-Кошкинский актёр, режиссёр, РСФСР искусствӑсен тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ, Чӑваш АССР халӑх артисчӗ ҫуралнӑранпа 130 ҫул ҫитнине халаллӗҫ.
Программӑра Александр Островский пьеси тӑрӑх лартнӑ «Хӑв пурӑнас килнӗ пек ан пурӑн» тата Иоаким Максимов-Кошкинский
пьеси тӑрӑх хатӗрленӗ «Вӗри юнлӑ ҫемҫе чун» спектакльсенчи сыпӑксем, тӗрлӗ фильмри ыпӑксем пулӗҫ.
Шупашкарти Вырӑс драма театрӗн актёрӗ Станислав Мишин Раҫҫейӗн общество телевиденийӗ (ОТР) «Страна поэтов» (чӑв. Поэтсен ҫӗршывӗ) проекта хутшӑннӑ.
Проекта ҫӗршывӑн тӗрлӗ кӗтесӗнче пурӑнакансем хутшӑннӑ. Тӗрлӗ ӗҫре тӑрӑшакансем вырӑс поэчӗсен сӑввисене вуланӑ. Уйрӑмах илемлӗ вуланисене телекуравра кӑтартнӑ. Станислав Мишин Владимир Высоцкин «У неё всё своё» сӑввине вуланӑ. Программа эфира авӑн уйӑхӗн 2-мӗшӗнче тухнӑ.
Чӑваш Енӗн культура министрӗ Светлана Каликова республикӑри театрсем кӑҫалхи авӑн-раштав уйӑхӗсенче 24 премьера кӑтартассине пӗлтернӗ.
Светлана Каликова театрсем шкул программинчи хайлавсемпе те спектакльсем лартнине уйрӑммӑн палӑртса хӑварнӑ. Вӑл каланӑ тӑрӑх, театрсем республикӑри Вӗренӳ тата ҫамрӑксен политика министерствипе килӗштерсе ӗҫленине те пӗлтернӗ.
Министр кун пирки республикӑри театрпа концерт учрежденийӗсен 2022-2023 ҫулсенчи ӗҫ-хӗлне пӗтӗмлетнӗ чух каласа хӑварнӑ. Докладпа Светлана Каликова Правительство ҫуртӗнчи канашлура тухса калаҫнӑ.
Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗнче Элинор Портер романӗ тӑрӑх лартнӑ «Поллианна» спектакле ҫӗнӗрен сцена ҫине кӑларасшӑн.
Ҫав ӗҫе куракан патне 2011 ҫулта пуҫласа ҫитернӗ. Тӑлӑх хӗрача ҫинчен каласа кӑтартакан ҫав спектакле куракансем ӑшшӑн йышӑннӑ. Анчах вӑхӑт иртнӗҫемӗн декорацисемпе тумсем кивелнӗ.
Ӗнер, ҫурла уйӑхен 23-мӗшӗнче, театрӑн художество канашӗ ларӑвӗ иртнӗ. Лариса Комиссарова художник-постановщик, Чӑваш Республикин культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ тумсен тата декорацисен ҫӗнӗ эскизӗсемпе палаштарнӑ.
Ҫӗнетсе хатӗрленӗ спектакле куракансене авӑн уйӑхӗн 28-мӗшӗнче кӑтартма палӑртса хунӑ.
Чӑваш патшалӑх филармони артисчӗсем Хусана гастрольпе тухса кайӗҫ. Унта вӗсем «12 стульев» мюзикла кӑтартӗҫ.
Илья Ильфпа Евгений Петровӑн сатира романӗ тӑрӑх хатӗрленӗ ӗҫӗн режиссёр-постановщикӗ тата хореографӗ Кристина Игнатьева. Либретто авторӗ – Александр Вулых поэт, композиторӗ – Игорь Зубко.
Шупашкар ӑстисен пултарулӑхне тутарсем авӑн уйӑхӗн 27-мӗшӗнче хаклайӗҫ. Мюзикла Г. Камал ячӗлӗ Тутар академи драма театрӗн сцени ҫинче лартса парӗҫ.
Авӑн уйӑхӗн 26-мӗшӗнче, шӑматкун, «Ҫеҫпӗл» кинозалта кино тӳлевсӗр кӑтартӗҫ. Ҫав каҫ хамӑр ҫӗршывра кӑларнӑ «Чебурашка», «Вызов» тата «Праведник» илемлӗ фильмсене курма май килӗ. Вӗсене халӑх юратса пӑхать.
Программа ҫапларах. 17 сехетре Пысӑк залра «Чебурашка» (6+) илемлӗ фильм кӑтартӗҫ, вӑл 1 сехет те 53 минут пырӗ. Маларах асӑннӑ залра 19 сехет те 30 минутра «Вызов» (12+) кино пуҫланӗ. Вӑл 2 сехет те 44 минут пырать. 19 сехетре Пӗчӗк залра «Праведник» (12+) кӑтартӗҫ.
Вырӑнсене йышӑнас тесен (8352) 45-00-34 телефон номерӗпе е Ҫамрӑксен театрӗн сайтӗнче «Киноафиша» ярӑмра вырӑна суйласа илмелле. «Тӳлес» текен кнопкӑна пусмалла, анчах укҫана тӳемелле мар.
Чӑваш патшалӑх пукане театрӗнче ҫурла уйӑхӗн 12-мӗшӗнче черетлӗ 19-мӗш сезона уҫнӑ.
Театра пынисем умӗнче тухса калаҫнӑ май культура учрежденийӗн директорӗ Елизавета Абрамова курма хавас пулнине палӑртса ялан пырса ҫӳреме чӗнсе каланӑ.
Куракансене ҫав кун Григорий Остерӑн «Котенок по имени Гав» спектакльне кӑтартнӑ. Гав ятлӑ кушакпа йытӑ ҫури ҫинчен лартса панӑ ӗҫ туслӑ пурӑннине нимӗн те ҫитес ҫукки пирки каласа кӑтартнӑ.
Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗ Александр Островский ҫыравҫӑн «Гроза» (чӑв. Аслати) драмине лартма хатӗрленет. Асӑннӑ ӗҫе вӗсем паллӑ вырӑс ҫыравҫи ҫуралнӑранпа 200 ҫул ҫитнине халаллӗҫ.
Сӑмах май каласан, асӑннӑ учрежденире «Аслати» драмӑна 1969 тата 2007 ҫулсенче лартнӑ-ха. Хальхинче ӗҫе куракансем патне вырӑсла илсе ҫитерӗҫ. Премьера авӑн уйӑхӗн 12-мӗшӗнче пулӗ.
Александр Островский драмине лартма театра Иван Чигасов ҫамрӑк режиссёра йыхравланӑ.
К.В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнче ҫӗнӗ директор ӗҫе кӳлӗнӗ. Культура учрежденийӗнчи пуҫлӑх тилхепине Елена Николаевӑна тыттарнӑ.
Елена Николаева 2011 ҫултанпа Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнче директорта ӗҫленӗ.
Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнче вара директор пулса унччен Юрий Владимиров тӑрӑшнӑччӗ. Ӑна ӗнер ӗҫрен хӑтарнӑ.
Чӑваш Енри 5 культура учрежденийӗ Элтепер грантне тивӗҫнӗ. Пӗтӗмпе - 18 миллион тенкӗ. Унпа ҫӗне постановкӑсем лартӗҫ.
Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ Ҫамрӑксен театрӗ тата Оперӑпа балет театрӗ 5-шер млн тенке тивӗҫнӗ. Симфони капелли тата Чӑваш патшалӑх филармонийӗ 3-шер млн тенкӗ грант илнӗ. Филармони 1 млн тенкӗлӗх гранта та тивӗҫнӗ. Ӳнер музейне вара 1 млн тенкӗлех грант лекнӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (12.03.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 744 - 746 мм, 2 - 4 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Турхан Якку, чӑваш сӑвӑҫи, куҫаруҫи ҫуралнӑ. | ||
| Козлов Константин Иванович, Пӑрачкав районӗнче ӳснӗ сӑвӑҫ ҫуралнӑ. | ||
| Арапов Владимир Яковлевич, ӳнерҫӗ, график ҫуралнӑ. | ||
| Грибанов Владимир Иванович, сӑвӑҫ, тӑлмач, Чӑваш АССРӗн тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |