Чӑваш Ене ҫывӑх вӑхӑтра васкавлӑ пулӑшу машинисем тепӗр 9 единица килсе ҫитмелле. РФ Правительствин авӑн уйӑхӗн 5-мӗшӗнчи йышӑнӑвӗпе Раҫҫейӗн 75 субъектне 895 машина уйӑрнӑ. Машинӑсене хамӑр ҫӗршыври «ГАЗ» тата «УАЗ» савутсенчен туянӗҫ.
Пӗлтӗр пирӗн республикӑна федераци укҫи-тенки шучӗпе 26 автомобиль килсе ҫитнӗ. Кӑҫал республика хысни шучӗпе 84 машина туянма палӑртса хунӑ. Кун валли 230 миллион тенкӗ ытла уйӑрнӑ.
Республикӑн сывлӑх сыхлав министрӗ Владимир Викторов васкавлӑ пулӑшу машинисен пӗлтерӗшне пысӑка хурса хаклать. Чирлесе ӳкнӗ е инкеке лекнӗ ҫын патне тухтӑрсем хӑвӑрт ҫитейсен этем пурнӑҫне ҫӑлса хӑварма пулать-ҫке. Кунта васкавлӑ пулӑшу автомобилӗсем ҫителӗклӗ пулни питех те паха.