Вӑрнар поселокӗнчи Дача урамӗ пӗлтӗрхи юпа уйӑхӗнченпе шывсӑр пурӑннӑ. Асӑннӑ уйӑхӑн 29-мӗшӗнче унта шыв пӑрӑхӗ ҫурӑлса кайнӑ. Вӑхӑт самай иртсен те яваплисем кӑлтӑка пӗтерме васкаман. Шыв пӑрӑхне хупса хунӑ та — ӗҫӗ-пуҫӗ пӗтнӗ. Ҫав урамра вара нумай ачалисен ҫӗр лаптӑкӗсем пулнӑ. Вӗсене ҫӗре ҫурт тума уйӑрса панӑ.
Шывсӑр пурӑнса ывӑннӑ ҫынсем тӗнче тетелӗнчи халӑх ушкӑнӗсенче ҫырма пуҫланӑ, прокуратурӑна ҫитнӗ.
Ҫынсен интересне хӳтӗлесе прокуратура суда ҫитнӗ. Суд Вӑрнар район администрацине Дача урамне шывпа тивӗҫтермелле тесе йышӑну кӑларнӑ. Вӑл хальлӗхе саккунлӑ вӑя кӗреймен-ха. Апла пулин те вырӑнти ҫынсем ку хыпаршӑн савӑннӑ, лав вырӑнтан хускаласса вӗсем халӗ тем пекех шанаҫҫӗ.
Патшалӑх айӑплавҫи вице-премьер пулнӑ Владимир Аврелькина пӗтӗмӗшле режимлӑ колоние 6,5 ҫуллӑха яма ыйтать. Кунсӑр пуҫне ӑна патшалӑх тата муниципалитет службин должноҫӗсене 3 ҫул йышӑнма чарасшӑн.
Ку кӑна мар, патшалӑх айӑплавҫи Аврелькина класс чинӗнчен (вӑл 2-мӗш класри патшалӑх канашҫи) хӑтарма, «Чӑваш Республики умӗнчи тава тивӗҫлӗ ӗҫсемшӗн» медальсемпе орденсене туртса илме ыйтать.
Айӑплавҫӑсен версийӗ тӑрӑх, Владимир Аврелькин икӗ коммерци организацине оборудовани туяннӑ такакӑн пӗр пайне саплаштарма саккуна пӑсса субсиди панӑ. Ҫапла майпа вӑл ӗҫ вырӑнӗпе усӑ курса ҫак коммерци организацийӗсене ытти фирма умӗнче «мала хунӑ». Тӑкак 23,8 миллион тенкӗпе танлашнӑ. Следстви вӑхӑтӗнче В.Аврелькин ӑна саплаштарнӑ.
52 ҫулти водитель пӗр кунхине Кӳкеҫре машинӑпа пынӑ, анчах хӑйӗн ҫумӗнче документсем пулман. Шӑпах ҫавӑн чухне ӑна ҫул-йӗрпе патруль службин инспекторӗсем чарнӑ.
Водитель саккунпа килӗшӳллӗн штраф тӳлесшӗн пулман – инспектора сӗтев сӗннӗ. Хайхискер патруль машинин панелӗ ҫине 500 тенкӗ хунӑ. Анчах ҫакӑ мӗнпе вӗҫленессине арҫын чухламан пуль - ку суда илсе ҫитернӗ.
52 ҫулти арҫын тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Унӑн сӗтев панӑшӑн судра явап тытма тивӗ.
Пӑрачкав районӗн прокуратури тӑхӑр йывӑҫ каснӑ арҫын тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. 30 ҫулти арҫыннӑн судра явап тытма тивӗ.
Ҫакскер саккуна пӑсса йывӑҫсем каснӑ – 9-шне йӑвантарнӑ. Ҫапла майпа вӑл патшалӑха 41 пин тенкӗлӗх тӑкак кӳнӗ.
Следстви вӑхӑтӗнче арҫын хӑйӗн айӑпне йышӑннӑ, патшалӑха кӳнӗ тӑкака саплаштарнӑ. Ун тӗлӗшпе пуҫарнӑ пуҫиле ӗҫе миравай судьяна пӑхса тухма панӑ.
Палӑртмалла: кунашкал статьяпа айӑпланакансене ирӗксӗр 2 ҫул таран та хӑварма пултараҫҫӗ.
Пӗлтӗр «Чӑвашкредитпромбанк» вкладчикӗсемпе тӗл пулнӑ чухне ЧР премьер-министрӗ Иван Моторин Патшалӑх Канашӗн депутатне Сергей Семенова «упырь» тесе каланӑ. Кун хыҫҫӑн Сергей Семенов Иван Моторин тӗлӗшпе заявлени ҫырнӑ.
Тӗрӗслев тата лингвистика экспертизи ирттернӗ хыҫҫӑн административлӑ йӗркене пӑснӑшӑн Моторин тӗлӗшпе ӗҫ пуҫарнӑ. Ӑна Шупашкарти Ленин районӗн 1-мӗш суд участокӗн миравай судйине пӑхса тухма ярса панӑ.
Палӑртмалла: ҫынна сӑмахпа кӳрентернӗшӗн должноҫри ҫынсене 30-50 пин тенкӗ штраф тӳлеттерме пултараҫҫӗ.
Нумаях пулмасть суд рецидивиста каллех йӗплӗ пралук леш енне ӑсатнӑ. Хальхинче 45 ҫулти арҫын 91 ҫулти кинемее мӑшкӑллама тӑнӑ.
Ку пӑтӑрмах пӗлтӗрхи раштав уйӑхӗнче Елчӗк районӗнчи пӗр ялта пулса иртнӗ. Арҫын ӳсӗр пулнӑ, вӑл ватӑ хӗрарӑм пурӑнакан ҫуртӑн чӳречине ҫӗмӗрнӗ те шала кӗнӗ. Хайхискер кинемейӗн вӑйсӑрлӑхӗпе усӑ курса ӑна мӑшкӑллама тӑнӑ, анчах пултарайман.
Следстви вӑхӑтӗнче тепӗр пулӑм та тӑрӑ шыв ҫине тухнӑ: ҫак арҫын чӳк уйӑхӗнче те тепӗр ялта пурӑнакан ҫын ҫуртне чӳрече ҫӗмӗрсе кӗнӗ. Ӑна судра икӗ эпизодпа айӑпланӑ. Арҫынна пӗтӗмӗшле режимлӑ колоние 3 ҫуллӑха яма йышӑннӑ.
Палӑртмалла: арҫын пӗтӗмпе тӗрмере 20 ҫул ларса ирттернӗ. Юлашкинчен вӑл пӗлтӗр авӑн уйӑхӗнче ирӗке тухнӑ.
Ҫӗмӗрле районӗнчи Вырӑс Улхаш ялӗнче пурӑнакан 38 ҫулти арҫын суд сакки ҫине ларнӑ. Ӑна пӑшал тытса пуҫтахланнӑшӑн айӑпланӑ. Суд ӑна 2,5 ҫуллӑха хупма йышӑннӑ.
Палӑртмалла: ӑна 2006 ҫулта та айӑпланӑ, ун чухне ӑна ҫынна вӗлернӗшӗн 12 ҫуллӑха хупнӑ. Колонирен вӑл 2017 ҫулта тухнӑ.
Хальхинче вара арҫын пуҫтахланнӑ. Пӗлтӗрхи юпа уйӑхӗнче вӑл ҫӗрле ӳсӗр пулнӑ, кӳршӗ яла килнӗ те пӗлӗшӗсене ҫурчӗн чӳречисенчен сунар пӑшалӗнчен пеме пуҫланӑ. Юрать-ха, арҫын никама та амантман, чӳречесене ҫеҫ ҫӗмӗрнӗ.
Паян Шупашкарти Мускав районӗн судӗнче Шупашкар хулин депутатсен пухӑвӗн депутачӗ Евгений Андреев тӗлӗшпе пуҫарнӑ ӗҫпе прени иртнӗ. Ӑна бизнес-партнерне вӗлерме саккас панӑшӑн айӑпласшӑн.
Патшалӑх айӑплавҫи ҫынна вӗлерме саккас панӑ депутата ҫирӗп режимлӑ колоние 13,5 ҫуллӑха ӑсатма йышӑнать, унӑн подельникне – 14 ҫуллӑха. Ӗҫе присяжныйсен сучӗ кӑрлачӑн 21-мӗшӗнче пӑхса тухнӑ, унӑн пӗтӗмлетӗвӗ: айӑплӑ. Приговора ыран 15 сехетре вулӗҫ.
Сӑмах май, пӗлтӗр пуш уйӑхӗнче суд Андреев айӑплӑ мар тесе йышӑннӑ, анчах патшалӑх айӑплавҫи кунпа килӗшмен, ӗҫе тепӗр хутчен пӑхса тухма янӑ. Приговора пӑрахӑҫламалли сӑлтав пулнӑ: присяжныйсенчен пӗри ашшӗ судпа айӑпланни пирки пӗлтермен.
Йӗпреҫ районӗнче пурӑнакан 47 ҫулти арҫынна 100 пин тенкӗлӗх штрафланӑ. Сӑлтавӗ пулнӑ – хайхискер Армени ҫыннине кивӗ пӳртре пропискӑна фиктивлӑ майпа тӑратнӑ.
Прокуратура пӗлтернӗ тӑрӑх, чӑннипе вара ют ҫӗршыв ҫынни унта пурӑнман, ҫав ҫӗтӗк-ҫатӑк ҫуртра пурӑнма майӗ те пулман. Суя тӑрӑ шыв ҫине тухнах.
Куншӑн Йӗпреҫ районӗн арҫыннин Уголовлӑ кодексӑн 322-мӗш статйин 3-мӗш пайӗпе килӗшӳллӗн явап тытма тивнӑ. Суд ӑна 100 пин тенкӗ штраф тӳлеттерме йышӑннӑ.
Шупашкар хула администрацийӗн пуҫлӑхӗн Алексей Ладыковӑн ывӑлӗпе, Олегпа, ҫыхӑннӑ пӑтӑрмахлӑ ӗҫ-пуҫ вӗҫленнӗ теме юрать те пулӗ. Паян, малтан эпир пӗлтернӗ пекех, Муркаш районӗн судӗнче приговор вуланӑ. Ҫакна та палӑртар: приговорпа килӗшмесен енсен Чӑваш Енӗн Аслӑ судне ҫитме ирӗк пур-ха.
Аса илтерер: прокуратура Олег Ладыкова колоние пилӗк ҫуллӑха ӑсатма ыйтнӑ. Район сучӗ 3 ҫул та 9 уйӑхлӑха пӗтӗмӗшле режимлӑ колоние ӑсатма йышӑннӑ. Приговора йышӑннӑ чух Муркашри суд Олег Ладыков тӗлӗшпе Шупашкарти Ленин район сучӗ О. Ладыков полицейские хӗненӗшӗн унчечн кӑларнӑ приговора та шута илнӗ.
Муркаш районӗнче машинӑпа аварие лекнӗ Олег Ладыкова ваккат айӑпсӑр тесе хӳтӗленӗ, ӑна тӳрре кӑларма ыйтнӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (11.05.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 743 - 745 мм, 6 - 8 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 4-6 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Мӗтри Ваҫлейӗ, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Кӗҫтӳк Кольцов, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
| Куснар-Иванов Станислав Александрович, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
| Якимов Сергей Александрович, агроном, Чӑваш АССРӗн тава тивӗҫлӗ агрономӗ вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |