Гинеколог патне пынӑ пике хӗрлӗхе ҫухатса ӗлкӗрнипе ӗлкӗрменнине йӗрке хуралҫисем пӗлесшӗн. Тӗлӗнтермӗш пуҫарупа РФ Следстви комитечӗ ҫӗршывӑн Сывлӑх сыхлав министерствине тухнӑ. Пакунлисем 16 ҫула ҫитмен хӗрсем арлӑ-арӑмлӑ пурнӑҫпа пурӑннипе пурӑнманнипе кӑсӑкланаҫҫӗ. Ҫапла туни пикесене такам пусмӑрланипе пусмӑрланине палӑртма пулӑшать имӗш.
Ҫапла, пусмӑрҫӑсемпе (вӗсем вара — ют ҫынсем кӑна мар. Тӑван ашшӗсем те хӑйсен хӗрӗсене тапӑнни, ар ҫыхӑнӑвне кӗни пирки илтме тивет) кӗрешмелле. Кун пирки нимле калаҫу та пулма пултараймасть. Анчах ҫак сӗнӗвӗн ухмахла енӗ те нумай. Енчен 15-ри хӗрпе 15-ри каччӑ хӑйсен кӑмӑлӗпе арлӑ-арӑмлӑ пурӑнаҫҫӗ пулсан? Тата тути ҫинче амӑш сӗчӗ типмен яшсем хӗрарӑмпа пурӑннине пакунлӑ ҫав этемсем епле палӑртасшӑн-ши? Ара, вӗсем те вунултта ҫитмен-ҫке. Е вӗсен пуҫарӑвӗ пурне те пырса тивмӗ-и? Ҫапла вара пикисене хӳтӗлесе яшӗсене айккинче хӑварасшӑн-им?
РФ Следстви комитечӗн уйрӑм преступленисене тӗпченине тӗрӗслекен управленийӗн пуҫлӑхӗ Евгения Минаева Лента.ру информаци агентствипе калаҫнӑ чух ҫул ҫитменнисемшӗн пӑшӑрханса пупленӗҫи пулнӑ-ха.
Нумаях пулмасть ЧР Сывлӑх сыхлавӗн ӗҫченӗсем специалисчӗсем «Пӗрремӗш фармацевтика фирми» тулли мар яваплӑ общество ертӳҫипе тӗл пулнӑ. Вӗсем «фанфурик» ыйтӑвне сутса явнӑ.
Ҫак аптека сетӗнче «фанфурик» сутас енӗпе йӗрке йышӑннӑ. Фармацевтсене ачасемпе ҫул ҫитмен ҫамрӑксене спирт шӗвекне сутма чарнӑ. Кунсӑр пуҫне малашне вӗсем пӗр ҫынна 1-2 спирт настойкинчен ытларах сутмӗҫ.
Палӑртмалла: республика ҫыннисем «фанфурик» сутнипе кӑмӑлсӑрланаҫҫӗ, кун пирки кирлӗ ҫӗре ҫӑхавлаҫҫӗ. Йӗрке тӑвас тесе общество организацийӗсем, тухтӑр-нимеҫӗсем профилактика рейчӗсем ирттереҫҫӗ.
Чӑваш Енре темиҫе кун пӑрлӑ ҫумӑр ҫуни чылайӑшӗшӗн инкекпе вӗҫленнӗ. Ҫав кунсенче шкул ачисем те шар курнӑ. Юрать, вӑйлӑ аманнисемех пулман.
Шуҫлак ҫул ҫинче шкула ҫӳрекен 96 ача шар курнӑ. Вӗсен хушшинче алӑ-ура хуҫакан та пулнӑ.
Чӳк уйӑхӗн 10–14-мӗшӗсенче 1077 ҫын суранланнӑ. Вӗсенчен 118-шӗ — ачасем. 93 ҫынна пульницӑна илсе ҫитернӗ. Вӗсенчен 6-шӗ — ачасем. Вилекен, телее, пулман.
Ҫанталӑк япӑх пулнӑ чухне вӗрентекенсене ачасене шкула пымалли пирки асӑрхаттарма хушнӑ. Вӗсем ашшӗ-амӑшӗ патне СМС-ҫырусем янӑ, пӑрлӑ ҫанталӑкра ачасене килте лармалли пирки асӑрхаттарнӑ.
Ҫынсене грипран вакцинаци тӑвас ӗҫ малалла пырать. Ҫак кунсенче, ЧР влаҫӗсене официаллӑ порталӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, маршрутка водителӗсене прививка тунӑ.
Прививкӑна 50 водитель тутарнӑ. Ҫакна Хулари клиника центрӗн килӗшӗвӗпе пурнӑҫланӑ. Ара, грипп сарӑлнӑ вӑхӑтра водительсен те сыхӑ пулмалла вӗт. Чир сывлӑш урлӑ хӑвӑрт ерет.
Прививка тумашкӑн 45 тата 47-мӗш маршрутпа ҫӳрекен водительсем килнӗ. Вӗсем кунӗпех ҫынсемпе хутшӑнаҫҫӗ. Эппин, вӗсен чирлес хӑрушлӑх пӗчӗк.
Елчӗк районӗн прокуратури вӗренӳ учрежденийӗсене тӗрӗсленӗ. Хӑш-пӗр вӗрентекен грипран прививка туманни ҫиеле тухнӑ. Прокуратура ку ҫитменлӗхе ҫийӗнчех пӗтерме хушнӑ.
Саккунпа килӗшӳллӗн, вӗренӳ учрежденийӗнче ӗҫлекен ҫынсен грипран вакцинаци тумалла. Анчах Елчӗк районӗнчи хӑш-пӗр вӗрентекен ҫакна пурнӑҫламан, хирӗҫленӗ.
Ку йӗркене районти 15 шкулта пӑснӑ. Шкулсен ертӳҫисене йӗркене пӑснине ҫийӗнчех пӗтерме хушнӑ. Кун хыҫҫӑн 60 ҫынна явап тыттарнӑ. 2 ҫын вара прививка тума килӗшмен, ҫавӑнпа ӗҫрен хӑйсен ирӗкӗпе кайнӑ.
Пӗчӗк Лиза Петрова йывӑр чирӗпе 10 уйӑх ытла кӗрешет. Вӑл чылай сипленнӗ, темиҫе операци тӳссе ирттернӗ. Анчах лару-тӑру лайӑх еннех улшӑнман-ха.
Лизӑн урине татас мар тесе тухтӑрсем операци тунӑ. Анчах нумаях пулмасть вӗсем хӑраххине татма тивесси пирки каланӑ. Метастаза ӳпкине те ҫитнӗ.
Халӗ Лиза Тутарстанри пульницӑра выртать. Хӗрача ыратнипе питӗ вӑйлӑ аптӑрать, ӑна яланах эмел параҫҫӗ. Умӗнхи операци ӑнӑҫлах иртмен – уринче усал шыҫӑ юлнӑ. Ҫавӑнпа амӑшӗ ирӗк парсан ҫитес эрнере урине тама палӑртаҫҫӗ. Анчах ҫывӑх ҫыннисем парӑнасшӑн мар – Мускава ҫитесшӗн.
Ҫемьере Лизӑсӑр пуҫне тепӗр 5 ача. Хаклӑ эмел туянмашкӑн вӗсен укҫа ҫук. Халӗ Лизӑна пулӑшу кирлӗ.
РФ Сывлӑх сыхлав министрӗ Вероника Скворцова ҫӗршывӑн вунӑ регионӗнче ВИЧ-инфекци пысӑк хӑвӑртлӑхпа сарӑлнине пӗлтернӗ.
Роспотребнадзор тытӑмӗнчи федерацин СПИДпа кӗрешекен ӑслӑлӑхпа методика центрӗн ӗҫченӗ Наталья Ладная «Коммерсант» кӑларӑма пӗлтернӗ тӑрӑх, Самар, Свердловск, Кемӗр, Иваново, Иркутск, Тӗмен, Ленинград, Челябинск, Оренбург облаҫӗсем тата Пермь крайӗ яланхиллех ку енпе малта. Унтан та ытларах — списока ҫирӗм регион таран кӗртме пулать. Ун йышшисен шутне Ази ҫӗршывӗсенчен наркотик килекен субъектсем кӗреҫҫӗ.
ВИЧ-инфекци наркотикпа айкашнӑ чух та, гетеросексуаллӑ ҫыхӑну вӑхӑтӗнче те пӗр пек вӑйлӑ сарӑлать иккен. Ҫакна сывлӑх сыхлав специалисчӗсем кӑҫалхи кӑтартусем тӑрӑх пӗтемлетнӗ.
Чӑваш Енре ВИЧ-инфекципе кӗрешекен комисси йӗркелесшӗн. ЧР сывлӑх сыхлавӗн министрӗ Алла Самойлова ЧР Министрсен Кабинетне ҫак комиссие йӗркелемелли проекта пӑхса тухма сӗннӗ.
Мӗн енӗпе ӗҫлӗ ку комисси? ВИЧ-инфекцие сарӑлма парас мар енӗпе ирттерекен мероприятисене йӗркелӗҫ.
Сӑмах май, Чӑваш Республикинче ВИЧ-инфекципе чирлесси, Раҫҫейрипе тата Атӑлҫи федераци округӗпе танлаштарсан, 4 хут пӗчӗкрех. Пирӗн республикӑра ку инфекци 1744 ҫыннӑн пур. Ку таранччен пӗтӗмпе 2207 ҫын ВИЧ-инфекципе чирлине тупса палӑртнӑ. Вӗсенчен 518-шӗ вилнӗ.
Чӑваш Енӗн Васкавлӑ медицина пулӑшӑвӗн пульницине Красноармейскинчи район пульниципе пӗрлештересшӗн. Ӗнер ку ыйтупа районта халӑха пухса калаҫнӑ.
«Красноармейски районӗнчи ҫынсене медицина пулӑшӑвӗ кӳрессине лайӑхлатас тесе эпир ҫакӑн пек йышӑнатпӑр. Кунти пульницӑна сыхласа хӑварасшӑн, сиплев учрежденийӗн пухӑнса кайнӑ парӑмне татасшӑн», — ӗнентернӗ министр районтисене. Красноармейски тухтӑрӗсем Васкавлӑ пулӑшу пульницинчи хальхи вӑхӑтри технологисемпе усӑ курма пултарнине те палӑртнӑ вӑл. Ансӑр спецалистсем вара района ҫитсех ҫынсене консультаци пулӑшӑвӗ кӳрӗҫ. Фельдшерпа акушер пункчӗсем, ҫемье врачӗн офисӗсем малтанхиллех ӗҫлӗҫ.
Икӗ пульницӑна пӗрлештерессине Алла Самойлова министр халӑх ырлӑхӗшӗн тӑрӑшнипе сӑлтавланӑ.
Юлашки вӑхӑтра республикӑра фанфурик сутма чарассипе ҫанӑ тавӑрсах ӗҫлеҫҫӗ. Хӑш-пӗр аптека меморандум алӑ пусса спиртлӑ настойкӑсене сутма пӑрахнӑ. Анчах фанфурикпа сутӑ тӑвакансем ҫук мар-ха.
Шупашкарта «хӗрӳ лини» уҫнӑ. Унта шӑнкӑравласа фанфуриксем сутни пирки пӗлтерме пулать.
Линие Шупашкар хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Алексей Ладыков хушнипе хута янӑ. Ҫынсен спирт настойкисене сутнине курсанах чиновниксем патне шӑнкӑравласа пӗлтерме май пур.
Саккуна пӑснине пӗлсенех 23-50-57 е 23-50-58 номерсемпе шӑнкӑравламалла. Специалистсем ирхи 8 сехетрен пуҫласа 17 сехетчен ӗҫлеҫҫӗ. Е электронлӑ почтӑна ҫыру янӑ: torg@gcheb.cap.ru.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.11.2024 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 748 - 750 мм, 5 - 7 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 7-9 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Левитская Лия Сергеевна, чӑваш чӗлхин тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |