Грипп тата ОРВи анлӑ сарӑлнӑ май Чӑваш Енри хӑш-пӗр шкул карантина хупӑннӑ. Кун пирки Ропотребнадзорӑн Чӑваш Енри управленийӗ хыпарлать.
Официаллӑ даннӑйсене ӗненес тӗк, кӑҫалхи кӑрлач уйӑхӗн 13–19-мӗшӗсенче Чӑваш Енре 6 306 ҫын гриппа тата ОРВИпе чирленине шута илнӗ. Вӗсен 60 проценчӗ — 18 ҫул тултарман ачасем.
Кӑрлачӑн виҫҫӗмӗш эрнинче 200 чирлӗ ҫынна пульницӑна вырттарнӑ. Чирлекенсен йышӗ нумайланнӑран хӑш-пӗр шкула карантина хупнӑ. Шупашкарти 2 шкулта, Ҫӗнӗ Шупашкарти 4 шкулта темиҫе класс вӑхӑтлӑха вӗренмест, Муркаш районӗнчи 1 ача пахчинчи пӗр ушкӑнра карантин.
Кӑҫал Чӑваш Енри Сывлӑх сыхлавӗн тытӑмӗнчи 22 пульницӑна тӗпрен юсӗҫ. Ку тӗллевпе республика хыснинчен 135 миллион тенкӗ уйӑрӗҫ. Тепӗр 7,5 миллион тенкине Раҫҫей Президенчӗн резерв фондӗнчен илӗҫ.
Кӑҫал Вӑрнар районӗн тӗп пульницине, Сӗнтӗрвӑрри районӗн тӗп пульницин хӗрарӑмсен тата ача-пӑча консультацине юсӗҫ.
Кунсӑр пуҫне Республикӑри клиника пульницин ревматологи уйрӑмӗн, Хулари ача-пӑча пульницин Афанасьев урамӗнчи 1-мӗш филиалне тата Хулари ача-пӑча 2-мӗш пульницин Гладков урамӗнчи ача-пӑча инфекци стационарне тӗпрен ҫӗнетӗҫ.
Халӗ Куславкка районӗн тӗп пульницинче юсав ӗҫӗсем пыраҫҫӗ.
Раҫҫей сывлӑх сыхлав министерствин профилактикӑллӑ медицинӑн ӐТЦ (ӑслӑлӑхпа тӗпчев центрӗ) сайтӗнче хӑш-пӗр апат-ҫимӗҫе рекламӑлассине чарма сӗннӗ. Сывӑ пурнӑҫпа пурӑнма хистекен тӗллевлӗ программӑра кӑлпассине, шоколада тата газлӑ шӗвеке вӑхӑт тӗлӗшӗнчен рекламӑра чару кӗртмелле тенӗ.
Стратегине хатӗрлекенсем хӑйсен хучӗнче организма сиен кӳрекен апат-ҫимӗҫпе — тӑварпа, сахӑрпа, ҫуллӑ йӳҫексен транс-изомерӗсемпе, ҫӑра чӗрчун ҫӑвӗпе — мӗн чухлӗ усӑ курнине патшалӑхра шута илменни пирки каланӑ. Вӗренӳ учрежденийӗсемпе юнашар пылак шывпа чипс сутас тӗлӗшпе чарусем сахал пулни пирки те асӑннӑ.
Хута хатӗрлекенсен шухӑшӗпе сывлӑха сиен кӳрекен таварсене рекламӑлас тӗлӗшпе чарусем кӗртмелле, усӑллӑ апат-ҫимӗҫе туса илекенсене вара — пулӑшмалла.
2016 ҫулта ВИЧ-инфекциллӗ 277 ҫынна тупса палӑртнӑ. Ку кӑтарту пысӑк пулсан та республикӑра ВИЧпа чирлекенсен йышӗ 3,2 хутчен чакнӑ.
Чӑваш Енре ВИЧ-инфекциллӗ 1798 ҫын пурӑнать. Вӗсенчен 60-шӗн чирӗ СПИДа куҫнӑ. Ку амакпа пӗлтӗр 82 ҫын вилнӗ. Вӗсенчен СПИД шайне куҫнисем — 20-ӗн.
Ытларах арҫынсем чирлеҫҫӗ. Нумайӑшӗ — 20–19 ҫулсенче. Анчах 30–39 ҫулсенчисем те ытларах чирлеме тытӑннине палӑртмалла. Ҫулталӑкне 230 пин ҫынна ВИЧ-инфекци пуррипе ҫуккине тӗрӗслеме палӑртнӑ. Пӗтӗмпе вара 259,2 пин ҫынна тӗрӗсленӗ.
«Пурнӑҫшӑн» психологи енчен пулӑшу паракан центр усал шыҫӑпа аптӑракан ҫынсене тата вӗсен тӑванӗсене кӑҫал та пулӑшать. Вӗсем чирлисемпе тӗлпулу нумай ирттереҫҫӗ.
Пациентсен шкулне кӑрлач уйӑхӗнче ирттерме палӑртнӑ. Ун чухне икӗ мероприяти пулӗ. Кӑрлачӑн 27-мӗшӗнче 13 сехетре «Химиотерапи вӑхӑтӗнчи апатлану уйрӑмлӑхӗсем» темӑпа Александ Иванов онколог калаҫӗ. Химиотерапи вӑхӑтӗнче кӑмӑл-туйӑм лайӑх пулмалли пирки Татьяна Владимирова ӑнлантарӗ.
Кӑрлачӑн 28-мӗшӗнче 10 сехетре усал шыҫӑпа аптӑракан ҫынсен тӑванӗсем валли мероприяти йӗркелӗҫ. Тухтӑрсем ытти ыйтупа та тухса калаҫӗҫ. Юлашкинчен специалистсем пациентсен, тӑванӗсен ыйтӑвӗсене хуравлӗҫ. Тӗлпулусем Республикӑри онкологи диспансерӗнче иртӗҫ.
Паян медицина ӑслӑлӑхӗсен докторӗ Григорий Алексеев профессор 90 ҫул тултарнӑ. Чӑваш Енӗн Сывлӑх сыхлавӗн министерствин сайтӗнче ӑна халалласа вырнаҫтарнӑ пысӑк статьяра юбилей уншӑн кӑна мар, ӗҫтешӗсем пулнисемшӗн, тӑванӗсемшӗн тата Чӑваш Енӗн сывлӑх сыхлав отраслӗн историйӗпе кӑсӑкланакансемшӗн пӗлтерӗшлине палӑртнӑ.
Григорий Алексеевич 1927 ҫулта Ҫӗрпӳ районӗнчи Вӑрӑмҫут ялӗнче ҫуралнӑ. Тем тӗрлӗ медальпе орден кавалерӗ пулса тӑриччен вӑл нумай вӗреннӗ, нумай ӗҫленӗ. 1942 ҫулта ҫичӗ класс пӗтернӗ хыҫҫӑн вӑл Ҫӗрпӳри фельдшерпа акушер шкулне кӗнӗ. Фельдшерта тӗрлӗ ҫӗрте ӗҫленӗ хыҫҫӑн вӑл Мускаври стоматологи институтне вӗренме кӗрет. Тӑван тӑрӑха хӗрлӗ дипломпа таврӑннӑ специалиста кӗҫех республика пульницине тӗп тухтӑрӗн тивӗҫне пурнӑҫлама шанаҫҫӗ. Шӑл тухтӑрӗсене 1960 ҫулта Шупашкарта вӗрентме тытӑнаканни те вӑлах пулнӑ.
Юлашки кунсенче ОРВИпе тата гриппа чирлекенсен йышӗ нумайланнӑ. Кунашкалли чылай ҫул пулман. Иртнӗ эрнере 4666 ҫын чирлесе ӳкнӗ.
Роспотребнадзорӑн Чӑваш Енри управленийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, иртнӗ эрнере чирлекенсен йышӗ самай нумайланнӑ. Чирленин кӑтартӑвӗ ытти ҫултинчен 1,5 хут ӳснӗ.
Чирлекенсен 50 проценчӗ — 17 ҫул тултарманнисем. Ҫӗнӗ Шупашкарта, Шупашкарта, Ҫӗмӗрлере чирлекен ҫынсем ытларах. Аптӑраса ӳкнисен 5,6 проценчӗ стационарта сипленнӗ. Ыттисем амбулатори мелӗпе чире парӑнтарнӑ.
Иртнӗ эрнере 264 ҫынна пульницӑна вырттарнӑ. Вӗсенчен 215-шӗ — ачасем. ОРВИпе чирлӗ 85 ҫынна лаборатори мелӗпе тӗрӗсленӗ. 29 ҫыннӑн вирус пуррине палӑртнӑ.
Юлашки ҫулсенче РФ Сывлӑх сыхлавӗн министерстви йышӑннӑ йӗркепе килӗшӳллӗн, 21 ҫулран аслӑраххисем диспансеризаци витӗр тухаҫҫӗ. Кӑҫал камӑн ӳсӗмӗ виҫҫе пайланать, ҫавӑн тухтӑрсен патӗнче тӗрӗсленме май пур.
Кӑҫал диспансеризаци витӗр ҫак ҫулта ҫуралнисем тухма пултараҫҫӗ: 1996, 1993, 1990, 1987, 1984, 1981, 1978, 1975, 1972, 1969, 1966, 1963, 1960, 1957, 1954, 1951, 1948, 1945, 1942, 1939, 1936, 1933, 1930, 1927, 1924, 1921, 1918. Ытти ҫулта ҫуралнисен 2018-2019 ҫулсенче тӗрӗсленме май килӗ.
Пӗлтӗр республикӑра 210 пин ытла ҫын диспансеризаци витӗр тухнӑ. Ун чухне ҫынсем тӗрлӗ чирпе аптӑранӑ 27 пин ытла тӗслӗхе тупса палӑртнӑ. 413 ҫыннӑн усал шыҫӑ аталаннине тупса палӑртнӑ.
Вырӑнтан тапранман каска ҫӗрет тенӗ ваттисем. Шупашкар районӗнчи халӑхӑн социаллӑ ыйтӑвӗсене тивӗҫтерекен центрӑн стационарлӑ уйрӑмӗсенче ку каларӑша асра ҫирӗп тытаҫҫӗ. Тӑван-пӗтенӗн, ачи-пӑчин хӳтлӗхӗсӗр юлнӑ кинеми-мучисене пӑхакансем вӗсен хырӑмӗ тутӑ та пӳрчӗ ӑшӑ пултӑр тенипех ҫырлахмаҫҫӗ.
Ваттисен ҫуртне лекнисене пурнӑҫпа тан уттарма тӑрӑшнипех пӗрлех сывӑ пурнӑҫ йӑли-йӗркипе туслаштарма ӑнтӑлаҫҫӗ. Ҫак тӗллевпе культурӑпа сиплев, арт-терапи тата реабилитаци канӑвӗ те йӗркелеҫҫӗ. Сывлӑха хавшатас мар тесе ирсерен зарядка тутараҫҫӗ, скандинави утти мелӗпе уҫӑлма, хӗлле йӗлтӗрпе ярӑнма
илсе тухаҫҫӗ. Выртан каска мӑкланнӑ, ҫӳрен каска якалнӑ тесе ахальтен каламаннине кинеми-мучисем хайсем курса-туйса ӗненеҫҫӗ.
Чӑваш Енре ОРВИ тата грипп тӗлӗшпе лару-тӑру ҫивӗчленнӗ. Роспотребнадзорӑн Чӑваш Енри управленийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, республикӑра карантин пулнине палӑртнӑ.
Кӑрлач уйӑхӗн 5-мӗшӗ тӗлне 614 ҫын чирленӗ. Вӗсенчен 444-шӗ — ачасем тата 17 ҫул тултарман ҫамрӑксем. Ҫав кун тӗлне аслӑ ӑрури 3 ҫынна тата 18 шӑпӑрлана пульницӑна вырттарнӑ.
Чирлӗ ҫынсем йышланнӑран Чӑваш Енри тӗп санитари тухтӑрӗ карантин палӑртма йышӑннӑ. Вирус ан ҫаклантӑр тесен специалистсем маскӑпа ҫӳреме, ҫанталӑкпа килӗшӳллӗн тумланма сӗнеҫҫӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.11.2024 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 748 - 750 мм, 5 - 7 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 7-9 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Левитская Лия Сергеевна, чӑваш чӗлхин тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |