Вӑрнар районӗнчи пӗр шкулта вӗренекен Яна усал шыҫӑпа чирленине унччен хыпарланӑччӗ. Ун валли ырӑ ҫынсем укҫа пухнӑ. Нумаях пулмасть хӗрачана операци тунӑ. Телее, Яна халӗ хӑйне лайӑхрах туйма тытӑннӑ.
Хӗрачана тӑванӗ Татьяна Морозова опекӑна илнӗ. Яна Кадыкова 7-мӗш класра кӑна вӗренет-ха, анчах нушине самай курнӑ. Операци хыҫҫӑн вӑл ҫиме, калаҫма тытӑннӑ.
Операци тумашкӑн 348 пин тенкӗ ытла кирлӗ пулнӑ. Ҫемьешӗн ку пысӑк укҫа. Ырӑ ҫынсем айккинче юлманни Янӑна сывалма пулӑшать. Укҫа пухнӑ вӑхӑтра Янӑна васкавлӑ операци тунӑ, мӗншӗн тесен сывлӑхӗ хӑвӑрт начарланса пынӑ. Хӗрача кӗҫех химиотерапин иккӗмӗш курсӗ витӗр тухӗ.
Чӑваш Енре медицина пулӑшӑвӗ паракан тытӑм ӗҫӗ-хӗлне тӗрӗсленӗ. ЧР прокуратури пӗлтернӗ тӑрӑх, йӗркене пӑснӑ тӗслӗхсене тупса палӑртнӑ.
«Республикӑри васкавлӑ медпулӑшу станцийӗ» ҫумӗнче медпулӑшу паракан пӗрлехи служба йӗркеленӗ, унти хатӗр-хӗтӗре ҫӗнетнӗ. Анчах йӗркене пӑснӑ тӗслӗхсене пур-пӗрех тупса палӑртнӑ. Унашкал тӗслӗх пӗтӗмпе — 165.
Куславкка, Сӗнтӗрвӑрри районӗсенче, Шупашкар, Ҫӗнӗ Шупашкар хулисенче хыснаран эмел, медицина хатӗр-хӗтӗрӗ туянма уйӑрнӑ укҫапа тӗллевлӗн усӑ курман. Куславккари тӗп пульницӑра вара хӑш-пӗр пӳлӗмре ӗҫченсем пурӑннӑ.
Кунсӑр пуҫне васкавлӑ медпулӑшӑвӑн хӑш-пӗр уйрӑмӗнче диспетчер пункчӗ пулман. Хӑш-пӗр пульницӑра вара пациентсене сӑлтавсӑрах йышӑнма хирӗҫленӗ.
Прокуратура административлӑ йӗркене пӑснӑшӑн 8 ӗҫ тата 1 пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.
Чӑваш Енри пульницӑсем пултаруллӑ тухтӑрсене шыраҫҫӗ. Анчах этеме сиплессипе мар, юрлас-ташлас, тӗрлӗ япала ӑсталас енӗпе, пӗр сӑмахпа каласан, чун киленӗҫне кӑтартассипе.
«Алло, мы ищем таланты» (чӑв. Алло, эпир пултаруллисене шыратпӑр) республикӑри конкурс ҫӗртме уйӑхӗн 9-мӗшӗнче иртмелле. Унччен вырӑнсенче суйлав турӗсем йӗркелӗҫ. Ӗнер, ав, вӑл Шупашкар хулинчи тӗп пульницӑра пулнӑ. Унта хулари 11 медицина учрежденийӗнчен пуҫтарӑннӑ. Шурӑ халатлисем ал ӗҫӗсене те илсе пынӑ, сцена ҫинче те пултарулӑха кӑтартнӑ. Вӗсем хушшинче хӗрарӑмсем те, арҫынсем те хастар пулнӑ. Тӳресем кашнин ӗҫнех тивӗҫлипе хаклама тӑрӑшнӑ.
Хӑйсен номинацийӗсенче мала тухнисем республикӑри конкурсра тӑван пульницӑн чысне хӳтӗлӗҫ.
Чӑваш Енри арҫынсен ӗмӗрӗ юлашки вӑхӑтра вӑрӑмланнӑ. Ҫакна Сывлӑх сыхлав, Вӗренӳ тата ҫамрӑксен политикин, Спорт министерствисен пӗрлехи канашлӑвӗнче Чӑваш Енӗн сывлӑх сыхлав министрӗ Владимир Викторов палӑртса хӑварнӑ. Унта вӑл, сӑмах май, ҫакна та каланӑ: тухтӑрсен тӗп кӑтартӑвӗ — халӑх нумай ҫул сывӑ пурӑнни.
«Вӑрӑм ӗмӗрлисен йышӗ нумайланса пыни пурсӑмӑра та хавхалантарать», — тенӗ вӑл. 100 ҫултан иртекенсем те сахал мар. Юлашки пиллӗк ҫулта ҫак кӑтарту икӗ хут та ытларах ӳснӗ. Вӑрах чире пула вилекенсен йышӗ те чакса пырать.
Аса илтерер, республикӑн Сывлӑх сыхлав, Вӗренӳ тата ҫамрӑксен политикин, Спорт министерствисен пӗрлехи канашлӑвӗнче ҫӗршыв Президенчӗн Владимир Путинӑн ҫу уйӑхӗнчи указӗсене пурнӑҫа кӗртессипе республикӑра епле ӗҫленине тишкернӗ.
Ҫу уйӑхӗн 21-мӗшӗнче Шупашкарти Лакрей вӑрманӗнче ВИЧ тата СПИД чирӗсем ернисене палӑртмалли акци иртӗ. Ӗнер ун пеккине Шупашкарти медицина колледжӗнче йӗркеленӗ.
СПИДпа тата инфекци чирӗсен профилактикипе тата ҫав чирсемпе кӗрешес енӗпе ӗҫлекен республикӑри центр тата «Волонтер-медиксем» общество организацийӗн регионти уйрӑмӗ пуҫарнипе ирттернӗ акци вӑхӑтӗнче студентсене чир ҫинчен каласа кӑтартнӑ, буклетсем валеҫнӗ, ВИЧпа СПИДа тӗрӗслеме анализ илнӗ.
Ун йышши тепӗр акци ҫу уйӑхӗн 19-мӗшӗнче Шупашкарти кооператив институтӗнче иртмелле. Ҫу уйӑхӗн 21-мӗшӗнче Лакрей вӑрманӗнче йӗркелӗҫ. Унта пухӑннисене чир епле ернине ӑнлантарса панипе пӗрлех сывлӑха тӗрӗслемешкӗн анализ илӗҫ. Ку процедурӑшӑн пӗр пус та тӳлемелле мар.
Ҫу уйӑхӗн 15-24-мӗшӗсенче Чӑваш Енре СПИДран вилнӗ ҫынсене асӑнмалли пӗтӗм тӗнчери куна халалласа декада ирттерӗҫ. ЧР Сывлӑх сыхлавӗн министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫак тапхӑрта ВИЧ пуррипе ҫуккине тӗрӗслеме май пур. Республикӑри СПИДпа кӗрешмелли тата профилактика центрӗнче вара 8 сехетрен пуҫласа 16 сехетчен сывлӑха тӗрӗслеме май пур. Ку – тӳлевсӗр, кирлӗ пулсан ят-шыва та кӑтартмаҫҫӗ.
Кунсӑр пуҫне ҫу уйӑхӗн 15-мӗшӗнче Шупашкарти медицина колледжӗнче «Стоп ВИЧ\СПИД» акци ирттерӗҫ. Ҫу уйӑхӗн 21-мӗшӗнче вара 11 сехетре Лакрей вӑрманӗнче анонимлӑ майпа анкетировани витӗр тухма пулать, ыйтусем пама та май пулӗ.
Ака у йӑхӗн 30-мӗшӗ тӗлне республикӑра 2362 ҫын ВИЧ-инфекциллӗ шутланать. Вӗсенчен 64-шӗ вилнӗ.
Вӑрнарти 2-мӗш шкулта вӗренекен Яна Кадыковӑн пуҫ миминче усал шыҫӑ аталаннине тупса палӑртнӑ. Ӑна сыватмашкӑн операци тумалла. Кун валли 348 пин те 871 тенкӗ кирлӗ. Ҫемье ҫынсенчен пулӑшу ыйтнӑ.
Халӑх ҫын хуйхинчен айккинче юлман. Икӗ кунра 1 миллион та 725 пин те 180 тенкӗ пухнӑ. Ачана кӗҫех пульницӑна вырттарӗҫ.
Яна Кадыкова кӑҫалхи кӑрлачра япӑх курма тытӑннӑ. Вӑл хӑйне япӑх туйнӑ. Тухтӑрсем патӗнче тӗрӗсленсен унӑн пуҫ миминче усал шыҫӑ аталаннине тупса палӑртнӑ. Ака уйӑхӗн 25-мӗшӗнче «Русфонд» укҫа пухма тытӑннӑ, мӗншӗн тесен операци тумашкӑн патшалӑх квота уйӑрса памасть.
Яна Кадыковӑна Питӗрти пульницӑра операци тӑвӗҫ. Юлнӑ укҫа-тенке чирлӗ ытти ачана пулӑшма ярӗҫ.
Чӑваш Енри патшалӑхӑн сывлӑх сыхлав учрежденийӗсене ертсе пыракансем шалу енчен иртӗхеймӗҫ. Вӗсен уйӑхри вӑтам ӗҫ укҫине ахаль врачран пуҫласа санитарка миҫе тенкӗ илни таранах витӗм кӳмелле. Паян Чӑваш Енӗн Министрсен Кабинечӗн ларӑвӗнче ятарлӑ йышӑнӑвӑн проектне пӑхса тухса ҫирӗплетнӗ.
Сывлӑх сыхлавӗн патшалӑх учрежденине ертсе пыракансем пульницӑри вӑтам шалуран 6 хутран пысӑкрах илеймӗҫ. Вӑтам шалӑва шутланӑ чухне тӗп врачӑн ҫумӗсене, тӗп бухгалтера кӗртмӗҫ. Тӗп врачӑн ҫумӗсен шалӑвӗ вара вӑтам шалуран 5 хутран иртмелле мар. Капла чару тӗп бухгалтерсене те пырса тивет.
Правительство ларӑвне ертсе пынӑ Михаил Игнатьев Элтепер тухтӑрсене хавхалантарнӑ чух вӗсем пациентсемпе хӑйсене епле тытнине те, ӗҫе епле пурнӑҫланине те шута илмеллине асӑрхаттарнӑ.
Шӑматкун, ака уйӑхӗн 22-мӗшӗнче, И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университетӗнче вакансисен ярмӑркки иртнӗ. Унта республикӑри тата кӳршӗллӗ регионсенчи сывлӑх сыхлав учрежденийӗсем хӑйсем валли шурӑ халатлисене суйланӑ.
Ваканси ярмӑрккине 40 ытла медицина организацийӗ хутшӑннӑ. Вӗсем кӑҫал аслӑ шкул вӗренсе пӗтерекенсемпе, интернсемпе тата ординаторсемпе — пурӗ 300 ытла ҫамрӑкпа — тӗл пулнӑ.
Ваканси ярмӑрккине Чӑваш Енӗн сывлӑх сыхлав министрӗн ҫумӗ тата ЧПУн медицина факультечӗн деканӗ Валентина Диомидова хутшӑннӑ.
Сӑмах май, ҫакна та палӑртмалла: «Сиплев ӗҫӗ», «Педиатри», «Стоматологи» специальноҫсемпе кӑҫал ЧПУн медицина факультетӗнчен 538 ҫамрӑк вӗренсе тухать. Унсӑр пуҫне — 8 специальноҫпа 136 интерн тата 18 специальноҫпа 127 ординатор.
Чылай вӑхӑт хушши эпӗ ҫынсен сывлӑхӗпе интересленетӗп. Ку тӗлӗшпе информаци самаях пуҫтартӑм.
Мӗн тӗлӗнтерет-ха?
Вӑтӑр-хӗрӗх ҫул каяллахи саманапа танлаштарсассӑн, хальхи вӑхӑтра ҫынсем хытӑрах чирлемеҫҫӗ-ши? Унччен шкулсенче сусӑр ачасем сахалччӗ пулас е ҫукпа пӗрехчӗ пуль, халӗ инвалид ачасем самайӑнах пулас. Вӑтӑр-хӗрӗх ҫул каялла ӑс-тӑн чирӗпе аптракансем, ура сӗтӗрсе ҫӳрекенсем, инсультлӑ ҫынсем вӑрҫӑ ветеранӗсем, тыл ӗҫченӗсем хушшинче, питӗ ватӑ ҫынсем хушшинче, эрех ӗҫме кӑмӑллакан ҫынсем хушшинче те сахаллӑнччӗ пулас.
Хӑшпӗр ҫынсем сӑнанӑ тӑрӑх (ача пахчисенче, шкулсенче ӗҫлекенсем сӑнанӑ тӑрӑх), ача пахчисенче тата шкулсенче чирлӗрех ачасен йышӗ иртнӗ ӗмӗрти 90-мӗш ҫулсенче ӳсме пуҫланӑ. Хӑшпӗр ҫынсем сӑнанӑ тӑрӑх, хальхи вӑхӑтра пуҫ тӗлӗшӗнчен аптранӑ ҫынсем пайтах пулас: инсультлисем, йӗркесӗртерех психикӑллисем, виҫеймесӗр ҫӳлтен ӳкнисем. «Ҫав ҫын самаях хаяр», — тенине те илтме пулать. «Ҫав ҫын темшӗн ҫакӑнса вилчӗ», — тенине пайтах илтнӗ. Ма ҫапла-ши? Сӑлтавӗ мӗнре-ши?
«Шупашкарта уксахлакан ҫынсем пайтах-шим?
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.11.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 749 - 751 мм, 4 - 6 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 6-8 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Левитская Лия Сергеевна, чӑваш чӗлхин тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |