Шупашкарта пурӑнакан 18 ҫулти студента суд ҫирӗп режимлӑ колоние 7 ҫул та 1 уйӑхлӑха ӑсатма йышӑннӑ. Хайхискер хӑй пурӑнакан ҫуртӑн подъездӗнче выртса тӑракан килсӗр-ҫуртсӑр ҫынна хӗненӗ. Кунсӑр пуҫне студент унччен те судпа айӑпланнӑ-мӗн.
Следстви тата суд пӗлтернӗ тӑрӑх, ку 2018 ҫулхи раштав уйӑхӗн 15-мӗшӗнче ҫӗрле пулнӑ. Каччӑ ҫав каҫ ҫапкаланчӑка вӑйлах хӗненӗ. Ирхине лешӗ тӑнсӑр выртнине пӗр хӗрарӑм асӑрханӑ, вӑлах васкавлӑ медпулӑшу чӗннӗ. Килсӗр-ҫуртсӑр ҫын пульницӑра та тӑна кӗмен, кӑҫал ака уйӑхӗн 24-мӗшӗнче вилнӗ.
Суд приговорӗ вӑя кӗмен-ха.
Шупашкар хула администрацийӗн ывӑлӗ Олег Ладыков следстви изоляторӗнче пулни пирки пӗлтернӗччӗ. Аса илтерер: утӑ уйӑхӗн 26-мӗшӗнче ӑна авӑнӑн 22-мӗшӗччен хупма йышӑннӑ. Авӑнӑн 14-мӗшӗнче суд ӑна киле яман – тепӗр уйӑхлӑха хупма йышӑннӑ. Юпа уйӑхӗн 22-мӗшӗччен следстви вӗҫленмесен ӑна киле ямасан та пултарӗҫ.
Палӑртса хӑварар: кӑҫал утӑн 22-мӗшӗнче Муркаш районӗнче вӑл «Ауди» машинӑпа УАЗпа ҫапӑннӑ, хӑй вара авари вырӑнӗнчен тарнӑ. УАЗ водителӗ тата пассажир суранланнӑ. Ладыкова тепӗр икӗ кунран тытса чарнӑ.
Ҫакна та каламалла: Олег Ладыков унччен те судпа айӑпланнӑ. Ун чухне ӑна полицейские хӗненӗшӗн тӗрмене хупмасӑр айӑпланӑ.
Шупашкарти йӗрке хуралҫисем чиркӳ вӑррине тытса чарнӑ. Кукӑр алӑлли хӗрарӑм пулнӑ.
Чӑваш Ен Шалти ӗҫсен министерствинче пӗлтернӗ тӑрӑх, чиркӗве кайсан япала ҫухални пирки евитлекенсем кӑҫалхи ҫӗртме уйӑхӗнче тупӑннӑ. Вӗсем Шупашкарти Трактор тӑвакансен проспектӗнчи чиркӗве кайсан мулсӑр таврӑнма тытӑннӑ. Пӗр хӗрарӑмӑн сумкинче, сӑмахран, 10 пин ытла тенкӗлӗх пурлӑх пулнӑ.
Шупашкарти полицейскисем оперативлӑ шырав ӗҫне кӳлӗннӗ. Ют кутамккана вӑрлама хӑтланнӑ вӑхӑтра хӗрарӑма полицейскисем тытса чарнӑ.
Вӑрӑ Шупашкарта пурӑнать иккен. Вӑл хӑй айӑпне йышӑннӑ. Тӑкака саплаштарма килӗшнӗ. Пуҫиле ӗҫе судра ятарлӑ йӗркепе пӑхса тухма ыйтнӑ. Суд вӑрӑ-хӗрарӑма 400 сехет ӗҫлеттерсе юсантарма йышӑннӑ.
Канашри 1-мӗш шкул директорӗ судра явап тытнӑ. Канаш районӗн сучӗ вӑл ӗҫ вырӑнӗпе ытлашши усӑ курнӑ тесе палӑртнӑ, патшалӑх тата муниципалитет вӗренӳ учрежденийӗсенче ӗҫлеме икӗ ҫуллӑха чарнӑ. Приговор вӑя кӗмен-ха.
Следстви тата суд палӑртнӑ тӑрӑх, 2013-2018 ҫулсенче хайхи директор темиҫе ӗҫченне преми парасси, укҫан пулӑшасси пирки хушусем кӑларнӑ. Кайран вара куҫарнӑ укҫан пӗр пайне хӑйне пама ыйтнӑ. Ҫапла майпа директор ҫӳлерех кӑтартнӑ ҫулсенче кӗсйине 460 пин тенкӗ ытла чикнӗ.
Лешсем, вӗрентекенсем, вара директортан шикленнӗ. Ыйтнине пурнӑҫламасан тем курасси те пур-ҫке-ха. Пуҫлӑх вара ӗҫченӗсенчен илнӗ укҫапа хӑй пӗлнӗ пек усӑ курнӑ.
Елчӗк районӗнче пурӑнакан 18 ҫулти каччӑ суд сакки ҫине ларӗ. Астӑватӑр пулӗ: Елчӗк тӑрӑхӗнче 15-ри хӗр ҫухални пирки, унӑн виллине пӗвере тупни ҫинчен хыпарланӑччӗ. Кун тӗлӗшпе шӑпах ҫак 18-ти йӗкӗте тытса чарнӑччӗ. Следовательсем пуҫиле ӗҫе тӗпчесе пӗтерне, суда ярса панӑ.
Следстви версийӗ тӑрӑх, преступлени кӑҫал ҫу уйӑхӗн 13-мӗшӗнче пулнӑ. 15-ри хӗр 18 ҫулти ҫак каччӑпа пушӑ ларакан пӳртре тӗл пулнӑ. Вӗсем унта хирӗҫсе кайнӑ. Каччӑ хӗре хӗненӗ, унтан пуртӑпа пуҫӗнчен вилмеллех темиҫе хутчен ҫапнӑ.
Йӗкӗт преступлени йӗрне пӗтерес тесе ашшӗн машинипе вилене хурса кайнӑ та пӗвене пенӗ, хӑй вара ҫав вырӑнтан тарнӑ.
Етӗрне хулинче пурӑнакан хӗрарӑм тӑванӗнчен аванмарланса тӑман – вӑл йӑмӑкӗн укҫине вӑрланӑ. Хайхискер кӑҫалхи ака уйӑхӗн 1-16-мӗшӗсенче унӑн банк счечӗ ҫинчен 120 пин тенке яхӑн йӑкӑртнӑ. Укҫа-тенкӗпе хӑй пӗлнӗ пек усӑ курнӑ.
34 ҫулти хӗрарӑм тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Ӑна суд пӑхса тухнӑ ӗнтӗ. Тӑванӗ укҫине вӑрланӑ хӗрарӑма тӗрмене хупмасӑр 2 ҫуллӑха айӑпланӑ. Тӗрӗслев вӑхӑчӗ – 2 ҫул. Хальлӗхе приговор саккунлӑ вӑя кӗмен.
Сӑмах май, нумаях пулмасть Шупашкарта 18 ҫулти студент общежитири кӳршин 300 пин тенкине вӑрлани пирки пӗлтернӗччӗ.
Кӑҫал ҫӗртме уйӑхӗнче Шупашкар хулин депутатсен пухӑвӗн депутачӗ Анна Спиридонова иномарка рулӗ умӗнче ларнӑ чухне тепӗр машинӑна пырса лекнӗ, хӑй вара авари вырӑнӗнчен кайнӑ. Кун пирки пирки ЧР прокуратури пӗлтерет.
Ведомство хыпарланӑ тӑрӑх, кӗҫех 32 ҫулти депутата тупнӑ, протокол ҫырнӑ. Анчах ҪҪХПИ ӗҫченӗ административлӑ ӗҫ производствине чарса лартнӑ. Прокуратура вара Патшалӑх автоинспекцийӗн ӗҫченӗ ҫапла майпа йӗркене пӑснине палӑртнӑ.
Ӗҫе тепӗр хутчен пӑхса тухнӑ хыҫҫӑн протокол ҫырнӑ, миравай суд вара Анна Спиридоновӑн водитель правине туртса илме йышӑннӑ. Депутат ӗҫе суда тепӗр хутчен пӑхса тухма панӑ, анчах усси пулман.
Шупашкарта пурӑнакан 41 ҫулти арҫын тӗлӗшпе пуҫарнӑ пуҫиле ӗҫе тишкерсе пӗтернӗ. Кӗҫех ӑна суд пӑхса тухӗ.
Хайхи арҫынна васкавлӑ медпулӑшу фельдшерне тапӑннӑшӑн айӑплашсӑн. РФ Следстви комитечӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫак арҫын, ӳсӗрскер, хӑйех васкавлӑ медпулӑшу чӗннӗ. Тухтӑрсем унӑн сывлӑхне тӗрӗсленӗ хыҫҫӑн пульницӑна кайма сӗннӗ. Анчах лешне ҫакӑ килӗшмен пулмалла – фельдшера хырӑмӗнчен урипе тапнӑ.
Ҫакӑншӑн арҫын суд сакки ҫине ларӗ.
Красноармейски районӗнчи Алманч ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхне суд 10 пин тенкӗ штраф тӳлеттермелле тунӑ. Хайхискер хыснана 150 пин тенкӗлӗх тӑкак кӳнӗ.
Суд палӑртнӑ тӑрӑх, ҫак пуҫлӑх юсаман ҫулшӑн укҫа тӳленӗ. ЧР прокуратурин сайтӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, сӑмах Алманч ялӗнчи ҫулӑн пӗр пайӗ пирки пырать.
Юсаман ҫулшӑн хысна укҫине тӳленӗшӗн пуҫлӑха явап тыттарнӑ. Вӑл хӑйӗн айӑпне йышӑннӑ. Суд ӑна 10 пин тенкӗлӗх штрафланӑ.
Ҫӗнӗ Шупашкарта пурӑнакан арҫын шӑллӗне вӗлернӗ. Ун тӗлӗшпе пуҫарнӑ пуҫиле ӗҫе тӗпчесе пӗтернӗ ӗнтӗ. РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри управленийӗн пресс-службинче пӗлтернӗ тӑрӑх, пуҫиле ӗҫе суда ярса панӑ.
54 ҫулти арҫынна суд РФ Пуҫиле кодексӗн 105-мӗш статйин 1-мӗш пайӗпе айӑпласшӑн. Кӑҫалхи утӑ уйӑхӗн 11-мӗшӗнче икӗ тӑван пӗрле эрех ӗҫнӗ. Ҫав вӑхӑтра иккӗшӗн тавлашу пуҫланнӑ. Хӑйӗнчен 11 ҫул кӗҫӗн шӑллӗне асли кӑкӑр тӗлӗнчен ҫӗҫӗпе сакӑр хут ытла чикнӗ. Хытӑ суранланнӑ ҫамрӑк арҫын кӑштахран вырӑнтах куҫне хупнӑ.
Алла ҫӗҫе ярса илнӗ арҫынна тӗпчев вӑхӑтӗнче следстви изоляторне хупса хунӑ. Унӑн ҫӗҫҫине туртса илнӗ. Тӗрлӗ тӗпчев ирттернӗ, ҫав шутра — судпа психиатри экспертизи те. Усалланнӑ арҫын пуҫӗ ӑслӑ-тӑнлах иккен.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (10.05.2025 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, ҫумӑр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 742 - 744 мм, 10 - 12 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 5-7 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Мӗтри Ваҫлейӗ, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Кӗҫтӳк Кольцов, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
| Куснар-Иванов Станислав Александрович, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
| Якимов Сергей Александрович, агроном, Чӑваш АССРӗн тава тивӗҫлӗ агрономӗ вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |