
Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗн Олег Николаевӑн Указӗпе килӗшӳллӗн наукӑра, литературӑра тата ӳнер ӗҫӗнче тарӑн тӗпчевсем тата пысӑк пахалӑхлӑ произведенисем хайланӑ ҫынсем патшалӑх стипендине илсе тӑрӗҫ. Кун пирки Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗ халӑх тетелӗнчи хӑйӗн страницинче хыпарланӑ.
Пултаруллӑ ҫынсен йышӗнче Чӑваш академи драма театрӗн артисчӗсем те пур-мӗн: Алексей Герасимов тата Светлана Лукиянова

Чӑваш патшалах ҫамрӑксен театрӗнче ҫӗнӗ режиссёрпа паллаштарнӑ. Александр Грибоедовӑн «Горе от ума» пьеси тӑрӑх лартакан спектакле Даниил Филиппович режиссёр тата Вадим Дубовик хореограф-постановщик лартӗҫ . Даниил Ильясович ӗнер артистсемпе паллашнӑ, ҫывӑх вӑхӑтра вӑл вӗсене ҫӗнӗ спектакльте выляма суйласа илӗ те коллектив репетици ирттерме тытӑнӗ.
«Горе от ума» спектакльпе театр 93-мӗш сезона уҫасшӑн. Спектакле Александр Грибоедов ҫуралнӑранпа 230 ҫул ҫитнине халаллӗҫ.
Даниил Филиппович Белоруҫ Республикинчен. Минскри ӑста - драма театрӗн режиссёр, писатель, сценарист, клипмейкер. Вӑл ГИТИСри режиссер факультетӗнче вӗреннӗ. Унӑн ӗҫӗсене Китайри, Беларуҫри, Казахстанри, Узбекистанри тата Раҫҫейӗн тӗрле ҫӗршывӗнчи хулари сцена ҫинче кӑтартаҫҫӗ.

К. В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалах академи драма театрӗн гример-постижерне Наташа Спиридоновӑна «Чӑваш Республикин культурӑн тава тивӗҫлӗ артисчӗ» ят панӑ.
Хисепле вулаканӑмӑрсем, Наташа тенинчен тӗлӗнме кирлӗ мар, Наташа Спиридонова тесе ӗҫлӗ хутра ҫырнӑ.
Сӑмах май каласан, ҫав ӑста 2023 ҫулта ӳкернӗ кӗске метрлӑ «Пиртен пӗри» фильмри артистсене те сӑрласа ҫӗнӗ сӑнарпа ҫывӑхлатнӑ.

Чӑваш Ене Театр теплохочӗ килӗ. Вӑл пирӗн патӑмӑрта ҫу уйӑхӗн 31-мӗшӗнче пулӗ.
Атӑлҫи тӑрӑхӗнчи пилӗк хулара «ГИТИСFEST. Театральное Приволжье 2025» фестиваль-лаборатори ӗҫлӗ.
«А.С. Попов» теплоходпа ГИТИС педагогӗсемпе режиссёрӗсем килӗҫ, вӗсем ҫамрӑк актерсене ӑсталӑха тарӑнлатма тата анлӑлатма вӗрентӗҫ. Лабораторие Атӑлҫи тӑрӑхӗнчи 14 регионти театр учрежденийӗсенче ӑс пухакан ҫамрӑксем хутшӑнӗҫ.
Фестиваль-лаборатори Чулхулара, Шупашкарта, Хусанта, Самарӑра тата Сартура иртӗ. Пирӗн патра вӑл Чӑваш академи драма театрӗнче ӗҫлӗ.

Чӑваш патшалах оперӑпа балет театрӗнче ӗҫлекен икӗ артиста «Чӑваш Республикин халӑх артисчӗ» ят панӑ.
Ят-сума тивӗҫнисем — Татьяна Бахтина вокалист (солист) тата Татьяна Прытченкова вокалист (солист).
Хисеплӗ ят парасси ҫинчен калакан 73-мӗш номерлӗ Хушӑва республика Элтеперӗ Олег Николаев ӗнер, ҫу уйӑхӗн 20-мӗшӗнче, алӑ пуснӑ. Документа республикӑн влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнче вырнаҫтарнӑ.

Ҫу уйӑхӗн 21-мӗшӗнчен пуҫласа ҫӗртме уйӑхӗн 1-мӗшӗччен Шупашкарти «Атӑл Опера» театрта Пӗтӗм тӗнчери VI оперетта фестивалӗ иртӗ.
Фестиваль А. Петровӑн «Мы хотим танцевать» музыкӑлла камичӗпе уҫӑлӗ. Иваново хулинчи музыка театрӗ Шупашкара «Бесприданница», «Алые паруса», «Три мушкетера» мюзиклсемпе, «Любовь и голуби» музыкӑлла камитпе тата «Принцесса на горошине» музыкӑлла юмахпа килӗ.
Фестиваль гала-концертпа хупӑнӗ.

Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗн артистне «Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артисчӗ» ят панӑ.
Ку хисепле ята Илья Гурьев вокалист тивӗҫнӗ. Ӑна театр ӳнеринч тава тивӗҫлӗ ӗҫсемшӗн чыслас тенӗ.
Илья Гурьев 1986 ҫулта ҫуралнӑ. 2021-2005 ҫулсенче Вологдӑри музыка училищинче дирижёрпа хор уйрӑмӗнче вӗреннӗ, 2005-2010 ҫулсенче Чӑваш патшалӑх университетӗнчи ӳнер факультетӗнче ӑс пухнӑ.
2009 ҫултанпа Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗнче ӗҫлеме пуҫланӑ.

К. В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш академи драма театрӗнче ҫӗнӗ спектакль хатӗрлеҫҫӗ. Вӑл «Куйкӑрӑш» ятлӑ.
Спектакле чӑваш сцени ҫине ҫӗртме уйӑхӗн 20-мӗшӗнче кӑларӗҫ.
Театрта пӗлтернӗ тӑрӑх, «пӗр ялта хура кайӑк ҫӑмартинчен ҫын евӗрлӗ Куйкӑрӑш ҫуралать. Вӑл хӑйӗн хуҫин, Петӗрккен, кирек мӗнле ӗмӗтне те пурнӑҫлама пултарать иккен. Старик кӗтмен ҫӗртен ҫитнӗ «телейпе» киленнӗ вӑхӑтра Ӗнчӗ ятлӑ кӳршӗ хӗрачи тӗлӗнтермӗш чӗрчуна юратса пӑрахать.
Анчах та кашни «парнен» хӑйӗн хакӗ пур. Петӗрккепе Ӗнчӗ Куйкӑрӑшӑн аркатуллӑ вӑйне чарма пултарӗҫ-ши?»

Чӑваш Енри чи ҫамрӑк театр – Сӑнавлӑ театр. Ака уйӑхӗн 30-мӗшӗнче вӑл хӑйӗн 30 ҫулхине уявланӑ. Коллектива ҫав ятпа саламлама асӑннӑ коллективра ӗҫленисем, ытти культура учрежденийӗнче тӑрӑшакансем пырса ҫитнӗ.
Тӳрӗ-шараран театра саламлама республикӑн Культура министрӗн ҫумӗ Татьяна Казакова пырса ҫитнӗ.
Театрӑн директорӗ – Дмитрий Капустин.

Ҫу уйӑхӗн 29-30-мӗшӗсенче Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнче режиссёрсене вӗрентӗҫ. Професси енчен хушма пӗлӳ парпкан программӑна ӑша илес текенсем «Театрсенче
тата концерт залӗсенче сасӑ режиссуринчи професси вӑрттӑнлӑхӗсем» енӗпе вӗренӗҫ.
Программӑна ГИТИСпа пӗрле хатӗрленӗ. Курс икӗ куна пырӗ. Ун вӑхӑтӗнче теори тата практика занятийӗсем пулӗҫ.
Курс преподавателӗсемк: Станислав Шевцов, ГИТИСӑн сасӑ режиссурин кафедрин заведующийӗ, доцент, техника наукисен кандидачӗ; Михаил Трофименко, маларах асӑннӑ кафедра преподавателӗ.
