Чӑваш Енри блогер Константин Ишутова тытса чарни пирки, ун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарни ҫинчен пӗлтернӗччӗ. Блогер айӑпне ӗненмен ҫынсем – Юрий Сидоровпа Сергей Зотов общественниксем – пикет ирттернӗ.
Юрий Сидоров Мускавра тӗп прокуратура умӗнче пикета тухнӑ. Сергей Зотов вара Чӑваш Енри прокуратура тата ШӖМ умне плакат йӑтса тухнӑ.
Вӗсем Чӑваш Ен прокурорне Василий Пословские отставкӑна яма ыйтнӑ. Унӑн ҫыннисем судра Ишутова тӗрмене ӑсатма пысӑк срок ыйтнӑ-мӗн. Ҫак хастарсем пикет кунпа кӑна вӗҫленмессине пӗлтереҫҫӗ, вӗсем тата ӑна йӗркелӗҫ.
Палӑртмалла: Константин Ишутов тӗлӗшпе суд пулнӑ, приговора ыран вулӗҫ
Хӗрлӗ Чутайра пурӑнакан 46 ҫулти арҫын каллех решетке хыҫне кайӗ. Хальхинче суд ӑна уйрӑм режимлӑ колоние 13 ҫул та 6 уйӑхлӑха ӑсатма йышӑннӑ. Вӗсенчен 4 ҫулне вӑл тӗрмере ирттерӗ.
Суд тата следстви палӑртнӑ тӑрӑх, кӑҫал утӑ уйӑхӗн 13-мӗшӗнче вӑл ӳсӗр пулнӑ, 38 ҫулти ентешне тапӑннӑ, пичӗ ҫине газ баллонӗпе сирпӗтнӗ, унтан хӗненӗ.
Ҫурла уйӑхӗн 22-мӗшӗнче каҫхине ҫак арҫын 44-ри ентешӗпе хирӗҫсе кайнӑ та ӑна ҫӗҫӗпе чикнӗ. Лешӗ сурансене пула ҫавӑнтах вилнӗ.
Палӑртмалла: ҫак арҫын 1997 тата 2005 ҫулсенче ҫынна вӗлернӗшӗн айӑпланнӑ. Йӗплӗ пралук леш енче вӑл 25 ҫул ытла ирттернӗ. Унтан вӑл кӑҫал кӑрлач уйӑхӗнче тухнӑ.
Муркаш районӗнчи Шетмӗпуҫ ялӗнче пӗр йытӑ машинӑна тапӑнса хуҫине самай тӑкак кӳнӗ. Водитель кун пирки полицие шӑнкӑравласа пӗлтернӗ, лешсем протокол ҫырнӑ, ялти ҫынсенчен ыйтса пӗлнӗ.
Каярахпа машина хуҫи райсуда йытӑ хуҫи тӗлӗшпе тавӑҫ тӑратнӑ. Вӑл машинӑна юсанӑшӑн тӑкака саплаштарма 19353 тенкӗ ыйтнӑ. Кунсӑр пуҫне кӑмӑл-сипет тӗлӗшӗнчен 20 пин тенкӗ шыраса илесшӗн пулнӑ.
Суд машинӑна йытӑ сиенлетнине палӑртнӑ. Ял халӑхӗ каланӑ тӑрӑх, йытӑ тӑтӑшах ирӗкре ҫӳрет, вӑл машинӑсене, ҫынсене тапӑнать. Иртен-ҫӳрен унран шикленет-мӗн.
Суд машина юсанӑшӑн тӑкакланӑ укҫана йытӑ хуҫинчен шыраса илмелле тунӑ. Кӑмӑл-сипет тӗлӗшӗнчен сиен кӳнӗшӗн укҫа шыраса илмелле туман.
Пӑрачкав районӗнчи «Семеновский» ял хуҫалӑх кооперативӗн председательне 7 эпизодпа айӑпланӑ. 55 ҫулти пуҫлӑх предприяти укҫине тӑкакланӑшӑн явап тытнӑ.
2011-2018 ҫулсенче председателе тӗрӗслев органӗсем пӗрре мар штафланӑ. Анчах вӑл штрафсене тӳленӗ укҫана организацин бухгалтерийӗ урлӑ саплаштарнӑ е ӗҫтешӗсене штрафсене кооператив счечӗнчен тӳлеме хушнӑ. Пӗтӗмпе пуҫлӑх комиссие шута илсе 63 пин тенкӗ ытла тӑкакланӑ.
Председатель айӑпне йышӑнман, вӑл каланӑ тӑрӑх, йӑлтах кооператив правленийӗпе калаҫса татӑлса тунӑ. Анчах прокуратура судра пуҫлӑх айӑплӑ пулнине ӗнентернӗ. Председателе судья тӗрмене хупмасӑр 1 ҫул та 6 уйӑхлӑха айӑплама йышӑннӑ.
ЧР Наци банкӗ Арбитраж судне «Чӑвашкредитпромбанка» панкрута кӑларма ыйтса тавӑҫ тӑратнӑ. Кун пирки «Регнум» информаци агентстви пӗлтерет.
Тавӑҫ требованийӗ 155 тенкӗ те 963 тенкӗпе танлашать. Хальлӗхе ӗҫе производствӑна йышӑнман.
Аса илтетер: «Чӑвашкредитпромбанк» кӑҫал чӳк уйӑхӗн 7-мӗшӗнче лицензисӗр тӑрса юлнӑ. Россельзозбанк банк-агент пулса тӑнӑ. Раштавӑн 12-мӗшӗ тӗлне вкладчиксене 2,4 миллиард тенкӗ тавӑрса панӑ.
Ют машинӑпа ларса кайнӑшӑн Тӑвай район хӗрне явап тыттарнӑ. Вӑл пӗлтӗрхи раштавӑн 1-мӗшӗнче ирхи виҫҫӗре ҫын машинине хускатса кайнӑ.
1993-мӗш ҫулта ҫуралнӑ хӗр Шупашкарти «Грубиян» кафе-бар умӗнче ларакан «VW Jetta» автомобиле кӗрсе ларнӑ. Салонта хуҫи ҫуккине кура вӑл водитель вырӑнне куҫса ларнӑ та машинӑна хускатса кайнӑ. Хӑй вӑл ӳсӗр пулнӑ.
Пуҫтахланнӑ хӗре Шупашкарти Ленин районӗнчи суд 50 пин тенкӗлӗх штрафлама йышӑннӑ. Пикен ваккачӗ ку йышӑнупа килӗшмесӗр Чӑваш Енӗн Аслӑ судне ҫитнӗ. Апла пулин те унтисем те ӳсӗр хӗр тыткаларӑшне ӑнланасшӑн пулман. Тепӗр майлӑ каласан, ют ҫын машинипе хуҫи ирӗк памасӑр хуҫаланнӑ хӗре ЧР Аслӑ сучӗ шеллемен, пӗрремӗш инстанцири суд йышӑнӑвне унчченхиллех хӑварнӑ.
Кӑҫал ҫӗртме уйӑхӗнче Шупашкарӑн экс-мэрне Ирина Клеменьевӑна суд пӗтӗмӗшле режимлӑ колоние 5 ҫуллӑха ӑсатма йышӑннӑ. Суд палӑртнӑ тӑрӑх, вӑл страхлав компанийӗн укҫине тӑкакланӑ тесе палӑртнӑ. Тӑкак 20 миллион тенкӗпе танлашнӑ тесе шутланӑ.
Ирина Клементьевӑн хӳтӗлевҫи приговорпа килӗшмен, ЧР Аслӑ судне тавӑҫ тӑратнӑ. Суд приговора кӑштах ҫемҫетнӗ – экс-мэра колонирен кӑштах маларах кӑларӗҫ. Аслӑ суд приговорӗпе килӗшӳллӗн, унӑн колонире 4 ҫул та 7 уйӑх ирттермелле.
Кӑҫал ҫу уйӑхӗн 8-мӗшӗнче Вӑрнар районӗнче пурӑнакан пӗр хӗрарӑм пӗр ҫынна пӗчӗк кӗленчепе сӑмакун сутнӑ. Экспертиза палӑртнӑ тӑрӑх, шӗвек хӑрушсӑрлӑх требованийӗсемпе килӗшсе тӑман. 53 ҫулти хӗрарӑма куншӑн явап тыттарма йышӑннӑ.
Хайхискер полицейскисене тавӑрас тесе хӑйсене айӑплама хӑланнӑ: лешсем килӗнче ухтарнӑ чухне укҫа вӑрланӑ-мӗн. Анчах тӗрӗслев ҫакна ҫирӗплетмен.
Хӗрарӑм судра айӑпне йышӑнман. Судья ӑна 1 ҫул та 2 уйӑх та 25 кунлӑха тӗрмене хупмасӑр айӑплама палӑртнӑ
Кӑҫал пуш уйӑхӗнче Шупашкарта пурӑнакан пӗр арҫыннӑн машинине приставсем арестленӗ, штрафстоянкӑна илсе кайнӑ. Водитель ҪҪХПИе 83 штраф тӳлемен-мӗн, парӑм 62500 тенкӗ пухӑннӑ. Исполнительнӑй сбор 86 пин тенкӗ ытларахпа танлашнӑ.
Олег Алексеев каласа кӑтартнӑ тӑрӑх, машинӑна арестличчен приставсен службинчен нимӗнле уведомлени те килмен. Ака уйӑхӗнче вӑл парӑма татнӑ та машинӑна киле илсе кайнӑ.
Нимӗнле уведомлени те килменнине кура Олег Алексеев исполнительнӑй сбор суммине суд урлӑ тавӑрма йышӑннӑ. Суд ун майлӑ пулнӑ, приставсен службине 81762 тенкӗ тӳлеттерме йышӑннӑ. Приговор авӑнӑн 17-мӗшӗнче вӑя кӗнӗ. Анчах, Олег Алексеев ӗнентернӗ тӑрӑх, укҫана халӗ те куҫарса паман. Ҫавна май вӑл прокуратурӑн пулӑшу ыйтнӑ.
Шупашкарти пӗр шкулта ӑс пухакан хӗр кӗҫех суд сакки ҫине ларӗ. Ӑна полицейскисене хирӗҫ тӑнӑшӑн айӑпласшӑн.
Следстви версийӗ тӑрӑх, кӑҫал аван уйӑхӗн 22-мӗшӗнче ҫӗрле ҪҪХПИ ӗҫченӗсем патруле тухсан Шупашкарти ҫӗнӗ кӑнтӑр районӗнчи пӗр чарӑнура хӗр тусӗпе эрех ӗҫнине курнӑ. Саккунпа килӗшӳллӗн, общество вырӑнӗнче кун пек тума юрамасть.
Хӗре пакунлисем служба машинине лартнӑ. Ку вара пикене килӗшмен – вӑл икӗ инспектора аллинчен ҫыртнӑ. Машина хускалсан хайхискер пӗр полицейские питӗнчен тапнӑ.
Хӗре тата унӑн тусне общество вырӑнӗнче эрех ӗҫнӗшӗн 500 тенкӗ штраф ҫырса панӑ. Полицейскисене шар кӑтартнӑ пике вара халӗ суд пуласса кӗтет.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (11.05.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 743 - 745 мм, 6 - 8 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 4-6 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Мӗтри Ваҫлейӗ, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Кӗҫтӳк Кольцов, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
| Куснар-Иванов Станислав Александрович, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
| Якимов Сергей Александрович, агроном, Чӑваш АССРӗн тава тивӗҫлӗ агрономӗ вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |