Шупашкарта Элӗк район хӗрне явап тыттарнӑ. Ӑна хӑйӗн ячӗпе предприяти уҫнӑшӑн явап тыттарнӑ.
Раҫҫейӗн Следстви комитечӗн Чӑваш Енри управленийӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, 25 ҫулти хӗр юридици сӑпачӗлле организацие укҫашӑн уҫма килӗшнӗ. Уншӑн ӑна 3 пин тенкӗ сӗнекен пулнӑ. Ҫавна май вӑл налук инспекцийӗнче хӑйӗн ячӗпе предприяти уҫтарнӑ, хут ҫинче унӑн тӗп пуҫлӑхӗ пулса тӑнӑ, анчах хӑй вӑл организацире ӗҫлемен. Ҫав вӑхӑтрах ҫӗнӗ организацие Патшалӑхӑн пӗрлехи реестрне кӗртнӗ.
Предприяти-организаци уҫма документсемпе саккуна пӑсса усӑ курнӑшӑн хӗре РФ Пуҫиле кодексӗн 173-мӗш статйин 2-мӗш пайӗпе айӑпланӑ. Вӑл унччен судпа айӑпланманнине шута илсе пуҫиле ӗҫе чарса лартнӑ, 15 пин тенкӗ суд штрафӗ
панипех ҫырлахнӑ.
Ҫӗрпӳре вырнаҫнӑ арҫынсен юсанмалли 9-мӗш колонийӗнче ӗҫленӗ ҫамрӑк арҫынна суд тенкелӗ ҫине лартнӑ. Вӑл айӑплава асӑннӑ учрежденире ирттерекенсене карас телефонӗсемпе тивӗҫтернӗ.
22 ҫулти ҫамрӑка сӗтев илнӗшӗн тата ӗҫ вырӑнӗпе усӑ курнӑшӑн айӑпласа суд тӗрмене хупмасӑр 4 ҫуллӑха ирӗкрен хӑтарма йышӑннӑ.
Колони ӗҫченӗ унта айӑплава ирттерекен пӗр ҫынна 2018 ҫулхи авӑн уйӑхӗн вӗҫӗнчен пуҫласа кӑҫалхи кӑрлач уйӑхӗччен пӗр сим-карта тата виҫӗ карас телефонӗ кӗртсе панӑ. Уншӑн лешӗ тав тумалла 13 пин тенкӗ тӳленӗ.
Колонин ӗҫченӗ унсӑр пуҫне тата тепӗр тӑватӑ телефон илсе кӗртсе пама пулнӑ. Уншӑн 40 пин тенкӗ пама пулнӑ. Анчах банкри счет ҫине 1,5 пин тенкӗ ҫеҫ куҫарса панине кура телефонлӑ туман.
Чӑваш Енри юсанмалли учрежденисенче саккунсене епле пӑхӑннине тӗрӗслесе тӑракан прокурорта тӑрӑшнӑ ҫынна суд ӗҫе илме килӗшмен.
Чӑваш Енӗн прокуратуринче ӗҫленӗ ҫав ҫын маларах тӗрмесенчи йӗркене пӑхса тӑрассипе тӑрӑшнӑ.
2018 ҫулхи раштав уйӑхӗнче ӑна прокурор сӑмахне тытман тата прокурор ӗҫченӗн ятне янӑ тесе ӗҫрен хӑтарнӑ. Ҫапла тӑвасси ҫинчен калакан хушӑва Раҫҫейӗн тӗп прокурорӗ алӑ пуснӑ.
Прокурор пулнӑ ҫын капла йышӑнупа килӗшмесӗр суда ҫитнӗ. Вӑл хӑйне ӗҫе каялла илме ыйтнӑ, ӗҫре ирӗксӗр пулайман кунсемшӗн вӑтам шалу шыраса илесшӗн пулнӑ.
Чӑваш Енӗн прокуратурин пресс-службинче пӗлтернӗ тӑрӑх, прокурор Ҫӗрпӳри 2-мӗш изоляторти хӑйӗн паллакан ҫыннисем патне пынӑ. Ҫакӑ надзор органӗнче калаҫу ҫуратнӑ.
Чӑваш Ен арҫынни 10 ҫул вилнисен йышӗнче шутланнӑ. Анчах вӑл чиперех утса ҫӳренӗ. Арҫын Хабаровскри суд тӗрӗс мар йышӑну тунине 10 ҫул ӗнентерме тӑрӑшнӑ.
Хӑй чӗрӗ-сывӑ пулнине арҫын суда хӑй тӗллӗн ӗнентереймен. Чылай вӑхӑт усӑсӑр тӑрӑшнӑ хыҫҫӑн вӑл Чӑваш Енри ҫынсен прависене хӳтӗлекен уполномоченнӑйран Надежда Прокопьевӑран пулӑшу ыйтнӑ.
Кун хыҫҫӑн специалистсем унпа ҫыхӑннӑ, кун пек лару-тӑрура мӗн тумаллине ӑнлантарнӑ, суда тавӑҫ ҫырма пулӑшнӑ.
Ҫакӑн хыҫҫӑн тин Ҫӗмӗрле районӗн арҫыннине суд чӗррисен йышне кӗртнӗ. Ҫапла майпа арҫын документсем илме пултарнӑ.
Шупашкарта пурӑнакан каччӑн салтака каяс килмен – тарса ҫӳренӗ. Кун пирки РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри следстви управленийӗн пресс-служби хыпарлать.
Анчах вӗренӗн те вӗҫӗ пур теҫҫӗ. Салтак аттине тӑхӑнассинчен тарса ҫӳренӗ каччӑна нумаях пулмасть суд тунӑ. Судья приговор вуланӑ: ҫамрӑкӑн 30 пин тенкӗ штраф тӳлемелле. Ҫапах ку ҫар ретне тӑрассинчен хӑтармасть.
20 ҫулти каччӑн 2018 ҫултах салтака каймалла пулнӑ. Ун патне повестка килнӗ, анчах вӑл ҫар комиссариатне палӑртнӑ кун пыман. Унӑн килте юлма сӑлтав та пулман.
Ҫӗнӗ Шупашкарта пурӑнакан 31 ҫулти хӗрарӑм тата Хусанти 32 ҫулти арҫын, вӑл уйрӑм усламҫӑ шутланать, суя фирмӑсем уҫса тултарнӑ. Ҫакна вӗсем 2016 ҫулхи юпа уйӑхӗнчен тытӑнса 2017 ҫулхи ҫӗртме уйӑхӗччен тума ӗлкӗрнӗ. Халӗ арҫынпа хӗрарӑм тӗлӗшпе суд приговор вуланӑ. Вӑл паянхи кун тӗлне саккунлӑ вӑя кӗреймен-ха. Арҫынна 2 ҫуллӑха, хӗрарӑма 1 ҫуллӑха тӗрмене хупмасӑр ирӗкрен хӑтарма йышӑннӑ.
Суя фирмӑсене хӑйсен ячӗпе регистрацилеттерме килӗшекенсене вӗсем тӗнче тетелӗнчи халӑх ушкӑнӗсенче шыранӑ. Унта пӗлтерӳсем вырнаҫтарнӑ та... Укҫан хавхалантарнине кура фирма уҫма килӗшекенсем тупӑннӑ. Раҫҫейӗн Следстви комитечӗн Чӑваш Енри управленийӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, суя фирма уҫса пуҫлӑх ятне илнисене те явап тыттарнӑ.
Пӗлтӗр раштав уйӑхӗн 19-мӗшӗнче ҫӗрле Ҫӗнӗ Шупашкарта ҫамрӑк каччӑн пурнӑҫӗ татӑлнӑ. Тӗрӗсрех каласан, ӑна вӗлернӗ. Ҫак хура ӗҫе унӑн тантӑшӗ, 24 ҫулти каччӑ, тунӑ. Ҫак кунсенче вӑл суд сакки ҫине ларса приговор итленӗ. Судья ӑна тӗрмене 11 ҫуллӑха лартма йышӑннӑ.
Ӗҫ-пуҫ вара ҫапларах пулса иртнӗ. Ҫав кун ҫӗрле 24-ри каччӑ пӗлӗшӗпе килте пулнӑ, эрех ӗҫнӗ. Хайхискерсем хӗрсе кайсан вӑрҫӑнса кайнӑ. Хваттер хуҫи хӑнана хӗненӗ, унтан ҫӗҫӗпе чикнӗ.
Аманнӑ каччӑ подъезда чупса тухнӑ. Анчах урама тухса ӗлкӗреймен – алӑк патӗнче тӗшӗрӗлсе аннӑ. Ку преступленишӗн 24 ҫулти каччӑ ҫирӗп режимлӑ колонире самаях ларӗ.
Ҫӗмӗрлери муниципалитет предприятийӗсенчен пӗрин пуҫлӑхӗ организацин парӑмне шыраса илме кансӗрленӗ. Ку пӑтӑрмах пӗрер кун тӑсӑлнӑскер те мар.
РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри управленийӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, предприяти пуҫлӑхӗ парӑма тӳлес мар тесе 2015 ҫулхи нарӑс уйӑхӗнчен пуҫласа 2018 ҫулхи кӑрлач уйӑхӗчченех тапаҫланнӑ. Предприятин налук тата страховой тӳлев парӑмӗ 24 миллион тенкӗрен иртсе кайнӑ. Ҫав вӑхӑтрах пуҫлӑх ытти контрагента укҫа-тенкӗ куҫарса панӑ. Анчах хӑй ертсе пыракан организаци счёчӗпе усӑ курмасӑр. Счёта арестленине пӗлнӗрен ҫапла хӑтланнӑ-тӑр ӗнтӗ вӑл. Темиҫе ҫул хушшинче пуҫлӑх налук тата ытти тӳлевпе татӑлмасӑр 28 миллион та 700 пин тенке айккине ӑсатма пултарнӑ.
Пуҫлӑх тӗлӗшпе пуҫарнӑ пуҫиле ӗҫе Ҫӗмӗрле районӗнчи суда ярса панӑ.
Нумаях пулмасть Шупашкар районӗнче пурӑнакан 61 ҫулти хӗрарӑм тӗлӗшпе пуҫарнӑ пуҫиле ӗҫе суд пӑхса тухнӑ. Тивӗҫлӗ канурискере мӑнукне асӑрханмасӑр вӗлернӗшӗн айӑпланӑ.
Следстви тата суд палӑртнӑ тӑрӑх, 2018 ҫулхи раштав уйӑхӗнче ҫак хӗрарӑм эрех юлашкине шывпа хутӑштарнӑ, унтан ятарлӑ типӗ сӗт ярса ача валли апат хатӗрленӗ. Ҫакна вӑл 3 уйӑхри мӑнукне ҫитернӗ. Хӗрарӑм ӳсӗр пулнӑран кӗленчере эрех пулнине асӑрхаман та.
Ҫитернӗ хыҫҫӑн вӑл ачана диван ҫине хунӑ, хӑй юнашар выртнӑ. Ӳсӗр хӗрарӑм ҫывӑрса кайнӑ, ним те туйман ахӑртнех – ачана хӑйӗн кӗлеткипе хупланӑ, пӗчӗкскерӗн сывлӑшӗ пӳлӗннӗ. Ҫавна май хӗрача вилнӗ.
Суд хӗрарӑм айӑплӑ тесе йышӑннӑ, ӑна тӗрмене 1 ҫуллӑха ӑсатнӑ.
Пӗлтӗр юпа уйӑхӗн 11-мӗшӗнче Шупашкар районӗнчи Карачура ҫывӑхӗнче хӑрушӑ авари пулнине астӑватӑр пулӗ. Аса илтерер: Канашран Мускава кайма тухнӑ микроавтобус ҫине самосвал пырса кӗнӗ. Автобусри 11 ҫын ҫавӑнтах вилнӗ, тепри пульницӑра сывлама пӑрахнӑ.
Самосвал рулӗ умӗнче «ТУС» компанире ӗҫлекен водитель пулнӑ. Авари хыҫҫӑнах ӑна следстви вӑхӑтӗнче изолятора хупма йышӑннӑ.
Ӗҫе тишкерсе пӗтернӗ, ҫак кунсенче ӑна Ленин районӗн сучӗ пӑхса тухнӑ. Прокуратура водителе колони-поселение 6 ҫуллӑха хупма ыйтнӑ. Анчах суд ӑна колони-поселение 5,5 ҫуллӑха ӑсатма йышӑннӑ. Кунсӑр пуҫне унӑн водитель правине 2,5 ҫуллӑха туртса илнӗ. Айӑпланнӑ арҫыннӑн тата «ТУС» компанин вилнӗ ҫынсен тӑванӗсене компенсаци тӳлеме тивӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (03.07.2025 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, ҫумӑр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 744 - 746 мм, 16 - 18 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Ильин Станислав Петрович, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
| Николаев Андриян Григорьевич, чӑваш космонавчӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |